Юмахсемпе халапсем — Страница 4 — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Главная / Фольклорпа литература / Юмахсемпе халапсем (4-я страница)

Юмахсемпе халапсем

Халӑх фольклорӗнче юмахсем чи пысӑк вырӑн йышанса тӑраҫҫӗ. Юмахсем тесе тӗпчевҫӗсем асамлӑ ӗҫсем ҫинчен калакан, сӑмах вӗҫҫӗн ҫӳрекен илемлӗ хайлавсене калаҫҫӗ. Халӑх юмахӗ вӑл – халӑхӑн пысӑк шухӑш-кӑмӑлӗпе ҫутӑ ӗмӗтне палӑртса тӑракан произведени. Унашкал произведенисене халӑх хӑй ӑсӗпе чӗринчен шӑратса кӑларнӑ, вӗсем халӑх пурӑнӑҫӗ ҫинчен каласа параҫҫӗ.

Н. В. Никольский 1960 ҫулта тухнӑ «Юмахсем» кӗнекери «Ӗлӗкхи чӑваш халӑх юмахӗсем ҫинчен» ятлӑ хыҫ сӑмахра ҫапла ҫырнӑ: «Халӑх юмахӗнче этем тӗрӗслӗхӗпе чӑнлӑхӗ яланах ҫиеле тухаҫҫӗ. Ултавлӑ ӗҫсене курса тарӑхнӑ ҫыннӑн чунне лӑплантарать, йывӑр ӗҫпе асапланса ҫитнӗ ҫынсен кӑмӑлне ҫемҫетет, хуйхӑ-суйхӑпа инкек-синкеке тӳссе ирттерме ҫӗнӗ вӑй хушать юмах. Ӑса вӗрентсе калани юмаха халӑх асӗнче ӗмӗр-ӗмӗр манӑҫа тухмасӑр пурӑнма май парать, юмахӑн пӗтӗм вӑйӗ ҫакӑнта».

Юмахсем тӗрлӗрен пулаҫҫӗ. Е. С. Сидорова «Чӑваш юмахӗсем» статйинче (Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ.  Т. 1 : Юмахсем, 1973. С. 7) вӗсене пурнӑҫа мӗнле майпа сӑнланине шута илсе ҫакӑн пек ушкӑнсене пайлать:

1) чӗр чунсем ҫинчен калакан юмахсем;

2) асамлӑ юмахсем;

3) йӑла юмахӗсем (новелла йышши юмахсемпе шӳтсем).

Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Н. Г. Ильина «Паттӑр юмахӗсем = Богатырские сказки» (Шупашкар, 2019. С. 7) кӗнекере ҫакӑн пек ҫырать: «Юмахсем чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗн проза жанрне кӗреҫҫӗ. Вӗсене, тӗпрен илсен, янавар (сказки о животных), нараста (собственно волшебные), паттӑр (богатырские), шаймӑк (бытовые) юмахӗсем ҫине ушкӑнлама пулать».

Чӑваш фольклористикинче халап терминпа ытларах чухне прозӑри эпикӑлла жанрсене палӑртма усӑ кураҫҫӗ. Вӑл вырӑссен «предание» ӑнлавне ҫывӑх. Тӗпчевҫӗсем унпа историре пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен каласа паракан е ҫав событисене пула хывӑннӑ калав йышши хайлавсене палӑртаҫҫӗ.

Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ; Т. 6

Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ : 6 томпа тухать / Чӑваш АССР Министрсен Совечӗ ҫумӗнчи чӗлхе, литература, истори тата экономика наука тӗпчев институчӗ. Т. 6, ч. 1. Ача-пӑча сӑмахлӑхӗ / пухса хатӗрлекенӗсем В. Я. Канюковпа П. Н. Метин ; ответлӑ редакторӗ Г. Ф. Юмарт, 1985. - 303 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ; Т. 6

Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ : 6 томпа тухать / Чӑваш АССР Министрсен Совечӗ ҫумӗнчи чӗлхе, литература, истори тата экономика наука тӗпчев институчӗ. Т. 6, ч. 2. Мифсемпе халапсем / пухса хатӗрлекенӗсем И. И. Одюков, Е. С. Сидорова, Г. Ф. Юмарт ; ответлӑ редаторӗ Г. Ф. Юмарт, 1987. - 447 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Улӑп халапӗсем

Улӑп халапӗсем / Чӑваш Республикин Министрсен Совечӗ ҫумӗнчи чӗлхе, литература, истори тата экономика наука тӗпчев институчӗ, 1993. - 288 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Телей уҫҫи

Афанасьев, А. А. Телей уҫҫи : [юмах-поэма] / А. Афанасьев, 1944. - 54 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Сказки охотника

Чулгась, К. А. Сказки охотника / Кузьма Чулгась, 1944. - 108 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Ӗмӗтсӗр кушак аҫи

Чулкаҫ, К. Ӗмӗтсӗр кушак аҫи : [юмах] / Куҫма Чулкаҫ, 1944. - 8 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Сунарҫӑ халапӗсем

Чулкаҫ, К. Сунарҫӑ халапӗсем / Куҫма Чулкаҫ, 1944. - 120 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Чӑваш халӑх юмахӗсем

Чӑваш халӑх юмахӗсем / Чӑваш АССР Министрсен Совечӗ ҫумӗнчи чӑваш чӗлхин литературин тата историйӗн наукӑпа тӗпчев институчӗ, 1949. - 295 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Улмуҫҫи

Силэм, Ю. А. Улмуҫҫи : юмах: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Юлия Силэм, 2006. - 31 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Лесная история

Ордем ГалиЛесная история : сказка : [для детей дошкольного и младшего школьного возраста] / Ордем Гали, 2015. - 31 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее