Чӑваш Республикин патшалӑх тытӑмӗ
Чӑваш Республики – Чӑваш Ен Раҫҫей Федерацине кӗрекен республика шутланать. Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн органӗсен тытӑмне Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗпе тата Чӑваш Республикин Конституцийӗпе (2000) палӑртаҫҫӗ. Республикӑра патшалӑх влаҫне Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ, судсем пурнӑҫласа тӑраҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ – республикӑра патшалӑх влаҫӗн саккун кӑларакан чи аслӑ (представителӗ) яланхи пӗртен-пӗр органӗ пулса тӑрать. Чӑваш Республикин Канашне тата унӑн органӗсене йӗркелемелли, вӗсем ӗҫлемелли никӗссене «Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ ҫинчен» Саккунӗ палӑртать (12.07.2001 ҫ. йышӑннӑ, 18.02.2022 ҫ. редакциленӗ.).
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикинче должноҫри чи аслӑ ҫын тата ӗҫ тӑвакан влаҫӑн пуҫлӑхӗ пулса тӑрать. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн статусне, полномочийӗсене, право, социаллӑ тата ытти гарантисене Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫинчен» Саккунӗпе ҫирӗплетеҫҫӗ (15.05.2001 ҫ. 18 №, 24.06,2016 ҫ. редакциленӗ).
Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан чи аслӑ яланхи органӗ – Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ. Чӑваш Республикин Конституцийӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ӗҫӗ-хӗлӗн тӗп ҫул-йӗрӗсене, тытӑмне «Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ ҫинчен» Саккунӗ (19.04-2002 ҫ. 13 №, 09.07-2019 ҫ. редакциленӗ) палӑртать, унӑн ӗҫне йӗркелет.
Республикӑри муниципалитет пӗрлӗхӗсен пӗтӗмӗшле интересӗсене Чӑваш Республикин муниципалитет пӗрлӗхӗсен (йӗркеленӗвӗсен) Совечӗ (Канашӗ) хӳтӗлет (тивӗҫтерет). Вӑл республикӑн муниципалитет пӗрлешӗвӗсене патшалӑх влаҫӗн органӗсемпе, муниципалитет пӗрлӗхӗсен пӗтӗм Раҫҫейри пӗрлехи пӗрлешӗвӗпе ҫыхӑнса ӗҫлессине йӗркелесе пырать, республикӑри муниципалитетсен социаллӑ пурнӑҫпа экономика ыйтӑвӗсене татса пама пулӑшать. Муниципалитет пӗрлӗхӗсен (йӗркеленӗвӗсен) Совечӗ (Канашӗ) республикӑри 297 муниципалитет пӗрлӗхӗсене, ҫав шутра 264 ял тата 7 хула поселенийӗсене, 21 муниципаллӑ округпа 5 хула округне пӗрлештерет.
Чӑваш Автономи облаҫне йӗркелени
1919 çул вӗçӗнче РСФСРти национальноçсен ӗçӗсен Халăх комиссариачӗ çумӗнчи Чăваш пай чăваш халăхӗн администраци единицине туса хумалли проект хатӗрленӗ.
Хусанта 1920 ҫулхи февралĕн 4-8-мĕшĕсенче иртнĕ чăваш коммунисчĕсен съездĕнче ĕҫ коммуни евĕрлĕ чăваш халăхĕн автономине туса хумалли пĕрремĕш проекта йышăннă. Унăн никĕсĕнче халăх интересĕсене шута хурасси пулнă.
Коммуна чиккисенче чăваш ялĕсенчен ытларахăшне, ҫав шутра Кама леш енче утрав пек тăрса юлнă тăрăхсене те, май пур таран пĕрлештермелле пулнă. Чăваш тĕп хулине Канашра тăвас тесе палăртнă.
Анчах автономин ҫак проектне большевиксен партийĕпе Совет патшалăхне ертсе пыракансем тĕппипех ырламан. Тин кăна туса хунă Тутар АССРĕн ертӳҫисемпе ҫĕр пирки хирĕҫӳсем сиксе тухнă; чăвашсем пурăнакан уездсене Чулхула кĕпĕрнине парас пирки те сăмах тухнă. Д. С. Элмен ертсе пыракан делегаци ҫине тăнипе тата совет правительствин ертӳҫи В. И. Ленин хута кĕнине пула Чăваш облаҫĕн проектне йышăнаҫҫĕ. 1920 ҫулхи июнĕн 24-мĕшĕнчи правительство декречĕпе Чăваш автономи облаҫне туса хунă. 1995 ҫулхи июнĕн 24-мĕшне Чăваш Республикин кунĕ теме йышăннă, 2000 ҫултанпа ăна патшалăх уявĕн шайĕнче палăртаҫҫĕ.
Йышăннă документ тăрăх ҫĕнĕ администраци лаптăкĕ 11,6 пин тăваткал ҫухрăм пулнă. Унта пурăнакансен йышĕ – 739 658 ҫын, вĕсенчен 81,8 проценчĕ – чăвашсем.
Ҫапла вара, чăваш халăхĕн 55-56 проценчĕ ҫеҫ автономи чиккине кĕрсе юлнă. Шупашкар чăвашсен тĕп хули пулса тăнă, Ревком (влаҫăн вăхăтлăх органĕ) пуҫлăхне Д. С. Элмене лартаҫҫĕ.
1920 ҫулсен вĕҫĕнче автономине ертсе пыракан тĕп органсем туса хураҫҫĕ, ЧАО ĕҫтăвкомĕн председательне Д. С. Элмене суйлаҫҫĕ. Облаҫри ĕҫтăвком президиумĕн йышне С. А. Коричев, Л. М. Лукин, В. А. Алексеев тата В. В. Базанов кĕнĕ.
Чӑваш Автономи облаҫне йӗркелени // Чӑваш ҫӗршывӗ: ватӑ та вӑл, ӗмӗр ҫамрӑк та : [альбом кӗнеке / Е. В. Касимов, С. Н. Кодыбайкин, Ф. Н. Козлов хатӗрленӗ ; чӑвашла куҫараканӗ О. И. Печников]. – Шупашкар, 2020. – С. 15.