Чӑваш тумӗ — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:

Пуҫа тӑхӑнмаллисем

Хӗрарӑмсен пуҫа тӑхӑнмалли, ҫыхмалли-сырмалли япалисене икӗ ушкӑна уйӑрма пулать: калпаксем тата пӗркенчӗксем. «Калпаксен» ушкӑнне хушпу – хӗрарӑмсен пуҫа тӑхӑнмалли, тухья – хӗрсен пуҫа тӑхӑнмалли тата хӗллехи ҫӗлӗксем кӗреҫҫӗ. «Пӗркенчӗксен» шутне сурпан, масмак, пуҫ тутри, чалма, пӗркенчӗк (хӗр пӗркенчӗкӗ) кӗреҫҫӗ.

Тухья

Тухья кӑшкарне сӑрантан е ҫирӗп пиртен ҫӗленӗ. Кӑшкар ҫине вӗтӗ шӑрҫа, вак укҫа ҫӗлесе тухнӑ. Авал пӑлхар-чӑваш ӑстисем ятарласа ылтӑн, кӗмӗл, туй эрешсем тунӑ. XVIII ӗмӗрте чӑвашсене, марисене, удмуртсене тимӗр-тӑмӑрпа ӗҫлеме тата вӗсенчен япаласем ӑсталама чарнӑ, мӗншӗн тесен патша правительстви ҫак халӑхсем тимӗртен хӗҫ-пӑшал туса хатӗрлесрен хӑранӑ. Чӑваш ӑстисем вара хӗрсемпе хӗрарӑмсен тухйи-хушпӑвне тимӗр укҫа-тенкӗпе илемлетме пуҫланӑ. Вӗсене ҫурри таран пӗр-пӗрин айне туса ҫума-ҫумӑн питӗ ҫывӑх ҫӗлесе лартнӑ, ҫавӑнпа утнӑ чухне укҫа илемлӗн чӑнкӑртатнӑ.

Чӑваш хӗрӗсем уявсемпе вӑйӑсем вӑхӑтӗнче тухья тӑхӑнса ҫӳренӗ. Тухьяна ытларах вӗтӗ шӑрҫасемпе капӑрлатнӑ. Хӑш-пӗр чухне тухьян сӑмси те (козырек) пулма пултарнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен тухья авалхи ҫар ҫыннисен тимӗр калпакне аса илтерет.

Тури чӑваш хӗрӗсен тухйи ҫавра тӑрӑллӑ, анатрисен вара шӳрешкеллӗ пулнӑ. Авал шӳрешке-тӑрнашкана кайӑксен илемлӗ тӗкӗсемпе капӑрлатнӑ. Анат енчи чӑваш хӗрӗсем икӗ тӗрлӗ тухья та тӑхӑнса ҫӳреме пултарнӑ. Хӑш-пӗр чухне тухья ҫинчен ансӑр ал шӑлли евӗр япала ҫыхнӑ. Анатри чӑваш хӗрӗсем вара туй вӑхӑтӗнче тухья ҫинчен ярапаллӑ, тӗрленӗ вӑрӑм шурӑ калпак тӑхӑннӑ.

Усӑ курнӑ литература:

Енькка, Е. Тӑван ен: Чӑваш халӑхӗн XVI – XIX ӗмӗрсенчи пурлӑхпа ӑс-хакӑл культури : 6-7-мӗш классем валли / Е. Енькка. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. – С. 105-106.

Хушпу

Качча кайсан хӗрарӑмсем туйпа уявсенче хушпу тӑхӑнса ҫӳренӗ. Хушпу металл эрешсем нумай пулнипе палӑрса тӑрать, ӑна сурпан сырнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ тӑхӑннӑ. Унсӑр пуҫне, хушпун хыҫалти пайӗнче кӗмӗл укҫапа тата вӗтӗ шӑрҫасемпе илемлетнӗ хушпу хыҫӗ пулнӑ. Виҫӗ этнографи ушкӑнӗнчи чӑвашсен хушпӑвӗсем хӑйсен формипе тӗрлӗрен пулнӑ.

Чӑвашсен хушпӑвӗпе тухйи Атӑл тӑрӑхӗнчи ытти халӑхсен пуҫа тӑхӑнмаллисенчен пачах уйрӑлса тӑраҫҫӗ: чӑвашсем хушпупа тухья кӑш карне сӑрантан ҫӗленӗ, вак укҫапа илемлетнӗ; ытти халӑхсем вара пуҫа тӑхӑнмаллисен кӑшкарне хурӑн хуппинчен тунӑ.

Ученӑйсен шухӑшӗпе, чӑваш хӗрӗсемпе хӗрарӑмӗсен пуҫа тӑхӑнмаллисем – хушпупа тухья – сӗм авалтан упранса юлнӑ, вӗсем Ази тата Хӗвел тухӑҫ культурипе ҫыхӑннӑ.

Усӑ курнӑ литература:

Енькка, Е. Тӑван ен: Чӑваш халӑхӗн XVI – XIX ӗмӗрсенчи пурлӑхпа ӑс-хакӑл культури : 6-7-мӗш классем валли / Е. Енькка. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. – С. 106.

Сурпан

Сурпан – ансӑр тата вӑрӑм ал шӑлли евӗр пир тӑрӑхӗ. Унӑн икӗ вӗҫне те тӗрлесе, тӗрлӗрен хӑюсемпе илемлетнӗ. Ҫак формипе тӳр кӗтеслӗ ансат сурпан – чи авалхи пуҫа сырмаллисенчен пӗри пулнӑ, ӑна, ахӑртнех, пир тӗртме вӗреннӗ вӑхӑтрах шутласа кӑларнӑ. Сурпана хӗрарӑмсем сырса ҫӳренӗ. Чылай халӑхӑн йӑлипе хӗрарӑмӑн туй хыҫҫӑн ҫӳҫ кӑтартса ҫӳреме юраман, мӗншӗн тесен хӗрарӑм ҫӳҫӗ, уйрӑмах урӑх йӑхри хӗрарӑм ҫӳҫӗ, асамлӑ тесе шутланӑ. Хӗрсене ытларах урӑх ялсенчен качча илнӗ, апла пулсан вӗсем урӑх йӑхран пулнӑ.

Кашни виҫӗ этнографи ушкӑнӗнчи хӗрарӑм сурпанӗсем тӗрлӗрен пулнӑ: вӗсем тӑршшӗпе, тӗррисемпе, пуҫа ҫыхмалли мелсемпе уйрӑлса тӑнӑ. Тури чӑвашсен сурпанӗн тӑршшӗ 1,5 метра

яхӑн, шурӑ е сарӑрах тӗслӗ пулнӑ, ӑна йӗри-таврах вӗтӗрех тӗрӗпе тӗрлесе илемлетнӗ. Анат енчи чӑвашсен сурпанӗ 2 метр тӑршшӗ пулма пултарнӑ, унӑн икӗ вӗҫне тӗрлесе тата тӗрлӗ тӗслӗ хӑюсемпе илемлетнӗ. Анатри чӑвашсен сурпанӗ вӑрӑмрах, 2,5 метр таран пулнӑ. Унӑн икӗ вӗҫне шултра тӗрӗпе тата тӗртнӗ эрешпе илемлетнӗ (каярахпа сурпан вӗҫӗсене чӗнтӗр тытма пуҫланӑ).

Сурпан пуҫра тытӑнса тӑтӑр тесе тури чӑваш хӗрарӑмӗсем ӑна тӗрлесе илемлетнӗ масмакпа ҫирӗплетнӗ. Анат енчипе анатри хӗрарӑмсем сурпан ҫинчен хушпу тӑхӑннӑ е пуҫ тутри ҫыхнӑ.

Усӑ курнӑ литература:

Енькка, Е. Тӑван ен: Чӑваш халӑхӗн XVI – XIX ӗмӗрсенчи пурлӑхпа ӑс-хакӑл культури : 6-7-мӗш классем валли / Е. Енькка. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. – С. 107-108.

Пӗркенчӗк

Пӗркенчӗк (покрывало невесты) – качча тухакан хӗр туйра пӗркенекен ятарлӑ ҫи витти. Таваткӑлӗ 1,2-1,4, х 1,4-1,5 см. Йӑла тӑрӑх, туй вӑхӑтӗнче пулас кин ашшӗ-амӑш килӗнчен тухса упӑшки (каччӑ) килне кӗриччен хирӗҫле ӗҫсем тума пултаракан усалсенчен пӗркенчӗк айне тӑрса хӳтӗленнӗ. Пӗркенчӗк кӗтессисене чӗрӗлӗх паллисем тӗрленӗ. Пӗркенчӗке ӗмӗр-ӗмӗр упранӑ. Амӑшӗн пӗркенчӗкӗпе хӗрӗ витӗннӗ. Йӑхра пӗркенчӗк ҫиччӗмӗш сыпӑка ҫити куҫса ҫитсен вӑл асамлӑ япала шутланнӑ. Ҫакӑ пӗркенчӗк чирлӗ ачасене те сыватма пулӑшать тесе ӗненнӗ.

Усӑ курнӑ литература:

Наумов, Н. Е. Халӑх ҫӳпҫинчен : этнографи ӑнлавӗсен пуххи : [словарь-справочник] / Н. Е. Наумов ; [Р. К. Игнатьева хыҫсӑмахӗ ; П. Н. Наумов т. ытт. ӳнерҫисем]. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2010. – С. 240.

Тутӑр

Хӗрсемпе арӑмсем пуҫа ҫыхакан тӑрӑхларах е тӑваткӑл пусма-тавар татӑкӗ. Ӑна ҫурмалла хуҫлатса та, виҫ кӗтеслӗ туса та ҫыхнӑ. Чухӑнсен тутӑрӗ ансӑртарах та тӗрӗсӗр, шерепесӗр пулнӑ. Пуянрах та ал ӗҫне ӑстарах ҫынсем тӗрӗллӗ, шерепеллӗ тутӑрсене кӑмӑлланӑ. Хӗрсем тутӑр тухья тӑхӑнман чухне ҫамкана хупласа, ӗнсе хыҫӗнчен тӗвӗлесе ҫыхса ҫӳренӗ, XIX ӗмӗр вӗҫнелле, вырӑс витӗмӗпе, янах айӗн ҫавӑрса ҫыхма пуҫланӑ. Вӗсене кантӑр пуса ҫиппинчен тӗртсе икӗ антан ҫӗленӗ. Малтан шурӑ тутӑрпа ҫӳренӗ, кайран тӗрлӗ пасар тутрисем (ҫитсӑ, чӑн пусма тутӑр (хрансуски), пурҫӑн, кшемир т.ыт.те) туянма пуҫланӑ.

Усӑ курнӑ литература:

Захарова-Кульева, Наталья Ивановна. Чӑваш халӑх тумӗ : этнографи словарӗ / Н. И. Захарова-Кульева. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. – С. 102-103.