Тупмалли юмахсем — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Главная / Фольклорпа литература / Тупмалли юмахсем

Тупмалли юмахсем

Чӑвашсен, ытти халӑхсенни пекех, тупмалли юмахсем авалах пулса кайнӑ.   «Тупмалли юмах вӑл метафорӑлла текст: пӗр-пӗр япалан е пулӑмӑн пӗрпеклӗхне тӗпе хурса ытарлӑ майпа ӳкерсе (каласа) пани. Ҫакна асра тытса ҫыннӑн ун тупсӑмне пӗлмелле», – тесе ҫырать Елена Федотова «Тупмалли юмахсем» кӗнекере (Т. 1. Шупашкар, 2015. С. 5). Тупмалли юмах тексчӗ яланах икӗ пайран тӑрать: пӗри тупмалли юмах, тепри – тупсӑмӗ. Чӑваш фольклорне тӗпчекенсем тупмалли юмахсене тӗрлӗрен терминсемпе палӑртни курӑнать. Час-часах «сутмалли юмахсем», «кӗске юмахсем» тени тӗл пулать.

«Тупмалли юмахсем хӑйсен ансатлӑхне кура ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшсене ҫывӑх. Вӗсене итлекенӗн ӑс-тӑнне, тавҫӑрулӑхне пӗлме ятарласа усӑ кураҫҫӗ. Тупмалли юмахсенче халӑх фантазийӗ, унта таврари япаласемпе тӗрлӗрен пулӑмӑн тӗп паллисене урӑх япаласемпе пулӑмсен паллисем урлӑ сӑнарласа панӑ»,  – ҫырнӑ Е. С. Сидорова («Ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшсем, сӑнавсемпе паллӑсем, тупмалли юмахсем» // Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ. Т. 5 : Вак жанрсем. Шупашкар, 1984. С. 15).

Тупмалли юмахсем хушшинче питӗ авал пуҫланса кайнисем те тӗл пулаҫҫӗ (сӑмахран, ҫанталӑк явленийӗсем ҫинчен). Ӗлӗкренех пирӗн пата ҫитнӗ тупмалли (сутмалли) юмахсене, содержани енчен илсен, мифологиллӗ юмахсем теме пулнӑ. Илья Тукташ шучӗпе: «Пурнӑҫ улшӑнса пынӑ майӗпе сутмалли юмахсем те улшӑнса ҫӗнелсе пынӑ. Вӗсем хӑйсен форми енчен ҫеҫ мар, содержанийӗ енчен те пачах урӑхланнӑ. Юлашкинчен вӗсен асамлӑ характерӗ пачах ҫухалнӑ та, сутмалли юмахсем ӑса йӑпатмалли произведенисем вырӑнне ҫеҫ тӑрса юлнӑ».

Чӑваш фольклорӗ. Шупашкар, 1941. С. 10.

Чӑвашсен пурнӑҫӗнче тупмалли (сутмалли) юмахсем пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗн ӑсчахӗсем хатӗрленӗ икӗ томлӑ «Тупмалли юмахсем» кӑларӑм кӑтартать. Н. Р. Романов пухса хатӗрленӗ «Ваттисен сӑмахӗсем, каларӑшсем, сутмалли, юмахсем = Чувашские пословицы, поговорки и загадки»  (Шупашкар, 2012) кӗнекере тупмалли юмахсене икӗ чӗлхепе те панӑ: чӑвашла тата вырӑсла куҫарни те пур. Чӑвашсен тупмалли юмахӗсене вырӑсла пӗлекенсем те вулама пултарни питӗ пӗлтерӗшлӗ.

Чуччу кашти авӑнтӑр

Чуччу кашти авӑнтӑр : ача-пӑча сӑмахлӑхӗ : [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / [Г. А. Матвеева пухса хатӗрленӗ], 2010. - 79 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Чӑваш фольклорӗ

Тукташ, И. С. Чӑваш фольклорӗ / И. С. Тукташ хатӗрленӗ, 1941. - 214 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Асамлӑ азбука

Смолин, А. С. Асамлӑ азбука : сӑвӑсем, ваттисен сӑмахӗсем, тупмалли юмахсем : [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Анатолий Смолин, 2012. - 37, [2] с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Ваттисен сӑмахӗсем, каларӑшсем, сутмалли юмахсем

Ваттисен сӑмахӗсем, каларӑшсем, сутмалли юмахсем / [В. П. Станьял ум сӑмахӗ], 2012. - 350, [1] с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Чӑваш юррисем, халапсем

В-ев, П. Чӑваш юррисем, халапсем : [записаны в Тюрлеме] / П. В-ев, 1909. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Творчество чуваш

Никольский, Н. В. Творчество чуваш / Н. В. Никольский // Известия Общества археологии, истории и этнографии при императорском Казанском университете. - Казань : 1-я Государственная Типография, 1920. Т. 31. - вып. 1. - С. 71-86. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее