Православи — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:

Православи

Чӑваш халӑхӗ Христос тӗнне йышӑнни

«Патша правительстви вырӑс мар хресченсене алӑра ҫирӗпрех тытас тӗллевпе тӗне кӗртме е пӗр Турра тата унӑн ывӑлне Иисус Христоса пуҫ ҫаптарма тӗллев лартнӑ. IV Иван вӑхӑтӗнчех ку енӗпе аппаланса пӑхнӑ. Тӗне кӗнисене тӗрлӗ ҫӑмӑллӑхсем пама шантарнӑ пулин те ӗҫе ӑнтарайман. Пӗрремӗш Петӗр патша темиҫе Хушу кӑларнӑ. Вӗсенче Христос тӗнне ӗненекенсене наградӑсем парасси, виҫӗ ҫуллӑха налуксемпе салтакран хӑтарасси пирки каланӑ. Анчах каллех усси пулман. Пуянсемпе влаҫа ҫывӑх чӑвашсем кӑна тӗне кӗнӗ, мӗншӗн тесен пачӑшкӑсем христиан вӗрентӗвне вырӑсла вуланӑ, ахаль ҫынсем ӑна ӑнланман. Кунсӑр пуҫне тата чиркӳсемпе мӑнастирсем тума хресчен ҫӗрӗсене туртса илнӗ, вӗсенех ӗҫлеттернӗ, хушма налук, куланай пухма пуҫланӑ, чӑвашсен ҫветтуй вырӑнӗсене пӗтернӗ, вӗсен тӗнне хӗсӗрленӗ. Çакӑ, паллах, пӗтӗмпех халӑха христиан тӗнчине хирӗҫ тӑратнӑ. Ку тапхӑрта чӑвашсенчен чылайӑшӗ ислам тӗнне йышӑнса тутара тухнӑ. Юлашкинчен патша правительстви вӑйпах тӗне кӗртме йышӑннӑ. Пупсем, чиновниксем, салтаксем чӑваш ялӗсене пырса хресченсене хӗнесе кӳлле е юханшыва хӑваласа кӗртнӗ, ҫӗнӗ ят парса мӑйӗсене хӗрес ҫакса янӑ. Çапла майпа XIX ӗмӗр ҫурринче чӑвашсен пысӑк пайне ҫӗнӗ тӗн йышӑнтарнӑ. Хресченсен шутӗнчен ялсенче 100 ытла чиркӳ хута янӑ, вӗсенче пине яхӑн пуппа тиек ӗҫленӗ. XIX ӗмӗр вӗҫнелле тин, христиан вӗрентӗвне чӑвашла вулама пуҫласан. Халӑх ют йӑла-йӗркене хӑйӗн ирӗкӗпе йышӑнма пуҫланӑ», – хыпарлать чӑваш хаҫачӗ «Вӑйпа йышӑнтарнӑ» статьинче (Хыпар. 2011. 13 ҫурла).

«..патша пуп таврашӗсене вырӑс мар халӑхсене тӗне кертес ӗҫре пур майпа та пулӑшса пынӑ, ҫавӑнпах та патша тӗне кӗрекенсене тӗрлӗ льготӑсем парса илӗртнӗ. 1675-1680 ҫулсенче новокрещенсем – авалхи тӗне пӑрахса Христос тӗнне йышӑнакансем – Сӗве уездӗнче – 30 ҫын, Шупашкар уездӗнче – 44 ҫын, Чикме уездӗнче – 33 ҫын кӑна шутланнӑ. 1681 ҫулта, выҫлӑх ҫул, патша чӑваш хресченӗсене 6 ҫул хушши ясакран хӑтӑлма льготӑ памалла тунӑ. Кун хыҫҫӑн, чӑнахах та, аптраса ҫитнӗ хресченсем тӗне кӗрсе вырӑсла ят илни пулкаланӑ, анчах ҫапах та нумай мар, мӗншен тесен хресченсем тӗне кӗрсен улпутсен е мӑнастирсен аллине ҫакланасран шикленнӗ. Çитменнине тата, тӗне кӗнисем кӗменнисемпе пӗрле пурӑнса кив йӑласемпех ан юлччӑр тесе, новокрещенсене, хӑйсен тӑван ял-йышӗнчен уйӑрса, вырӑс ялӗсене е вырӑссем хушшинче тунӑ ҫӗнӗ ялсене куҫарса лартнӑ. Самахран, Улхаш ялӗ ҫакнашкал пуҫланса кайнӑ. Çӗнӗ вырӑна куҫма килӗшмен новокрещенсене, наказани парса, ирӗксӗрех ҫемйипе куҫарса кайнӑ. Тӗслехрен, ҫавнашкал тустару 1699 ҫулта Кӑрмӑш уездӗнче пулса иртнӗ…» (с. 106-107)

«Чӑвашсене тӗне кертесси Хусан кӗпӗрнинче ҫапла пулса пынӑ (Хусан, Сӗве, Чӗмпӗр, Вяткӑ, Пензӑ, Ĕпхӳ, Самар, Шупашкар, Чикме, Çӗрпӳ, Кокшайск Оренбург уезчӗсем тӑрӑх):

Хӑш ҫулта Миҫе ҫынна тӗне кӗртнӗ
1740-1744 8018
1745-1749 159687
1750-1754 9396
1755-1759 9048
1760-1762 867

Кивӗ тӗне пӑрахнисем пурӗ 196211 ҫын пулнӑ. Кунсӑр пуҫне тата, Чулхула кӗпӗрнинче (Етӗрне, Кӑрмӑш, Пензӑ, Улатар уезчӗсем тӑрӑх) 1740-1753 ҫулсенче 18 пин чӑваш ытларах тӗне кӗнӗ. Апла пулсан ӗнтӗ, 1760 ҫулсем тӗлне чӑвашсем, арҫынӗ-хӗрарӑмӗ, пурӗ 215 пине яхӑн Христос тӗнне йышӑннӑ пулать…» (И. Д. Кузнецовӑн «Чӑваш халӑх историйӗ ҫинчен» кӗнекерен, с. 110).

Святой Гурий - основатель Чебоксар

Святой Гурий - основатель Чебоксар : [аудиолекция] / Национальная библиотека Чувашской Республики, 2022. - Устная речь (исполнительская) : электронная. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее