Пурӑнмалли тата обществӑлла ҫуртсен архитектури — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Главная / Паллӑ вырӑнсем / Архитектура / Пурӑнмалли тата обществӑлла ҫуртсен архитектури

Пурӑнмалли тата обществӑлла ҫуртсен архитектури

Чӑвашсен пурӑнмалли ҫурт тӑвасси нумай вӑхӑт хушши строительствӑн чи анлӑ сарӑлнӑ тӗсӗ пулнӑ. Вӗсене илемлетмелли меслечӗсем те хӑйне майлӑ аталанса пынӑ. Хӑш-пӗр тӗпчевҫӗсем (Н. В. Никольский профессор, А. П. Смирнов профессор) каланӑ тӑрӑх, «ӗлӗк-авал чӑвашсем кил вырӑнӗсене урам енчен карта тытса пӳлнӗ. Сувар хули вырӑнне чавса тӗпченӗ чухне палӑртнӑ тӑрӑх, кил вырӑнӗсене пур енчен те хӳме тытса ҫавӑрнӑ. Ку вӑл пӑлхарсенченех пуҫланнӑ авалхи йӑла пулмалла. Паллӑ ӗнтӗ, ӗлӗк-авал чӑвашсем хӑйсен пӳрчӗсене урам енчен хӳме тытса пӳлсе тухнӑ, каярахпа тин вара чӳречесене урамалла кӑларма пуҫланӑ. Ĕлӗк-авал кашни кил вырӑнӗ хӑйне уйрӑм пулнӑ, пӳрт фасачӗ (тӗрӗсрех каласан, чӳречесем) картиш еннелле тухнӑ. Чӑвашсен хальхи пурӑнмалли ҫурчӗсем ҫавнашкал та ӗнтӗ. Вӗсем чӑвашсен вырӑнти культури тарӑн тымар янине кӑтартаҫҫӗ». («Чӑваш халӑхӗн авалхи культури». Шупашкар, 1948, 28 стр.). «Пӳрт умӗнче ҫӗнӗ хапха…, пӳрчӗ вара начар, тӗтӗм ӑна лакпа сӑрланӑ пекех хуратса лартнӑ» (А. Фукс).

Чӑвашсен кил карти пысӑк, ҫавӑнпа та пӳрт умӗнчи хӳме самаях вӑрӑм пулнӑ. Ҫав хӳме пурӑнмалли пӳртпе лаҫ хушшинче вырнаҫнӑ. Картишне кӗме хапха тунӑ. Хапха – хакла ларнӑ, ӑна ҫумӑртан хӳтӗлемелле пулнӑ. Ҫавӑнпа та ӑна икӗ енлӗ ҫивиттипе витме тытӑннӑ. Хапхаллӑ хӳмен икӗ вӗҫӗнче хура пӳртпе (крыльцаллӑ пӗр пураллӑ тӑваткал пӳрт) лаҫ пулнӑ, вӗсен фасачӗсем ҫинче чӳречесем пулман. Ҫавӑнпа та кил вырӑнӗнче хапха пуринчен те ытларах палӑрса, архитектурӑн тӗп акценчӗ пулса тӑнӑ. Ҫапла вара, авалхи чӑвашсен пӳрчӗсене илем кӳрекенни вӑл шӑпах хапха пулнӑ. Хапха юписене 50 сантиметр хулӑнӑш е унтан та хулӑмрах юман йывӑҫӗнчен тунӑ. Кил вырӑнӗн фасачӗ ҫинче пӳртпе лаҫ мар, шӑпах ҫав «эрешлесе тунӑ хапха» (А. Фукс) пуринчен те ытларах палӑрса, хуҫалӑх пуян та тӗреклӗ пулнине кӑтартса тӑнӑ.

Пурӑнмалли пӳрт лайӑхланса пынӑҫемӗн урам еннелле кантӑксем тума, кантӑк умӗсене эрешлесе илемлетме тытӑннӑ. Вырӑссен витӗмне пулла пӳрт ҫамкисене те карнизсемпе илемлетме пуҫланӑ. Кил вырӑн фасачӗн архитектурӑ акценчӗ майӗпен пӳрт ҫине куҫса пынӑ, пӳрчӗсене пысӑкрах та ҫӳллӗрех тума тытӑннӑ. Хапха вара майӗпен тӗп вырӑнтан тухса пынӑ. Халӗ ӑна сайра-хутра ҫеҫ илемлетеҫҫӗ. Хапха юписене те майӗпен пӗчӗклетсе пынӑ. Нумай хапхасене ҫивиттисӗр тума пуҫланӑ.

Павлов, Г. Чӑваш халӑх архитектури / Г. Павлов // Тӑван Атӑл. – 1962. – № 6. – С. 90-93.

Шурӑ ҫуллӗ пӳртсем (тӗтӗм кӑларакан кӑмакаллӑ) чӑваш ялӗсенче XVIII–XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче палӑрма пуҫланӑ. Сӑмахран, XVIII ӗмӗр вӗҫӗнче ҫакӑн пек пӳрте Етӗрне уезӗнчи Тусай ялӗнче вулӑс пуҫлӑхӗ туса лартни паллӑ.

XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче – XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче чӑваш халӑх архитектури паллӑ эволюци тӳссе ирттернӗ. 1870-мӗш ҫулта администраци кӑларнӑ строительство планӗсемпе килӗшӳллӗн поселенисемпе усадьбӑсен тытӑмне ҫӗнӗрен планласа йӗркелеме пуҫланӑ (ялсенче ӑҫта мӗн пулмаллине тепӗр хут ҫӗнетсе палӑртмалли ҫинчен калакан распоряжени 1830 ҫултах тухнӑ). Чӑваш ялӗсене ҫӗнӗрен планласа, ҫуртсене йӑлана кӗнӗ пек купаласа лартас вырӑнне урамӑн-урамӑн лартса тухма пуҫланӑ.

XIX ӗмӗр вӗҫӗнче – XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче виҫӗ камерӑллӑ ҫуртсем – ултӑ кӗтеслӗ (пӗҫмӗхлӗ) пӳртсем тата пураллӑ ҫурт-йӗрсем курӑнма пуҫлани паллӑ. Источниксенче вӗсем вырӑс архитектурин витӗмӗпе палӑрма пуҫлани ҫинчен калаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫӗнӗ ӑнлавсем те хутшӑннӑ: вырӑсла кӑмака, вырӑсла хапха. Хресченсен ҫурт-йӗр конструкцине кӑткӑслатнине ҫак тапхӑрта чӑваш этнологийӗпе историне тӗпченӗ Г. И. Комиссаров та: «Пурӑнмалли пӳртсене 2-3 пӳлӗмлӗ тума тытӑнаҫҫӗ», – тесе палӑртнӑ. Тӗслӗхрен, 1911 ҫулта Сӑр тӑрӑхӗнчи чӑваш ялӗсенчи хресчен хуҫалӑхӗсен 8,8 проценчӗн икӗ пураллӑ ҫурт пулнӑ (Кӑрмӑш уесчӗн Атаево волӑҫӗнче 1910-1911ҫҫ. килрен ҫырса тухнӑ материалсем тӑрӑх). Суту-илӳ тӑвакан пуян хресченсем икӗ хутлӑ ҫуртсем тунӑ (сӑмахран, Селиванов купсасем Шупашкар уесӗнчи Чашлама ялӗнче).

XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче пуянлӑх паллисем шутне ҫаксем кӗнӗ: пур ҫурт-йӗре е ҫуррине те пулин чуспа витнӗ, тимӗрпе витнӗ пӳрт, карнизсемпе хашаксене касса илемлетнӗ, ҫурт таврашӗнче виҫӗ амбар пур, тӗрӗллӗ карнизлӑ хапха, икӗ ҫивиттипе витнӗ хапха, картиш пӗренесенчен тунӑ карта тата сарай, ҫурт тунӑ ҫӗрте заводра кӑларнӑ япаласемпе усӑ курни (йӗри-тавра йӗс пӑта), хапха юписем ҫирӗп пулни (шатта юман варринче).

Матвеев, Г. Б. Чувашское народное зодчество: от древности до современность / Г. Б. Матвеев. – Чебоксары, 2005. – С. 27-32.

Шупашкар хулин обществӑлла ҫуртсен архитектури тӗлӗшӗнчен паха ҫурт – пӗрремӗш чул ҫурт, Зеленщиков ҫурчӗ (XVII ӗмӗрӗн юлашки чӗрӗкӗ) шутланать. XVIII-мӗш ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринчи пурӑнмалли ҫуртсенчен Христос Чӗрӗлсе Тӑнӑ ятлӑ чиркӳ ҫумӗнчи причта ҫурчӗ, Игумен ҫурчӗ, Шупашкарти Соловцов ҫурчӗ, Ҫӗрпӳри хӗрарӑмсен Тихвин мӑнастирӗн настоятелӗн ҫурчӗ кӑсӑклӑ. Ҫак тапхӑрта ҫурт-йӗрсене маччаллӑ тума пуҫланӑ, илемлетнӗ чухне барокко архитектурин стилӗпе анлӑ усӑ курнӑ.

XIX ӗмӗрти граждан архитектура палӑкӗсен шутне кӗрекенсенчен чылайӑшне эклектика стилӗпе тунӑ. Сыхланса юлнисенчен чи лайӑххи шутне Шупашкарти П. Е. Ефремов ҫурчӗ (1884) тата Улатӑр хулинчи купсасен клуб ҫурчӗ (1895) кӗреҫҫӗ. XIX ӗмӗр вӗҫӗпе XX-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче архитектурӑра ытларах модерн витӗмӗ сисӗнет. Архитектурӑра ытларах хӑйне евӗрлӗ ҫуртсем хута яма пуҫлани, тӗрлӗ стильсен хутӑшӑвне сирме тӑрӑшни палӑрать. Ҫак стилӗн чи лайӑх тӗслӗхӗсем шутне Шупашкарти Ф.П. Ефремов ҫурчӗ (1911), больница ҫурчӗ (1913), Етӗрнери Бурашников ҫурчӗ (1917), Улатӑр хулинчи реальнӑй училище ҫурчӗ (1908) кӗреҫҫӗ. 1910 ҫулта туса лартнӑ Улатӑр хулин училищин ҫурчӗ (В. Ливчак архитектор) йывӑҫ зодчествин хӑйне евӗрлӗ палӑкӗ шутланать. Ҫав вӑхӑтрах архитектурӑра классицизм тӗслӗхӗсем те тӗл пулаҫҫӗ. 1911 ҫулта XIX ӗмӗрти вырӑс классицизмӗн традицийӗсене шута илсе Шупашкарта Чӑваш енри пӗртен пӗр мавзолей – Ефремовсен усыпальницине (Ф. Малинский архитектор) хӑпартаҫҫӗ.

Из глубины веков / подгот. И. Степанова // Чебоксарские новости. – 2014. – 9 октября (№ 111). – С. 6 : фото.

Чӑваш архитектури ҫине тӗрлӗ стильсем витӗм кӳнӗ пулсан та, чӑваш архитекторӗсем хӑйсен ӗҫӗнче чӑваш халӑх творчествипе туллинрех усӑ курма тӑрӑшнӑ. Ҫакӑ Шупашкар хулин Ленин проспектӗнчи темиҫе ҫуртӑн карниз айӗнчи фризӗсене масмак ӳкерчӗкӗпе эрешлентернинче те палӑрать. Эрешсене хӗрлӗ тата шурӑ кирпӗчсенчен майлаштарса тунӑ. Проект авторӗ – Н. Ятманов. Кинотеатрсен реклама витринисене тунӑ чухне те Н. Ятманов архитектор чӑваш тӗррипе анлӑ усӑ курнӑ.

Кӗскӗпе масмак ҫинчи ӳкерчӗксене вӑл, кӑшт урӑхлатса, ҫӗнетсе, ҫак пӗчӗк архитектура произведенийӗсем ҫине питӗ ӑнӑҫлӑ куҫарнӑ. Чӑваш архитекторӗсем тӑрӑшнипе пурӑнмалли ҫуртсемпе магазинсем, театрсем ҫинче халӑх мӗн ӗмӗртен хайланӑ орнаментсем пысӑккӑн, илемлӗн, чӗррӗн курӑнма пуҫланӑ.

Кирек мӗнле пултарулӑх пекех, халӑхӑн архитектура пултарулӑхӗ те пӗр вырӑнта тӑмасть, малалла аталанса тата лайӑхланса пырать.

Павлов, Г. Чӑваш архитектури ҫинчен / Г. Павлов // Ялав. – 1961. – № 5. – С. 14-15.

Дом Соловцова

Дом Соловцова : [о старинном купеческом особняке] // Выбирай соблазны большого города. Чебоксары. - 2009. - № 3. - С. 40. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Город Чебоксары. Дом купца Ефремова на Благовещенской улице. 1927 год

Город Чебоксары. Дом купца Ефремова на Благовещенской улице. 1927 год : [фотография], 1927. - 2 фотографии. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее