Фольклорпа литература — Страница 2 — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Главная / Фольклорпа литература (2-я страница)

Фольклорпа литература

«Сӑмахлӑх халӑх пултарулӑхӗн пӗр пайӗ. Вӑл – сӑмах искусстви. Апла пулин те вӑл ытти ӳнер тӗсӗсемпе, йӑла уявӗсемпе, халӑх пултарулӑхӗн ытти тӗссемпе тачӑ ҫыхӑнса тӑрать. Сӑмахлӑх халӑхӑн кулленхи тата общество пурнӑҫӗнче пысӑк вырӑн йышӑнать. Вӑл – пурнӑҫ пӗлӗвӗ те, опычӗ те, историйӗ те, философийӗ те, этики те. Мӗн авалах, этем историйӗпе пӗрлех аталанма пуҫланӑскер, хут ҫине ҫырӑнман поэзи халӑхӑн ламран лама куҫса пынӑ ӑс-хакӑл пуянлӑхне, пӗлӗвӗпе ӑнланӑвне, тӗнче курӑмне пӗтӗҫтерсе тӑрать. Сӑмахлӑх – аваллӑх ҫырӑвӗ, халӑх хӑйне хӑй асӑмра чӑн чӗрӗ хӑварни. <…>

Фольклор ӑнлав ансӑр тата анлӑ пӗлтерӗшпе ҫӳрет. Пӗрремӗш пӗлтерӗшне палӑртнӑ чухне малти вырӑна сӑмахлӑха тӗпе хуратпӑр: кирек мӗнле фольклор тӗсне илсен те чи малтанах сӑмах пуррине асӑрхатпӑр. Фольклорӑн анлӑ пӗлтерӗшӗ вӑл – халӑх хушшинче ҫуралнӑ тата йӗркеленнӗ, ӗмӗртен ӗмӗре, ламран лама куҫса пыракан, паянхи куна ҫитнӗ унӑн пӗтӗмӗшле пултарулӑхӗ; вӑл халӑх пурнӑҫне, пӗлӗвӗпе ӑнланӑвне, идеалне сӑнлать; тӗпчевҫӗсем ку ушкӑна халӑх сӑмахлӑхне те (юмах-халап, сӑвӑ-такмак, эпос тӗсӗсем), юрри-кӗввине те (юрӑ-кӗвӗсем, ташӑ ҫеммисем), халӑх театрне те, ташши-вӑййине те, ҫурт-йӗр лартас ӑсталӑхне те, сӑнарлӑ тата ал ӑстисем хатӗрленӗ ӳнер тӗслӗхӗсене те кӗртеҫҫӗ.

Халӑх сӑмахлӑхне, йӑла-йӗрке поэзине тӗпченӗ май ҫапла пӗтӗмлетӳ тума пулать: фольклор шутне ӑс-хакӑл культурисӗр пуҫне ӑс-пурлӑх культурине те кӗртетпӗр. Фольклор вӑл – обществӑпа пӗрлӗхлӗ ӗҫре туптаннӑ чӑваш халӑхӗн мӗн авалтан килекен тата сӑмах вӗҫҫӗн ҫӳрекен сӑмахлӑхӗ те, курӑмлӑ пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх тӗсӗсем те. Эпир вӗсене мӗн ҫуралсан ӑнкарма тытӑнатпӑр та мӗн виличчен унпа тачӑ ҫыхӑнса тӑратпӑр. Халӑх еткерлӗхӗ ҫав тери пуян. Ахальтен мар фольклора пурнӑҫ хаваслӑхӗ, шӑнӑрӗ, иксӗлми ҫӑлкуҫӗ, теҫҫӗ. <…>

Фольклора илемлӗ литература ҫӑлкуҫӗ тетпӗр. Халӑхла шухӑш-кӑмӑллӑ литература ялан халӑх пултарулӑхӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Илемлӗ литература хӑйӗн историлле аталанӑвӗпе кулленхи процесӗнче фольклортан нумай япала илсе пуянланать: халӑх идейисене, ӑс-тӑнӗпе ӗмӗчӗсене, пурнӑҫ ҫине пӑхас шухӑшлавпа тӗнче курӑма, сӑмах витӗмӗпе илемлӗхе, наци эстетикине. Илемлӗ сӑмах искусствинчи ҫав туртӑма ытларах чухне «литературӑри фольклор традицийӗсем» ӑнлавпа палӑртаҫҫӗ. Ку ӗнтӗ, халӑха юравлӑ искусствӑн фольклорта йӗркеленнӗ паха енӗсем литературӑна аталанма пулӑшни ҫинчен калани пулать. Литература ҫинчен калаҫнӑ чух «фольклор традицийӗсем» ӑнлав вырӑнлӑ пулин те, литература хӑй йӗркипе аталанса пынине, унӑн хӑйӗн традицийӗсем, шалти туртӑмӗсем пуррине астума тивет. <…>

Фольклорпа литература, иккӗшӗ те илемлӗ сӑмах искусствин тӗсӗ пулса, чылай тӗлӗшрен пӗри теприне питӗ ҫывӑх, час-часах уйрӑлми тачӑ тӑраҫҫӗ. Апла пулин те, эстетика тӗлӗшӗнчен вӗсем пачах урӑхла. Сӑмахлӑхра халӑх тӗнче курӑмӗ, илемлӗх идеалӗ палӑрать пулсан, ҫыруллӑ поэзире вара автор ӑнӗ, унӑн шухӑшлавӗ, сӑмах искусствин саккунӗсемпе ятарлӑ системине пӑхӑнса тӑни курӑнать».

Родионов В. Г., Ендеров В. Г. Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ : лекцисен курсӗ. – Шупашкар, 2004. – С. 5-17.

«Фольклор (халӑх поэзийӗ) ӑслӑлӑх енчен те, искусство енчен те, педагогика енчен те, общество енчен те питӗ паха япала. Фольклор вӑл халӑх культурине, унӑн аваллӑхне, унӑн психологине, вӑл мӗнле интерессемпе, мӗнле халӑхсемпе паллашса пурӑннине кӑтартать. Фольклорта халӑх тата уйрӑм этемӗн кӑмӑлне ҫӗклентерекен, савӑнтаракан е хурлантаракан, урӑхла каласан, искусствӑра пулакан япаласем пур. Вӗсем (ритм, илемлӗ чӗрене тивекен сӑмахсем, пуҫ мимине савӑнтаракан картинӑсем) пӗтӗм халӑха та, пӗччен ҫынна та илемлӗхпе чуна килентереҫҫӗ («художественное наслаждение»). Халӑх поэзийӗнчи халапсем (юрӑсем, юмахсем…) пӗчӗк ачасене те питӗ ӑнланмалла. Хура халӑх хӑй те ача майлӑ шухӑшлать, калаҫать. Ҫав поэзире ача-пӑчана чӗртмелли, вӗрентмелли, аталантармалли сӑмах-шухӑш пайтах. Ҫавӑнпа халӑх поэзийӗнче илнӗ халапсене, юрӑсене, юмахсене, кӗске сӑмахсене кирек хӑш халӑх та шкул кӗнекине – хрестоматисене кӗртет».

Комиссаров Г. И. Чӑваш фольклорӗпе литература вӗрентӗвӗ // О чувашах = Чӑвашсем ҫинчен : исследования, воспоминания, дневники, письма. – Чебоксары, 2003. – С. 254-295.

«Халӑх сӑмахлӑхӗ е фольклор тесе эпир халӑх хушшинче сӑмах вӗҫҫӗн ҫӳрекен анлӑ сарӑлнӑ произведенисене калатпӑр. Вӗсен шутне мифсемпе легендӑсем, преданисемпе тӗрлӗ ӗненӳсем, юмах-халапсем, юрӑсемпе такмаксем, ваттисен сӑмахӗсемпе тупмалли юмахсем, сӑнанисем, курни-илтнисем, тӗлӗксем тата тӗрлӗрен вак хайлавсем кӗреҫҫӗ. Сӑмахлӑх вӑл – халӑх кун-ҫулӗ, пурнӑҫӗ, пултарулӑхӗ. Вӗсенче чӑваш ҫыннин ӗмӗртенхи историйӗ тӗкӗр ҫинчи пекех упранса юлнӑ».

Родионов В. Г., Ендеров В. Г. Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ : лекцисен курсӗ. – Шупашкар, 2004. – С. 4.

Чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫи: 100 вуламалли кӗнеке. Аудиокӗнекесем

Электронлӑ библиотека «Чӑваш литератури»

Телей ҫулӗ

Ивник, И. Телей ҫулӗ : юмах : [кӗҫӗн тата вӑтам ҫулхи ачасем валли] / Иван Ивник ; ӳкерчӗкӗсем Г. Енгерӑн, 1938. - 18 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Ачасен юмаххисем

Ачасен юмаххисем : [кӗҫӗн ҫулхи ачасем валли / редакторӗ С. Фомин], 1936. - 11 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Вутлан

Афанасьев, А. А. Вутлан : юмах / Алексей Афанасьев, 1981. - 16 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Асанне юмахӗсем

Асанне юмахӗсем : РСФСР тава тивӗҫлӗ артистки В. И. Голубева каласа панӑ юмахсем : [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / [Г. А. Матвеева пухса хатӗрленӗ], 2014. - 102 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Кушакпа Ҫерҫи

Кушакпа Ҫерҫи : кӗске юмахсем / художникӗ Е. В. Иванова, 2012. - 15 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Чуччу кашти авӑнтӑр

Чуччу кашти авӑнтӑр : ача-пӑча сӑмахлӑхӗ : [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / [Г. А. Матвеева пухса хатӗрленӗ], 2010. - 79 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Чувашские разговоры и сказки, составленные Спиридоном Михайловым, переводчико...

Чувашские разговоры и сказки, составленные Спиридоном Михайловым, переводчиком чувашского языка / составитель С. М. Михайлов, 1853. - 37 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Телей уҫҫи

Афанасьев, А. А. Телей уҫҫи : сӑвӑлла юмах / Алексей Афанасьев, 1965. - 48 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Вӗҫекен пан улмисем

Эсекел, Г. Л. Вӗҫекен пан улмисем : халапсем, юмахсем, калавсем : [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли] / Геннадий Эсекел, 2019. - 60, [3] с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Введение в курс чувашской народной словесности

Ашмарин, Н. И. Введение в курс чувашской народной словесности / Н. И. Ашмарин // Чувашский фольклор. Специфика жанров : сборник статей / Научно-исследовательский институт языка, литературы, истории и экономики при Совете Министров Чувашской АССР. - Чебоксары : [Типография 1], 1982. - С. 3-53. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее