Архитектура — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Главная / Паллӑ вырӑнсем / Архитектура

Архитектура

Чӑваш халӑх архитектури

«Кашни халӑх, ӑна вӑйлӑрах кӳршисем пусарса тӑраҫҫӗ пулсан та, – хӑйӗн чи пӗчӗк майсем ҫеҫ те пулин пур пулсан,  – хӑйне уйрӑм тата хӑйне майлӑ культурӑ пуянлӑхӗсем тума пултарать…»

(Архитектурӑн пӗтӗмӗшле историйӗ)

Чӑваш архитектури тин ҫеҫ ҫуралакан япала мар, вӑл мӗн авалтан пыракан халӑх пултарулӑхӗ. Чӑваш халӑхӗн музыкӑ, литература тата ӳнер искусстви тӗлӗшӗнчи пултарулӑхӗпе пӗрле архитектурӑллӑ пултарулӑхӗ те халӑхӑн иртнӗ вӑхӑтри пӗтӗм культурин уйрӑлми пайӗ пулса тӑрать. Халӑхӑн ҫак пултарулӑхне чӑвашсем ялсене тата уйрӑм кил вырӑнӗсене хӑйне майлӑ йӗркелени, вӗсен ҫуртсене илемлетмелли хӑйсене майлӑ меслечӗсем тата эрешлӗ ӳкерчӗк-искусстви кӑтартса парать.

Мӗн авалта чӑваш ялӗсене хӑйне майлӑ планласа йӗркелени питех те паллӑ пулнӑ. Ҫавӑнпа та ку ыйтӑва чӑваш халӑхӗн пурнӑҫӗпе йӑлине тӗпчесе пӗлекенсем пурте тенӗ пекех хускатаҫҫӗ. Сӑмахран, 1839 ҫулта П. И. Сумароков ҫапла ҫырнӑ: чӑваш ялӗсенче «урамсем ҫук, кашни пӳрт патне хӑйӗн сукмакӗ, ҫул кӑтартакансӑр кунта аташса каятӑн» («…нет улиц, к каждой избе своя тропинка, и без проводника запутаешься в лабиринтах…», с. 218). Чӑваш ялӗсем ҫинчен тата акӑ мӗн ҫырнӑ: «Пӳртсене пӗр йӗркесӗр туса лартнӑ» (А. Фукс, 1840 ҫ.), «кунта урамсем ҫук тата пулма та пултараймаҫҫӗ» (В. Сбоев, 1856 ҫ.) т. ыт. те. Нумай этнографсем ҫак «йӗркесӗрлӗх» чӑвашсем вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳренӗ вӑхӑтри пурнӑҫпа йӑларан юлнӑ, ун чухне уйрӑм йӑх хӳшисем унӑн пуҫлӑхӗн хӳши тавра йӗркесӗр вырнаҫса тӑнӑ тесе шутланӑ. Ҫапла ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, «ҫемье пуҫлӑхӗ хӑй суйласа илнӗ е ӑна уйӑрса панӑ вырӑнта пурӑнма пуҫланӑ, самаях пысӑк территорие карта тытса ҫавӑрнӑ» (В. Сбоев), вӑхӑт иртнӗҫемӗн унта ҫемье пуҫлӑхӗн ратне-таврашӗсем пурӑнма тытӑннӑ. Ҫапла вара чӑвашсен кил вырӑн лаптӑкӗсем вӗсем пӳртсем лартнӑ хыҫҫӑн йӑх йышӑннӑ вырӑна пайласа уйӑрнипе пулса кайнӑ пулать.<…>

В. В. Егерев (архитектор) кӑшт урӑхларах ӑнлантарса парать. Чӑвашсем авалтанпах ҫӗр ӗҫ ҫыннисем пулнӑ, вӗсен ялӗсем майӗпен, йӑх пуҫлӑхӗн кил вырӑнӗ ҫумне ҫӗнӗ пӳртсем лартнипе ӳссе пынӑ, тесе шутлать вӑл. <…> В. Егерев та, хӑш-пӗр этнографсем пекех, ялсенчи ҫуртсене «йӗркесӗр» вырнаҫтарни йӑхри ҫыхӑнусен юлашкисенчен килнӗ тесе шутлать. Ҫак теори тӑрӑх, чӑвашсем хӑйсен пӳрчӗсене хӑйсем йӑхӑн аслӑ членне хисепленине палӑртас шутпа ҫавӑн нек вырнаҫтарса тухнӑ пулать. Ҫавӑнпа та ҫемьен кӗҫӗн членӗ хӑйӗн пӳртне аслӑрах членӗн кил вырӑнӗн малти чиккинчен кӑшт аяккарахра е унӑн кил вырӑнӗ хыҫне лартнӑ, тет Егерев. <…>

Чӑваш ялӗсен 19 ӗмӗрти 70-мӗш ҫулсенче, правительствӑ ҫӗнӗрен планличчен, ӳкерсе илнӗ нумай планӗсене тӗпчесе тимлӗн сӑнаса, В. Егерев ҫакна палӑртнӑ:

  • пӗрремӗш: чӑвашсем хӑйсен ҫурчӗсене йӗркесӗр, мӗнле килчӗ ҫавӑн пек мар, малтанах уйӑрса панӑ кил вырӑнне лартаҫҫӗ;
  • иккӗмӗш: чӑвашсен кил вырӑн чиккисем яланах тӳрӗ, унӑн планӗн форми вара тӑват кӗтеслӗх евӗрлӗ, ҫурт лартаканӗ ҫав формӑна кирек мӗнле пулсан та сыхласа хӑварма тӑрӑшать;
  • виҫҫӗмӗш: чӑвашсем урамсен кӗтесӗсенче кил вырӑнӗсене яланах сыпӑкӑн-сыпӑкӑн вырнаҫтарса ҫавӑраҫҫӗ.

Ҫӳлерех асӑннӑ этнографсемех каланӑ тӑрӑх, чӑвашсем хӑйсен ялӗсене аслӑ ҫулсенчен аяккарах вырнаҫтарма тӑрӑшнӑ, вӗсен ялӗсем пысӑк пулман. Ялӗсем ҫырма-ҫатра таврашӗнче, пырса кӗме йывӑр вырӑнеенче пулнӑ. Тыр-пул акма кирлӗ ҫӗрсене вӗсен вӑрман кӑкласа хатӗрлеме тивнӗ. Ҫак условисенче ҫуртсене урамӑн-урамӑн лартса тухасси мар, ҫав меллӗ мар вырӑнсенчи ҫӗрпе лайӑхрах усӑ курасси тӗп вырӑнта пулнӑ. Кил вырӑнӗсене тӗрӗс кӗтеслӗ тума тӑрӑшни карта тытса ҫавӑрнӑ пысӑках мар лаптӑка сухалама меллӗрех пулнинчен килнӗ. Каярахпа вара ҫакӑ йӑлана та кӗрсе юлма пултарнӑ. Чӑвашсен ӗлӗкхи ялӗсене мӗнле йӗркеленинче эпир хальхи хула строительствин пӗр меслечӗн – хуласен районӗсене ирӗклӗн планлас меслетӗн мӗн пур паллисене курма пултаратпӑр. Ҫакна хӑй вӑхӑтӗнче В. Егерев та асӑрханӑ. Чӑваш ялӗсене планлас ӗҫри хӑш-пӗр меслетсем «хӑйсен пӗлтерӗшне эпир пурӑнакан вӑхӑтра та ҫухатман-ха», тенӗ вӑл.

Кунсӑр пуҫне, чӑвашсем хӑйсен ялӗсене йывӑҫсем нумай лартса илемлетме тӑрӑшнӑ. Ҫакна та ӗнтӗ этнографсем тахҫанах палӑртнӑ. А. Фукс, сӑмахран, ҫапла ҫырнӑ: чӑваш ялӗсем тавра ҫӳлӗ те ҫӑра йывӑҫсем лартса ӳстереҫҫӗ. Ку тӑрӑхри ытти халӑхсен – вырӑссемпе тутарсен ҫавнашкал йӑла ҫук, вӗсен ялӗсенче йывӑҫсем питӗ сахал.

XIX ӗмӗрте вырӑссен витӗмне пула чӑваш ялӗсене ҫӗнӗрен планласа йӗркеленӗ, халӗ пирӗн республикӑра ҫуртсене урамӑн-урамӑн лартса тухнӑ ялсем ытларах. Ҫуртсем лартмалли ҫак меслете чӑвашсем ҫӑмӑллӑнах йышӑннӑ, кунпа пӗрлех вӗсем кивӗ меслетӗн паха уйрӑмлӑхӗсемпе те усӑ кураҫҫӗ, Ҫакӑ вӑл ялсен территорийӗсенче йывӑҫсем нумай лартса ӳстернинче, кил вырӑн участокӗсен планӗн тӗрӗс кӗтеслӗ формине сыхласа хӑварнинче палӑрать.

Чӑвашсем уйрӑм кил вырӑнӗсенчи ҫуртсене те ҫак тӑрӑхри ытти халӑхсенни пек мар, чылай урӑхларах йӗркелесе лартаҫҫӗ. Сӑмахран, тутарсем пӳртпе ытти ҫурт-йӗрсене кил вырӑнӗнче шала лартаҫҫӗ, вырӑссем вара витнӗ картишсем тӑваҫҫӗ. Чӑвашсен ун пек мар. Вӗсен пурӑнмалли ҫурчӗн мал енӗ урамалла тухать, хуҫалӑхри ытти ҫурчӗсем уҫӑ картиш йӗри-тавра вырнаҫаҫҫӗ. Чӑвашсен кил вырӑнӗнче авалхи ҫуртсем те, сӑмахран, лаҫ сыхланса юлнӑ. Чӑвашсен кил вырӑнӗнче лаҫсем тахҫантанпах пулнӑ. Ҫакна ӑна нумай этнографсем, ҫавӑн пекех XVII ӗмӗрти документсем те кӑтартса параҫҫӗ. XVII ӗмӗрти документсенчен чӑвашсен пӗр ялӗ ҫинчен Чӗмпӗр таврашӗнчи улпут Яков Чириков Алексей Михайлович патша патне янӑ челобитнӑйра ҫырса кӑтартни интереслӗ. Унта тӗрлӗ вырӑнсенчен тарса пынӑ, патшан пушӑ выртакан ҫӗрӗсене хӑйсен ирӗкӗпе йышӑннӑ чӑвашсен 17 килне илсе кӑтартнӑ. Документран ҫакӑ курӑнать: пур хуҫалӑхсенче те тенӗ пекех лаҫсем пулнӑ, нумай кил вырӑнӗсем пурӑнмалли пӳртрен, лаҫран тата выльӑх картинчен тӑнӑ.

Лаҫҫа чӑвашсем, пурӑнмалли пӳрт пекех, кил вырӑнӗн урам енче лартнӑ. Ытти ҫурчӗсене вара картишӗн шал еннелле лартса пынӑ. Сӑмахран, кӗлетсемпе амбарсене пӳртпе лаҫ хыҫне вырнаҫтарнӑ. Каярахпа тин вара хӑш чухне кӗлетсемпе амбарсене лаҫ вырӑнне лартма тытӑннӑ. Чӑвашсен ҫуртсене уҫӑ картиш йӗри-тавра лартса тухас, пӳртпе лаҫҫа урам еннелле вырнаҫтарас йӑли халӗ те сыхланса юлнӑ. Ҫакӑ ӗнтӗ чӑваш ялӗсене хӑйне майлӑ сӑн-сӑпат парать, ҫавӑнпа ӗнтӗ вӗсем ҫак тӑрӑхри ытти халӑхсен ялӗсенчен уйрӑлса тӑраҫҫӗ.

Чӑваш халӑх архитектурине вырӑс халӑх архитектури пысӑк витӗм кӳнӗ. Ҫакӑ вӑл, сӑмахран, чӑвашсем пурӑнмалли пӳрте вырӑс евӗрлӗ тума тытӑннинче палӑрнӑ. Кил вырӑнӗнчи ытти ҫуртсене вырнаҫтарас йӗркере вара вырӑссенчен нумаях илмен, кунта чӑвашсем хӑйсен наци йӑлисене малалла аталантарса пынӑ.

Г. Н. Павлов архитектура кандидачӗн «Чӑваш халӑх архитектури» статьи тӑрӑх хатӗрленӗ

Пӑхма сӗнетпӗр:

«Архитектурные памятники» «Чувашская Республика: летопись столетия» сайтра

Архитектура в Чебоксарах visitvolga.ru сайтра