Юмахсемпе халапсем — Страница 3 — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Главная / Фольклорпа литература / Юмахсемпе халапсем (3-я страница)

Юмахсемпе халапсем

Халӑх фольклорӗнче юмахсем чи пысӑк вырӑн йышанса тӑраҫҫӗ. Юмахсем тесе тӗпчевҫӗсем асамлӑ ӗҫсем ҫинчен калакан, сӑмах вӗҫҫӗн ҫӳрекен илемлӗ хайлавсене калаҫҫӗ. Халӑх юмахӗ вӑл – халӑхӑн пысӑк шухӑш-кӑмӑлӗпе ҫутӑ ӗмӗтне палӑртса тӑракан произведени. Унашкал произведенисене халӑх хӑй ӑсӗпе чӗринчен шӑратса кӑларнӑ, вӗсем халӑх пурӑнӑҫӗ ҫинчен каласа параҫҫӗ.

Н. В. Никольский 1960 ҫулта тухнӑ «Юмахсем» кӗнекери «Ӗлӗкхи чӑваш халӑх юмахӗсем ҫинчен» ятлӑ хыҫ сӑмахра ҫапла ҫырнӑ: «Халӑх юмахӗнче этем тӗрӗслӗхӗпе чӑнлӑхӗ яланах ҫиеле тухаҫҫӗ. Ултавлӑ ӗҫсене курса тарӑхнӑ ҫыннӑн чунне лӑплантарать, йывӑр ӗҫпе асапланса ҫитнӗ ҫынсен кӑмӑлне ҫемҫетет, хуйхӑ-суйхӑпа инкек-синкеке тӳссе ирттерме ҫӗнӗ вӑй хушать юмах. Ӑса вӗрентсе калани юмаха халӑх асӗнче ӗмӗр-ӗмӗр манӑҫа тухмасӑр пурӑнма май парать, юмахӑн пӗтӗм вӑйӗ ҫакӑнта».

Юмахсем тӗрлӗрен пулаҫҫӗ. Е. С. Сидорова «Чӑваш юмахӗсем» статйинче (Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ.  Т. 1 : Юмахсем, 1973. С. 7) вӗсене пурнӑҫа мӗнле майпа сӑнланине шута илсе ҫакӑн пек ушкӑнсене пайлать:

1) чӗр чунсем ҫинчен калакан юмахсем;

2) асамлӑ юмахсем;

3) йӑла юмахӗсем (новелла йышши юмахсемпе шӳтсем).

Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Н. Г. Ильина «Паттӑр юмахӗсем = Богатырские сказки» (Шупашкар, 2019. С. 7) кӗнекере ҫакӑн пек ҫырать: «Юмахсем чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗн проза жанрне кӗреҫҫӗ. Вӗсене, тӗпрен илсен, янавар (сказки о животных), нараста (собственно волшебные), паттӑр (богатырские), шаймӑк (бытовые) юмахӗсем ҫине ушкӑнлама пулать».

Чӑваш фольклористикинче халап терминпа ытларах чухне прозӑри эпикӑлла жанрсене палӑртма усӑ кураҫҫӗ. Вӑл вырӑссен «предание» ӑнлавне ҫывӑх. Тӗпчевҫӗсем унпа историре пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен каласа паракан е ҫав событисене пула хывӑннӑ калав йышши хайлавсене палӑртаҫҫӗ.

Тӗлӗнтермӗш тӗлӗк

Асамат, С. В. Тӗлӗнтермӗш тӗлӗк / Светлана Асамат, 2006. - 30 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Ылтӑнту

Зотова, Г. В. Ылтӑнту : юмахсем : кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли / Г. В. Зотова, 2002. - 24 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Материалы по чувашскому фольклору. Сказки

Золотов, Н. Я. Материалы по чувашскому фольклору. Сказки / Н. Я. Золотов, 1930 [обл. 1931]. - 72 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Сунарҫӑ халапӗсем

Чулкаҫ, К. Сунарҫӑ халапӗсем : юмахсем / Куҫма Чулкаҫ, 2020. - Устная речь (исполнительская) : электронная. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Хитре Чӗкеҫ

Шупуҫҫынни, Н. В. Хитре Чӗкеҫ : юмах / Николай Шупуҫҫынни, 2020. - Устная речь (исполнительская) : электронная. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Бомжик

Лисина, Е. Н. Бомжик : (рождественская сказка) / автор, переводчик Ева Лисина. - 9 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Юманпа хӗвел

Волков, Г. Н. Юманпа хӗвел : юмах / Геннадий Волков, 2020. - Устная речь (исполнительская) : электронная. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Сарпике

Никитин, Е. Н. Сарпике : пьеса-юмах / Ефим Никитин, 2020. - Устная речь (исполнительская) : электронная. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ; Т. 1

Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ : 6 томпа тухать / Чӑваш АССР Министрсен Совечӗ ҫумӗнчи наука тӗпчевӗн институчӗ. Т. 1 : Юмахсем / пухса хатӗрлекенӗ Е. С. Сидорова ; редактор Г. Ф. Юмарт, 1973. - 439 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ; Т. 2

Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ : 6 томпа тухать / Чӑваш АССР Министрсен Совечӗ ҫумӗнчи чӗлхе, литература, истори тата экономика наукисен тӗпчев институчӗ. Т. 2 : Юмахсем / пухса хатӗрлекенӗ Е. С. Сидорова ; ответлӑ редакторӗ Г. Ф. Юмарт, 1976. - 408 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее