Паллӑ ҫынсем чӗлхе ҫинчен — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Главная / Чӑваш чӗлхи / Чӗлхе ҫинчен / Паллӑ ҫынсем чӗлхе ҫинчен

Паллӑ ҫынсем чӗлхе ҫинчен

Артемьев А., чӑваш халӑх писателӗ

… Эй, тӑван чӗлхемӗр!

Эсӗ чӑваш юманӗ пек ватӑ та патвар. Хӑвӑн хӑватна ҫухатмасӑр, ӗмӗртен ӗмӗр, ҫултан ҫул тӗрекленсе ӳсетӗн, юман вутти пекех хӗрӳллӗ те вӑйлӑ ҫунатӑн; чӗре кӳтсе ҫитсен – ӑшӑтатӑн, кирлӗ чухне – ҫунтаратӑн; тӑваншӑн эсӗ – тӗттӗмри ҫул маякӗ, тӑшманшӑн – вилӗм тытамакӗ. Эсӗ чӑваш хӑмли пекех хӑватлӑ та хаяр: пӗр килентерсе ӳсӗртетӗн, пӗр ылханупа вӗлеретӗн. Эсӗ чӑваш тӗрри пек паха та илемлӗ, асамлӑ та ытарлӑ. Эсӗ чӑваш юрри пек кӗвӗллӗ те янӑравлӑ; санра чуна ачашлама е амантма, ҫӗклеме е ӳкерме, хавхалантарма, ҫунатлантарма хӑват пур; вӑрман пек пуян, хир пек уҫӑмлӑ эсӗ. Сан иксӗлми хӑватупа илемӳ ҫултан ҫул палӑрсах пыринччӗ.

Эй, аслӑ асаттемӗрсен кивелми чаплӑ чӗлхи! Ирӗклӗ ҫӗршывра ӗмӗр ирӗклӗн янӑра эсӗ! Тайма пуҫӑм сана.

Тӑван Атӑл. – 1984. – № 9. С. – 67.

Ашмарин Н. И., профессор

… Чăваш чӗлхи вăл пӗр-пӗтӗм япала, халăхăн пултаруллă шухăшӗ-ӗмӗрӗсем тăршшӗнче тунăскер… Эпӗ чӗлхери кашни сăмаха ăнланса илме, кашни йăлан е ӗненӗвӗн ăшлăхне тишкерме пикентӗм. Халăхăн хăй евӗрлӗ шухăшӗсене, сайра хутра хăйсенче тарăн ăнкартăш (смысл) пытарса тăракансене, пит хисеплӗ паха япаласем пек пуҫтартăм…

Ялав. – 1976. – № 8. – С. 24

Данилов Д. Д., критик

…Илемлӗ пирӗн чӗлхе, илемлӗ те хăватлă. Тăван чӗлхемӗр ӳснӗҫемӗн ӳссе пынипе, унăн хăватне эпир хамăр писательсен чи лайăх произведенийӗсене, вӗсем куҫарнă кӗнекесене вуланă чухне витӗрех туйса, курса тăратпăр…

Ялав. – 1976. – № 8. – С. 24.

Егоров В. Г., профессор

…Совет тапхăрӗнче пултаруллă писательсемпе поэтсем, драматургсемпе тăлмачсем тăрăшса ӗҫленипе чăваш чӗлхи ҫулран ҫул вăй илсе, аталанса пычӗ: янравлăхӗ, илемлӗхе, ҫепӗҫлӗхӗ, ҫивӗчлӗхӗ палăрмаллах ӳсрӗ, сăмах ҫӳпҫи те тулса пычӗ…

Ялав. – 1976. – № 8. – С. 24

Марр Н. Я., академик

… Чăваш чӗлхи хăйӗн историллӗ аталанăвне пула монгол, финн, тата тӗрӗк чӗлхипе ҫеҫ мар инди-европа чӗлхисемпе, уйрăмах вырăс чӗлхипе ҫывăх ҫыхăну тытнă… Чăваш чӗлхи пит ҫемҫе, хăлхана килентерсе тăрать…

Ялав. – 1976. – № 8. – С. 24

Сироткин М. Я., СССР Педагогика Наукисен Академии член-корреспонденчӗ

…Хăйне хисеплекен кирек мӗнле халăх та хăйӗн тăван чӗлхине пысăк пуянлăх вырăнне хурса хаклать, мӗншӗн тесен ăна вăл нумай ӗмӗрсем тăршшӗнче, тӗрлӗ йывăрлăхсем тӳссе, аталантарса, ӳстерсе пынă; хăй ăстăнӗпе кăмăлӗн уҫҫи туса ҫитӗнтернӗ. Тăван чӗлхе пулăшнипе кашни ҫын мӗн ачаран хăй таврашӗнчи тӗнчене ăнкарса пырать, пурнăҫ пулăмӗсене ăнланма, ăс-хакăлне ӳстерме вӗренет. Этем тени тăван амăш, тăван халăх чӗлхисӗр йӗркеллӗ, пур енлӗ ӳсеймест. Тăван чӗлхене пӗлни тепӗр чӗлхене вӗренме, унăн уйрăмлăхӗсене тӗплӗнрех ăнланма, ҫавна май ытларах пӗлӳсем туянма пулăшать.

Ялав. – 1976. – № 8. – С. 24

Тимухха Хӗветӗрӗ, чӗлхеҫӗ

…Илӗр-ха халăх юррисене, юптарса каланисене, юмахсене, итлӗр-ха вӗсем калаҫнине, вӗсем вут чӗлхеллӗ, ҫиҫӗм пек, хăватлă, хăвăрах тӗлӗнсе хытса кайăр. Чăваш калаҫни – тӗрӗс, чăваш пуплени – тӳрӗ, унăн сăмахӗ – вирлӗ, унăн чӗлхи – илемлӗ…

Ялав. – 1976. – № 8. – С. 24

Хусанкай П. П., чăваш халăх поэчӗ

Сире курмасăр таврăнас килмерӗ,
Курсассăн –
Калаҫмасăр чăтас ҫук.
Ҫапла ӗнтӗ сăмах ҫӳпҫин манерӗ,
Чӗлхе тени вӗт пирӗн –
Услам ҫу…

Ялав. – 1976. – № 8. – С. 24

Эктор Алос-и-Фонт, уроженец Испании, социолингвист

«Чӑваш чӗлхин пуласлӑхӗ чӑвашсемшӗн кӑна мар, Раҫҫейре пурӑнакансемшӗн те пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен вӑл халӑх ырлӑхӗ (тивлечӗ) тата ҫӗрĕмĕр-шывăмрăн культура пуянлӑхӗн пӗр пайӗ шутланать». Эктор Алос-и-Фонт, Испани ҫынни, социолингвист.

Алос-и-Фонт, Эктор. Исследование языковой ситуации в Чувашской Республике. – Чебоксары. – С.8

Яковлев И. Я., чăваш просветителӗ

… Чăвашсен ку тарана ҫити упраннă пуянлăхӗ тата тӗлӗнтермӗшӗ вăл – чӗлхе, юрă, тӗрӗ. Чăвашсен ҫӗр пин сăмах, ҫӗр пин юрă, ҫӗр пин тӗрӗ…

Ялав. – 1976. – № 8. – С. 24.

«Халăх хăйӗн чӗлхине мантăр тени вăл ҫав халăха пӗтерес тенипе пӗрех пулать, чӗлхе хăйне тунă халăхпа ҫеҫ вилет…».

Долгов В. И. Я. Яковлевпа Чӗмпӗрти чăваш шкулӗ // Ялав. – 1949. – № 8. – С. 31.