XXI ӗмӗр. 2000-2009 ҫҫ. — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Главная / Истори / Пулӑмсен ярӑмӗ / XXI ӗмӗр. 2000-2009 ҫҫ.

XXI ӗмӗр. 2000-2009 ҫҫ.

2000 ҫ., 30 чӳк

Чӑваш Енӗн Ҫӗнӗ Конституцине иккӗмӗш созыври Патшалӑх Канашӗн черетсӗр 23-мӗш сессийӗнче йышӑнни

2000 ҫ., 15 раштав

Раҫҫейри чӑвашсен федераци наци культура автономине йӗркелес енӗпе ӗҫлекен учредительнӑй съезд

2001 ҫ., 20 нарӑс

Варнава Владыкӑна Митрополит ятне пани

2001 ҫ., 19 ҫӗртме

Мускав хулинче «Краткая чувашская энциклопедия» кӗнекен презентацийӗ иртни

2001 ҫ., 2 чӳк
2002 ҫ., 6 ҫӗртме

Шупашкар хулине 2001 ҫулшӑн «Раҫҫейри чи тирпейлӗ хула» ят парасси

2003 ҫ., 7 ака

Чӑваш Ен Президенчӗ «Чӑваш Республикинче ялти тӗслӗх библиотекисем йӗркелесси ҫинчен» Указӗ ҫине алӑ пусни

2005 ҫ., 29 ҫурла

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Владимирович Путин сӗннипе Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ Н.В. Федорова Президент полномочийӗсене пани

2006 ҫ., 7 пуш

Республикӑра «Чӑваш пики» конкурс пӗрремӗш хут иртни

2006 ҫ., 26 ҫу

Чӑваш Республикин муниципалитет пӗрлешӗвӗсен пӗрремӗш съезчӗ иртни

2007 ҫул

Ача ҫулталӑкӗ

2007 ҫ., 23 ҫӗртме

Куславкка районӗнчи Кунер ялӗнче 500-мӗш тӗслӗх библиотека уҫни.  Чӑваш Республикинчи ял библиотекисене ҫӗнетмелли патшалӑх программине вӗҫлени

2007 ҫ., 12 авӑн

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Енре ӗҫлӗ визитпа пулни

2007 ҫ, 5 юпа

Чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакана халалланӑ «Иван Яковлев» наци оперин премьери

2008 ҫул

Ырӑ ӗҫсен ҫулталӑкӗ

2008 ҫ.,15 ака

Шупашкар хулине I степеньлӗ Мир орденӗпе наградӑлани

2008 ҫ., 9-11 ҫу

Шупашкар хулинче хӑвӑрт утассипе 23 Тӗнче кубокне ирттерни

2008 ҫ., 29 ҫу

Чӑваш Республики Раҫҫей аталанӑвне, чапне тата мухтавне ӳстерме пулӑшакан тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн  Аслӑ Петӗр орденне тивӗҫни

2008 ҫ., ҫӗртме

Пӗрремӗш кӗлӗ пӳлӗмне Канаш хулинчи чугун ҫул вокзалӗнче уҫни

2008 ҫ., 1-5 ҫӗртме

Шупашкарта «Атӑл чиккинче» ятпа Пӗтӗм тӗнчери патриотла кинофильмсен пӗрремӗш кинофестивалӗ иртни

2008 ҫ., 6 ҫурла

Раҫҫей Президенчӗ Дмитрий Медведев Чӑваш Енре пулни

2008 ҫ., 20 пуш

«Нарспи»наци мюзиклне пӗрремӗш хут кӑтартни

2009 ҫул

Ҫӗр ӗҫченӗн ҫулталӑкӗ

2009 ҫ., нарӑс

В. В. Николаев академик ячӗллӗ преми йӗркелени

2009 ҫ., 4 ака

«Роснанотех» патшалӑх корпорацийӗпе Чӑваш Республики нанотехнологи сферинче пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлес ыйтусемпе канашлу ирттерни

2009 ҫ., 21 ака

Социаллӑ яваплӑх енӗпе Чӑваш Республикин Президенчӗн премине йӗркелени

2009 ҫ., 25 ака

Чӑваш Ен Наци радиовӗ пӗрремӗш хут эфира тухнӑ кун

2009 ҫ., 29 ака

Шупашкар хулинче Элли Юрьевӑн музей-галерейине уҫни

2009 ҫ., 8 ҫу

Чӑваш Республикин патшалӑх наградине – «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» ордена ҫирӗплетни

2009 ҫ., 10 ҫу

Ӳнер промыслисен «Паха тӗрӗ» фирмин никӗсӗ ҫинче чӑваш тӗррин «Паха тӗрӗ» музейӗ уҫни

2009 ҫ., ҫӗртме

Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи «Химпром» уҫӑ акционер обществин никӗсӗ ҫинче хӗвел модулӗсем кӑларакан Раҫҫейри пӗрремӗш завод тӑвасси ҫинчен калакан Килӗшӗве алӑ пусни

2009 ҫ., 1-13 чӳк

Хальхи Чӑваш Енпе паллашас тӗллевпе «Russia Today» Раҫҫей телеканалӗпе арабсен «Rusiya Al-Faum» телеканалӑн ӳкерӳ ушкӑнӗсем Чӑваш Ене ҫитсе курни

2009 ҫ., юпа

Чӑваш епископне Савватие (Антонова) Улан-Удэн тата Бурят епископӗ туса хуни

2009 ҫ., 27 чӳк

Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Чӑваш ачи, сассуна пар!» пӗрремӗш форумӗ иртни

2009 ҫ., 27 чӳк

Ҫамрӑксен «Хастар» общество пӗрлешӗвне йӗркелни