Юмахсемпе халапсем — Страница 5 — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Главная / Фольклорпа литература / Юмахсемпе халапсем (5-я страница)

Юмахсемпе халапсем

Халӑх фольклорӗнче юмахсем чи пысӑк вырӑн йышанса тӑраҫҫӗ. Юмахсем тесе тӗпчевҫӗсем асамлӑ ӗҫсем ҫинчен калакан, сӑмах вӗҫҫӗн ҫӳрекен илемлӗ хайлавсене калаҫҫӗ. Халӑх юмахӗ вӑл – халӑхӑн пысӑк шухӑш-кӑмӑлӗпе ҫутӑ ӗмӗтне палӑртса тӑракан произведени. Унашкал произведенисене халӑх хӑй ӑсӗпе чӗринчен шӑратса кӑларнӑ, вӗсем халӑх пурӑнӑҫӗ ҫинчен каласа параҫҫӗ.

Н. В. Никольский 1960 ҫулта тухнӑ «Юмахсем» кӗнекери «Ӗлӗкхи чӑваш халӑх юмахӗсем ҫинчен» ятлӑ хыҫ сӑмахра ҫапла ҫырнӑ: «Халӑх юмахӗнче этем тӗрӗслӗхӗпе чӑнлӑхӗ яланах ҫиеле тухаҫҫӗ. Ултавлӑ ӗҫсене курса тарӑхнӑ ҫыннӑн чунне лӑплантарать, йывӑр ӗҫпе асапланса ҫитнӗ ҫынсен кӑмӑлне ҫемҫетет, хуйхӑ-суйхӑпа инкек-синкеке тӳссе ирттерме ҫӗнӗ вӑй хушать юмах. Ӑса вӗрентсе калани юмаха халӑх асӗнче ӗмӗр-ӗмӗр манӑҫа тухмасӑр пурӑнма май парать, юмахӑн пӗтӗм вӑйӗ ҫакӑнта».

Юмахсем тӗрлӗрен пулаҫҫӗ. Е. С. Сидорова «Чӑваш юмахӗсем» статйинче (Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ.  Т. 1 : Юмахсем, 1973. С. 7) вӗсене пурнӑҫа мӗнле майпа сӑнланине шута илсе ҫакӑн пек ушкӑнсене пайлать:

1) чӗр чунсем ҫинчен калакан юмахсем;

2) асамлӑ юмахсем;

3) йӑла юмахӗсем (новелла йышши юмахсемпе шӳтсем).

Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Н. Г. Ильина «Паттӑр юмахӗсем = Богатырские сказки» (Шупашкар, 2019. С. 7) кӗнекере ҫакӑн пек ҫырать: «Юмахсем чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗн проза жанрне кӗреҫҫӗ. Вӗсене, тӗпрен илсен, янавар (сказки о животных), нараста (собственно волшебные), паттӑр (богатырские), шаймӑк (бытовые) юмахӗсем ҫине ушкӑнлама пулать».

Чӑваш фольклористикинче халап терминпа ытларах чухне прозӑри эпикӑлла жанрсене палӑртма усӑ кураҫҫӗ. Вӑл вырӑссен «предание» ӑнлавне ҫывӑх. Тӗпчевҫӗсем унпа историре пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен каласа паракан е ҫав событисене пула хывӑннӑ калав йышши хайлавсене палӑртаҫҫӗ.

Чи хакли

Чи хакли : халапсем / редактор Н. С. Степанов, 1941. - 16 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Улӑпсем

Элкер, С. В. Улӑпсем : [сӑвӑллӑ юмах] / С. Эльгер, 1941. - 28 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Чӑваш юмахӗсем

Чӑваш юмахӗсем / Г. Ф. Юмарт пухса хатӗрленӗ, 1982. - 144 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Юмахсем

Хусанкай, П. П. Юмахсем / П. Хусанкай, 1953. - 52 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Халӑх эпосӗ

Халӑх эпосӗ : [улӑп халапӗсем, эпосла поэмӑсем, мифла пейӗтсем, истори юррисем] / Чӑв. патш. гуманитари ӑсл. ин-чӗ, 2004. - 392 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Пӑлхар-чӑваш паттӑрӗсем

Тенюшев, И. Я. Пӑлхар-чӑваш паттӑрӗсем : истори халапӗсем : [вӑтам тата аслӑ ҫулхи шкул ачисем валли] / Иван Тенюшев, 2013. - 248 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Автан мӗншӗн авӑтать

Семендер, Ю. Автан мӗншӗн авӑтать : юмахсем, 1994. - 120 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Сказки Галины Вячеславовны Зотовой

Зотова, Г. В. Сказки Галины Вячеславовны Зотовой / Галина Вячеславовна Зотова // Зотовы фамилия особая : энциклопедия домашнего пользования / [авт.-сост.: Зотов В. Б. и др.]. - Москва : Юго-Восток-Сервиc, 2010. - С. 124-125. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Ачасем валли ҫырнӑ юмахсем

Трубина, М. Д. Ачасем валли ҫырнӑ юмахсем / М. Трубина, 1925. - 37 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Ырӑ чунлӑ курак

Сарине, Л. М. Ырӑ чунлӑ курак : пӗр пайлӑ пьеса-юмах / Лидия Сарине // Тӑван Атӑл. - Шупашкар, 2011. - № 9. - С. Прил.: с. 40-41. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее