Чӗлхе ҫинчен — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Главная / Чӑваш чӗлхи / Чӗлхе ҫинчен

Чӗлхе ҫинчен

Ҫыравҫӑсемпе ӳнерҫӗсем, тӗпчевҫӗсемпе ӑҫчахсем тӑван чӗлхемӗрӗн пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ ҫинчен ыррине нумай каланӑ. Вӗсенче хамӑр халӑхӑмӑрӑн сӑмахлӑхӗпе мӑнаҫланни те, илемлӗхӗпе савӑнса киленни те, чӗлхе тасалӑхӗпе унӑн пуласлӑхӗшӗн пӑшӑрханни те пур. Чӑннипех тӑван чӗлхемӗр пире пурӑнма, ӗҫлеме хавхалантарать, уявсенче кӑмӑл-туйӑма ҫӗклет, ҫунатлантарать, хуйхӑ-суйхӑра хӳхлевлӗ ҫемӗпе чун-чӗрене витерет, хаяр тӑшмана питлеме ылхан сӑмахӗсем шӑратса кӑларать, ӑслӑлӑхра япалана е ӑнлава вырӑнлӑ сӑмах тупса тӗрӗс кӑтартма, ят пама пулӑшать.

Тӑван чӗлхен вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ, илемӗпе хӑвачӗ ҫинчен чӑваш ваттисем мӗн ӗлӗк авалах ӑслӑ шухӑшласа ытарлӑ каланӑ. Чӑваш халӑхӗ ырӑ та ҫепӗҫ сӑмаха ӗмӗрех мала хунӑ. Ваттисем сӑмахӑмӑрӑн тӳрӗ калаҫу пӗлтерӗшне кӑна мар, унӑн ытарлӑ, сӑнарлӑ, ҫамрӑксене пӑхса ӳстерес, ҫав вӑхӑтрах шухӑшласа пуплеме, вӗрентес енӗсене тӗпе хунӑ. Тупмалли юмахсен жанрӗнче те чӗлхе ҫинчен каланӑ тӗслӗхсем йышлӑ.

Чӑвашсен паллӑ ҫыннисем: педагогсемпе ученӑйсем, прозаиксемпе поэтсем т. ыт. те тӑван чӗлхемӗр ҫинчен каланисенче ытарлӑ сӑнарлӑх татах та сарӑлса вӑй-хӑват илнине, ҫунатлӑ сӑмахсем пулса миллионшар халӑх чӗрине кӗрсе вырнаҫнине куратпӑр.