Палӑксем — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:

Палӑксем

Палӑк тесе эпир пӗр енчен – ҫӗршывӑн, халӑхӑн, этемлӗхӗн культура еткерӗн пайӗ пулса тӑракан объекта калатпӑр. Историпе культура палӑкӗсем типологи тӗлӗшӗнчен истори, археологи, хула строительствин, архитектура, искусство, литература, музыка искусствин, ҫырулӑх палӑкӗсем ҫине пайланаҫҫӗ. Историпе культура палӑкӗсене сыхласа хӑварасси – пӗтӗм патшалӑх пӗлтерӗшлӗ тӗллев шутланать.

Тепӗр енчен палӑк тесе эпир пӗр-пӗр паллӑ событипе е уйрӑм ҫынпа ҫыхӑннӑ монумент искусствин произведенине калатпӑр. Вӗсен ҫакӑн пек тӗсӗсем пур: асӑну сооруженийӗсем (термина час-часах «палӑк» пӗлтерӗшпе усӑ кураҫҫӗ) тата ансамбльсем, классикӑлла мемориал формисем (стела, обелиск, курган (улӑп тӑпри), гробница, саркофаг, хӗрес), этем кӳлепине сӑнлани (сӑнарлӑ е аллегориллӗ портретсем).

Паллӑ ҫынсен палӑкӗсене (антика тапхӑрӗнченех паллӑ), яланхи пекех, скульптура формисенче пурнӑҫлаҫҫӗ (ларакансемпе ура ҫинче тӑракан фигурӑсем, утлӑ статуйӑсем, бюстсем, рельефсемпе ҫырнӑ мемориал хӑмисем). Историри паллӑ событисене халалланӑ палӑксем (монументсем) шутне композици тӗлӗшӗнчен пысӑк калӑпӑшлӑ архитектура сооруженийӗсем тата монумент скульптурисем кӗреҫҫӗ.

Чӑваш Енре те иртнӗ ӗмӗрсенчи тӗрлӗ палӑкӗсем паянхи кунчченех упранса юлнӑ. Вӗсем чӑваш халӑхӗн художествӑлла еткерлӗхӗ тымарӗпе аваллӑха кӗрсе кайнине ҫирӗплетеҫҫӗ.

Ҫак палӑксем истори, археологи, архитектурӑпа хула строительстви, искусство, наукӑпа техника, эстетика, этнологи, антропологи тата культура тӗлӗшӗнчен хаклӑ объектсем пулнине кӑтартаҫҫӗ.

Палӑксем шутне ансамбльсемпе паллӑ вырӑнсем те кӗреҫҫӗ. Вӗсен шутне Шупашкарти Введени соборӗ (1651), Арҫынсен Ҫветуй Троица мӑнастирӗ (XVIII–XIX ӗмӗрсем); XVIII ӗмӗрте тунӑ пурӑнмалли тата обществӑлла ҫуртсен тӗслӗхӗсем: Шупашкарта – Соловцов ҫурчӗ, Тӑвар кантурӗ, Кадомцев ҫурчӗ, Ефремов купсасен ҫурчӗсем (XX ӗмӗр пуҫламӑшӗ); Ҫӗрпӳре – Толмачевсен ҫурчӗ, Троица чиркӗвӗ (XVIII ӗмӗр), Хӗрарӑмсен Тихвин мӑнастирӗ (XVIII–XIX ӗмӗрсем); Куславккара – Н.И. Лобачевский ҫурчӗ (XIX ӗмӗр); монумент ӳнерӗн тӗслӗхӗсем – Шупашкарти В. И. Чапаев, И. Я. Яковлев тата К. В. Иванов палӑкӗсем; Патӑрьел районӗнчи Тикеш хулашӗ.

Можаров, Г. Г. Памятные места и достопримечательности города Чебоксары и Чувашской АССР : Г. Г. Можаров, А. С. Никитин. – Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 1987. – С. 3-8.

Муратов, Н. И. Памятники истории и культуры / Н. И. Муратов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 3 : М-С. – С. 365-366.

Памятник // Большая российская энциклопедия : научно-образовательный портал.