Чӑваш Республикин Патшалӑх гербӗпе ялавӗ Чӑваш патшалӑхӗпе унӑн суверенитечӗн символӗсем пулса тӑраҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Патшалӑх гербӗ ҫинче геральдика щичӗ ӳкернӗ, унта эпир чӑваш ҫӗрӗнчен ӳссе хӑпарнӑ «Пурнӑҫ йывӑҫне» куратпӑр. «Пурнӑҫ йывӑҫӗ» чӑваш халӑхӗ ӗмӗрсем хушши утса тухнӑ вӑрӑм ҫула пӗлтерет. Йывӑҫпа геральдика щичӗн аялти пайӗн тӗксӗм хӗрлӗ тӗсӗ халӑх мӗн авалтанпах ирӗклӗх ҫӗнсе илмешкӗн тӑрӑшнине пӗлтерет, ҫак ӑнтӑлу вара ӑна пуян йӑли-йӗркипе хӑйнеевӗрлӗхне сыхласа хӑварма пулӑшнӑ.
Ҫутӑ сарӑ тӗс вӑл – Хӗвел ҫутин тӗсӗ, Хӗвел вара ҫӗр ҫинче мӗн пуррине пӗтӗмпех пурнӑҫ парнелет. Чӑваш халӑхӗ сарӑ тӗсе мӗн ӗлӗкрен мӗнпур тӗссенчен чи пахи тесе шутланӑ.
Геральдика щичӗн тӑрринче сакӑр кӗтеслӗ виҫӗ ҫӑлтӑр ӳкернӗ. Сакӑр кӗтеслӗ ҫӑлтӑр чӑваш тӗррин чи анлӑ сарӑлнӑ элеменчӗ пулса тӑрать, вӑл илемлӗхпе хӑтлӑха пӗлтерет. Лента вӗҫӗсенче ӳкерсе хунӑ хӑмла чӑваш халӑхӗпе Республика туса илекен пуянлӑхӑн – «симӗс ылтӑнӑн» сӑнарне палӑртать. Киев князӗ Владимир Атӑлҫи Пӑлхарпа 985 ҫулта тунӑ пӗрремӗш Договортах ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Пирӗн хушӑри тӑнӑҫлӑх ҫавӑн чухне пӗтет – хӑҫан та хӑҫан шыври чул ишме пуҫлать, хӑмла шывра путать» («Повесть временных лет»).
Чӑваш Республикин Патшалӑх ялавӗ тӑватӑ кӗтеслӗ пусма, унӑн енӗсем 5:8 виҫепе шайлашуллӑ. Унта та эпир Патшалӑх гербӗн тӗп эмблемине – «Пурнӑҫ йывӑҫне» куратпӑр, вӑл ҫавӑн пекех Чӑваш патшалӑхӗ ӳссе ҫирӗпленнине, унӑн пуласлӑхне пӗлтерет. Йывӑҫ хунта та сакӑр кӗтеслӗ виҫӗ ҫӑлтӑрпа тӑрӑланать.
Чӑваш Республикин Патшалӑх гимнӗ сӑнарсен виҫӗ ҫаврӑмне пӗлтерет: ҫутҫанталӑк ҫӗнӗ пурнӑҫа сиссе чӗрӗлнине; ҫемьене — тӑвансене, аттепе аннене, ачасене; «чӑваш тӗнчинче» – Чӑваш Республикинче пур тӑван та пӗрлешсе килӗшӳллӗ пурӑннине. Гимнӑн кӗввипе сӑмахӗсем чӑваш халӑх юррине питех те ҫывӑх, анчах ҫав вӑхӑтрах вӗсем хальхи пурнӑҫа та пӗлтереҫҫӗ.
Чӑваш Республикин наципе патшалӑх символ ӗсем (герб, ялав, гимн), хӑйсен официаллӑ пӗлтерӗшӗпе пӗрлех, пирӗн патшалӑхӑн илемлӗхпе поэтика сӑнарӗсем те пулса тӑраҫҫӗ.
Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсем = Государственные символы Чувашской Республики = The national emblem of the Chuvash Republic / А. П. Павловпа, Э. М. Юрьев пухса хатӗрленӗ ; [М. Ю. Тютиков куҫарнӑ]. – Шупашкар, 1995. – С. 4-5.