Юмахсемпе халапсем — Страница 11 — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Главная / Фольклорпа литература / Юмахсемпе халапсем (11-я страница)

Юмахсемпе халапсем

Халӑх фольклорӗнче юмахсем чи пысӑк вырӑн йышанса тӑраҫҫӗ. Юмахсем тесе тӗпчевҫӗсем асамлӑ ӗҫсем ҫинчен калакан, сӑмах вӗҫҫӗн ҫӳрекен илемлӗ хайлавсене калаҫҫӗ. Халӑх юмахӗ вӑл – халӑхӑн пысӑк шухӑш-кӑмӑлӗпе ҫутӑ ӗмӗтне палӑртса тӑракан произведени. Унашкал произведенисене халӑх хӑй ӑсӗпе чӗринчен шӑратса кӑларнӑ, вӗсем халӑх пурӑнӑҫӗ ҫинчен каласа параҫҫӗ.

Н. В. Никольский 1960 ҫулта тухнӑ «Юмахсем» кӗнекери «Ӗлӗкхи чӑваш халӑх юмахӗсем ҫинчен» ятлӑ хыҫ сӑмахра ҫапла ҫырнӑ: «Халӑх юмахӗнче этем тӗрӗслӗхӗпе чӑнлӑхӗ яланах ҫиеле тухаҫҫӗ. Ултавлӑ ӗҫсене курса тарӑхнӑ ҫыннӑн чунне лӑплантарать, йывӑр ӗҫпе асапланса ҫитнӗ ҫынсен кӑмӑлне ҫемҫетет, хуйхӑ-суйхӑпа инкек-синкеке тӳссе ирттерме ҫӗнӗ вӑй хушать юмах. Ӑса вӗрентсе калани юмаха халӑх асӗнче ӗмӗр-ӗмӗр манӑҫа тухмасӑр пурӑнма май парать, юмахӑн пӗтӗм вӑйӗ ҫакӑнта».

Юмахсем тӗрлӗрен пулаҫҫӗ. Е. С. Сидорова «Чӑваш юмахӗсем» статйинче (Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ.  Т. 1 : Юмахсем, 1973. С. 7) вӗсене пурнӑҫа мӗнле майпа сӑнланине шута илсе ҫакӑн пек ушкӑнсене пайлать:

1) чӗр чунсем ҫинчен калакан юмахсем;

2) асамлӑ юмахсем;

3) йӑла юмахӗсем (новелла йышши юмахсемпе шӳтсем).

Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Н. Г. Ильина «Паттӑр юмахӗсем = Богатырские сказки» (Шупашкар, 2019. С. 7) кӗнекере ҫакӑн пек ҫырать: «Юмахсем чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗн проза жанрне кӗреҫҫӗ. Вӗсене, тӗпрен илсен, янавар (сказки о животных), нараста (собственно волшебные), паттӑр (богатырские), шаймӑк (бытовые) юмахӗсем ҫине ушкӑнлама пулать».

Чӑваш фольклористикинче халап терминпа ытларах чухне прозӑри эпикӑлла жанрсене палӑртма усӑ кураҫҫӗ. Вӑл вырӑссен «предание» ӑнлавне ҫывӑх. Тӗпчевҫӗсем унпа историре пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен каласа паракан е ҫав событисене пула хывӑннӑ калав йышши хайлавсене палӑртаҫҫӗ.

Асатте парни

Давыдов-Анатри, В. И. Асатте парни : сӑвӑсемпе юмахсем / Ваҫлей Давыдов - Анатри, 1992. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Юмах тени ырра вӗренттӗрччӗ

Кибеч, А. И. Юмах тени ырра вӗренттӗрччӗ : [хальхи вӑхӑтри ача-пӑча литератури ҫинчен] / Анатолий Кибеч // Тӑван Атӑл. - 2008. - № 4. - С. 127-128. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Предания чуваш

Михайлов, С. М. Предания чуваш / С. М. Михайлов, 1852. - 8 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Асамлӑ маҫ

Ларионов, Н. Л. Асамлӑ маҫ : халап, калав : [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли] / Никита Ларионов, 2012. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Чапай

Чапай : песни, былины, сказки, устные сказы и воспоминания о легендарном герое Гражданской войны, славном комдиве Василии Ивановиче Чапаеве, 1938. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Чӑваш юмахӗсем

Чӑваш юмахӗсем / М. Трубина пуҫтарнӑ ; ред. М. П. Петров, 1924. - 64 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Сулпикепе Валӗм хун

Хусанкай, П. П. Сулпикепе Валӗм хун : [юмах] / Петӗр Хусанкай, 1963. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Али-паттӑр

Бараев, В. В. Али-паттӑр / Владимир Бараев, 1955. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Акӑшпи

Ефимов, Г. А. Акӑшпи : [юмахсем] / Георгий Ефимов, 1960. - 80 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Как "Чапай" брал Москву

Иванский, В. Как "Чапай" брал Москву : [об опере "Чапай", поставленной Чувашским музыкально-драматическим театром в Кремлевском театре 23 марта 1962 года] / Владимир Иванский // Вестник 063. - 2013. - 15-31 марта (№ 5). - С. 30-31. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее