Юмахсемпе халапсем — Страница 10 — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Главная / Фольклорпа литература / Юмахсемпе халапсем (10-я страница)

Юмахсемпе халапсем

Халӑх фольклорӗнче юмахсем чи пысӑк вырӑн йышанса тӑраҫҫӗ. Юмахсем тесе тӗпчевҫӗсем асамлӑ ӗҫсем ҫинчен калакан, сӑмах вӗҫҫӗн ҫӳрекен илемлӗ хайлавсене калаҫҫӗ. Халӑх юмахӗ вӑл – халӑхӑн пысӑк шухӑш-кӑмӑлӗпе ҫутӑ ӗмӗтне палӑртса тӑракан произведени. Унашкал произведенисене халӑх хӑй ӑсӗпе чӗринчен шӑратса кӑларнӑ, вӗсем халӑх пурӑнӑҫӗ ҫинчен каласа параҫҫӗ.

Н. В. Никольский 1960 ҫулта тухнӑ «Юмахсем» кӗнекери «Ӗлӗкхи чӑваш халӑх юмахӗсем ҫинчен» ятлӑ хыҫ сӑмахра ҫапла ҫырнӑ: «Халӑх юмахӗнче этем тӗрӗслӗхӗпе чӑнлӑхӗ яланах ҫиеле тухаҫҫӗ. Ултавлӑ ӗҫсене курса тарӑхнӑ ҫыннӑн чунне лӑплантарать, йывӑр ӗҫпе асапланса ҫитнӗ ҫынсен кӑмӑлне ҫемҫетет, хуйхӑ-суйхӑпа инкек-синкеке тӳссе ирттерме ҫӗнӗ вӑй хушать юмах. Ӑса вӗрентсе калани юмаха халӑх асӗнче ӗмӗр-ӗмӗр манӑҫа тухмасӑр пурӑнма май парать, юмахӑн пӗтӗм вӑйӗ ҫакӑнта».

Юмахсем тӗрлӗрен пулаҫҫӗ. Е. С. Сидорова «Чӑваш юмахӗсем» статйинче (Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ.  Т. 1 : Юмахсем, 1973. С. 7) вӗсене пурнӑҫа мӗнле майпа сӑнланине шута илсе ҫакӑн пек ушкӑнсене пайлать:

1) чӗр чунсем ҫинчен калакан юмахсем;

2) асамлӑ юмахсем;

3) йӑла юмахӗсем (новелла йышши юмахсемпе шӳтсем).

Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Н. Г. Ильина «Паттӑр юмахӗсем = Богатырские сказки» (Шупашкар, 2019. С. 7) кӗнекере ҫакӑн пек ҫырать: «Юмахсем чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗн проза жанрне кӗреҫҫӗ. Вӗсене, тӗпрен илсен, янавар (сказки о животных), нараста (собственно волшебные), паттӑр (богатырские), шаймӑк (бытовые) юмахӗсем ҫине ушкӑнлама пулать».

Чӑваш фольклористикинче халап терминпа ытларах чухне прозӑри эпикӑлла жанрсене палӑртма усӑ кураҫҫӗ. Вӑл вырӑссен «предание» ӑнлавне ҫывӑх. Тӗпчевҫӗсем унпа историре пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен каласа паракан е ҫав событисене пула хывӑннӑ калав йышши хайлавсене палӑртаҫҫӗ.

Пӳрнескепе унӑн тусӗсем

Юхма, М. Пӳрнескепе унӑн тусӗсем : повесть-юмах / Юхма Мишши, 2008. - 156 с. - Текст : непосредственный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Кил илемӗ

Волков, Г. Н. Кил илемӗ : [калавсем, юмахсем, очерксем : кӗҫӗн тата вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли] / Геннадий Волков, 2007. - 136 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Лапшу Ҫтаппанӗ

Чулкаҫ, К. Лапшу Ҫтаппанӗ : халап / К. Чулкаҫ, 1939. - 24 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Ӳссен эсӗ кам пулан?

Давыдов-Анатри, В. И. Ӳссен эсӗ кам пулан? : сӑвӑсем, юмахсем : [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Василий Давыдов-Анатри, 2008. - 47 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Улып

Улып : чувашский народный эпос / пер. А. Дмитриев, 2009. - 461, [1] с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Хитре Чӗкеҫ

Шупуҫҫынни, Н. В. Хитре Чӗкеҫ : юмах / Н. В. Шупуҫҫынни // Суйласа илнисем / Н. Шупуҫҫынни. - Шупашкар : Чӑваш АССР гос-во изд-ви, 1958. - С. 63-90. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Чӑваш юмахӗсем

Михайлов, С. М. Чӑваш юмахӗсем / С. М. Михайлов // Собрание сочинений / С. М. Михайлов. - Чебоксары : Чувашское книжное издательство, 2004. - С. 394-405. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Улӑп

Улӑп : чӑваш эпосӗ / [В. Г. Бритвин илемлетнӗ], 1996. - 573 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Чӑваш юмахӗсем

Чӑваш юмахӗсем : на чувашском языке / Тӗп Чӑваш пайӗ кӑларнӑ, 1919. - 32 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Из чувашских преданий и верований; 3

Рекеев, Алексей Васильевич. Из чувашских преданий и верований [Текст : электронный ресурс]. 3 : Чувашская мифология, 1896. - 8 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее