Музыка инструменчӗсем — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:

Музыка инструменчӗсем

Халӑх музыка культурин пӗлтерӗшлӗ пайӗ вӑл – музыка инструменчӗсем. Чӑваш халӑх музыка инструменчӗсем ҫинчен пӗрремӗш хут историре XVIII-мӗш ӗмӗрте асӑнса хӑварни пур. Г. Ф. Миллер, П. С. Паллас, И. Г. Георги, К. С. Милькович, М. Д. Чулков ӗҫӗсенче сӑрнай, шӑпӑр, кӗсле, сӗрме купӑс, тута купӑсӗ (тимӗр купӑс) ҫинчен калани пур. Археологсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Атӑлҫи Пӑлхар тапхӑрӗнчи ялсен выранӗсене чавнӑ хыҫҫӑн вӗрсе каламалли тата хӗлӗхлӗ инструментсен пайӗсене тупнӑ.

Чӑвашсен паллӑ музыка инструменчӗсен шучӗ темиҫе теҫеткене ҫитет. Вӗсене йывӑҫран, йывӑҫ хуппинчен, шӑмӑран, тӑмран, тиртен, тӗкрен, ӳсен-тӑранран, каярахпа тимӗртен ӑсталанӑ. Хӗлӗхсене лаша хӳринчен, така пыршинчен тата шӑнӑрӗнчен тунӑ. Йышӑннӑ классификаципе килӗшӳллӗн, вӗсене 3 ушкӑна пайлама пулать. Хӗлӗхлисен шутне сӗркӗчлисенчен сӗрме купӑс тата чӗпӗтсе каламаллисенчен кӗслепе тӑмра пур. Вӗркӗчлисен ушкӑнӗ 3 тӗсе пайланать: шӑхӑртмаллисенчен шӑхлич, тӑм шӑхлич, чӗлхеллисенчен (вӗркӗчлисемпе чӗпӗтсе каламаллисенчен) шӑпӑр, сӑрнай, тутут, тӳт, хут купӑс, пип-пип, муштук – сас паракан мӑйракасем, какӑр, кавал, пӑрӑх тата нахра. Ҫапса каламаллисемпе шавлисен ушкӑнӗ хӑй тӗллӗн янӑраканнисем тата ҫурхахлисем ҫине пайланать. Хӑй тӗллӗн янӑраканнисен сассисем тӗрлӗрен пулаҫҫӗ, вӗсен шутне шакмак тукмакӗсем, шакӑртма, шӑллӑ ҫатӑрка, шӑнкравсем, шӑнкӑрма (хӑнкӑрма), чан, тренчӗл, тинкӗлтин, чанкӑрти, ҫавӑрттарса сӗрлекен сӗр, чӗпӗтсе каламалли тимӗр купӑс (вархан) тата ыт.те кӗреҫҫӗ. Хӑй тӗллӗн янӑраканнисен шутӗнче кил-ҫуртри япаласем те пур: кашӑк, питлӗх, кӗленче савӑт, кӗпе тукмакӗ тата кӗпе-йӗм ҫумалли хӑма – кусемпе те кӗвӗ калаҫҫӗ. Ҫурхахлисен йышне параппан, тункӑр, тура-купӑс (турапа каласа кӗвӗ кӑларни) кӗреҫҫӗ.

Йӑлана кӗнӗ халӑх культуринчи музыка инструменчӗсене чӑвашсем тӗрлӗрен усӑ курнӑ. Уявсемпе вӑйӑ-кулӑ вӑхӑтӗнче вӗсен ӳнерпе илем пӗлтерӗшӗ малти вырӑна тухать. Ҫак тӗллевпе аслисем те, ҫамрӑксем те сӗрме купӑс, шӑпӑр, сӑрнай, кӗсле каланӑ, хальхи вӑхӑтра вара – ытларах хут купӑс. Ҫак инструментсемпе ача ҫуратнӑ, туй ирттернӗ, ҫын вилсен тата асӑннӑ чухне, ҫулленхи ҫӗр ӗҫӗсене тунӑ вӑхатра хӑш-пӗр асамлӑ йӑла-йӗрке туса ирттернӗ чухне усӑ кураҫҫӗ. Час-часах темиҫе инструментран тӑракан, тӗрлӗ ҫурхахлӑ тата хӑй тӗллӗн янӑраканнисене хушса, ансамбльсем йӗркеленӗ.

Кӗсле, сӗрме купӑс, параппан, хут купӑс пек чаплӑ музыка инструменчӗсене ӑсталасси Чӑваш Енре XIX ӗмӗр вӗҫӗпе XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче самай аталаннӑ пулнӑ. Чӑваш ӑстисен чи лайӑх ӗҫӗсене Мускаври, Питӗрти, Чулхулари, Хусанти, Киеври куравсенче кӑтартнӑ. Вӗсене ярмӑрккасенче, музыка лавккисенче туянма май пулнӑ.

Чи паллӑ ӑстасен шутӗнче – П.Е. Волков, М. Ф. Филиппов, В.Е. Руссков, В.И. Адюков.

Культура Чувашского края : учебное пособие/ В. П. Иванов, Г. Б. Матвеев, Н. И. Егоров и др. ; сост., авт. вступ. ст., отв. ред. М. И. Скворцов. – Чебоксары – Ч. 1. – 1995. – С. 247-249.

Чуваши. История и культура : историко-этнографическое исследование : в 2 томах/ Чуваш. гос. ин-т гуманитар. наук ; под ред. В. П. Иванова. Т. 2, 2009. – С. 223-232.

Параппан

Параппан – ҫапса каламалли ҫурхахлӑ халӑх музыка инструменчӗ. Сӗм авал ӑна йӑла-йӗркепе ҫыхӑннӑ уявсен вӑхӑтӗнче тата сас паракан инструмент пек усӑ курнӑ. Шӑпӑр, сӑрнай тата ытти инструментсемпе пӗрле ансамбльсене параппана та кӗртнӗ. Пӗр туй та темиҫе параппанпа усӑ курмасӑр иртмен. Унпа каланӑ чух тукмак патаккисемпе ҫапнӑ. Выляс умӗн параппан тирне сӑрапа пӗрӗхтерсе сассине майлаштарнӑ.

Ӑна ӑсталанӑ чухне цилиндр евӗрлӗ (20-25 см ҫӳллӗш, 40-50 см диаметрлӑ) чавса каларнӑ йывӑҫ кӳлеписен уҫӑ хӗррисене икӗ енне те йытӑ, така е лаша тирӗпе туртӑнтарса хупса лартаҫҫӗ. Вылянӑ чухне хулпуҫҫи урлӑ кантрапа ҫакса яраҫҫӗ, кегль евӗрлӗ тукмаксемпе ҫапаҫҫӗ, сулахаййипе, кӗскереххипе, вӗтӗ ҫемӗ пайӗсене кӑлараҫҫӗ. Параппан сасси янӑравсӑр, вӑйлӑ, ҫав вӑхӑтрах ҫемҫе, хӑлхана ҫураканни мар.

Кривоносов, Владимир Михайлович. Краткое описание чувашских музыкальных инструментов и заметки об инструментальной музыке чувашей / В. М. Кривоносов // Музыкальная фольклористика : [сборник статей / ред.-сост. А. А. Банин]. – Москва : Советский композитор, 1986. – Вып. 3. – С. 258-278.

Сӑрнай

Сӑрнай (перс чӗлхинчен, ӗҫкӗ, туй, нӑй – флейта) – авалхи чӑвашсен вӗрсе каламалли чӗлхеллӗ инструмент, сӑрнайӑн (шӑпӑрпа пӗр ретри) икӗ тӗсӗнчен пӗри. С.М. Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, XIX-мӗш ӗмӗр варринче cӑрнай анатри чӑвашсен ҫеҫ сыхланса юлнӑ. Шупашкарта пӗрремӗш хут 1929 ҫулта сӑрнайпа калакан пулнине пичетре те ҫырса палӑртнӑ.

Сӑрнайӑн сывлӑшлӑ ӑшне качака путеккин, пӑрӑвӑн, сысна ҫурин, тихан татӑксӑр, сыпӑксӑр тирӗсенчен тунӑ, унӑн тӑршшӗ 180 см таран ҫитме пултарнӑ. Тир шӑтӑкӗсене йывӑҫран тунӑ хӑвӑл патаксем кӗртсе лартнӑ, вӗсемпе тӗрлӗ енлӗ усӑ кураҫҫӗ: айккинчи – сывлӑш вӗрсе кӗртмелли, тепӗр иккӗшӗ квинта интервалӗнче янӑранӑ тата тепри, ҫичӗ шӑтӑкли, кӗвӗ каламалли пулнӑ. Ҫак инструментпа виҫӗ сасӑллӑ кӗвӗсем калама май пулнӑ.

Кривоносов, Владимир Михайлович. Краткое описание чувашских музыкальных инструментов и заметки об инструментальной музыке чувашей / В. М. Кривоносов // Музыкальная фольклористика : [сборник статей / ред.-сост. А. А. Банин]. – Москва : Советский композитор, 1986. – Вып. 3. – С. 258-278.

Культура Чувашского края : учебное пособие / В. П. Иванов, Г. Б. Матвеев, Н. И. Егоров и др. ; сост., авт. вступ. ст., отв. ред. М. И. Скворцов. – Чебоксары – Ч. 1. – 1995. – С. 247-249.

Чуваши. История и культура : историко-этнографическое исследование : в 2 томах / Чуваш. гос. ин-т гуманитар. наук ; под ред. В. П. Иванова. Т. 2, 2009. – С. 223-232.

Эриванов, Николай Лазаревич. Плясовые наигрыши : [Ноты : электронный ресурс] / Николай Эриванов ; [предисл. Р. Сарби]. – Чебоксары : Новое Время, 2008 (Чебоксары : Национальная библиотека Чувашской Республики, 2017). – 67 с. : ил., ноты, портр.

Шӑпӑр

Шӑпӑр (хӑмпӑ) – чӑвашсен вӗрсе чӗлхепе каламалли инструменчӗ. Чӑвашсен икӗ тӗслӗ шӑпӑртан пӗри (сӑрнайпа пӗр ретре) шутланать. Инструмент вӑкӑр хӑмпинчен тата темиҫе тимӗр пӑрӑхран тӑрать. Ҫав хӑвӑл пӑрӑхсен аялти вӗҫне ӗне мӑйраки кӗртсе лартнӑ, вылянӑ чухне хӑмпӑ чавсасемпе хӗсӗнет. Ку инструментпа арҫынсем ҫеҫ каланӑ.

XIX ӗмӗрти литературӑра ҫырса кӑтартнисене пӑхсан, инструмент питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Унпа тӗрлӗ йӑла-йӗркесенче усӑ курнӑ: усалсене хӑвалас йӑлара, вирӗм йӑлинче, асӑну-пумилккесенче тата ыттисенче те. Туйсенче «хӑмпӑ» тӗп вырӑн йышӑннӑ: унӑн сасси хӑш чухне хӗр кӑларнӑ, туй пуйӑсне кӗтсе илнӗ тата уйрӑмах ташланӑ вӑхӑтра янӑранӑ. Хӑш-пӗр чухне икӗ шӑпӑрҫӑ ӑмӑртмалла калани те пулнӑ, нумай вӑхӑт хушши пӗр чарӑнмасӑр выляканни ҫӗнтерӳҫӗ ятне ҫӗнсе илнӗ.

Кривоносов, Владимир Михайлович. Краткое описание чувашских музыкальных инструментов и заметки об инструментальной музыке чувашей / В. М. Кривоносов // Музыкальная фольклористика : [сборник статей / ред.-сост. А. А. Банин]. – Москва : Советский композитор, 1986. – Вып. 3. – С. 258-278.

Салмин, Антон Кириллович. Этнография музыкальных инструментов у чувашей / Антон Кириллович Салмин. – (Литература, искусство, фольклор) // Проблемы востоковедения. – 2010. – № 1 (47). – С. 77-83.

Культура Чувашскогокрая : учебное пособие / В. П. Иванов, Г. Б. Матвеев, Н. И. Егоров и др. ; сост., авт. вступ. ст., отв. ред. М. И. Скворцов. – Чебоксары – Ч. 1. – 1995. – С. 247-249.

Никитин, И. Пузырь-шӑпӑр : [о чувашском музыкальном инструменте] / И. Никитин // Известия Общества археологии, истории и этнографии при императорском Казанском университете. – Казань, 1907. Т. 23. – вып. 4. – С. 313-314.

Салмин, Антон Кириллович. Этнография музыкальных инструментов у чувашей / Антон Кириллович Салмин. – (Литература, искусство, фольклор) // Проблемы востоковедения. – 2010. – № 1 (47). – С. 77-83.ӗссенчен Михайлов, Спиридон Михайлович (1821-1861). О музыке чуваш : [ Электронный ресурс] / [Козмодемьянский земской суд переводчик чувашского языка Спиридон Михайлов]. – Казань : [б. и.], 1852. – 6 с.

Чуваши. История и культура : историко-этнографическое исследование : в 2 томах / Чуваш. гос. ин-т гуманитар. наук ; под ред. В. П. Иванова. Т. 2, 2009. – С. 223-232.

Эриванов, Николай Лазаревич. Плясовые наигрыши : [Ноты : электронный ресурс] / Николай Эриванов ; [предисл. Р. Сарби]. – Чебоксары : Новое Время, 2008 (Чебоксары : Национальная библиотека Чувашской Республики, 2017). – 67 с. : ил., ноты, портр.

Тăм шăхличĕ

Тӑм шӑхличӗ – чӑвашсен вӗрсе шӑхӑракан халӑх музыка инструменчӗсенчен пӗри. Хӗртнӗ тӑмран тунӑ чӗр чун е кайӑк-кӗшӗк евӗрлӗ вӗрсе каламалли инструмент. Унӑн виҫисем тӗрлӗрен: 5-рен пуҫласа 10 см таран, кӳлепин икӗ енче – кӗвӗ кӑлармалли икӗ шӑтӑк, юлашки тӗслӗхре виҫӗ пусӑмлӑ сасӑ йӗркисем пулаҫҫӗ: си-бемоль-ре-фа; ре-ми-соль; ля-до-ре тата ыт. те (пурте 2-мӗш–3-мӗш октавӑсенче). Ача-пӑча тетти вырӑнне те усӑ кураҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне фольклор ансамблӗсенче икӗ мӑшӑр шӑтӑклӑ пысӑклатнӑ тӑм шӑхличӗсем (90-95 мм ҫитиех) тӗл пулаҫҫӗ, унпа ытларах анлӑ сарӑлнӑ кӗвӗсем шӑрантарма пулать.

Кривоносов, Владимир Михайлович. Краткое описание чувашских музыкальных инструментов и заметки об инструментальной музыке чувашей / В. М. Кривоносов // Музыкальная фольклористика : [сборник статей / ред.-сост. А. А. Банин]. – Москва : Советский композитор, 1986. – Вып. 3. – С. 258-278.

Культура Чувашского края : учебное пособие / В. П. Иванов, Г. Б. Матвеев, Н. И. Егоров и др. ; сост., авт. вступ. ст., отв. ред. М. И. Скворцов. – Чебоксары – Ч. 1. – 1995. – С. 247-249.

Чуваши. История и культура : историко-этнографическое исследование : в 2 томах / Чуваш. гос. ин-т гуманитар. наук ; под ред. В. П. Иванова. Т. 2, 2009. – С. 223-232.

Кӗсле

Кӗсле – чӑвашсен авалхи чӗпӗтсе каламалли хӗлӗхлӗ музыка инструменчӗ. Кӗсле – шлем е трапеци евӗрлӗ, цитра е псалтериум тесе каланӑ инструмент тӗсӗ. Веер пек сарӑлакан хӗлӗхсемлӗ ҫунат майлӑ кӗслесенчен (Ҫурҫӗрти вырӑс тата финн халӑхӗсем хушшинче сарӑлнӑ янӑраканнисенчен) майлашӑвӗпе те, калас мелӗпе те чылай уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен те (тутарсен госле, марисен кясле, удмуртсен крезь) ҫавӑн йышши инструмент тӗл пулать. Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсен ҫакӑн пек паха инструмент мӗнле пулса кайни пирки – тавлашуллӑ ыйту. XIV-мӗш ӗмӗрте музыкӑра псалтериумпа вырӑс чиркӳ ҫыннисем тата мыскараҫӑсемпе актерсем усӑ курнӑ, анчах XVII-мӗш ӗмӗрте вӗсене хӗсӗрленипе ҫак инструментпа усӑ курма пӑрахнӑ. Хусан ханлӑхӗнче те хӑйне евӗрлӗ кӗсле пулни XVI-мӗш ӗмӗрти летопиҫрен паллӑ. Чӗпӗтсе каламалли урлӑ выртакан инструментсем Европӑна пӑлхарсен кӑк йӑхӗсем урлӑ кӗни ҫинчен гипотезӑсем кӑларса тӑратаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра усӑ куракан кӗслене хунсем китайсенчен (вӗсен ҫавнашкал икӗ тӗслӗ инструмент пур – шэ (тче) тата цинь) илме пултарнӑ. Ӗлӗк ҫырса хӑварнӑ ҫӑлкуҫсем тӑрӑх, кӗсле чӑвашсен XVIII-мӗш ӗмӗртен пулса кайни паллӑ, ХХ-мӗш ӗмӗрччен чӑвашсем кӗслепе анлӑ усӑ курнӑ, виле пытару тата асӑну йӑлисенче те, ӗҫкӗ-ҫикӗре те, улахсемпе туйсенче те янӑраттарнӑ.

1990-мӗш ҫулсенчен пуҫласа В. А. тата Д. С. Ходяшевсен ячӗллӗ Шупашкарти ача-пӑча музыка шкулӗнче кӗсле калама вӗрентессине йӗркеленӗ, ансамбль йӗркеленӗ (ертӳҫи – М. В. Гусева), вӗренӳ пособийӗ те пичетленсе тухнӑ. Хальхи вӑхӑтри кӗсле – пысӑк калӑпӑшлӑ инструмент (тарӑнӑшӗ 10-15 см кая мар, хӑш-пӗрисен – 20 см ытла). Ӑна чӑрӑшран (ҫӳлти пайӗнчен), вӗренерен тата ытти йывӑҫран тӑваҫҫӗ. Айккинчи стенисем кӑткӑс авкаланчӑклӑ, аялалла конус евӗр ансӑрланса анаҫҫӗ. Ҫӳлти енӗн тӑршшӗ 130-135 см, сарлакӑшӗ 60-65 см, Пӑтисене ҫирӗплетмелли планкисене хурамаран тунӑ. Пӑтисем ҫине 15-25-30 (уйрӑм тӗслӗхсенче 35 е ытларах) тимӗр (ӗлӗк вӑхӑтра пыршӑлӑхран тунӑ) хӗлӗхсене пӗр енлӗ вырнаҫтарса карӑнтараҫҫӗ. Майлаштарӑвӗ яланах диатонлӑ, хроматлӑ сасӑсем те пулма пултараҫҫӗ. Кӗсле сасси хытӑ мар, резонатор калӑпӑшне пула, тембр пуянлӑхӗпе уйрӑлса тӑрать. Арҫынсемпе хӗрарӑмсем инструмента чӗркуҫҫи ҫине е унӑн айне тӗрек хурса калаҫҫӗ, тӑрӑхла ҫаврака енӗпе кӑкӑрӗсене тӗревлесе лараҫҫӗ. Сассине икӗ алӑри пӗрер е темиҫе пӳрнепе чӗпӗтсе кӑлараҫҫӗ: сылтӑмми кӗвве ҫӳллӗ е вӑтам регистрта ертсе пырать, сулахаййи – аялти аккомпанементра тата вӑтам регистрӑн пайӗсенче.

Гусева, М. В. Кӗсле : [Ноты] = Чувашские гусли : начальный курс обучения / М. В. Гусева. – Чебоксары : ЧГИГН, 2004. – 111 с. : ноты.

Павлов, Ф. Чӑваш кӗсли / Ф. Павлов // Сунтал. – 1928. – № 8. – С. 23-24.

Кривоносов, Владимир Михайлович. Краткое описание чувашских музыкальных инструментов и заметки об инструментальной музыке чувашей / В. М. Кривоносов // Музыкальная фольклористика : [сборник статей / ред.-сост. А. А. Банин]. – Москва : Советский композитор, 1986. – Вып. 3. – С. 258-278.

Ҫатӑрка

Шӑллӑ ҫатӑрка (ҫатӑрка инструмент ячӗсен тӗсӗсем – ҫатӑркан, ҫатӑрма, ҫатӑрмак, чатӑр, шалтӑркка) – чӑвашсен хӑй тӗллӗн янӑракан халӑх инструменчӗсенчен пӗри. Сасӑ (кӳлепи ҫумне ҫирӗплетнӗ йывӑҫ пластинка шаклаттарни) кӳлепене шӑллӑ авӑр тавра ҫавӑрнипе тухать. Ҫатӑркапа усал-тӗселе хӑваланӑ чухне сӗрен йӑла-йӗркинче усӑ курнӑ, ӑна малтанхи кун ӑсталанӑ, ирттерсе янӑ хыҫҫӑн ҫунтарнӑ.

Тӗрлӗ йышши ҫатӑркапа ташӑ вӑхӑтӗнче, ытти инструментсемпе вылянӑ чухне тата ача-пӑча тетти вырӑнне усӑ курма пултарнӑ.

Кривоносов, Владимир Михайлович. Краткое описание чувашских музыкальных инструментов и заметки об инструментальной музыке чувашей / В. М. Кривоносов // Музыкальная фольклористика : [сборник статей / ред.-сост. А. А. Банин]. – Москва : Советский композитор, 1986. – Вып. 3. – С. 258-278.

Салмин, Антон Кириллович. Этнография музыкальных инструментов у чувашей</ Антон Кириллович Салмин. – (Литература, искусство, фольклор) // Проблемы востоковедения. – 2010. – № 1 (47). – С. 77-83.

Культура Чувашского края : учебное пособие / В. П. Иванов, Г. Б. Матвеев, Н. И. Егоров и др. ; сост., авт. вступ. ст., отв. ред. М. И. Скворцов. – Чебоксары – Ч. 1. – 1995. – С. 247-249.

Чуваши. История и культура : историко-этнографическое исследование : в 2 томах / Чуваш. гос. ин-т гуманитар. наук ; под ред. В. П. Иванова. Т. 2, 2009. – С. 223-232.

Шӑнкӑрав

Шӑнкрав – чӑвашсен хӑй тӗллӗн янӑракан ҫапса каламалли музыка инструменчӗ. Ячӗсене сасӑ тӑрӑх евӗрлев сӑмахӗсенчен илнӗ. Лаша пӗккинчен ҫакса янӑ, выльӑх мӑйӗнчен ирӗкре ҫӳренӗ чухне ҫакса янӑ.

Салмин, Антон Кириллович. Этнография музыкальных инструментов у чувашей / Антон Кириллович Салмин. – (Литература, искусство, фольклор) // Проблемы востоковедения. – 2010. – № 1 (47). – С. 77-83.

Шӑхлич

Шӑхлич – вӗрсе каламалли чӑваш халӑх музыка инструменчӗсенчен чи анлӑ сарӑлни, хытӑ йывӑҫран тунӑ тӑрӑхла флейта евӗр. Ҫак инструмент пирки К.Иванов «Нарспи» поэмӑра та асӑнать. Шӑхличе ҫӑка хуппинчен, вӗренерен, хӑмӑшран, каярах шӑвӑҫран ӑсталанӑ. Унпа ытларах ҫамрӑксем (арҫынсем) ҫуркуннепе ҫуллахи вӑхӑтра вылянӑ. Час-часах унӑн сассине ҫураки вӗҫленсен тата утӑҫи вӑхӑтӗнче итленӗ.

Ҫак инструментпа каланнисем – ытларах лирикӑллисем е ташӑ кӗввисем, юрӑ кӗввисене сайра янратаҫҫӗ. Яланах кӗввине кашни хӑй хайлать.

Кривоносов, Владимир Михайлович. Краткое описание чувашских музыкальных инструментов и заметки об инструментальной музыке чувашей / В. М. Кривоносов // Музыкальная фольклористика : [сборник статей / ред.-сост. А. А. Банин]. – Москва : Советский композитор, 1986. – Вып. 3. – С. 258-278.

Культура Чувашского края : учебное пособие / В. П. Иванов, Г. Б. Матвеев, Н. И. Егоров и др. ; сост., авт. вступ. ст., отв. ред. М. И. Скворцов. – Чебоксары – Ч. 1. — 1995. – С. 247-249.

Чуваши. История и культура : историко-этнографическое исследование : в 2 томах / Чуваш. гос. ин-т гуманитар. наук ; под ред. В. П. Иванова. Т. 2, 2009. – С. 223-232.

Сӗрме купӑс

Сӗрме купӑс (купӑс, хӑма купӑс) – чӑвашсен авалхи сӗркӗчлӗ, хӗлӗхлӗ музыка инструменчӗ. Авалхи кӑк тӗсӗ – виҫӗ хӗлӗхлӗ, шал енне чавса кӑларнӑ кӳлепеллӗскер – сыхланса юлман (ӑна В.С. Чернов юсаса ҫӗнетнӗ, вӑлах сӗрме купӑс пайӗсен малтанхи ячӗсене тупса палӑртнӑ), хальхилле каласан, тӑватӑ хӗлӗхлӗ сӗрме купӑс.

Сӗрме купӑс пайӗсем: сӗркӗч, кӑшкар, хӗлӗхсене ҫирӗплетмелли тӳми – хутав, хӗлӗх тытаканни – тӑха, янӑрав шӑтӑкӗ, тӗревӗ – лаши, хӗлӗх, ҫӳлти енчи – купӑс пичĕ; мӑйĕ, пӑта, купӑс пуҫĕ.

Инструментпа яланхиллех уявсенче, туйсенче, ҫын вилсен пытарнӑ тата асӑннӑ вӑхӑтсенче, ансамбльсенче тата пӗччен юрланӑ чухне усӑ курнӑ. Мифологире сӗрме купӑса ӑсталасси тӗп Турӑпа ҫыхӑннӑ, сӗркӗче сӑтӑрнӑ чухне кӳкӗртпе (канифольпе) усӑ курни – Шуйттанпа; вӑл сӗрме купӑспа выляса ҫавраҫил ӑшӗнче вӗҫекен чун пек курӑннӑ. Ҫавна май сӗрме купӑс сасси ҫинчен иккӗлле шухӑшланӑ, вӗсене асамлӑ вӑйсем тесе шутланӑ. Чунсен пантеонӗнче сӗрме купӑса хӳтӗлекен ятарлӑ йĕрĕх те пулнӑ.

Кривоносов, Владимир Михайлович. Краткое описание чувашских музыкальных инструментов и заметки об инструментальной музыке чувашей / В. М. Кривоносов // Музыкальная фольклористика : [сборник статей / ред.-сост. А. А. Банин]. – Москва : Советский композитор, 1986. – Вып. 3. – С. 258-278.

Салмин, Антон Кириллович. Этнография музыкальных инструментов у чувашей / Антон Кириллович Салмин. –(Литература, искусство, фольклор) // Проблемы востоковедения. – 2010. – № 1 (47). – С. 77-83.