Паллӑ ҫынсем Чӑваш ен ҫинчен — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Главная / Чӑваш Республики / Чӑваш ен ҫинчен / Паллӑ ҫынсем Чӑваш ен ҫинчен

Паллӑ ҫынсем Чӑваш ен ҫинчен

Николаев Олег Алексеевич

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ:

Хальхи технологисем декораципе хушма искусствăн пурнăçне тăсаççĕ. Йăх-несĕлĕн кун-çулне сăнлакан пуянлăх ăруран ăрăва куçса пырать. Чăваш тĕрри илемлĕ кăна мар, калама çук пуян та. Республикăра чăваш тĕррин шкулне йĕркелерĕмĕр. Унта вĕреннисем Чăваш тĕррин кунĕ умĕн ирттерекен конкурса хутшăнаççĕ, çĕнтерÿçĕсен йышне кĕреççĕ. Алла йĕппе çип тытакан ача гаджетсене айккине хурать, шухăшлава аталантарать.

Хыпар. – 2023. – 28 чӳк/ноябрь (№ 134)

Петров Василий Владимирович

Чӑваш Республикин спорт министрӗ:

 Юлашки 5 ҫулта республикӑра физкультурӑпа тата спортпа туслисен йышӗ 10% ӳсрӗ. Ку енӗпе спорт инфратытӑмне аталантарма чылай ӗҫ пурнӑҫлани те самай пулӑшрӗ. Юлашки 4 ҫулта регионта 49 спорт объекчӗ хӑпартнӑ. Вӗсенчен чи пысӑккисем: 15 футбол лапамӗпе стадион, Элӗкри 25 метрлӑ бассейн, «Унга» физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекс, республикӑри хоккей спорт шкулӗ валли ятарлӑ тренажер залӗ… Кӑҫал Республика кунӗ тӗлне Шупашкарта «Атӑл» стадиона тата «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта каток уҫма палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех пӗрремӗш футбол манежӗн, лыжероллер трассин строительстви вӗҫленмелле. Хальхи йышши хӑтлӑ спорт объекчӗсене хута яма финанс тӗлӗшӗнчен тӗрев пани пӗлтерӗшлӗ. 2021-2023 ҫулсенче ку тӗллевпе федераци тата республика бюджечӗсенчен 6 млрд тенкӗ уйӑрнӑ.

Хыпар. – 2024. – 26 пуш/март (№ 31)

Федоров Николай Васильевич

Чӑваш ҫӗршывӗ – вӗҫӗ-хӗррисӗр анлӑ Раҫҫейӗн илемлӗ те хӑтлӑ пӗр пайӗ. Лаптӑкӗпе пӗчӗкҫӗ вӑл, анчах халӑхӗ унӑн йышлӑ та хӑйне евӗрлӗ. <…> Чӑвашсем тӑван чӗлхине, йӑли-йӗркине, культурине тӳсӗмлӗн упраса хӑварма пултарнӑ.

Чувашия = Чӑваш ҫӗршывӗ = Chuvashia : [фотоальбом]. – Чебоксары, 1996. – C. 2-3

Хузангай Петр Петрович

Чӑваш АССР халӑх поэчӗ:

Кашни халӑхӑн хӑйӗн историне кура уйрӑм сӑн-сӑпат, тум-эреш, сӑвӑ-юрӑ. Этемлӗхе темӗн пысӑкӑш чечек ҫыххипе танлаштарсан кашни халӑх унта хӑйне евӗрлӗ пӗр чечек пулса кӗрет. Атӑл таврашӗнчи халӑхсене авалтан сӑнакансем чӑваша юрӑ ӑсти тесе шутлаҫҫӗ.

Хусанкай, П. Ҫырнисен пуххи. – Шупашкар, 2005. – Т.5. – С. 13