Ҫемьери йӑла-йӗрке — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Главная / Йӑла-йӗрке / Ҫемьери йӑла-йӗрке

Ҫемьери йӑла-йӗрке

«Пирӗн несӗлсен шухӑшӗпе, кашни ҫыннӑн хӑй пурӑннӑ чухне икӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫ тумалла: ватӑлнӑ ашшӗ-амӑшне пӑхмалла, хӑй хыҫҫӑн хисепе тивӗҫлӗ, лайӑх ачасем пӑхса ӳстерсе хӑвармалла. Ҫыннӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ кил-йышра иртнӗ, ҫавӑнпа вӑл яланах ҫемье, ашшӗ-амӑшӗ, ачисем йӗркеллӗ пулччӑр, тӑнӑҫ пурнӑҫпа пурӑнччӑр тесе тӑрӑшнӑ.

Ашшӗ-амӑшӗ. Авал чӑваш кил-йышӗ ялан тенӗ пекех виҫӗ сыпӑкран тӑнӑ: аслашшӗасламӑшӗ, ашшӗ-амӑшӗ тата ачисем. Чӑваш кил-йышӗнче аслашшӗ-асламӑшне, ашшӗ-амӑшне лайӑх пӑхнӑ, юратнӑ, хисепленӗ. Ҫакна чӑваш халӑх юррисенче те курма пулать: вӗсенче ытларах арҫынпа хӗрарӑм юратӑвӗ ҫинчен мар (хальхи юрӑсенче ҫавӑн пек юрату ҫинчен юрлаҫҫӗ), ашшӗ-амӑшне, тӑванӗсене, тӑван ҫӗршыва юратни ҫинчен юрланӑ.

Ашшӗ-амӑшӗ вилнӗшӗн кулянса юрлакан юрӑсенче ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫын кӑмӑл-туйӑмӗ лайӑх палӑрнӑ:

Уй варринче лаштра юман,

Атте тесе ай кайрӑм та,

«Килех, ыв(ӑ)лӑм», – ай темерӗ,

Чун хурланчӗ – макӑртӑм та…

Уй варринче чечен ҫӑка,

Анне тесе ай кайрӑм та,

«Килех ыв(ӑ)лӑм», – ай темерӗ,

Чун хурланчӗ – макӑртӑм та…

Ачасем амӑшне уйрӑмах юратнӑ, хисепленӗ. Вырӑс чӗлхинчи «мать» сӑмах чӑвашла амӑш тесе куҫать, анчах тӑван амӑшне вара чӑваш урӑхларах – анне, апи тесе чӗнет. Анне, апи тесе вӑл хӑйӗн амӑшне ҫеҫ калать. Анне, апи, амӑш чӑвашсемшӗн таса, сӑваплӑ сӑмахсем пулнӑ. Ятлаҫнӑ-хирӗҫнӗ, ҫынран кулса, мӑшкӑлласа калаҫнӑ чухне нихӑҫан та ҫак сӑмахсене каламан.

Амӑшӗ умӗнчи тивӗҫӗ ҫинчен чӑвашсем ҫапла каланӑ: «Аннӳне кашни кун хӑвӑн ывӑҫ тупанӗ ҫинче пӗҫернӗ икерчӗпе хӑналасан та вӑл хӑвна ырӑ тунине, унӑн ӗҫне хӑвӑн ӗҫӳпе тӳлесе татаймастӑн». Амӑш ылханӑвӗ — чи хӑрушӑ ылхан, вӑл ылханни яланах ҫитет тесе шутланӑ.

Арӑмӗ тата упӑшки. Ӗлӗк чӑвашсен килйышӗнче арӑмӗпе упӑшки пӗр тан пулнӑ, хӗрарӑма кая хурасси пулман. Упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗрне хисепленӗ, питӗ сайра ҫеҫ уйрӑлнӑ.

Ватӑ ҫынсем упӑшкипе арӑмӗн кил-йышри вырӑнӗ пирки ҫапла каланӑ: «Арҫын – кил патши, хӗрарӑм – кил турри». Ҫемьере арҫын ача пулман пулсан ашшӗне аслӑ хӗрӗ пулӑшнӑ. Хӗр ачасем ҫук пулсан амӑшне кӗҫӗн ывӑлӗ пулӑшнӑ. Пур ӗҫ те – хӗрарӑм ӗҫӗ те, арҫын ӗҫӗ те хисепре пулнӑ. Кирлӗ пулсан хӗрарӑм кирек мӗнле арҫын ӗҫне те тума пултарнӑ, арҫын та килти ӗҫсене тиркесе тӑман. Пур ӗҫе те пысӑк пӗлтерӗшлӗ тесе шутланӑ. Венгр ученӑйӗ А. Вамбери ҫырнӑ тӑрӑх, «чӑваш хӑйӗн килйышне тата арӑмне юратать. Вырӑссемпе танлаштарсан, вӑл арӑмне ытларах хисеплет; арӑмӗ те вара ҫакна ӑнланса килти ӗҫсене тӑрӑшса тӑвать, йывӑр пулсан та чӑтать; чӑваш хӑйӗн арӑмне илемлӗ тӑхӑнтартас тесе укҫа-тенкӗ пӗрре те шеллемест».

Чӑваш кил-йышӗнчи ачасем. Ҫемьен тӗп тӗллевӗ ача-пӑча пӑхса ӳстересси пулнӑ. Арҫын ача ҫуралсан та, хӗр ача ҫуралсан та савӑннӑ. Турӑран нумай ача пама ыйтса каланӑ кӗлӗре те ывӑл-хӗр тесе асӑннӑ. Каярах, XVIII ӗмӗрте, ҫӗре арҫынсен шутне кура валеҫме тытӑнсан, ытларах арҫын ачасем ҫураласса кӗтнӗ. Пӗр е темиҫе хӗр пӑхса ӳстересси (качча пама хатӗрлесси) сумлӑ шутланнӑ, мӗншӗн тесен чӑвашсен йӑлипе хӗрарӑм тумне хаклӑ тӑракан кӗмӗл эрешсемпе илемлетмелле пулнӑ. Ӗҫлеме юратакан тата пуян кил-йышра ҫеҫ качча каяс хӗр валли тупра хатӗрлеме пултарнӑ. Пӗрремӗш ача ҫуралсан арӑмӗпе упӑшки пӗрне-пӗри ашшӗ тата амӑшӗ тесе чӗнме пуҫланӑ. Кӳршӗсем те ашшӗ-амӑшне ачин ячӗпе чӗнме пуҫланӑ. Сӑмахран: Таливан амӑшӗ, Атнепи ашшӗ. Чӑваш ялӗсенче нихӑҫан та ашшӗ-амӑш пӑрахнӑ ачасем пулман. Тӑлӑха юлнӑ ачасене тӑванӗсем е кӳршӗсем усрама илнӗ, хӑйсен ачисем пекех пӑхса ӳстернӗ. И. Я. Яковлев хӑй ҫырса пынисенче ҫапла аса илнӗ: «Пахомовсен ҫемйине эпӗ хамӑн тӑван ҫемье тесех шутлатӑп. Эпӗ ҫак ҫемьене ку таранчченех ӑшӑ кӑмӑлпа аса илетӗп. Ку ҫемьере мана кӳрентермен, хӑйсен ачи пекех пӑхнӑ. Эпӗ Пахомовсен кил-йышӗ маншӑн ют пулнине чылай хушӑ пӗлмен. 17 ҫула ҫитсен ҫеҫ… ҫакӑн ҫинчен пӗлтӗм». Ҫак асаилӳрех Иван Яковлевич Пахомовсем хӑйне питӗ юратнине асӑннӑ.

Аслашшӗ-асламӑшӗсем, кукашшӗ-кукамӑшӗсем. Ачасене пӑхса ӳстерес ӗҫре аслашшӗсемпе асламӑшӗсен тӳпи питӗ пысӑк пулнӑ. Ытти халӑхсенни пекех, чӑваш хӗрӗ качча тухсан упӑшки килӗнче пурӑнма пуҫланӑ. Ҫавӑнпа ачасем ҫемьере ытларах ашшӗ-амӑшӗпе, аслашшӗ-асламӑшӗпе пӗрле пурӑннӑ. Ҫак сӑмахсем хӑйсемех аслашшӗсемпе асламӑшӗсем ачасемшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ: асанне — аслӑ анне, асатте — аслӑ атте. Ашшӗпе амӑшне ӗҫре аслӑ ачисем пулӑшнӑ. Кӗҫӗннисем вара, 2-3 ҫултан иртнисем, вӑхӑта ытларах аслашшӗ-асламӑшӗпе ирттернӗ. Амӑшӗн ашшӗпе амӑшӗ те мӑнукӗсене манман. Ачасем час-часах кукамӑшӗпе кукашшӗ патне хӑнана кайнӑ. Кил-йышра пур ыйтӑва та пӗр-пӗринпе канашласа татса панӑ, ваттисем каланине яланах итленӗ. Килти ӗҫсене ҫемьери аслӑ хӗрарӑм, ытти ӗҫсене вара аслӑ арҫын йӗркелесе пынӑ.

Ҫемье пурнӑҫӗнчи пӗр кун. Ҫемьен ӗҫ кунӗ ялан тенӗ пекех ирех – хӗлле 4-5 сехетре, ҫуллахи вӑхӑтра шурӑмпуҫпех пуҫланнӑ. Малтан ҫитӗннисем вӑраннӑ, ҫӑвӑннӑ та ӗҫе тытӑннӑ. Хӗрарӑмсем кӑмака хутнӑ, ҫӑкӑр пӗҫернӗ, ӗне сунӑ, апат хатӗрленӗ, шыв ӑсса килнӗ. Арҫынсем картишӗнче ӗҫленӗ: выльӑх-чӗрлӗхе апат панӑ, кил картинче тасатнӑ, садра, пахчара ӗҫленӗ, вутӑ ҫурнӑ…

Кӗҫӗнрех ачасем ирхине анчах пиҫсе тухнӑ ҫӑкӑр шӑршипе вӑранса кайнӑ. Вӗсен пиччӗшӗсемпе аппӑшӗсем вара ҫывӑрса тӑнӑ ӗнтӗ, ашшӗ-амӑшне килти ӗҫсене тума пулӑшнӑ. Кӑнтӑрла тӗлӗнче кил-йыш сӗтел хушшине ларса апатланнӑ. Кӑнтӑр апачӗ хыҫҫӑн каллех пурте ӗҫе тытӑннӑ. Чи ваттисем ҫеҫ кӑштах выртса канса илме пултарнӑ.

Каҫхине каллех кил-йыш пӗрле апатланнӑ. Ҫумӑрлӑ е шартлама сивӗ ҫанталӑкра каҫхи апат ҫинӗ хыҫҫӑн пӳртре ӗҫленӗ: арҫынсем ҫӑпата тунӑ, вӗрен-кантра явнӑ; хӗрарӑмсем ҫип арланӑ, ҫӗленӗ, пӗчӗк ачасене пӑхнӑ. Ытти ачисем асламӑшӗ ҫумне канлӗн вырнаҫса ларнӑ та авалхи юмахсем тата пулни-иртнисем ҫинчен каласа панисене сывламасӑр итленӗ. Аппӑшӗ патне хӗр тантӑшӗсем килнӗ, вӗсем шӳтлеме, юрлама тытӑннӑ. Кӗҫӗннисенчен чи ҫивӗччи ташлама пуҫланӑ, ыттисем вара алӑ ҫупнӑ, ачан путишле хӑтланӑвӗсенчен кулнӑ.

Аппӑшӗсемпе пиччӗшӗсем хӑйсен юлташӗсем патне улах ларма тухса кайнӑ. Чи пӗчӗккине сӑпкана ҫывӑрма вырттарнӑ, ыттисем сак ҫине, кӑмака ҫине, асламӑшӗпе аслашшӗ ҫумне кӗрсе выртнӑ. Амӑшӗ кӗнчеле арланӑ, ҫав хушӑрах пӗр урипе сӑпка сиктернӗ, шӑппӑн сӑпка юрри юрланӑ. Кӗҫех ачасем ҫывӑрса кайнӑ»

Е. Енькка. Тӑван ен, с. 65-69.

Свадьба чувашского учителя

Лукошкова, А. Свадьба чувашского учителя : [аудиозапись] / А. Лукошкова ; читает Н. А. Сергеева, 2022. - Устная речь (исполнительская) : электронная. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

О свадьбе

О свадьбе : [аудиолекция] / Национальная библиотека Чувашской Республики, 2022. - Устная речь (исполнительская) : электронная. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

О похоронах

О похоронах : [аудиолекция] / Национальная библиотека Чувашской Республики, 2022. - Устная речь (исполнительская) : электронная. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Туй

Енькка, Е. В. Туй : [аудиолекци] / Елена Енькка ; вулаканӗ Наталия Сергеева, 2022. - Устная речь (исполнительская) : электронная. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Йӑла-йӗрке тумӗ

Енькка, Е. В. Йӑла-йӗрке тумӗ : [аудиолекци] / Елена Енькка ; вулаканӗ Наталия Сергеева, 2022. - Устная речь (исполнительская) : электронная. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Салтака ӑсатни

Енькка, Е. В. Салтака ӑсатни : [аудиолекци] / Елена Енькка ; вулаканӗ Наталия Сергеева, 2022. - Устная речь (исполнительская) : электронная. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Ача ҫуралнипе ҫыхӑннӑ йӑла-йӗрке

Енькка, Е. В. Ача ҫуралнипе ҫыхӑннӑ йӑла-йӗрке : [аудиолекци] / Елена Енькка ; вулаканӗ Наталия Сергеева, 2022. - Устная речь (исполнительская) : электронная. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Виле пытарни тата асӑнни

Енькка, Е. В. Виле пытарни тата асӑнни : [аудиолекци] / Елена Енькка ; вулаканӗ Наталия Сергеева, 2022. - Устная речь (исполнительская) : электронная. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Апатланассипе ҫыхӑннӑ йӑла-йӗрке

Енькка, Е. В. Апатланассипе ҫыхӑннӑ йӑла-йӗрке : [аудиолекци] / Елена Енькка ; вулаканӗ Наталия Сергеева, 2022. - Устная речь (исполнительская) : электронная. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Свадьба верховых чувашей: взаимодействие обряда и музыки

Осипов, А. А. Свадьба верховых чувашей: взаимодействие обряда и музыки : специальность 07.00.07 - Этнография, этнология и антропология : диссертация на соискание ученой степени кандидата исторических наук : [защищена 20.09.2019] / Осипов Александр Аркадьевич, 2019. - 252 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее