Промышленность, ял-хуҫалӑхӗ — Страница 3 — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Главная / Чӑваш Республики / Республика ҫинчен / Промышленность, ял-хуҫалӑхӗ (3-я страница)

Промышленность, ял-хуҫалӑхӗ

Республикăна газ кӗртни, автомобиль çулсем сарни Чăваш Ен экономикипе промышленноçне шанчăклăн аталантармалли çирӗп никӗс пулнă.

Шупашкарта тата Канашра республикăри икĕ индустри паркне ĕҫе кĕртнĕ; «Develey GmbH» (Германи) компани соуссем, кетчупсем, горчица тата маринадсем кăларассине йĕркеленĕ.

Акционерсен «ТУС» хупă пĕрлешĕвĕ «Трак ен керамики» ятлă тăмран хĕртсе тунă япаласен заводне ĕҫе кĕртет. «Хĕвел» пĕрлешy хĕвел модулĕсене кăлармалли завода хута ярать.

«Трактор завочĕсем» концерн завочĕсем ҫирĕппĕн yсĕм ҫулĕ ҫине тухаҫҫĕ, «Промтрактор-Вагон» пĕрлешy тата Шупашкарти «Cеҫпĕл» предприяти тавар туса кăларассине yстерсе пыраҫҫĕ.

Чăваш Енĕн электротехника кластерĕн предприятийĕсем – ЭЛАРА, ВНИИР, ЧЭАЗ, ЭКРА – малти вырăнсене шанчăклăн йышăнаҫҫĕ.

Инвестици проекчĕсене «Химпром» пĕрлешyре те ăнăҫлă пурнăҫа кĕртеҫҫĕ.

«АККОНД» фабрика продукцийĕ тĕнчери ҫĕршывсене кайма пуҫланă.

Агропромышленность комплексĕнче «Ядринмолоко» пĕрлешy тата «Юрма» агрохолдинг сĕт тата кайăк-кĕшĕк какайне тирпейлемелли заводсем, Ҫĕнĕ Шупашкарта теплица комплексне хута янă. Республика тĕп апат-ҫимĕҫпе хăйне тивĕҫтерме пултарнă, агропродукцине экспорта ярассине 2,7 хут yстернĕ.

Юлашки ҫулсенче ял хуҫалăх продукцине туса илесси тата апат-ҫимĕҫ кăларасси yссе пыни паллă, 100 гектар ҫĕр пуҫне республика Атăлҫи федераци округĕнче ҫĕр улми туса илессипе 1-мĕш вырăн, пахча ҫимĕҫ туса илессипе 2-мĕш вырăн, тĕш тырăпа 3-мĕш вырăн йышăнать. Влаҫсем аграрисене пур енлĕн пулăшма тăрăшаҫҫĕ. 2016-2018 ҫулсенчи грантсенчен тата субсидисенчен тăракан патшалăх пулăшăвĕпе 285 ҫамрăк фермер, 56 ҫемье выльăх-чĕрлĕх ферми тата 6 ял хуҫалăх потребителĕсен кооперативĕ усă курнă.

Пӗчӗк тата вӑтам предспринимательсен шучӗ 47 пине çитнӗ, вӗсем патӗнче 160 пин çын ӗçлет .

Чӑваш ҫӗршывӗ: ватӑ та вӑл, ӗмӗр ҫамрӑк та : [альбом кӗнеке / Е. В. Касимов, С. Н. Кодыбайкин, Ф. Н. Козлов ; чӑвашла куҫараканӗ О. И. Печников]. – Шупашкар, 2020. – С 162.

Чувашские приметы о погоде и её влиянии на сельское хозяйство

Смоленский, А. В. Чувашские приметы о погоде и её влиянии на сельское хозяйство / А. В. Смоленский, 1894. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Предпринимательство Поволжья

Харитонова, В. Г. Предпринимательство Поволжья / В. Г. Харитонова, 2003. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Промышленность и торговля в уездах Среднего и Нижнего Присурья во второй поло...

Майорова, О. Н. Промышленность и торговля в уездах Среднего и Нижнего Присурья во второй половине XIX- начале XX веков : автореферат диссертации на соискание ученой степени кандидата исторических наук : специальность (07.00.02) - Отечественная история / Майорова Ольга Николаевна, 2006. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее