XX ӗмӗр. 1990-1999 ҫҫ. — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Главная / Истори / Пулӑмсен ярӑмӗ / XX ӗмӗр. 1990-1999 ҫҫ.

XX ӗмӗр. 1990-1999 ҫҫ.

1990 ҫ.

Паллӑ поэт-демократ К. В. Иванов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине ЮНЕСКОн XXV сессийӗнче 1990 ҫулхи паллӑ кунсен пӗтӗм тӗнчери календарьне кӗртни ҫинчен. 1990 ҫула К. В. Иванов Ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ. Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» Саккунне йышӑнни

1990 ҫ., 19 юпа

Чӑваш АССРне Чӑваш Социализмлӑ Совет Республикпе улӑштарни

1992 ҫ., 8 юпа

Чӑваш наци конгресӗн йӗркелӳ съезчӗ

1995 ҫ.

Чӑваш наци ӑслӑлӑхӗпе ӳнер академине йӗркелени

1995 ҫ., 24 ҫӗртме

Чӑваш патшалӑх Кунне ҫирӗплетни, ӑна пӗрремӗш хут уявлани

1996 ҫ., 23 ҫӗртме

Шупашкар хулинче «Храм патне каймалли ҫул» уҫни, унта Мускав тата Пӗтӗм Руҫ Патриархӗ II Алексий хутшӑнни

1996 ҫ., 27 утӑ

Мускав хулинче Б. H. Ельцинпа H. В. Федоров «Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх влаҫӗн органӗсемпе Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн органӗсем хушшинче ыйтӑва татса парас тата полномочисене уйӑрасси ҫинчен калакан договор»ҫине алӑ пусни

1997 ҫ., раштав

Николай Федоров Чӑваш Республикин Президентне иккӗмӗш хут суйланни

1998 ҫ., 31 утӑ

Чӑваш республикин патшалӑх наци политикин Концепцине тата ӑна 1998-2005 ҫулсенче пурнӑҫламалли Программӑна йышӑнни

1998 ҫ., ака

Мускавра И. Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитнине халалланӑ Чӑваш культура кунӗсем иртни

1999 ҫ., 15 пуш

«Анлӑ Атӑл ҫамрӑклӑхӗ» ятпа Пӗтӗм Раҫҫейри  студентсен пӗрремӗш фестивалӗ иртни

1999 ҫ., 6 раштав

Республикӑри районсене газификацилемелли программӑна вӗҫлени