Ҫут ҫанталӑк — Страница 4 — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Главная / Чӑваш Республики / Республика ҫинчен / Ҫут ҫанталӑк (4-я страница)

Ҫут ҫанталӑк

Пирӗн республикӑра виҫӗ ҫут ҫанталӑк зони – вӑрман, вӑрманлӑ ҫеҫен хир тата ҫеҫен хир зонисем.  Кашни зонӑн хӑйӗн ҫут ҫанталӑк уйрӑмлӑхӗсем – хӑйӗн ҫӗрӗ, хӑйсен ӳсен-тӑран тата чӗр-чун тӗнчи – пур.

Чӑваш Енре лӑсӑллӑ тата ҫулҫӑллӑ вӑрмансем ытларах. Лӑсӑллӑ йывӑҫсем шутне хыр, чӑрӑш, лиственница тата кедр кӗрет. Ҫулҫӑллӑ вӑрмансенче юман, ҫӑка, вӗрене, хурама, каврӑҫ тата ытти йывӑҫсем ӳсеҫҫӗ. Чӑваш Енӗн чи хаклӑ пуянлӑхӗ – юман вӑрманӗсем.

Пирӗн республика улӑхӗсенче пинрен те ытларах тӗрлӗ ӳсен-тӑран ҫитӗнет.

Чӑваш Енри чӗр чун тӗнчи те пуян. Республика территорийӗнче 60 ытла сӗтпе ӳстерекен чӗрчун, 50 яхӑн тӗслӗ пулӑ, 17 тӗслӗ ҫӗрти-шыврисем тата шуса ҫӳрекенсем, 260 ытла тӗслӗ вӗҫен кайӑк тӗл пулать. Вӑрмансенче упа, пӑши, пакша, хир сысни, тилӗ, ҫӳлевӗҫ, кашкӑр, мулкач, хӑнтӑр, пӑрӑнтӑк, пурӑш, чӗрӗп, сӑсар, йӑпар тата ытти чӗр чунсем пурӑнаҫҫӗ. Вӑрманпа ҫеҫен хир зонинче мулкач, кашкӑр, тилӗ, ӑтӑр, юс, шӑши юс, пӑсара, европа шашки, енот евӗрлӗ йытӑ тата ыттисем те пурӑнаҫҫӗ, ҫеҫен хир зонинче – тыркас, сӑвӑр, тилӗ, ҫӗр мулкачӗ, куян.

Вӑрмансемпе уйсенче калтасемпе ҫӗленсем (туй ҫӗленӗ тата хурӑн ҫӗлен) тӗл пулаҫҫӗ. Пирӗн енчи пӗртен пӗр наркӑм ӑшлӑ ҫӗлен – хура ҫӗлен.

Ҫулҫӑллӑ вӑрмансенче тӗрлӗ кайӑк-кӗшӗк пурӑнать: ӑсан, пӑчӑр, карӑк, кӗпшӗл, куккук, ула такка, вӗршӗн, чакак, хурчка, тӑмана т. ыт. те. Лӑсӑллӑ вӑрмансенче кайӑксем сахалтарах. Кӳлӗсенче тӑрнасем, кайӑк кӑвакалӗсем йӑва ҫавӑраҫҫӗ. Вӑрманпа ҫеҫен хир тата ҫеҫен хир зонисенче тӑри, хир чӑххи, хӑлат, кӑйкӑр, ӑмӑрткайӑк тӗл пулаҫҫӗ.

Чӑваш Енӗн шыв ресурсӗсемпе те пуян. Республикӑн тӗп юханшывӗ – Атӑл. Чӑваш Ен территорийӗ тӑрӑх вӑл 127 км тӑршшӗ юхса выртать. Атӑла пысӑк тата пӗчӗк шыв юпписем юхса кӗреҫҫӗ. Вӗсенчен чи пысӑккисем : Сӑр (республика территорийӗнчи тӑршшӗ – 250 км), Ҫавал(172 км), Энӗш (61 км), Парат (48 км). Чӑваш Республикин территорийӗ тӑрӑх пӗтӗмпе 2356 пӗчӗк юхан шыв юхса иртет.

Пирӗн республикӑра кӳлӗсем питӗ нумай. Вӗсенчен 754-шӗн лаптӑкӗ 1 гектар ытла. Чи пысӑк кӳлӗсем ҫаксем: Хура кӳлӗ – 40 га, Пысӑк Акӑш кӳлли – 30 га, Пысӑк Ургуль – 21 га, Ҫуткӳль – 17 га, Кӳлхӗрри кӳлли – 14 га (Вӑрнар районӗ), Ҫут кӳлӗ – 13 га. Чи тарӑн кӳлӗсем (тарӑнӑшӗ 10 м ытла): Ҫуткӳль – 17 м (Муркаш районӗ), Ҫут кӳлӗ – 16 м, Кӳлхӗрри кӳлли – 14 м тата Тӗпсӗр кӳлӗ – 13 м (Красноармейски районӗ), Эл – 12 м, Кӳлхӗрри – 12 м (Вӑрнар районӗ), И зерки – 10,5 м. Пирӗн республикӑра 400-е яхӑн тӗрлӗ шурлӑх.

Енькка, Е. Тӑван ен : 4-мӗш класс валли / Елена Енькка ; [Р. Т. Терентьева куҫарнӑ]. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2011. – С. 28-30. : ӳкерчӗксем.

Национальный парк "Чӑваш вӑрманӗ"

Национальный парк "Чӑваш вӑрманӗ" // Команда Кочующие : сайт. - Казань, 2014. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Озеро Кого-Яр

Озеро Кого-Яр // Команда Кочующие : сайт. - Казань, [2014]. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Река Цивиль

Река Цивиль // Команда Кочующие : сайт. - Казань, 2012. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Река Кубня

Река Кубня : (география, сплав, рыбалка) // Команда Кочующие : сайт. - Казань, 2012. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Река Сура

Река Сура : (общие данные, сплав, рыбалка) // Команда Кочующие : сайт. - Казань, 2012. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Река Волга

Река Волга : (Нижегородская область, Марий Эл, Чувашия, Татарстан, Ульяновская область) // Команда Кочующие : сайт. - Казань, 2012. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Изменения в авифауне Среднего Поволжья в связи с созданием водохранилищ Волжс...

Рахимов, И. И. Изменения в авифауне Среднего Поволжья в связи с созданием водохранилищ Волжско-Камского каскада / И. И. Рахимов, Р. А. Уленгов // Русский орнитологический журнал. - 2003. - Т. 12 № 245. - С. 1352-1357. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Климат и рекреация

Никитина, О. А. Климат и рекреация / О. А. Никитина // Успехи современного естествознания. - 2006. - № 4. - С. 57-60. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Безымянное озеро

Безымянное озеро // Команда Кочующие : сайт. - Казань, 2013. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Озеро Светлое (Шунды-яр)

Озеро Светлое (Шунды-яр) // Команда Кочующие : сайт. - Казань, [2014]. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее