XX ӗмӗр. 1910-1919 ҫҫ. — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Главная / Истори / Пулӑмсен ярӑмӗ / XX ӗмӗр. 1910-1919 ҫҫ.

XX ӗмӗр. 1910-1919 ҫҫ.

1913 ҫ.

Этмен вӑрҫи.  Етӗрне уесӗн 12 ялӗнчи чӑваш хресченӗсем столыпинӑн ҫӗр реформине хирӗҫ пӑлхава тухни

1917 ҫ., 2 пуш

Вӑхӑтлӑх правительство йӗркелени

1917 ҫ., пуш

Хусан, Шупашкара тата Чӗмпӗр хулисенче рабочисемпе салтаксен депутачӗсен Канашне туса хуни

1917 ҫ., 13 ака

Шупашкарти рабочисен, салтаксен тата хресченсен депутачӗсен Канашне йӗркелени

1917 ҫ., 20-28 ҫӗртме

Чӗмпӗр хулинче пӗтӗм чӑваш наци съезчӗ иртни. Чӑваш наци обществине или пӗрлешӗвне йӗркелени

1917 ҫ., 30 юпа

Шупашкар хулинче влаҫ рабочисен, салтаксен тата хресченсен депутачӗсен Канашне куҫни

1918 ҫ., 12 кӑрлач – 1 нарӑс

Пӗтӗм Раҫҫейри пӗрремӗш чӑваш ҫар съезчӗ

1918 ҫ., 14 кӑрлач

Хусан хулинчи чӑваш театрӗн пӗрремӗш спектаклӗ

1918 ҫ., 28 нарӑс

Хусанта «Канаш» хаҫатӑн пӗрремӗш номерӗ тухни. 1990 ҫ. – «Хыпар»

1918 ҫ., 13 ака

Чӗмпӗрте «Ҫӗнӗ пурӑнӑҫ» хаҫатӑн пӗрремӗш номерӗ тухни

1918 ҫ., 27 ака

РСФСР национальноҫсен ӗҫӗсен халӑх комиссариачӗ ҫумӗнче Чӑваш пайне йӗркелени

1918 ҫ., 9-13 ҫӗртме

Хусан хулинче чӑваш рабочисемпе хресченӗсен пӗрремӗш съезчӗ иртни