Словарьсемпе калаҫу кӗнекисем — Страница 6 — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Главная / Чӑваш чӗлхи / Словарьсемпе калаҫу кӗнекисем (6-я страница)

Словарьсемпе калаҫу кӗнекисем

«<…>Культура аталанӑвӗнче словарьсем пысӑк вырӑн йышӑннине ученӑйсем, культура деятелӗсем тахҫанах палӑртнӑ. Словарьсем халӑх ӑс-тӑнӗ сӑмахлӑхра пухса упранӑ пӗлӳсене, ҫынсен тӗнче курӑмӗпе идеалӗсене нимрен лайӑхрах уҫса параҫҫӗ.

Словарьсем кирек хӑш халӑхӑн чӗлхине, культурипе историне тӗпчесе вӗренме, пӗтӗм халӑх чӗлхин литература формине аталантарма, унӑн нормисене йӗркелеме, общество пурнӑҫӗнчи нумай тӗрлӗ хутшӑну нушисене тивӗҫтерме, халӑхӑн пӗтӗмӗшле пӗлӳлӗхӗпе культура шайне ӳстерме кирлӗ. <…>

Чӑваш сӑмахӗсене тӗллевлӗн, ятарласа пухса ҫырасси XVIII ӗмӗрӗн пӗрремӗш чӗрӗкӗнче пуҫланать. Тыткӑнри швед офицерӗ Филипп Иоганн (Табберт) Страленберг, Ҫӗпӗрте чылай хушӑ пурӑннӑскер, «Европӑпа Азин ҫурҫӗр тата хӗвел-тухӑҫ пайӗсем…» ятлӑ кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ (вӑл 1730 ҫулта Стокгольмра тухнӑ). Унта Раҫҫейри ытти халӑх чӗлхисен материалӗпе пӗрлех чӑваш сӑмахӗсем пулнӑ (28 япала ячӗ тата 10 хисеп ячӗ).

1791 ҫулта Герард Фридрих Миллер академикӑн «Хусан кӗпӗрнинчи тӗне кӗмен виҫӗ халӑха – ҫармӑҫсене, чӑвашсене тата ар-удмуртсене ҫырса кӑтартни…» («Описание трех живущих в Казанской губернии языческих народов, яко то: черемис, чувашей и вотяков…») ятлӑ тӗпчев ӗҫӗ пичетленнӗ. <…>

Малаллахи тапхӑрта чӑваш сӑмахӗсене пухса ҫырасси сарӑлсах пырать. Паллӑ государство деятелӗ тата пултаруллӑ историк В.Н. Татищев пуҫарса ертсе пынипе тӗрлӗ чӗлхесен лексика материалне нумай пухнӑ. Вӑл хушнипе К.А. Кондратович учитель, Самарта, Екатеринбургра, унтан Питӗрте ӗҫленӗскер, чӑвашла-вырӑсла словарь хатӗрлени паллӑ<…> Чӑваш сӑмахлӑхӗн материалӗсем Петр Симон Паллас академик хучӗсенче те упранаҫҫӗ (Санкт-Петербург). <…>

Чӑваш сӑмахӗсен чылай йышлӑ ушкӑнӗсене «Чӑваш чӗлхин грамматики ҫинчен ҫырнисенче» («Сочинения, принадлежащиек грамматике чувашского языка») пухса панӑ. Ку кӗнекене Хусан архиепископӗ Вениамин Пуцек-Григорович ертсе пынипе ҫырса хатӗрленӗ, 1769 ҫулта Санкт-Петербургра пичетлесе кӑларнӑ.<…>

«Дамаскин словарӗ» текен ал ҫыру хальлӗн упранакан кӗнеке XVIII ӗмӗр вӗҫӗнчи лексикографин пысӑк палӑкӗ пулса тӑрать. Словарь ячӗ питӗ вӑрӑм, унӑн пуҫламӑшӗ чӑвашла ҫапла пулать: «Чул хула епархийӗнчи тӗрлӗ халӑх чӗлхисен – вырӑс, тутар, чӑваш, мордва, тата ҫармӑс чӗлхисен словарӗ…» («Словарь языков разных народов, в Нижегородской епархии обитающих…именно: россиян, татар, чувашей, мордвы и черемис…»). Словарь титулӗнче кӑтартнӑ тӑрӑх, ӑна 1785 ҫулта Чулхулари тӗн семинарийӗнче ҫав чӗлхесене пӗлекен священниксемпе вӗренекенсем пулӑшнипе пухса хатӗрленӗ. <…>

П. С. Паллас инструкцийӗ тӑрӑх нумай ҫӗртен пухнӑ материала пӗтӗмлетсе 1787 ҫулта Санкт-Петербургра «Мӗнпур чӗлхесемпе наречисен танлаштаруллӑ словарӗсен…» пӗрремӗш томне пичетлесе кӑларнӑ, унта Европӑпа Ази чӗлхисен сӑмахӗсене кӗртнӗ. Иккӗмӗш пайӗ (Африкӑпа Америка чӗлхисем) 1789 ҫулта тухнӑ. Ҫак словарь материалӗпех, анчах тӗрлӗ чӗлхе сӑмахӗсене реестра кӑларса тата алфавит йӗркипе вырнаҫтарса Ф.И. Янкович де Мириево ертсе пынипе 4 томлӑ ҫӗнӗ словарь хатӗрлесе кӑларнӑ, унӑн ячӗ: «Мӗнпур чӗлхесемпе наречисен азбука йӗркипе вырнаҫтарнӑ танлаштаруллӑ словарӗ « (Сравнительный словарь всех языков и наречий, по азбучному порядку расположенный. Санкт-Петербург. 1790-1791).

XIX ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче чӑваш лексикографийӗнче ҫӗнӗ ӗҫсем нумаях курӑнмаҫҫӗ. Чи палли – В. П. Вишневский ҫырнӑ чӑваш чӗлхин учебникӗ ҫумне хушса панӑ словарь (Начертание правил чувашского языка и словарь, составленные для духовных училищ Казанской епархии. Казань, 1836). Словарь кӗнекен пысӑкрах пайне йышӑнать, унта 3 пине яхӑн сӑмах. В.Г. Егоров хыҫҫӑн ӑна пурте чӑвашла-вырӑсла словарӗн пӗрремӗш опычӗ теҫҫӗ. Анчах сӑмахсене чӑвашла-вырӑсла ҫырасси пирӗн пӗрремӗш грамматикӑрах тӗл пулать. Кунта акӑ мӗнле уйрӑмлӑхсене асӑрхаттармалла. Пӗрремӗшӗнчен, В.П. Вишневский словарӗнче чӑваш сӑмахӗсене пӗтӗмпех алфавит йӗркипе вырнаҫтарса тухнӑ. Иккӗмӗшӗнчен, словника чӑваш ҫыннисен пуплевӗнче, чӗрӗ чӗлхере чӑннипех ҫӳрекен активлӑ лексика еденицисем ытларах кӗнӗ. <…>

Чӑваш лексикографийӗн аталанӑвӗнчи тепӗр тапхӑра Н. И. Золотницкий ячӗ уҫать. 1875 ҫулта Хусанта унӑн «Тӗрӗк, финн несӗлӗнчи тата ытти халӑхсен чӗлхи-наречийӗсемпе танлаштарнӑ сӑмах тымарӗсен чӑвашла-вырӑсла словарӗ» («Корневой чувашско-русский словарь, сравненный с языками и наречиями разных народов тюркского, финского и других племен») пичетленсе тухнӑ.

Н. И. Золотницкий – чӑваш чӗлхе пӗлӗвне тата литература чӗлхине аталантарма, ҫутӗҫне сарма нумай вӑй хунӑ паллӑ ученӑй. Хӑйӗн словарьне те вӑл наука тӗпчевӗн тӗллевӗпе хатӗрленӗ – чӑваш чӗлхин, унӑн сӑмахлӑхӗн ытти чӗлхесем хушшинчи вырӑнӗпе ҫыхӑнӑвӗсене тупса палӑртма тӑрӑшнӑ. Ҫакӑнпа ҫыхӑннӑ ӗнтӗ ку словарӗн ҫӗнӗлӗхӗсем, паллӑрах уйрӑмлӑхӗсем. Кунта пурӗ 1900 яхӑн статья. Чӗлхеҫӗ тымар сӑмахсене пӑхса тухассине, вӗсен несӗлне тупассине малти вырӑна хурать. <…> Чӑваш лексикографийӗн революцичченхи тапхӑрӗ ҫинчен каланӑ май ҫак ӗҫре паллӑ этнограф В. К. Магницкий вӑй хунине те палӑртмалла. 1884 ҫулта «Казанские губернские ведомости» хаҫатӑн 126-мӗш номерӗнче Золотницкий словарӗ ҫумне хушни (200 сӑмах ытла) пичетленсе тухнӑ. Ку материала Магницкий словарь авторӗ унӑн страницисенче хушса-юсаса ҫырнисене пӗтӗмлетсе пичетлеме хатӗрленӗ пулнӑ. 1905 ҫулта Хусанта Магницкин «Тӗне кӗмен чӑвашсен ячӗсем» («Чувашские языческие имена») ятлӑ кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Ку вӑл чӑннипе самаях пысӑк словарь. Унта 76 автор Хусан кӗпӗрнинчи Шупашкар, Етӗрне тата Чикме уесӗсенче пухнӑ 10,5 пин ытла арҫын ятне кӗртнӗ. <…>

Пирӗн ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ют ҫӗр-шыв ученӑйӗсем, чи малтан финн тата венгр чӗлхеҫисем, чӑваш чӗлхине тӗпчесе вӗренес ӗҫе активлӑ хутшӑннӑ май, чикӗ леш енче те чӑваш словарӗсем хатӗрлесе кӑлараҫҫӗ. 1906 ҫулта Будапештра «Чӗлхе пӗлӳ хыпарӗсем» («Nyelvtudomanyi Kozlemenyek») журналта Золтан Гомбоцӑн «Чӑваш сӑмахӗсен списокӗ» ятлӑ ӗҫӗ пичетленсе тухнӑ. Паллӑ финн ученӑйӗ Хейкки Паасонен пухнӑ материалсене пӗтӗмлетсе вӑл 1908 ҫулта Будапештра «Чӑваш словарӗ» (нимӗҫле ячӗ «Tschuwaschisches Worterverzeichnis») пичетлесе кӑларнӑ. <…> Ҫак словарь пахалӑхӗсем революцичченхи чӑваш лексикографийӗн тепӗр пысӑк палӑкӗпе – Н. В. Никольскин «Вырӑсла-чӑвашла словарӗпе» («Русско-чувашский словарь») танлаштарсан уйрӑмах лайӑх курӑнаҫҫӗ. Ку словарь 1909 ҫулта Хусанта пичетленсе тухнӑ. Калӑпӑшӗпе Никольский словарӗ самаях пысӑк, унӑн словникӗнче 20 пине яхӑн вырӑс сӑмахӗ шутланать <…> Октябрь революцийӗ хыҫҫӑн тухнӑ паллӑрах словарьсенчен малтанхи – Н. В. Никольскин «Чӑвашла-вырӑсла кӗске словарӗ» («Краткий чувашско-русский словарь»). Ӑна Хусан кӗпӗрнин ҫутӗҫ пайӗ 1919 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ. Словарь калӑпӑшӗ пысӑках мар. Унта 5 пин сӑмаха яхӑн. Ум сӑмахра пӗлтернӗ тӑрӑх, ку вӑл – автор хатӗрленӗ тулли чӑвашла-вырӑсла словарӗн шкул нушисене асра тытса йӗркеленӗ кӗске варианчӗ. Ку словаре, пӗтӗмӗшле илсен, лайӑх хак пама пулать. Унта чӑваш чӗлхинчи сӑмах йышӗн чи кирлӗ пайне кӗртнӗ; словникра пӗтӗм халӑх усӑ куракан сӑмахсем ытларах. <…>

1920-1930-мӗш ҫулсенче чӑваш шкулӗсенче вӗренекенсем те, ҫитӗннисем те А. Т. Быковӑн «Вырӑспа чӑваш сӑмахӗсен пӗчӗк словарӗ» («Краткий словарь общеупотребительных русских и чувашских слов») ятлӑ кӗнекипе анлӑн усӑ курнӑ. Быков словарӗн пӗрремӗш кӑларӑмӗ 1924 ҫулта тухнӑ, каярахпа ӑна тата икӗ хутчен ҫӗнетсе пичетленӗ. Словаре калаҫу кӗнеки (разговорник) принципӗпе ҫырса хатӗрленӗ: сӑмахсене тематика ушкӑнӗсем тӑрӑх вырнаҫтарнӑ, кашни ушкӑн хыҫҫӑн сӑмахсене ҫыхӑнтарса пуплев йӗркелеме пулӑшас шутпа темиҫе предложени куҫарса кӑтартнӑ.

1924 ҫулта Шупашкарта Н. И. Ванеркке ҫырнӑ «Ют чӗлхесенчен хутшӑннӑ сӑмахсен пӗчӗк словарӗ» пичетленсе тухнӑ. Ку вӑл чӑваш лексикографийӗнче хӑйне евӗрлӗ ҫӗнӗлӗх пулнӑ, мӗншӗн тесен унта сӑмахсене несӗлне кура суйласа кӗртнӗ. Анчах ҫӳлерех пӑхса тухнӑ словарьсем чӑваш шкулӗн, куҫаруҫӑсен, ҫавӑн пекех анлӑ массӑсен пур ыйтӑвӗсене те тивӗҫтереймен. Чӑвашсем хушшинче ӗҫлекен вырӑс чӗлхиллӗ работниксем валли те пособи кирлӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа та Чӑваш АССР Ҫутӗҫ комиссариачӗ вырӑсла-чӑвашла вӗренӳ словарӗ хатӗрлеме ятарласа ушкӑн уйӑрнӑ. 1931 ҫулта словарь «Русско-чувашский словарь = Вырӑсла-чӑвашла сӑмах кӗнеки» пичетленсе тухнӑ. Авторсен коллективӗнче – вӑл вӑхӑтри ҫутӗҫпе культурӑн паллӑ деятелӗсем Н. И. Ванеркке, А. И. Ярлыкин, Ф. К. Кузьмин, А. П. Петров, А. Т. Варфоломеев, К. М. Никишев, Г. Т. Тимофеев, М. Д. Данилов, В. П. Катрамов, Н. А. Андреев. Вӗсен материалне чӑвашсен пултаруллӑ чӗлхеҫи Т. М. Матвеев редакциленӗ. <…>

Чӑваш лексикографийӗнче паллӑ чӗлхеҫӗ, ученӑй Василий Георгиевич Егоров палӑрмалла йӗр хӑварнӑ. Унӑн пӗрремӗш лексикографи ӗҫӗ – «Чӑвашла-вырӑсла словарь=Чувашско-русский словарь» – 1935 ҫулта пичетленсе тухнӑ, ӑна С. Ф. Фомин (Хумма Ҫеменӗ) писатель редакциленӗ. Титулта «ЧАССР Халӑх ҫутӗҫ комиссариачӗ шкулсенче усӑ курма йышӑннӑ» тесе палӑртнӑ, анчах тӗрӗссипе ку вӑл анлӑ тӗллевлӗ, вулакансен тӗрлӗ ушкӑнӗсен ыйтӑвӗсене тивӗҫтерме пултаракан самаях тулли словарь пулнӑ. Автор кӑтартнӑ тӑрӑх, унӑн словникӗнче 25 пин сӑмаха яхӑн. 1954 ҫулта, ҫак словарӗн иккӗмӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. Ҫав хушӑра чӑваш лексикинче пысӑк улшӑнусем пулса иртнӗ, нормӑлав ыйтӑвӗсене нумай енчен ҫӗнӗлле татса панӑ, авторӑн лексикографи ӑнланӑвӗсем те аталаннӑ. Ҫавна пула словарӗн пӗрремӗшпе иккӗмӗш кӑларӑмӗсем хушшинче пысӑк уйрӑмлӑхсем курӑнаҫҫӗ. <…>

Чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хывнӑ тӗнчипе паллӑ ученӑй, СССР Наукӑсен академийӗн член-корреспонденчӗ Николай Иванович Ашмарин профессор чӑваш чӗлхипе, фольклорӗпе, историпе тата этнографипе нумай паха ӗҫсем ҫырса хӑварнӑ. Вӗсем хушшинче 17 томлӑ «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнеки» уйрӑмах чыслӑ вырӑн йышӑнса тӑрать. Унта чӑваш чӗлхин авалтан пухӑннӑ калама ҫук пысӑк пуянлӑхӗ упранать. Чӗрӗ чӑваш чӗлхин тулли словарьне хатӗрлес ӗҫе Ашмарин 1895 ҫулта, Хусанти крешӗн-тутар шкулӗнче ӗҫленӗ чухне: пуҫӑннӑ та, ку ӗҫ унӑн пурнӑҫӗнче мӗн виличчен (1933 ҫ.) тӗп вырӑн йышӑнса тӑнӑ. Словарь хатӗрлес ӗҫе Ашмарин пӗччен тытӑннӑ, харпӑр укҫи-тенкипе туса пынӑ. Малтанах вӑл сӑмахсене хӑй аллинчи чӑваш тексчӗсенчен, вӑл шугра ҫырусенчен, чӑвашла пичетленсе тухнӑ мӗнпур кӗнекесенчен ҫыра-ҫыра илнӗ. Телее, словарь материалӗ пухас ӗҫре Ашмарина вӑл вӑхӑтри чӑваш интеллигенцийӗ, хутла пӗлекен ҫынсем питӗ пысӑк пулӑшу панӑ. Словарь валли материал пухас ӗҫе хутла пӗлекен чӑвашсене анлӑрах явӑҫтарас тӗллевпе Ашмарин «Чӑваш словарӗ пухса хатӗрлемелли  программа» (Программа для составления чувашского словаря) ҫырнӑ, ӑна 1900 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ. Словарь валли материалсем пухас ӗҫе ҫавӑн пекех ытти шкулсенче вӗренекенсем, ялти учительсем, священниксем активлӑ хутшӑннӑ. Вӗсенчен паллӑраххисем: П. В. Васильев, К. С. Сергеев, И. К. Токмаков, П. И. Орлов, В. Н. Орлов, И. Н. Юркин, В. Н. Никифоров, М. П. Петров, И. Е. Ефимов (Тӑхти), А.В. Рекеев, М.В. Шевле, Г. Т. Тимофеев, А. П. Прокопьев (Милли) т.ыт.те. 1910 ҫулта словарӗн 1-мӗш кӑларӑмӗ (А – алӑк), тепӗр икӗ ҫултан 2-мӗш кӑларӑмӗ (алӑк – апӑрт) пичетленсе тухнӑ. Словаре малалла кӑларасси тепӗр 15 ҫултан тин пуҫланнӑ. Чӑваш АССР Советсен ӗҫтӑвкомӗ 1925 ҫулхи октябрьте чӑваш чӗлхине пурнӑҫра ӗҫе кӗртесси ҫинчен постановлени йышӑннӑ, Ашмарин словарьне кӑларассине унта «вӑраха ямасӑр пурнӑҫламалли кирлӗ ӗҫ» тесе хакланӑ. Чӑваш республикин правительстви пулӑшнипе 1928 ҫулта Хусанта словарӗн 1-мӗш кӑларӑмӗ пичетленсе тухнӑ. Вӑл революцичченхи икӗ кӑларӑм материалӗсене пӗрлештернӗ, кунсӑр пуҫне автор унта хӑшпӗр хушусем те кӗртнӗ. Хусантах 1929 ҫулта словарӗн 2-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн ӑна пичетлес ӗҫе Шупашкара куҫарнӑ. Автора пулӑшма ятарласа чӗлхеҫӗсен ушкӑнне ҫирӗплетнӗ. Николай Иванович пурӑннӑ чухне словарӗн пилӗк кӑларӑмӗ кун курнӑ, тата икӗ кӑларӑмӗ валли автор хӑй материал хатӗрлесе ҫитернӗ. 1941 ҫулччен 16 кӑларӑм ҫапса ӗлкӗрнӗ. Вӑрҫӑ чӑрмантарнӑ пирки юлашки кӑларӑмне пичетлесси 1950 ҫулчченех тӑсӑлса кайнӑ. Автор вилнӗ хыҫҫӑн словаре хатӗрлесе кӑларас ӗҫе Чӑваш наука тӗпчев институчӗ хӑй ҫине илнӗ. Унӑн материалӗсене редакцилесе пичете хатӗрлес тӗлӗшпе Т. М. Матвеев, Н. А. Резюков, А. Л. Лукин т.ыт.те нумай ӗҫленӗ. <…>

Н.И. Ашмарин тата унӑн пулӑшаканӗсем хатӗрлесе кӑларнӑ «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнеки» чӑваш халӑхӗн чӗлхе пуянлӑхне, илемлӗ сӑмахлӑхне, этнографийӗпе историне тӗпчес ӗҫре, ҫавӑн пекех литература чӗлхине пуянлатас, унӑн стилӗсене аталантарас ӗҫре паян кунчченех пысӑк вырӑн йышӑнать. Ҫакна пирӗн лексикографи опытне пӗтӗҫтернӗ чи ҫӗнӗ словарьсемпе – Мускавра 1971 ҫулта тухнӑ «Русско-чувашский словарь» (Вырӑсла-чӑвашла словарьпе») тата 1982, 1985 ҫулсенче тухнӑ «Чӑвашла-вырӑсла словарьпе» (Чувашско-русский словарь) тӗплӗн паллашни лайӑх кӑтартса парать. Юлашки вӑхӑтра пичетленсе тухнӑ, ҫӗнӗрех словарьсем: «Русско-чувашский словарь = Вырӑсла-чӑвашла словарь» : в 2 т. –- Т. 1 : А — О  ; Т. 2 : П — Я. ; «Чӑвашла-вырӑсла словарь»; «Чӑвашла-вырӑсла тата вырӑсла-чӑвашла словарь = Чувашско-русский и русско-чувашский словарь». Вӗсем пурте – студентсемпе шкул-ачисен алли айӗнче, вӗсемпе куллен усӑ курма, занятисенче тишкерме, килте ӗҫлеме пулать.

Скворцов, М. И. Чӑваш лексикографийӗ / М. И. Скворцов // Вопросы чувашской лексикологии, лексикографии и переводоведения = Чӑваш лексикологийӗн, лексикографийӗн тата куҫару ӗҫӗн ыйтӑвӗсем / М. И. Скворцов. – Чебоксары, 2013. – С. 56-138.

Электронлӑ сӑмахсар

Краткий русско-чувашский словарь

Быков, А. Т. Краткий русско-чувашский словарь / А. Т. Быков, 1933. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Краткий чувашско-русский словарь

Никольский, Н. В. Краткий чувашско-русский словарь / Н. В. Никольский, 1919. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Чувашские языческие имена

Магницкий, В. К. Чувашские языческие имена / В. К. Магницкий, 1905. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Чӑвашла ҫырасси

Ванеркке, Н. Чӑвашла ҫырасси : правилӑсемпе орфографи словарӗ / Н. Ванеркке, 1929. - 168 с. с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Словарь Н. И. Ашмарина как источник этнопедагогического исследования

Волков, Г. Н. Словарь Н. И. Ашмарина как источник этнопедагогического исследования / Г. Н. Волков // Н. И. Ашмарин - основоположник чувашского языкознания : сборник статей / Науч.-исслед. ин-т при Совете Министров Чуваш. АССР. - Чебоксары : Чувашкнигоиздат, 1971. - С. 216-224. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Начертание правил чувашского языка, и словарь, составленные для духовных учил...

Вишневский, В. П. Начертание правил чувашского языка, и словарь, составленные для духовных училищ Казанской Епархии / [В. П. Вишневский], 1836. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Корневой чувашско-русский словарь, сравненный с языками и наречиями разных на...

Золотницкий, Н. И. Корневой чувашско-русский словарь, сравненный с языками и наречиями разных народов тюркского, финского и других племен / составлен Н. И. Золотницким, 1875. - VIII, 279 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Описание живущих в Казанской Губернии языческих народов, яко то Черемис, Чува...

Миллер, Г. Ф. Описание живущих в Казанской Губернии языческих народов, яко то Черемис, Чуваш и Вотяков, С показанием их жительства, политическаго учреждения, телесных и душевных дарований, какое платье носят, от чего и чем питаются, о их торгах и промыслах, каким языком говорят, о художествах и науках, о естественном и вымышленном их языческом законе, також о всех употребительных у них обрядах, нравах и обычаях ; : с приложением многочисленных слов на семи разных языках, как-то: на Казанско-Татарском, Черемисском, Чувашском, Вотяцком, Мордовском, Пермском и Зырянском, и приобщенным переводом Господней молитвы Отче наш на Черемисском и Чувашском языках. / сочиненное Герардом Фридрихом Миллером, Императорской Академии Наук Профессором, по возвращении его в 1743 году из Камчатской Экспедиции., 1791 года. - [8], 99, [2] c., 8 л. ил. с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее