Халӑх йышӗ — Страница 3 — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Главная / Чӑваш Республики / Республика ҫинчен / Халӑх йышӗ (3-я страница)

Халӑх йышӗ

Чӑваш Ен – нумай нациллӗ республика. Республика территорийӗнче мӗн ӗлӗкренпех чӑвашсемпе пӗрле вырӑссем, тутарсем, ирҫесем, тата ытти тӗрлӗ халӑх ҫыннисем килӗштерсех пурӑнаҫҫӗ. Чӑваш Республикинчи халӑхсен йышӗ пӗтӗмӗшле епле ӳссе пынине тӗпчевҫӗсем сӑнасах тӑраҫҫӗ. Иван Данилов профессор палӑртнӑ тӑрӑх.

Кузнецов, И. Д. Чӑваш халӑх йышӗн улшӑнӑвӗсем тавра : [чӑваш халӑх йышӗ мӗнле ӳссе пынине 1797-мӗш ҫултан пуҫласа 1975-мӗш ҫулччен илсе кӑтартни] / И. Д. Кузнецов. — // Ялав. — 1976. — № 6. — С. 28-29.

2002 ҫырав

Чӑваш Республикинче 1 300 000 ҫынна яхӑн пурӑнать, ҫӗре яхӑн наци ҫыннисем: чӑваш, вырӑс, тутар, мордва, украинец, мари, белорус тата ытти халӑхсем. Вӗсенчен чылайӑшӗ хӑйсен тӑван чӗлхипе калаҫать. Тӗрлӗ наци ҫыннисем пӗр-пӗринпе хутшӑннӑ чухне вырӑс чӗлхипе усӑ кураҫҫӗ.

Симаков, В. Ҫитес перепиҫре миҫен пулӑпӑр? : [чӑваш халӑх йышӗ мӗнле ӳссе пынине 1723-мӗш ҫултан пуҫласа 1989-мӗш ҫулччен илче кӑтартни] / В. Симаков // Тӑван Атӑл. – 2002. – № 2. – С. 53-55.

Чӑвашсем – республикӑри тӗп наци. Республикӑна Чӑваш Республики теҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫак ҫӗрсем ҫинче чӑвашсен ватӑ аслашшӗсем сӗм авалах пурӑннӑ. Чӑваш Республикинче ытларах чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче урӑх ниҫта та ҫакӑн чухлӗ чӑваш пурӑнмасть. Пирӗн халӑх хӑйӗн культурипе чӗлхине кунта кӑна кирлӗ пек аталантарма пултарать. Республикӑри кашни шкултах чӑваш чӗлхи, Чӑваш Ен культурипе историне вӗрентеҫҫӗ.

Раҫҫейре пурӗ 1 637 200 чӑваш пурӑнать (2002 ҫулхи перепись тӑрӑх).

2020 ҫулта иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ тӑрӑх ҫын шучӗ тӑрӑх чӑвашсем вырӑссемпе украинецсем, тутарсемпе пушкӑртсем хыҫҫӑн пиллӗкмӗш вырӑнта тӑраҫҫӗ. Чӑваш Репспубликинче 1 186 909 ҫын пурӑнать, хуласенче – 757986, ялсенче – 428923 ҫын. (https://rosstat.gov.ru/vpn_popul)

2022 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Республикинче, Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, 1 198 429 ҫын пурӑнать, ҫав шутра хулара пурӑнакансен шучӗ – 769 234 ҫын (64,2%), ял таврашӗнче – 429 195 ҫын (35,8%). Ҫынсен йышӗ 2021 ҫулта  9446 ҫынна чакнӑ.

2002 ҫулта йӗркелесе ирттернӗ халӑх перепиҫӗ тӑрӑх, Чӑваш Республикинче

  • чӑвашсем – 889 300 ҫын
  • вырӑссем – 348 500 ҫын
  • тутарсем – 36 400 ҫын
  • мордвасем – 16 000 ҫын
  • украинецсем – 6 400 ҫын
  • марисем – 3 500 ҫын
  • белоруссем – 1 900 ҫын
  • эрменсем – 1 300 ҫын
  • азербайджансем – 900 ҫын
  • чикансем 700 ҫын пурӑннӑ.

Ҫӑлкуҫсем:

Енькка, Е. Тӑван ен : 4-мӗш класс валли / Елена Енькка ; [Р. Т. Терентьева куҫарнӑ]. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2011. – 95 с. : цв. ил., портр.

О Всесоюзной переписи населения 1939 года

О Всесоюзной переписи населения 1939 года : постановление Совета Народных Комиссаров Чувашской АССР от 05.08.1938 / Чувашская АССР. Совет Народных Комиссаров // Красная Чувашия. - 1938. - 10 августа (№ 183). - С. 1. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

О ходе реализации постановления СНК Союза ССР от 26 июля и СНК Чувашской АССР...

О ходе реализации постановления СНК Союза ССР от 26 июля и СНК Чувашской АССР от 5 августа 1938 года о Всесоюзной переписи населения 1939 года : постановление Совета Народных Комиссаров Чувашской Республики от 21.09.1938 / Чувашская АССР. Совет Народных Комиссаров // Красная Чувашия. - 1938. - 28 сентября (№ 224). - С. 4. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

О порядке приписки и отметки населения в городах Чувашской Области

О порядке приписки и отметки населения в городах Чувашской Области : постановление Президиума Областного Исполнительного Комитета Чувашской АССР от 05.04.1924 / Чувашская АССР. Областной Исполнительный Комитет, Президиум // Сборник обязательных постановлений Президиума Исполнительного Комитета Советов Рабочих, Крестьянских и Красноармейских депутатов Автономной Чувашской Области. - Чебоксары, 1924. - С. 45. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Национальный состав, владение языками, гражданство

Национальный состав, владение языками, гражданство : итоги Всероссийской переписи населения 2010 г. // География в школе. - 2012. - № 2. - С. 63-64. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее