Чӑваш чӗлхи урокӗсем — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Главная / Чӑваш чӗлхи / Чӑваш чӗлхи урокӗсем

Чӑваш чӗлхи урокӗсем

Чӑваш чӗлхи – пирӗн тӑван чӗлхе, эпир ӑна атте-анне чӗлхи тетпӗр. Вӑл – пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă.

«Чӑваш чӗлхи – чӑваш халӑхӗн наци чӗлхи. Ку чӗлхепе 1,8 миллион ытла ҫын калаҫать. Вӑл кулленхи калаҫу чӗлхи ҫеҫ мар, радиопа телевидени, чӑвашла хаҫатсемпе журналсен, чӑваш театрӗсен тата ыттисен чӗлхи те… Чӑваш чӗлхи – чӑваш халӑхӗн наци пуянлӑхӗ. <…> Кашни халӑхӑн хӑйӗн тӑван чӗлхи пур: вырӑссен – вырӑс чӗлхи, тутарсен – тутар чӗлхи, чӑваш халӑхӗн вара – чӑваш чӗлхи. Ку чӗлхепе калаҫакансем – чӑвашсем – Чӑваш, Тутар тата Пушкӑрт Республикисенче, Самар, Ульяновск (Чӗмпӗр), Саратов, Пенза, Оренбург облаҫӗсенче тата Ҫӗпӗрте пурӑнаҫҫӗ. Ҫак чӗлхе пуррипе, ҫав чӗлхепе калаҫнипе хамӑра чӑваш тесе калатпӑр. Чӑваш чӗлхи пуррипе чӑваш халӑхӗ пур, мӗншӗн тесен чӗлхе нацие пӗлтерекен паллӑсенчен чи кирли, тӗп пали…».

Кӳртӗм // Чӑваш чӗлхи : [чӑваш филологи факультечӗн студенчӗсем валли хатӗрленӗ вӗренӳ кӗнеки] / Л. П. Сергеев, Е. А. Андреева, В. И. Котлеев. — Шупашкар, 2012. – С. 3-5.

«Чӗлхе пулӑшнипе эпир пӗр-пӗринпе хутшӑнса пурӑнатпӑр, кирек мӗн пирки те килӗшсе татӑлма – «пӗр чӗлхе тупма» – пултаратпӑр. Хутшӑну вӑл – куҫа-куҫӑн калаҫни ҫеҫ мар, вулани-ҫырни те, Интернет уҫлӑхне тухни те. Каланӑ е ҫырнӑ чухне эпир хамӑрӑн шухӑш-кӑмӑла палӑртатпӑр, ыттисене мӗн те пулин хыпарлатпӑр. Итленӗ е вуланӑ чух вара теприсен сӑмахне тӑнлатпӑр, урӑх ҫын шухӑш-кӑмӑлне пӗлетпӗр. Чӗлхе – хутшӑну хатӗрӗ кӑна та мар, вӑл – пирӗн шухӑшлавӑн, шалти пуплевӗн никӗсӗ. <…> Чӗлхе халӑхӑн пӗлӗвне, ӑс-хакӑл мулне упрать, ҫав пурлӑха ламран лама, ӑруран ӑрӑва куҫма май парать. Тӑван чӗлхе халӑха пӗрлӗх кӳрет, наци культурине ӳсӗнме пулӑшать. Чӗлхе – халӑхӑн чун тӗкӗрӗ. Халӑхӑн чун-чӗрине ӑнланас тесен чи малтан унӑн чӗлхине пӗлмелле…».

Исаев, Ю. И. Умсӑмах / Ю. И. Исаев, Г. А. Дегтярев // Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнеки. – Шупашкар, 2011. – Т. 1 : А-И. – С. 3-9.

«Чӑваш Републикин Конституцийӗн 8-мӗш статьинче «Чӑваш Республикин патшалӑх чӗлхисем – чӑваш чӗлхи тата вырӑс чӗлхи» тесе ҫырнӑ. «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» саккунра <…> чӑваш чӗлхин обществӑлла функцийӗсене тата унӑн наука вӗренӗвне анлӑлатас, пур шайри вӗренӳ заведенийӗсенче, массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче, кӗнеке кӑларас тата библиотека ӗҫӗнче усӑ курмалли, культура сферинче чӗлхене упраса аталантармалли мероприятисене пӑхса хӑварнӑ…».

Андреев, И. А. Чувашский язык / И. А. Андреев, А. П. Хузангай // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С.589-590.

Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗ О.А. Николаев палӑртнӑ тӑрӑх: «Эпир Чӑваш Республикин территорийӗнче пурӑннӑ май, пирӗн икӗ пӗр тан чӗлхе – вырӑс тата чӑваш чӗлхи. Ҫавна шута илсе, пирӗн сирӗнпе тӑван чӑваш чӗлхине вӗрентес ӗҫе вӑйлатмалла. Пирӗн кулленхи ӗҫ-хӗлте, ҫав шутра вӗренӳ процесӗнче, чӗлхепе ялан усӑ курни кӑна ӑна упраса хӑварма, аталантарма май парать». (Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн органӗсен порталӗнчен). Вӑл ҫавӑн пекех тата ҫакна палӑртнӑ: «Тӑван чӗлхене пӗлни халӑхшӑн тарӑн та пысӑк пӗлтерӗшлӗ. <…> Тӑван чӗлхепе калаҫсан кӑна ҫынна пӗтӗмӗшле ӑнланма, унӑн хӑйьевӗрлӗхне, культурине, йӑли-йӗркине туйса илме пулать». (Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн органӗсен порталӗнчен)

Республикӑра «Культура аталанӑвӗ» программӑн «Чӑваш чӗлхине упрасси, вӗрентесси тата аталантарасси» ҫумпрограмма пурнӑҫланса пырать.

Чӗлхе политикине пурнӑҫламалли инфраструктура аталанать, чӑваш чӗлхине вӗренмелли ҫӗнӗ учебниксем кӑлармалли, ӑна цифра хутлӑхӗнче ӗҫлеттермелли условисем йӗркеленеҫҫӗ.

«Ҫамрӑк ӑрӑва ҫирӗп пӗлӳллӗ, тивӗҫлӗ шайра пӑхса ӳстерес ӗҫре тӑван чӗлхене вӗрентни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. <…> Тӑван чӗлхе халӑха пӗрлӗх кӳрет, наци культурине ӳсӗнме, сыхлама, упраса хӑварма пулӑшать. <…>. Чӑваш чӗлхипе паянхи кунчен тӗрлӗ йышши словарьсемпе справочниксем, вӗрентӳ кӗнекисемпе вӗрентӳ пособийӗсем, тӗрлӗ ыйтупа ҫыхӑннӑ стьясен пуххисем пичетлесе кӑларнӑ. <…> Словарьсемпе вӗрентӳ кӗнекисем сӑмахсене тӗрӗс ҫырма вӗрентнисӗр пуҫне вӗсен пӗлтерӗшне, пулӑвӗпе кун-ҫулне ҫутатаҫҫӗ, вӗсен уйрӑмлӑхне тӗрлӗ енчен уҫса ӑнлантараҫҫӗ, ӑс-хакӑлпа пуянлатаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫак кӗнекесем ӑслӑлӑхӑн, исусствӑпа литературӑн тӗрлӗ ҫитӗнӗвӗсемпе туллин паллаштараҫҫӗ, пуплев культурине пуянлатса малалла аталантараҫҫӗ. <…> Словарьсемпе справочниксем, вӗрентӳ кӗнекисемпе вӗрентӳ пособийӗсемпе тӑтӑш ӗҫлекенсен шутӗнче – чӗлхеҫӗсем, писательсем, журналистсемпе куҫаруҫӑсем, вӗрнтӳҫӗсемпе студентсем тата шкул ачисем, мӗншӗн тесен этемлӗх аталанӑвӗ пирки вӗсен куллен тӗпчеме, калаҫма, ҫырма тивет. Ҫак ӗҫсене туса пымашкӑн, паллах ал айӗнче кашни ҫыннӑн тӗрлӗ кӗнекесем, пособисем, словарьсем пулни кирлӗ…»

Брусова, Г. Ф. Кӳртӗм / Тӑван чӗлхене вӗрентмелли меслетлӗх ыйтӑвӗсем : библиографи кӑтартмӑшӗ / Г. Ф. Брусова, В. И. Данилова, Л. В. – Шупашкар, 2017. – С. 3-5.

«Хальхи учебниксемпе пособисене илемлӗ йӗркеленӗ. Вӗренӳ кӗнекисем ҫутӑ ӳкерчӗксемпе тата аудио-видео материалсемпе пуян. Вӗсем тӑван чӗлхене вӗренме хавхалантараҫҫӗ. <…> Шкул ачисемпе ҫамрӑксем валли вӗренӳ пособийӗсене вӗсен ӳсӗмри уйрӑмлӑхӗсене тата чӗлхе шайне шута илсе йӗркелесе хатӗрленӗ. Ҫакӑ программа требованийӗсене пурнӑҫлама тата чӗлхепе кулленхи пурнӑҫра усӑ курма пулӑшать».

Семенова, П. А. Из истории учебной литературы для чувашских школ XIX – XX веков / П. А. Семенова, Г.П. Соловьева // Чувашский язык и литература : учебники и пособия : библиографический указатель / Нац. б-ка Чуваш. Респ. ; [сост. Р. В. Степанова, П. А. Семенова, Г. П. Соловьева]. – Чебоксары, 2012. – С. 5-13.