Тӑван литература – пуян та нумай енлӗ ӳнерӗн пӗр тӗсӗ.
«Литература – пурнӑҫ тӗкӗрӗ. Кашни халӑх литературинче ҫав халахӑн пурнӑҫӗ, иртсе кайнӑ кун-ҫулӗ, ӗмӗт шухӑшӗ палӑрать. Чӑваш литератури те чӑваш халӑх пурнӑҫне, унӑн историне, вӑл мӗне ӗмӗтленнине лайӑх кӑтартса панӑ. Литература ҫамрӑк ӑрӑва тӗрӗс-тӗкел пӑхса ҫитӗнтерес ӗҫре пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Тӑван халӑх пурнӑҫӗпе паллашнипе пӗрлех вӗренекенсем чӑваш литература урокӗсенче чӑваш ҫыравҫисен пултарулӑхне тишекерҫҫӗ. Шкул программине халӑх пултаруллӑхӗн тӗсӗсене, чӑваш тата тӑванла халӑх ҫыравҫисен чи паха хайлавӗсене кӗртнӗ. Литературӑна шкулта вӗрентессин тӗллевӗсене программа палӑртать. Ҫавӑнпа программӑна хатерлекенӗсем ӑна ҫулран ҫул лайӑхлатса пыраҫҫӗ, унта тӑван литературӑра уйрӑмах палӑрнӑ хайлавсене кӗртеҫҫӗ. <…>
Чӑваш ҫыравҫисен сӑввисемпе калавӗсене вуласа тишкерни те ачасен пӗлӗвне ӳстерет, тавра курӑмне аталантарать, вӗсен кӑмӑл-сипетлӗхӗ анлӑланать».
Петрова, Р. Н. Чӑваш литературине шкулта вӗрентессин тӗллевӗсем / Р. Н. Петрова // Чӑваш литературине шкулта вӗрентессипе ҫыхӑннӑ меслетсем : Ҫырнисен пуххи / Р. Н. Петрова. – Шупашкар ,2001. – С. 8-9.
«…Литературӑна вӑтам шкулта вӗрентесси – кӑткӑс та йывар ӗҫ, вӑл ҫитӗнсе пыракан ӑрӑва филологие (анлӑрах – гуманитари пӗлӗвӗсене) пӗтӗмӗшле вӗрентессин пӗлтерӗшлӗ пӗр пайӗ. Сӑнарлӑ сӑмах саккунӗсене ӑша илекен ҫамрӑк илемлӗ хайлавсенчи поэтика хӑйне евӗрлӗхне, уйрӑм ҫыравҫӑн харкам хӑйле тӗнчине курма тата хаклама вӗренет. Ҫавна май вӑл эстетикӑллӑ шухӑшлама пӗлесси ӳсет. Шкултан вӗренсе тухакан яш-кӗрӗмӗн литературӑна, сӑрӑ ӳнерне, театр саккунӗсене т.ыт.те хӑй тӗллӗн ӑсласа илес хӑнӑхӑвӗ ҫирӗпленет, вӑл литература пӗлӗвӗн теорилле ӑнлавӗсемпе ӑнӑҫлӑ усӑ курма тытӑнать, логика енчен ҫыхӑнуллӑн шухӑшлама алӑ ҫавӑрать <…> Илемлӗ литературӑна шкулта вӗрентнин пӗлтерӗшӗ ачасене эстетика енчен воспитани парасси кӑна мар. Вӑл ачасен несӗпне, кӑмӑл-сипетне аталанма та пулӑшать, вӑлах ҫамрӑксене халӑхӑмӑрӑн ӑруран ӑрӑва куҫса пыракан наци хаклӑхӗсене (национальные ценности) ӑсласа илме хӑнӑхтарать, вӗсене упраса аталантармалли майсем туса парать». <…>
Родионов, В. Г. Илемлӗ литературӑна шкулта вӗрнтессин Хронотопӗ / В. Г. Родионов // Чӑваш литературине вӑтам шкулӑн аслӑ класӗсенче вӗрентесси / В. Г. Родионов, Э. И. Родионова, Г. И. Федоров. – Шупашкар, 2006. – С. 7-10.
Хальхи вӑхӑтра шкулсене чӑваш литературипе пур классем валли те ҫӗнӗ вӗренӳ программисемпе тивӗҫтернӗ, вӗсемпе килӗшӳллӗн учебниксемпе вӗренӳ пособийӗсем хатӗрлесе кӑларнӑ. Чӑваш литературипе вӗренӳ кӑларӑмӗсем тӑвас тӗлӗшпе филологи наукисен ӑста ӑсчахӗсем ӗҫленӗ. Н. Т. Васянкка, Ф. А. Шапошников, М. Я. Сироткин, Ф. С. Меценатов тата ыттисем те. Хальхи тӗпчевҫӗсем хушшинче Ю. М. Артемьева, В. Г. Родионова, В. П. Никитина, Г. И. Федорова, Н. Г. Ивановӑна, В. Н. Пушкина тата ыттисене палӑртма пулать.