Истори — Страница 7 — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Главная / Истори (7-я страница)

Истори

Ăҫта тупма пулать чӑваш историне?

Ăҫта йӗрленнӗ-ши авал чӑваш ҫул-йӗрӗ?

Тен, ҫырнӑ пуль ӑна ҫӑка ҫулҫи ҫине,

Тен, тӳпере йӗрленнӗ ламтайсен ҫул йӗрӗ?…

Юхма, М. Сакӑр кӗтеслӗ тӗнче. Ш., 2003. С. 60.

«Чӑвашсем – Атӑл тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ тӗрӗк халӑхӗ». (Чӑваш халӑх сайчӗ)

Чӑваш халӑхӗ хӑҫан тата мӗнле пуҫланса кайни ҫинчен тӗрлӗ вӑхӑтри ӑсчахсем тӗрлӗрен калаҫҫӗ: пӗрисем вӗсене хальхи чӑваш ҫӗрӗнче чул ӗмӗрӗ вӑхӑтӗнче пурӑннӑ ҫынсенчен пуҫланса кайнӑ тесе шутлаҫҫӗ, теприсем – хунсен империнчи сӑварсенчен пулнӑ теҫҫӗ, хӑшӗсем – VII-XV ӗмӗрсенче Вӑта Атӑл тӑрӑхӗнче пурӑннӑ пӑлхар халӑхӗпе ҫыхӑнтараҫҫӗ тата урӑхла шутлакансем те пур.

«XVI-XVIII ӗмӗрсенче хӗвеланӑҫӗнчи патшалӑхсенчен Раҫҫее килсе ҫӳренӗ ҫулҫӳревҫӗсемпе историксем, сӑмахран, вӗсене е ҫармӑссемпе (марисемпе), е мордвасемпе пӗр халӑх тесе йышӑннӑ. XVIII ӗмӗрте чӑвашсем финн-угрсенчен тухнӑ текен теори ҫуралнӑ <…> Теприсем, чӑваш чӗлхи тӗрӗк чӗлхисене питӗ ҫывӑххине асӑрханӑ пулин те, финн-угр теорийӗнчен иртеймен. Хӑшӗ-пӗрисен шучӗпе тата чӑвашсем пӑлхар халӑхӗн пысӑк пайӗ финн йӑхӗсемпе пӗрлешсе кайса тӗрӗк чӗлхине йышӑннӑ ҫармӑссем пулнӑ иккен.

Уйрӑм этнографсем чӑвашсене аварсемпе пӑтраштарнӑ. <…>

Хӑшпӗр этнографсем – А. Фукс (Записки о чувашах и черемисах Казанской губернии), венгр ученӑйӗ П. Хунфальви т. ыт. те – хазарсене чӑвашсен тӗп аслашшӗсем тесе шутланӑ. П. Хунфальви ҫакна мадьяр чӗлхине кӗнӗ тӗрӗк сӑмахӗсенче чӑваш чӗлхин уйрӑмлӑхӗсем пуррипе, хазар чӗлхинче те чӑваш чӗлхи элеменчӗсене асӑрхама пулнипе ӑнлантарнӑ, хальхи чӑвашсенче «тахҫан ӗлӗк хӑватлӑ пулнӑ хазарсен несӗлӗсене» курнӑ.

XIX ӗмӗр варринче В. А. Сбоев этнограф (Заметки о чувашах) чӑвашсем пӑртассенчен пулса кайнӑ текен шухӑша каланӑ. Ҫакна вӑл пирӗн тӑрӑхра Пӑртас ятлӑ ялсем пуррипе ӗнентерме пӑхнӑ. <…>

Вырӑс историкӗ В.Н. Татищев XVIII ӗмӗртех пирӗн халӑха авалхи пӑлхарсем тенӗ. Ҫав теори никӗсне хывнӑ чех слависчӗ П.И. Шафарик чӑвашсем этногенез енчен хунсемпе хурӑнташлӑ пӑлхарсен йӑхӗсем тесе ҫирӗплетнӗ. Ун шучӗпе, пӑлхарсен пурнӑҫ йӑли-йӗркипе чӗлхи вӗсем тӗрӗксемпе питӗ ир хутшӑнса кайнӑ Уралпа Чуд тӑрӑхӗнчи йӑх-ӑрусем пулнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Авалхи пӑлхарсен масарӗсенчи палӑксем ҫине ҫырнӑ сӑмахсене дешифровка туни, вӗсенче чӑваш чӗлхи элеменчӗсене тупни, ҫавӑн пекех Н.И. Ильминский профессор славянпа пӑлхар чӗлхисенчи пайӑр ят сӑмахсен нумай пӗрпеклӗхне кӑтартса пани те, кайрантарахпа пӑлхар теорине ҫирӗп тымар яма пулӑшнӑ. <…>

Чӗлхе материалӗсемпе, хӗвелтухӑҫ ҫӗршывсенчи авторсен ӗҫӗсемпе туллин усӑ курса ҫырнӑ «Пӑлхарсемпе чӑвашсем» (Болгары и чуваши) ятлӑ тӗпчевӗнче (1902) Н.И. Ашмарин профессор, пӑлхарсемпе хунсен авалхи ҫыхӑнӑвӗсене тарӑннӑн уҫса панӑ май, хальхи чӑвашсем Атӑлҫи пӑлхарӗсен йӑхӗсем пулнине, вӗсем пӗр чӗлхепех калаҫнине ӗненмелле тӗслӗхсемпе ҫирӗплетсе парать, «чӑваш» этноним мари чӗлхинче авалхи чӑвашсенчен юлнӑ «суас» (чӑваш) е «суасла мари» (чӑваш ҫынни) сӑмахсенчен тухса кайнӑ тесе ӑнлантарать. «…Атӑлҫи пӑлхарсен чӗлхи хальхи чӑваш чӗлхипе пӗрешкелех», «Хальхи чӑвашсем никам та мар, Атӑлҫи пӑлхарсен тӗп йӑхӗсем» – ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тӑвать паллӑ ученӑй хӑйӗн тӗпчевӗнче.

В. В. Бартольд академик чӑвашсен сӗм-авалхи аслашшӗсене хунсемпе ҫыхӑнтарать. <…>

Паллӑ <…> тюркологсем Н. Ф. Катанов, С. Е. Малов, Н. А. Баскаков, В. Г. Егоров хӑйсен ӗҫӗсенче чӑваш чӗлхи авалхи пӑлхарсем калаҫнӑ тӗрӗк чӗлхинчен пулса кайнине кӑтартса панӑ. «Чӑваш чӗлхине эпӗ тӗрӗк чӗлхисенчен чи ватти тесе йышӑнатӑп. Чӗлхе тӗлӗшӗнчен чӑвашсене пӑлхар йӑхӗсем тесе шутламалла», – тенӗ, сӑмахран, С. Е. Малов академик, чӗлхен этногенезри пӗлтерӗшне тӗпе .хурса хакланӑ май («Хусан тутарӗсем пулса кайни» (Происхождение казанских татар) сборник, вырӑсла, Хусан, 1948, 117 с.). Ытти чылай ученӑй та (А. Ф. Лихачев, В. В. Радлов, И. Н. Смирнов, И. И. Миккола, А. А. Шахматов тата ытти историксемпе филологсем) пирӗн мӑн асаттесем пӑлхарсенчен тухнӑ пирки иккӗленмеҫҫӗ.

Ҫирӗммӗш ҫулсенче (XX ӗмӗр) чӑваш историкӗсен ӗҫӗсенчен М. П. Петровӑн (Тинехпи) «Чӑвашсем пулса кайни ҫинчен» (О происхождении чуваш) вырӑсла (Шупашкар, 1925) кӗнекине асӑнса хӑвармалла. <…> Ку кӗнекере <…> автор ҫапла каланӑ: «пӗртен-пӗр чӑвашсене ҫеҫ пӑлхарсен чӑн-чӑн таса йӑхӗсем тесе шутламалла» (С. 52) <…>

Чӑваш этнографӗ Г. И. Комиссаров «Хусан леш енчи чӑвашсем» (Чуваши Казанского Заволжья) ӗҫӗнче <…> чӑваш этногенезне анлӑраххӑн пӑхса тухать, чӑвашсем, пӑлхар йӑхӗ пулсан та, таса тӗрӗксем маррине, вӗсем тӗрӗксем финсемпе хутшӑнса кайса тӗрӗк паллисене ытларах йышӑннипе чӑмӑртаннине палӑртса хӑварать. <…>

В. Г. Егоров профессор калашле, «чӑваш несӗлӗсем пӑлхар-сӑвассемпе пӑрлешсе кайнӑ, вӗсем тӗрӗк чӗлхипе калаҫма пит лайӑх вӗренсе ҫитнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ чӑваш (сӑвас) халӑхӗпе чӗлхин чӑн историйӗ пуҫланать». («Хальхи чӑваш чӑлхи» (Современный чувашский литературный язык в сравнительно-историческом освещении), Шупашкар, 1971, С. 9). <…>

Дунай тӑрӑхӗнчи пӑлхарсен этнокультуринчи пӗрпеклӗхсем ҫинчен ҫырнӑ «Этнокультурные параллели дунайских болгар и чувашей» ӗҫӗнче П. В. Денисов чӑвашсен тӗрӗк чӗлхипе калаҫнӑ аслашшӗсем Аспарух (авалхи пӑлхарсен ханӗ) пӑлхарӗсемпе ҫывӑх хурӑнташлӑ пулнине нумай-нумай тӗслӗхпе ҫирӗплетсе парать.

В. Д. Димитриев профессор хӑйӗн тӗпчевӗсенче («История Чувашии XVIII века», «Чувашия в эпоху феодализма (XVI — нач. XIX вв., «Чӑвашсен иртнӗ пурнӑҫ шӑпи тата наци аталанӑвӗн паянхи ҫивӗч ыйтӑвӗсем» тата ыт. те) пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, чӑваш халӑхӗ X ӗмӗрте пӑлхар-сӑвассем финн-угрсемпе, уйрӑмах марисемпе, ассимиляци йӗркипе пӗрпекленнипе чӑмӑртанма пуҫланӑ. Ҫапла вара, ҫак процесс XV ӗмӗрте хальхи Чӑваш республикин ҫурҫӗр тӑрӑхӗнче хӑйне уйрӑм халӑх йӗркеленсе ҫитнипе вӗҫленнӗ. И. Д. Кузнецов профессор та хӑйӗн ӗҫӗсенче чӑвашсем пӑлхар йӑхӗнчен тухнине, пирӗн чӗлхе калаҫура ҫеҫ мар, ҫырулӑхпа шут ӗҫӗнче те Атӑлҫи пӑлхарӗсен чӗлхи пулнине ҫирӗплетет, чӑваш халӑхӗн кӑкӗ-тымарӗсене авалхи хуннсем хушшинче шырамаллине курать. <…>

Чӑваш этногенезӗн проблемисене тишкерес енӗпе А. П. Ковалевский Ахмед ибн Фадлан араб чӗлхипе ҫырнӑ сочиненисене тӗпченӗ ӗҫсем паллӑ выран йышанаҫҫӗ («Чуваши и булгары по данным Ахмеда ибн-Фадлана»). Унӑн тексчӗсене палеографи анализӗ туна май, тӗпчевҫӗ Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗнчи пӗр ӑрӑва «сӑвас» тенине ҫак сӑмах «чӑваш» этнонимӑн авалхи форми пулнине кӑтартса парать. Ун шухӑшӗпе, чӑвашсем шӑп пӑлхарсемех пулман, анчах вӗсен чӗлхин пӗр диалекчӗпе калаҫнӑ. <…>

Ҫапах та чӑваш этногенезӗн кӑткӑс ыйтӑвӗсене халлӗхе историографи материалӗсем пур енлӗн те ҫутатса параҫҫӗ теме ҫук-ха».

Каховский, В. Ф. Чӑвашсем : историллӗ-этнографиллӗ очерксем. Шупашкар, 1984. С. 11-27.

В. П. Иванов этнограф ученӑйсем XVIII ӗмӗртен пуҫласах чӑвашсем хӑш йӑхран тухнине пӑлӑртнӑ чухне тавлашу виҫӗ тезис тавра пулса пыни ҫинчен калать:

1) чӑваш этносӗн никӗсӗ – вырӑнти финн-угор (мари) халӑхӗ, вӗсем аякран килсе ҫитнӗ тӗрӗк чӗлхеллӗ пӑлхар-сӑвар йӑхӗсен культурипе чӗлхине вӑйлӑ витӗм кӳнӗ;

2) чӑвашсем уйрӑм халӑх (этнос) пек пирӗн эрӑчченхи VI ӗмӗрчченех Вӑтам Атӑл тӑрӑхне пысӑк йышпа килсе кӗнӗ пӑлхар тапхӑрӗчченхи тӗрӗкӗсен (добулгарских тюрков) никӗсӗ ҫинче йӗркеленнӗ, урӑхла каласан, кунта пӑлхарсемпе сӑварсем тата мари, мӑкшӑ удмурт халӑхӗсемпе ассимиляци йӗркипе пӗрпекленнӗ халӑхӗсем киличченех;

3) чӑваш этносӗ XIII-XVI ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ислам тӗнне йышӑнман, ытларах ҫӗр ӗҫлесе пурӑнакан пӑлхар халӑхӗн никӗсӗ ҫинче йӗркеленнӗ; вӗсем Атӑлӑн сылтӑм ҫыранӗнче Сӗве, Ҫавал, Енӗш тӑрӑх саланнӑ тата сулахай ҫыранӗн хӗррине Хусан еннелле вырнаҫнӑ, ҫавӑн пекех Чӑваш Енӗн ҫурҫӗр районӗнче тӗпленнӗ.

Иванов, В. П. Проблемы этнографии чувашского народа. Чебоксары, 2012. С. 11-12.

А. П. Салмин этнограф «Чӑваш халӑх историйӗ: тӗп версисене тишкерни» (История чувашского народа: анализ основных версий. Санкт-Петербург, 2017. 463 с.) кӗнекинче чӑвашсем пулса кайнин 6 тӗп версине тишкерет.

Чӑнах та «чӑваш халӑхӗн этникӑлла историне тӗпчекенсем умӗнче пӗтӗмӗшле, уйрӑммӑн тишкермелли ыйтусем татах та нумай <…>.

КАМСЕМ-ХА ВӖСЕМ – ЧĂВАШСЕМ? Ҫак питех те кӑткӑс ыйтӑва тӗрӗс ҫутатса парас ӗҫре <…> истори, археологи, антропологи, этнографи, лингвистика материалӗсемпе ытти тӗрлӗ источниксене пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнтарса тарӑннӑн тӗпченипе ҫеҫ чӑваш этногенезӗн ҫав тери кӑткӑс ыйтавӗсене наука тӗлӗшӗнчен тӗрӗс ҫутатса пама пулать <…> ».

Каховский, В. Ф. Чӑвашсем : историллӗ-этнографиллӗ очерксем. Шупашкар, 1984. С. 11-27.

Памяти знаменитого "чувашенина"

Белебенцев, Д. Н. Памяти знаменитого "чувашенина" : чего не хватает на ограде Летнего сада: [о жизни санкт-петербургских чувашей и о подготовке мемориальной доски в память архитектора Петра Егорова] / Д. Белебенцев // Советская Чувашия. - 2006. - 17 января. - С. 3. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Пуян пирӗн чӗлхе

Симаков, В. Е. Пуян пирӗн чӗлхе : [диаспорӑра пурӑнакан чӑвашсен шучӗ чакса пынин сӑлтавӗсем ҫинчен] / Виктор Симаков // Хыпар. - 2012. - 25 авӑн (№ 185). - С. 3. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Бичуринские чтения: история, культура и религия чувашей

Бичуринские чтения: история, культура и религия чувашей : материалы IX региональной научно-практической конференции, Тюмень, 21-22 ноября 2014 года / Тюменская областная общественная организация "Ассоциация чувашей “Таван”", Общество с ограниченной ответственностью "Культурное наследие Сибири "РОССТАНЬ”", 2015. - 184 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Вирьял Чӗлхи, эсӗ - Ылтӑн, эсӗ - Ахах!

Туркай, В. Вирьял Чӗлхи, эсӗ - Ылтӑн, эсӗ - Ахах! : [чӑваш чӗлхи ҫинчен] / Валери Туркай // Хыпар. - 2015. - 3 апрель/ака (№ 56/57). - С. 9. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Пӑлхар. Чӑваш ен

Кирюшин, Н. Н. Пӑлхар. Чӑваш ен : [статьясем] / Николай Кирюшин, 2017. - 142 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Значение исследований чувашской диаспоры в преподавании истории и культуры ро...

Васильев, В. А. Значение исследований чувашской диаспоры в преподавании истории и культуры родного края / В. А. Васильев // Актуальнi проблеми методики навчання iсторiї, правознавства та суспiльствознавчих дисциплiн. - Харьков, 2014. - Вып. 6. - С. 10-12. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Функционирование чувашского языка в диаспоре московского региона

Куцаева, М. В. Функционирование чувашского языка в диаспоре московского региона : специальность 10.02.02 "Языки народов Российской Федерации (урало-алтайские языки)" : диссертация на соискание ученой степени кандидата филологических наук / М. В. Куцаева ; научный руководитель Т. Б. Агранат, 2018. - 301 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Анат Камӑри чӑвашлӑх утравӗ

Симаков, В. Е. Анат Камӑри чӑвашлӑх утравӗ : [Тутарстанри Анат Камӑри чӑваш гимназийӗ уҫӑлнӑранпа вунпӗр ҫул ҫитни ҫинчен] / Виктор Симаков // Хыпар. - 2011. - 13 юпа (№ 200). - С. 4. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Вклад академика Г. Ф. Миллера в изучение чувашей

Салмин, А. К. Вклад академика Г. Ф. Миллера в изучение чувашей / А. К. Салмин // Миллеровские чтения - 2018: преемственность и традиции в сохранении и изучении документального академического наследия : материалы II Международной научной конференции, 24-26 мая 2018 г., Санкт-Петербург / Санкт-Петербургский филиал архива Российской академии наук ; составитель и ответственный редактор И. В. Тункина. - Санкт-Петербург, 2018. - С. 89-95. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Географические сведения о предках чувашей

Салмин, А. К. Географические сведения о предках чувашей / А. К. Салмин // Известия Русского географического общества. - 2013. - Т. 145 № 5. - С. 40-48. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее