Хаҫат-журналсенчи истори материалӗсем — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Главная / Истори / Хаҫат-журналсенчи истори материалӗсем

Хаҫат-журналсенчи истори материалӗсем

«Тӑван чӗлхепе тухса тӑракан хаҫат-журнал пулман пирки патша саманинче пӗр халӑхӑн тепӗр халӑх прессипе усӑ курма тивнӗ. Чӑвашсене, сӑмахран, вырӑс периодикинче пичетленме май тупӑннӑ. Ҫавӑнпа та иртнӗ саманари публицистика хӑш нацин пулнине палӑртнӑ малтанхи икӗ уйрӑмлӑха – содержани тӗллевне тата авторӗ камне, кӑмӑл-туртӑмне тӗп вырӑна хумалла. Форми пирки калас пулсан, вӑл урӑх тӗрлӗ те пулма пултарнӑ. Наци пресси ҫукран чӑваш публицистикине вырӑсла ҫырса пичетленӗ. Тӗслӗхрен, Спиридон Михайлов чӑваша та тӑван чӗлхепе мар, вырӑсла ҫырма тивнӗ».

Данилов А. П., Тенюшев И. Я. Чӑваш публицистикипе журналистикин аталану тапхӑрӗсем.  Шупашкар, 2004. С. 4.

1906 ҫулхи январӗн 21-мӗшӗнче паллӑ ученӑй-энциклопедист, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен тӗпчевҫи Николай Васильевич Никольский тӑрӑшнипе «Хыпар» хаҫатӑн пӗрремӗш номерӗ тухнӑ.

«Хыпар» хаҫат тавра пуҫламӑш тапхӑртах чӑн-чӑн чӑваш ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ хӑйне евӗрлӗ сывлӑш йӗркеленнӗ. «ЧӐВАШ ӖҪЕ» ТЕ – НИМЕ; тен, чылай ХАЛӐХЛАРАХ – вӑл чӑваш халӑхӗн пурнӑҫӗн пур енӗсене те пырса тивет: йӑла-йӗркене тата культурӑна – унӑн мӗн пур анлӑшӗпе, сӑнӗ-сӑнарӗпе, чӗлхене, медицинӑна тата гигиенӑна, воспитани парассине тата вӗрентӳ ӗҫне, килти хуҫалӑха тата ҫӗр ӗҫне, ӑс-хакӑл пуянлӑхне тата ыт. те.

«Хыпарӑн» хӑйне евӗрлӗхӗ ҫакӑнта: ҫак хаҫат <…> хӑйӗн тымарӗсене ҫухатман. Телее, Никольский никӗслесе хӑварнӑ традицисем сыхланса юлнӑ. «Канаш» хаҫата та, «Чӑваш коммунине» те, «Коммунизм ялавне» те чӑваш халӑхӗ юратса вуланӑ. Вӗсенче, паллах, совет саманинчи ытти хаҫатсем пекех идеологи сӗмӗ тапса тӑнӑ пулин те Никольский никӗсленӗ «Хыпарта» ҫутатнӑ темӑсем — ыррине вӗрентни, пурнӑҫа лайӑхлатма пулӑшни – сыхланса юлнӑ».

Леонтьев А. П. Чӑваш пичечӗ XXI ӗмӗрте / А. Леонтьев // Хыпар. – 2001. – 23 кӑрлач (№13). – С. 2.

Иртнӗ ӗмӗрӗн 20-мӗш çулӗсенче «Канаш» республикӑн тӗп хаҫачӗ çумӗнче «Çамрӑк хресчен», «Çамрӑк коммунист», «Пирӗн ял», «Сунтал», «Капкӑн», «Ӗç хӗрарӑмӗ», «Ленин çулӗпе» кӑларӑмсем кун çути курнӑ. «Известия Революционного комитета автономной Чувашской области», «Чувашский край», «Алатырская трудовая газета» хаҫатсем чӑваш пурнӑҫне сӑнлакан хӑйне евӗр «Çулталӑк кӗнекисем» пулса тӑнӑ.

Хулара тата районсенче тухса тӑнӑ пӗрремӗш чӑваш хаҫачӗсем те тивӗҫлӗ вырӑн йышӑннӑ: «Ҫӗрпӳ халӑх хаҫачӗ» (Цивильская народная газета), «Шупашкар пурнӑҫӗ» (Чебоксарская жизнь), «Шупашкарти земски хаҫачӗ» (Чебоксарская земская газета), «Ӗҫ ялавӗ» (Знамя труда), «Етӗрне Совечӗн хресченсемпе рабочисен тата салтаксен депутачӗсен хыпарӗсем» (Известия Ядринского Совета крестьянских, рабочих и солдатских депутатов), «Самана» (Эпоха) т. ыт. те. Ҫав вӑхӑтри вулакансенчен нумайӑшӗ чӑвашла тухакан пӗрремӗш ятарлӑ журналсемпе те кӑсӑкланнӑ: ял хуҫалӑх енӗпе – «Çӗр ӗçлекен» (Земледелец), «Ана-çаран» (Пашни и луга), литература, ӳнер тата наука пӗлӗвӗ енӗпе – «Шурӑмпуç» (Заря), «Атӑл юрри» (Волжская песня), вӗрентӳ енӗпе «Халӑха вӗрентес ӗҫ» (Народное просвещение).

Ҫӳлерех асăннă хаҫат-журнал пурте Чăваш ҫĕрĕнчи пичет ĕҫне вăй илме тата аталантарма пулăшнă, чăваш литературипе чĕлхин традицийĕсене йĕркелеме пысăк витĕм кӳнĕ. Вӗсем «Чӑваш Республикин наци библиотекин» фондӗнче типтерлӗн упранаҫҫӗ. «Периодические издания Чувашии» электронлӑ коллекцире 1918 ҫултанпа пичетленсе тухнӑ  хаҫатсемпе журналсен 13750 кӑларӑмӗпе (2022 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне) паллашма май пур.

Пӑхма сӗнетпӗр:

Периодические издания Чувашской АССР. 1917-1968

Периодические издания Чувашской Республики. 1969-2000

Периодические издания Чувашской Республики, 2001-2011

Исследование А.Л. Леонтьева о становлении периодической печати в первой четверти XX века 

Фонд периодических изданий Национальной библиотеки Чувашской Республики

Периодические издания XVIII – начала XX вв. в фонде Национальной библиотеки Чувашской Республики