Тӑван хуламӑр Шупашкар
Ҫуллен ӳссе хитрен ҫӗкленнӗ
Ытарайми хула ҫине
Пӑхса тӑрать аттемӗр Ленин,
Сӑнать ун чаплӑ уттине.
Ан тив, хуламӑр пулгӑр ватӑ,—
Вӗр-ҫӗнӗ тинӗс хӗрринчен
Яш сӑн кӗртсе, хӑватлӑ Атӑл
Чӳхет, лӑпкать ӑна куллен.
Урамсенчи хитре ҫӑкалӑх,
Хуркайӑк пек карталанса,
Ҫӗн Атӑла салам сунмалӑх
Чупса анать пек васкаса.
Кунта – телей ача-пӑчашӑн,
Чапай ҫуралнӑ хулара
Кашни ача пулса курасшӑн,
Хӑй тав тӑвасшӑн паттӑра.
Чапаев пек эпир те хамӑр
Хӑюллӑ пулӑпӑр, хастар.
…Ялан мал ӗмӗтлӗ хуламӑр,
Тӑван хуламӑр Шупашкар.
Ҫуллен ӳссе хитрен ҫӗкленнӗ
Ытарайми хула ҫине
Пӑхса тӑрать аттемӗр Ленин,
Сӑнать ун чаплӑ уттине.
|
Ман Шупашкар
Эп юрататӑп сана, ман Шупашкарӑм,
Ытарайми илемлӗ шур хула!
Ӑҫта кайсан та сан патах васкарӑм,
Санпа эп ҫыхрӑм пӗтӗм кунҫула.
Кунта вӗрентӗм эп, ӳссе ҫын пултӑм.
Кунтах пӗрлешрӗм савнӑ тусӑмпа.
Ӗмӗрлехе телей кунта эп тупрӑм.
Эп мухтанап, тӑван хулам, санпа!
Куллен ӳссе, капӑрлансах пыратӑн,
Мӑн Атӑл сӑрт-туне илем парса.
Эс радио та теле-хум яратӑн,
Ҫӗршывӗпех саран пирӗн сасса.
Авал санран тӑрӑхласа тек кулнӑ:
«Чӑпта хули, Чӑваш-Париж», тесе.
Кив сӑнару сан музейра ҫеҫ юлнӑ,
Заводсемпе ларан халь кӗрлесе.
Урамусен ик енӗпе ҫӗкленнӗ
Пуҫ ҫаврӑнмаллӑх ҫӳллӗ керменсем.
Чи чаплӑ площадьрен юратнӑ Ленин
Утать пӗр ывӑнми пире ертсе.
Вӑл хушнӑ пек, чуна парса ӗҫлетпӗр,
Ҫӗклетпӗр тӗп хуламӑрӑн чапне.
Ильичпала пӗрле эпир ҫитетпӗр
Хӗвел пек ҫутӑ ӗмӗтсем патне. |