Юмахсемпе халапсем — Страница 2 — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Главная / Фольклорпа литература / Юмахсемпе халапсем (2-я страница)

Юмахсемпе халапсем

Халӑх фольклорӗнче юмахсем чи пысӑк вырӑн йышанса тӑраҫҫӗ. Юмахсем тесе тӗпчевҫӗсем асамлӑ ӗҫсем ҫинчен калакан, сӑмах вӗҫҫӗн ҫӳрекен илемлӗ хайлавсене калаҫҫӗ. Халӑх юмахӗ вӑл – халӑхӑн пысӑк шухӑш-кӑмӑлӗпе ҫутӑ ӗмӗтне палӑртса тӑракан произведени. Унашкал произведенисене халӑх хӑй ӑсӗпе чӗринчен шӑратса кӑларнӑ, вӗсем халӑх пурӑнӑҫӗ ҫинчен каласа параҫҫӗ.

Н. В. Никольский 1960 ҫулта тухнӑ «Юмахсем» кӗнекери «Ӗлӗкхи чӑваш халӑх юмахӗсем ҫинчен» ятлӑ хыҫ сӑмахра ҫапла ҫырнӑ: «Халӑх юмахӗнче этем тӗрӗслӗхӗпе чӑнлӑхӗ яланах ҫиеле тухаҫҫӗ. Ултавлӑ ӗҫсене курса тарӑхнӑ ҫыннӑн чунне лӑплантарать, йывӑр ӗҫпе асапланса ҫитнӗ ҫынсен кӑмӑлне ҫемҫетет, хуйхӑ-суйхӑпа инкек-синкеке тӳссе ирттерме ҫӗнӗ вӑй хушать юмах. Ӑса вӗрентсе калани юмаха халӑх асӗнче ӗмӗр-ӗмӗр манӑҫа тухмасӑр пурӑнма май парать, юмахӑн пӗтӗм вӑйӗ ҫакӑнта».

Юмахсем тӗрлӗрен пулаҫҫӗ. Е. С. Сидорова «Чӑваш юмахӗсем» статйинче (Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ.  Т. 1 : Юмахсем, 1973. С. 7) вӗсене пурнӑҫа мӗнле майпа сӑнланине шута илсе ҫакӑн пек ушкӑнсене пайлать:

1) чӗр чунсем ҫинчен калакан юмахсем;

2) асамлӑ юмахсем;

3) йӑла юмахӗсем (новелла йышши юмахсемпе шӳтсем).

Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Н. Г. Ильина «Паттӑр юмахӗсем = Богатырские сказки» (Шупашкар, 2019. С. 7) кӗнекере ҫакӑн пек ҫырать: «Юмахсем чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗн проза жанрне кӗреҫҫӗ. Вӗсене, тӗпрен илсен, янавар (сказки о животных), нараста (собственно волшебные), паттӑр (богатырские), шаймӑк (бытовые) юмахӗсем ҫине ушкӑнлама пулать».

Чӑваш фольклористикинче халап терминпа ытларах чухне прозӑри эпикӑлла жанрсене палӑртма усӑ кураҫҫӗ. Вӑл вырӑссен «предание» ӑнлавне ҫывӑх. Тӗпчевҫӗсем унпа историре пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен каласа паракан е ҫав событисене пула хывӑннӑ калав йышши хайлавсене палӑртаҫҫӗ.

Ачасен юмаххисем

Ачасен юмаххисем : [кӗҫӗн ҫулхи ачасем валли / редакторӗ С. Фомин], 1936. - 11 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Вутлан

Афанасьев, А. А. Вутлан : юмах / Алексей Афанасьев, 1981. - 16 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Кушакпа Ҫерҫи

Кушакпа Ҫерҫи : кӗске юмахсем / художникӗ Е. В. Иванова, 2012. - 15 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Чувашские разговоры и сказки, составленные Спиридоном Михайловым, переводчико...

Чувашские разговоры и сказки, составленные Спиридоном Михайловым, переводчиком чувашского языка / составитель С. М. Михайлов, 1853. - 37 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Асанне юмахӗсем

Асанне юмахӗсем : РСФСР тава тивӗҫлӗ артистки В. И. Голубева каласа панӑ юмахсем : [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / [Г. А. Матвеева пухса хатӗрленӗ], 2014. - 102 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Телей уҫҫи

Афанасьев, А. А. Телей уҫҫи : сӑвӑлла юмах / Алексей Афанасьев, 1965. - 48 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Вӗҫекен пан улмисем

Эсекел, Г. Л. Вӗҫекен пан улмисем : халапсем, юмахсем, калавсем : [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли] / Геннадий Эсекел, 2019. - 60, [3] с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Ӗшнери елка

Афанасьев, Е. А. Ӗшнери елка : юмах / Егор Афанасьев, 1954. - 16 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Хӗл Мучипе Юр Пике

Вишневская, К. И. Хӗл Мучипе Юр Пике : сӑвӑллӑ юмах: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли / Клавдия Вишневская, 2004. - 23 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Ҫӗнӗ ҫул каҫӗ

Нестерова, З. А. Ҫӗнӗ ҫул каҫӗ : (юмах) / Зоя Нестерова // Ҫилҫунат. - 1994. - № 12. - С. 22-23. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее