Чӑваш халӑхӗн капӑрлӑхӗсене темиҫе ушкӑна уйӑрма пулать: хӑлха ҫаккисем, ҫӳҫҫивӗт капӑрлатмаллисем, кӑкӑр-ҫурӑм хыҫ ҫаккисем, пилӗк ҫыххисем, алӑ капӑрлӑхӗсем. Ӗлӗк ҫак капӑрлӑхсене ылтӑнран, кӗмӗлтен, туйран, пӑхӑртан, хаклӑ йышши чулсенчен ӑсталанӑ. Хӑйсен ӑсталӑхӗпе уйрӑмах пӑлхар ювелирӗсем палӑрнӑ. Вӗсем пур япалана та питӗ вӗтӗ пӑхӑр-тимӗр ҫаврашкисемпе илемлетме пӗлнӗ. Пӑлхарсен ювелир таварӗсене чикӗ леш енчи чылай ҫӗршыва ӑсатнӑ. Паян кун та Ҫурҫӗр тата Хӗвел тухӑҫ Европӑра, Урал леш енче пӑлхар ювелирӗсем ӑсталанӑ япаласем тупаҫҫӗ. Анчах каярахпа, тимӗрпе усӑ курма тата вӗсенчен япаласем тума чарнӑ хыҫҫӑн, пирӗн мӑн асаттесен ювелир ӑсталӑхӗ манӑҫнӑ.
Сӑранпа пир ҫинчи капӑрлӑха шӑрҫа, вӗтӗ шӑрҫа, хӑю, хурт куҫҫи (каури), укҫапа эрешсем, тӗслӗ сӑран таткисем ҫӗлесе-ҫыпӑҫтарса, тӗрлесе, ҫӳҫесем ярса тунӑ.
Капӑрлӑх тӗрлӗ вырӑнта тӗрлӗрен пулнӑ, пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑнӑ, вӗсен ячӗсем те расна пулма пултарнӑ.