Этнопедагогика — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Главная / Йӑла-йӗрке / Этнопедагогика

Этнопедагогика

«Ачасене пӑхса ӳстересси ҫинчен вӗрентекен наука – Ҫӗр ҫинчи чи авалхи наукӑсенчен пӗри. Этнопедагогика – ачасене пӑхса ӳстересси ҫинчен вӗрентекен халӑх науки. Ҫакнашкал наука пур халӑхӑн та пулнӑ, унсӑрӑн пӗр халӑх та сыхланса юлайман пулӗччӗ. Этнопедагогикӑна пуҫласа тӗпчекенӗ, ӑна уйрӑм наука тесе йӗркелесе яраканӗ – чӑваш ученӑйӗ Геннадий Никандрович Волков…», – палӑртать хӑйӗн шухӑшне чӑваш этнографӗ Е. Енькка 6-7-мӗш классем валли хатӗрленӗ «Тӑван ен: Чӑваш халӑхӗн XVI — XIX ӗмӗрсенчи пурлӑхпа ӑс-хакӑл культури» вӗренӳ пособийӗнче.

Г. Н. Волковӑн вӗрентӗвӗпе кирек ӑҫта та усӑ курма пулать: ҫемьере те, ҫемье тулашӗнче те, вӗрентӳпе воспитани паракан мӗн пур учрежденире те. Г. Н. Волков йӗркеленӗ этнопедагогика наукин усӑ параслӑхӗ питӗ пысӑк, вӑл этем пахалӑхӗн чи кирлӗ енне – кӑмӑл пархатарне пуянлатать.

Чӑваш халӑхӗн XVI – XIX ӗмӗрсенчи пурлӑхпа ӑс-хакӑл культурине тӗпченӗ май Е. Енькка ҫапла ҫырать: «Чӑваш культуринче ҫичӗ пил ӑнлав пур. Ҫын ҫак ҫичӗ пилпе килӗшӳллӗ  пурӑнать пулсан ӑна чӑн-чӑн ҫын тесе шутланӑ. Чылай халап-юмахра, ҫырса пынисенче ҫичӗ пил ҫинчен тӗрлӗрен калани тӗл пулать. Сӑмахран, Улӑп ҫинчен калакан юмахсенче ҫын телейлӗ пуласси ҫичӗ сӑлтавран килнине палӑртнӑ. Вӗсем ҫаксем: сывлӑх, юрату, лайӑх мӑшӑр, сак тулли ача-пӑча, хут вӗренни, ал ӗҫ туни, ҫуралнӑ ҫӗршыв.

И. Я. Яковлев «Чӑваш халӑхне панӑ халалра» туслӑхпа килӗшӗве, Тӑван ҫӗршыва юратнине, ҫирӗп ҫемьепе, урӑ пуҫпа пурӑннине, ӳкӗте кӗнине, ӗҫе юратнине, тӳрӗлӗхе, сӑпайлӑха асӑнать. Чӑвашсем пӗчӗк ачасене ҫапла вӗрентсе каланӑ: «Сахал пупле, нумай итле, юлхав ан пул, ҫынран ан кул, шӳт сӑмахне ҫӗкле, пуҫна пит ан ҫӗкле». Ҫапла вӗрентсе каланисем ытти халӑхӑн та пур. Христиансен вунӑ халал, вӗсенче ҫакӑн пек вӗрентсе каланисем пур: ан вӗлер, аҫупа аннӳне сума су, хисепле, кӳршӗн пуянлӑхне ан хапсӑн, хӑвӑн арӑмна, упӑшкуна хисепле, ан суй. Мӑсӑльмансен йӗркипе, кашни ҫыннӑн чухӑнсене пулӑшмалла, эрех-сӑра ӗҫмелле мар. Буддизм тӗнӗнче ҫынна вӗлерме, вӑрлама, суйма, ӗҫкӗ-ҫикӗпе иртӗхме юраманни ҫинчен каланӑ.

Чӑваш этнопедагогикинче ачасене пӑхса ӳстерессин ҫичӗ тӗсне палӑртаҫҫӗ. Вӗсене ҫамрӑк ӑрӑва хисепе тивӗҫлӗ тата телейлӗ ҫынсем тӑвас тӗллевпе ырӑ сунса, вӗрентсе каланӑ ҫичӗ пил теме пулать.

  1. Ӗҫе хӑнӑхтарса ӳстересси. Мӗн пӗчӗкрен ача ӗҫлеме, тӗрлӗ ал ӑсталӑх ӗҫне вӗренсе тата хӑнӑхса пынӑ, кахалланса ӗҫлемесӗр ларман.
  2. Ачасене йӗркеллӗ, кӑмӑл-туйӑмлӑ пулма вӗрентесси. Йӗркеллӗ те чыслӑ пулма вӗрентни ачасене тӳрӗ, ырӑ кӑмӑллӑ пулма, ваттисене хисеплеме, ҫемьене упрама, туслӑ пулма хистенӗ. Тӑван ҫӗршыва, халӑха юратма, тӑван халӑхӑн тата ытти халӑхсен йӑли-йӗркине, чӗлхисене хисеплеме вӗрентнӗ.
  3. Ачан ӑс-тӑнне аталантарасси. Чӑвашсем ачасен ӑс-тӑнне, асра тытассине аталантарнӑ, вӗсене шухӑшлама вӗрентнӗ. Ачасем тӗрлӗ пӗлӳ илнӗ, вулама-ҫырма хӑнӑхнӑ.
  4. Илемлӗхе ӑнланма вӗрентесси. Ҫак сапӑрлӑхӑн тӗп тӗллевӗ вӑл — илемлӗхе курма тата ӑна тума вӗрентесси.
  5. Вӑй-хала ӳстерме хӑнӑхтарса пырасси. Ачасене сывлӑха упрама, вӑйлӑ та хӑюллӑ пулма вӗрентнӗ.
  6. Ачасене перекетлӗ пулма хӑнӑхтарасси. Ашшӗ-амӑшӗ ачисене тумтире, япаласене, ҫут ҫанталӑка упрама, ҫын ӗҫне хаклама, тиркевсӗртерех пулма вӗрентнӗ.
  7. Харпӑр хӑйне тытма вӗрентесси. Ача-пӑчана ҫынсемпе хутшӑнма, тӗрӗс те илемлӗ калаҫма, сӑпайлӑ та йӗркеллӗ пулма тата эрех-сӑрапа ӗҫке ернинчен йӗрӗнме вӗрентнӗ.

Ӗҫе хӑнӑхтарас йӑлана чӑвашсем тӗп вырӑна хунӑ. Ку йӑла ытти мелсен никӗсӗ шутланнӑ. Сӑмахран, кахал ҫын ыттисене пулӑшас тесе тӑрӑшмасть. Ӗҫлесен ҫеҫ тата ӗҫпе кӑна кӑткӑс ыйтӑва татса пама пулать. Пӗрпӗр илемлӗ япала тӑвас тесен вӑй хумалла, ӗҫлемелле. Вӑй-хал ӗҫӗ кӗлетке-ҫурӑма аталантармалли чи лайӑх мел шутланать.

Чӑваш ачисене 3 ҫултах ӗҫлеме, кил-йыша пулӑшма хӑнӑхтарса пынӑ.

Г. Н. Волков ҫырнӑ тӑрӑх, иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсенчи чӑваш ученӑйӗсем 80-90 ҫулхи ватӑсенчен вӗсем 10- 12 ҫулта чухне мӗн-мӗн ӗҫлеме пултарни ҫинчен ыйтса пӗлнӗ.

Арҫынсем 100-110 тӗрлӗ ӗҫ – вутӑ ҫурма, вӗрен-пӑяв явма, ҫӑпата тума, ҫатан авма, сӑран атӑ-пушмак юсама, выльӑх-чӗрлӗх пӑхма, утӑ ҫулма, тырӑ вырма, капан хывма, лаша кӳлме, сухалама, сӳрелеме тата ытти ӗҫе те пӗлни ҫинчен каланӑ. Хӗрарӑмсем 120-130 тӗрлӗ ӗҫ — кӑмака хутни, апат пӗҫерни, чашӑк-тирӗк ҫуни, кил-ҫуртра тирпейлени, пӗчӗк ачасене пӑхни, арлани, пир тӗртни, тӗрлени, кӗпе-йӗм ҫӗлени, ҫуни, ӗне суни, утӑ ҫулни, тырӑ вырни, ҫум ҫумлани, выльӑх-чӗрлӗх пӑхни т.ыт.те туни ҫинчен асӑннӑ.

Пирӗн мӑн асаттесен шухӑшӗпе, ҫыннӑн ӗҫе юратмалла ҫеҫ мар, унӑн яланах ӗҫлес туртӑм, ӗҫлес кӑмӑл пулмалла, вӑхӑта усӑсӑр ирттермелле мар. Вырӑсла «свободное время» тени те чӑвашла «ирӗклӗ вӑхӑт» тесе мар, «пушӑ вӑхӑт» тесе куҫать.

Чӑваш ачи пӗчӗклех ашшӗ-амӑшӗпе, аслашшӗ-асламӑшӗпе пӗрле ӗҫлеме пуҫланӑ. Малтан аслисене ӗҫ хатӗрӗсем парса тӑнӑ, вӗсем мӗнле ӗҫленине сӑнанӑ. Унтан ӑна ӗҫе «вӗҫлеме» вӗрентнӗ. Сӑмахран, ҫӗленӗ чухне ҫип татма, пӑтана вӗҫне ҫитиччен ҫапса лартма хӑнӑхтарнӑ. Ӳснӗ май ача кӑткӑсрах ӗҫсем пурнӑҫланӑ, майӗпен ашшӗ-амӑшӗ тума пӗлекен ӗҫсене те вӗренсе пынӑ.

Кашни ачана пӗчӗклех йӑран уйӑрса панӑ. Вӗсем хӑйсен йӑранӗсене аппӑшӗ-пиччӗшӗсемпе ӑмӑртсах шӑварнӑ, ҫумран тасатнӑ. Кӗркунне вара кам мӗн чухлӗ ҫимӗҫ туса илнине танлаштарнӑ. Кашни ачан юратнӑ выльӑх, хур-кӑвакал чӗппи е йытӑ-кушак ҫури пулнӑ, вӗсене хӑйсемех пӑхнӑ.

Ҫапла майӗпен ачасем вӑй ҫемми ӗҫрен пуҫласа хуҫалӑхри пур ӗҫе те тума вӗренсе ҫитнӗ. Кил-йыш ырлӑхӗшӗн вӑй хуни вӗсене савӑнтарнӑ.

Чӑваш ачисем пӗчӗклех ӗҫлеме хӑнӑхнӑ, хӑш-пӗр чухне вара аслисене кура «ытлашши тӑрӑшни те» пулнӑ. Сӑмахран, кая юлса пулакан ҫӗр улмине вӑхӑт ҫитмесӗрех кӑларса ӑна тӗпсакайне антарса хунӑ тӗслӗхсем те пулнӑ. Кун пек чухне аслисем ашкӑнчӑксене мухтама та, ятлама та пӗлмен.

Ачасем, паллах, ашшӗ-амӑшне пур ӗҫре те пулӑшнӑ. Хальхи вӑхӑтра та чӑвашсем ачасене ӗҫе хӑнӑхтарса ӳстерессине тӗпе хураҫҫӗ.

Ачасене йӗркеллӗ, кӑмӑл-туйӑмлӑ пулма вӗрентесси. Хӑйне те, ыттисене те нихӑҫан та усал тӑвас мар тесен ачан мӗнле пулмалла-ши? Ӑна йӗркеллӗ, ырӑ кӑмӑллӑ пулма мӗнле вӗрентмелле-ши? Пӗчӗк ача мӗнле пурӑнмаллине, лайӑххине усаллинчен уйӑрса илме хальлӗхе пӗлмест-ха. Ӗлӗк ҫынсен телевизор та, Интернет та, тӗрлӗ журналпа видеофильм та пулман. Ача ҫынсене, ҫут ҫанталӑка сӑнаса ӳснӗ. Вӑл ашшӗ-амӑшӗнчен, аслашшӗ-асламӑшӗнчен, кӳршисенчен ырӑ тӗслӗх илсе вӗсем пек пулма вӗреннӗ. Ҫавӑн пекех хӗвелпе ҫӑлтӑрсене, килти выльӑх-чӗрлӗхе, тискер чӗр чунсене, тӗрлӗ курӑк мӗнле ӳснине, кайӑксем йӑва мӗнле ҫавӑрнине сӑнанӑ. Ача майӗпен ҫакна ӑнланнӑ: Ҫӗр ҫинче мӗн пурри пурте чӗрӗ, вӗсем ӗҫлеҫҫӗ, ӳсеҫҫӗ, улшӑнаҫҫӗ, ҫынсем пӗр-пӗрне пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ, этем хӑйӗн Тӑван ҫӗршывӗшӗн, ҫуралнӑ вырӑнӗшӗн тунсӑхлать, ҫут тӗнчере пурин те тӑван чӗлхе пур, пӗр чӗрӗ чун та хӑйӗн тӑванӗсемсӗр тата ачисемсӗр пурӑнаймасть.

Ачан ӑс-тӑнне аталантарасси. Авал чӑваш ачисем шкулта вӗренмен, вӗсем валли шкул ҫурчӗсем те, хальхи пек ятарлӑ вӗренӳ кӗнекисем те, учительсем те пулман. Ачасене ял пурнӑҫӗ, тавралӑх, ҫут ҫанталӑк пурӑнма вӗрентнӗ, аслисем тӗрлӗ пӗлӳ панӑ, вӗсен ӑс-тӑнне аталантарнӑ.

Ачасем ҫут ҫанталӑк пуянлӑхне — ӳсентӑран, хурт-кӑпшанкӑ, кайӑксем, тискер кайӑксем, чул, юхан шыв, пӗлӗт, тӑпра тата ытти ҫинчен уйрӑмах нумай пӗлнӗ, мӗншӗн тесен вӗсем ҫинчен кӗнекесенчи ӳкерчӗксем тӑрӑх мар, хӑйсене курса вӗреннӗ.

Аслисене пулӑшма тытӑннӑ вӑхӑтранах ачасен «математика урокӗсем» пуҫланнӑ. Сӑмахран, тӗрӗс те илемлӗ тӗрлес тесен хӗр ачан ҫип шутлама, хисепне палӑртма тата геометрилле эрешсем тума пӗлмелле пулнӑ.

Аслашшӗне ҫӑпата тума виҫӗ ҫулхи Арсайӑн шӑп ҫичӗ пушӑт илсе памалла пулнӑ. Сакӑр ҫулхи Ильнер хӑй ҫӑпата тума пуҫланӑ; аслашшӗ вара мӑнукне тупмалли юмах тупсӑмне пӗлме ыйтать: «Пӗр пуҫ – виҫ кӗтес, тепӗр пуҫ — тӑват кӗтес, пӗлмесен хам калӑп». Ильнер шухӑшласан-шухӑшласан парӑнать: «Кала», – тет. Аслашшӗ: «Калӑп», – тет. Ильнер каллех: «Кала!» – тет. Аслашшӗ каллех: «Калӑп!» – тет. Аслашшӗн хуравӗ тупмалли юмахӑн тупсӑмӗ пулчӗ те, Ильнер ӑна кайран тин ӑнкарса илет.

Калӑппа ҫӑпата тунӑ чухне усӑ курнӑ. Ҫав хушӑрах калӑп сӑмахӑн тепӗр пӗлтерӗш пур. Калӑп тени кала глаголӑн пулас вӑхӑтри формине палӑртать.

Тупмалли юмахсем ачасене ӑс-хакӑл енчен тӗрӗс пӑхса ӳстерес ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Вӗсем япаласемпе пулӑмсене яланхи пек мар, урӑхла курма вӗрентнӗ, шухӑшлава аталантарнӑ.

Хальхи ачасем лавккара туяннӑ теттесемпе выляҫҫӗ е вӗсене хатӗр пайсенчен пуҫтараҫҫӗ. Ӗлӗк вара хӑйсемех тунӑ, унсӑр пуҫне вӗсене ӑсталамалли япаласене те тупнӑ е суйласа илнӗ. Ҫакӑ шухӑшлава аталантарнӑ, мӗншӗн тесен ҫут ҫанталӑкра тӗрлӗ тетте тумалли япаласемпе кирлӗ пайсем пластмасса конструктортинчен нумайрах.

Чӑваш, мари, тутар, вырӑс ялӗсем юнашарах вырнаҫнӑ пулсан 5-6 ҫулхи ачасем ялан тенӗ пекех 2-3 чӗлхе пӗлнӗ. Паллах, темиҫе чӗлхе пӗлни ачана лайӑхрах шухӑшлама пулӑшнӑ. Аслӑрах ачасене ӑс-тӑна аталанма пулӑшакан ятарлӑ задачӑсем шутлаттарнӑ. Вӗсене ӑсра е хӑйӑр ҫинче патаксемпе чӗркелесе шутланӑ. Ҫурт-йӗр тунӑ, хӳме-карта тытнӑ чухне те ҫавӑн пек задачӑсем нумай шутлама тивнӗ.

Илемлӗхе ӑнланма вӗрентесси. Тӗпчевҫӗсенчен нумайӑшӗ пирӗн несӗлсем япаласене питӗ илемлӗ тума пӗлнине палӑртнӑ.

Ытти ӗҫсене тума хӑнӑхтарнисӗр пуҫне, кашни хӗр ачанах тӗрлеме, арҫын ачана йывӑҫ касса эрешлеме вӗрентнӗ. Ку таранччен упранса юлнӑ чӑваш тӗррисенчен (вӗсем ҫӗршер шутланаҫҫӗ) пӗр пеккисем ҫук. Касса илемлетнӗ йывӑҫ алтӑрсем те кашниех тӗрлӗрен.

Чӑваш хӗрарӑм ӗсем кашниех чӑн-чӑн илем ӑсти, художник пулнӑ. Кашни арҫын ал ӑсталӑхне аван пӗлнӗ. Ачасене юрра-кӗвве мӗн пӗчӗкрен хӑнӑхтарса ӳстернӗ. Вылянӑ чухне те, ӗҫленӗ чухне те вӗсем тавра юрӑ-кӗвӗ янӑранӑ. Ача малтан аслисене курса юрланӑ, ташланӑ, каярахпа вара сӑмахӗсене те, кӗввине те хӑех шухӑшласа кӑларнӑ. Кашни чӑваш ачи юрлама, ташлама, музыка инструменчӗсем калама пултарнӑ. Ҫитӗннисем те кашниех сӑвӑ-юрӑ калама, юрлама тата ташлама пӗлнӗ. Ӗлӗк ачасене, хальхипе танлаш тарсан, илемлӗхе туйма туллинрех вӗрентнӗ.

Вӑй-хала ӳстерме хӑнӑхтарса пырасси.

Елӗк ачасем, хальхи тантӑшӗсемпе танлаштарсан, вӑй-хал енчен лайӑхрах аталаннӑ, мӗншӗн тесен вӗсем пӗчӗклех тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫланӑ, уҫӑ сывлӑшра вылянӑ, сахӑр-канфет ҫимен, сӗт ӗҫнӗ. Ун чухне телевизор пулман. Хальхи вӑхӑтра ачасем нумай хушӑ пӗр тапранмасӑр телевизор, компьютер умӗнче лараҫҫӗ. Ҫакӑ питӗ сиенлӗ.

Ӗлӗкхи ача-пӑча вӑййисенчен чылайӑшӗ — ӑмӑртмалла чупни (уйрӑмах тӳрем мар вырӑнта чупни), мӗн те пулин ывӑтмалла выляни, ҫӳллӗшпе тӑршшӗне сикни, мечӗкле выляни, йӗлтӗрпе, йывӑҫ тӑркӑчпа (конькипе) ярӑнни — чӑн-чӑн спорт вӑййисем пулнӑ.

Пӗчӗк ачана мӗн утма пуҫличчен кашни кунах шыва кӗртнӗ. Аслӑраххисем ҫӑвӗпех уҫӑ сывлӑшра ҫӳренӗ, вылянӑ, юхан шывра е пӗвере (тарӑн мар, пӗлекен вырӑнсенче) чӑмпӑлтатнӑ. Арҫын ачасемпе хӗр ачасем уйрӑммӑн кӗнӗ, мӗншӗн тесен пурте ҫаппа-ҫарамас пулнӑ.

Ҫакӑ пӗр енчен лайӑх та — шыва кӗрсе тухнӑ хыҫҫӑн ачасен ҫи-пуҫӗ йӗпенмен. Ҫуллахи вӑхӑтра хӗр ачи те, арҫын ачи те ҫара уранах ҫӳренӗ. Ҫакӑ пӗтӗмпех организма пиҫӗхтерме май панӑ.

Ачасене вӑй-хал енчен тӗрӗс пӑхса ӳстерме чи малтанах ӗҫ пулӑшнӑ. Чӑваш ачисем пахчара ӗҫленӗ, картиш шӑлнӑ, пӗчӗк витресемпе шыв ӑсма кайнӑ, турат иртнӗ, аслӑк ҫине утӑ илме хӑпарнӑ, пахча ҫимӗҫ шӑварнӑ тата ытти ӗҫсене те тунӑ.

Ачасене перекетлӗ пулма хӑнӑхтарасси.

Чӑваш ҫынни ачана пӗчӗкренех ӗҫе хӑнӑхтарса ӳстернӗ. Кашни япалана, ҫӑкӑр-тӑвара, ытти ҫимӗҫе тума нумай вӑй хумалла пулнӑ. Ачасем ҫакна хӑйсен куҫӗпе курса ӳснӗ. Ҫавӑнпа вӗсем перекетлӗ, тирпейлӗ пулма тӑрӑшнӑ. Кӗҫӗннисем ялан тенӗ пекех пиччӗшӗсемпе аппӑшӗсенчен юлнӑ тумтире тӑхӑннӑ. Ҫӗтӗлнӗ тумтире яланах сапланӑ, ҫӗмӗрӗлнӗ япаласене кӑларса пӑрахман, вӗсене юсанӑ.

Чӑвашсем юр-вара (ӗҫмелли-ҫимеллине) ҫителӗклӗ хатӗрлеме тӑрӑшнӑ, мӗн пуррине перекетлӗ тыткаланӑ. Ҫапла вара ачасем те аслисене кура перекетленӗ, тирпейлӗ пулма вӗреннӗ. Хӑш-пӗр ҫемьесенче ашшӗ-амӑшӗ сутуилӳ ӗҫӗпе аппаланнӑ, сутлӑх тӗрлӗ япала ӑсталанӑ. Вӗсене ачасем пулӑшнӑ, хальхи пек каласан, пӗчӗклех суту-илӳ ӗҫне йӗркелекенсем пулса тӑнӑ. Малтанхи чӑваш купси П. Е. Ефремов ашшӗне ача чухнех тыр-пул сутас-илес ӗҫре пулӑшнӑ, документсем ҫине те ашшӗ вырӑнне алӑ пуснӑ.

Харпӑр хӑйне тытма вӗрентесси. Ача чӳкӗ ирттернӗ чухне пепкене ҫапла каланӑ: «Ачан чӗлхи ҫемҫе, хӑй кӑмӑллӑ пултӑр, аслине пичче тесе, кӗҫӗннине шӑллӑм тесе чӗнтӗр; ватӑ ҫынсене тӗл пулсан вӗсемпе кӑмӑллӑ калаҫса лайӑх ирттерсе ятӑр». «Ҫемҫе чӗлхе» тени тӗрӗс тата кӑмӑллӑ калаҫма пӗлнине пӗлтерет. Чӑваш чӗлхи – чӑннипех питӗ ҫемҫе чӗлхе, унта киревсӗр, усал сӑмахсем ҫук.

Ҫын хӑйне ыттисемпе тыткалама пӗлнине питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ тесе шутланӑ. Ачасене ҫак йӗркене пӗчӗклех хӑнӑхтарнӑ. Хӑйсенчен аслисене хисеплеме, кӗҫӗннисемпе ҫепӗҫ пулма, пӗр сӑмахпа каласан, пуринпе те кӑмӑллӑ пулма вӗрентнӗ. Тӗпчевҫӗсенчен нумайӑшӗ чӑваш ачисем лӑпкӑ, йӗркеллӗ, сӑпайлӑ, кӑмӑллӑ пулнине палӑртнӑ.

Кӑмӑл. Ҫын илемлӗхӗ. Пирӗн чӗлхере кӑмӑл сӑмах пур. Ӑна вырӑсла пӗр сӑмахпа куҫарма та, вӑл мӗне пӗлтернине кӗскен ӑнлантарса пама та ҫук. Ку сӑмах нумай пӗлтерӗшлӗ пулнине Н. И. Ашмаринӑн 17 томлӑ словарӗнчи тӗслӗхсенчен курма пулать. Унта кӑмӑл сӑмахпа тӗрлӗ пӗлтерӗшлӗ 72 сӑмах ҫаврӑнӑшӗ илсе кӑтартнӑ. Тӗслӗхсем: уҫӑ кӑмӑллӑ (выр. щедрый), кӑмӑл хуҫӑлни (выр. огорчение), хытӑ кӑмӑллӑ (выр. жестокий), ӑшӑ кӑмӑллӑ (выр. ласковый), кӑмӑл ҫӗкленни (выр. вдохновение) т. ыт. те.

Чӑвашсен шучӗпе, этем ӳт-пӳрен, ӑс-тӑнран, чунтан тата кӑмӑлтан тӑрать, анчах чӑн-чӑн ҫыннӑн чи малтанах ырӑ кӑмӑллӑ пулмалла.

Ҫире кӑлтӑксем пур, вӑл ачаранах чирлӗ, ытлашши ӑслах мар пулсан та ырӑ кӑмӑллӑ ҫын лайӑх ҫын шутланнӑ.

Кӑмӑл сӑмах ҫыннӑн ӑшри шухӑш-кӑмӑлне, ҫав шутрах кӑмӑл уйрӑмлӑхӗсене те пӗлтерет. Чун ҫыннӑн та, чӗр чунсен те пур пулсан, кӑмӑл вара ҫыннӑн ҫеҫ пулать, вӑл унӑн пахалӑхӗ. Ҫын кӑмӑлне ҫавӑрса улӑштарма, лайӑхлатма пулать.

Чӗлхере илеме, ҫав шутра ҫын илемлӗхне, кӑтартакан сӑмахсем чылай. Сӑмахран, илем, хитре, чипер, маттур, нӗр, чечен, хӳхӗм, селӗм, сӗреп, хӑт, кӗрнек, ӗлккен, капӑр, шӑма, шеп т. ыт.те. Ҫак сӑмахсем пурте «хитре, илемлӗ» тенине пӗлтереҫҫӗ, апла пулин те кашни сӑмахӗн хӑйӗн пӗлтерӗш сӗмӗ пур. Тӗслӗхрен, чипер сӑмах йӗркеллӗ тата телейлӗ ҫыннӑн илемлӗхне кӑтартать; маттур тени — сывлӑх, вӑй-хал илемне; селӗм – капӑр, ҫепӗҫ илеме; ӗлккен – капмар, чаплӑ илеме; сӗреп – ҫын хӑйне килӗшӳллӗ, чыслӑ тытма пӗлнин илемне т.ыт.те. Чӑвашсен шучӗпе, кашни ҫын хӑйне май илемлӗ…» (С. 69-78).

Татьяна Ивановна Петрова профессор, этнопедагог «халӑх упранаслӑхӗ – халӑх педагогикинче», – тесе шутлать: «Чӑваш халӑхӗн вӗрентӗвӗ – тӗнчере сайра тӗл пулакан цивилизаци палӑрӑмӗ. Виҫӗ пин ҫулхи халӑх историйӗнче ку тӗлӗшрен калама ҫук пысӑк пуянлӑх пуҫтарӑннӑ. Çӗр ӗҫне юратасси те, этномузыка культури те, кӗлӗ, пил сӑмахӗсем те, общество хутшӑнӑвӗсем те – пурте халӑх йӑли-йӗркинче паян кунчченех упраннӑ. Çавсемпе кирлӗ пек усӑ курмалла ҫеҫ. Ас тӑвӑм – халӑх педагогикинче усӑ курмалли тӗп ӗҫ хатӗрӗ. Вӑлах халӑх пурнӑҫне йӗркелекенӗ те, пӗр чӑмӑра пуҫтараканӗ те, наци мӑнаҫлӑхне чӗртсе тӑраканӗ те… Çак хӑватлӑ ӗҫ хатӗрӗсемпе усӑ курса этнопедагогика ӑслӑлӑхӗ халӑха хӑйне евӗрлӗ пулса пурӑнма, пӗр сӑмахпа, упранма пулӑшать. Апла тӑк, вӑл чӑвашсене кӑна мар, кашни халӑхах кирлӗ. Нацисен хушшинче пӗр-пӗрне ӑнланманлӑх, хирӗҫ тӑру пынӑ саманара – пушшех те…» (Хыпар. 2005. 28 авӑн).

О воспитании

О воспитании : [аудиолекция] / Национальная библиотека Чувашской Республики, 2022. - Устная речь (исполнительская) : электронная. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Детские игры и забавы

Детские игры и забавы : [аудиозапись] / Национальная библиотека Чувашской Республики, 2022. - Устная речь (исполнительская) : электронная. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Общечеловеческое значение этнопедагогических идей академика Г. Н. Волкова

Федотов, В. А. Общечеловеческое значение этнопедагогических идей академика Г. Н. Волкова / В. А. Федотов // Этнопедагогика: проблемы, перспективы : материалы международной научно-практической конференции, посвященной памяти академика РАО Г. Н. Волкова, 15 нояб. 2013 г. / Полномочное представительство Чуваш. Респ. при Президенте Рос. Федерации, И-т образования человека, Науч.-исслед. ин-т этнопедагогики им. Г. Н. Волкова, Чуваш. гос. пед. ун-т им. И. Я. Яковлева. - М., 2013. - С. 15-16. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Этнопедагогические основы физического воспитания чувашей

Пьянзина, Н. Н. Этнопедагогические основы физического воспитания чувашей : [монография] / Н. Н. Пьянзина, Т. Н. Петрова. - 104 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Чувашская этнопедагогика

Волков, Г. Н. Чувашская этнопедагогика / Г. Н. Волков. - 512 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Пансофия этнопедагогики

Пансофия этнопедагогики : сборник научных статей / Чуваш. гос. пед. ун-т им. И. Я. Яковлева, 2007. - 196 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Использование национально-регионального компонента в трудовом воспитании млад...

Григорьева, Л. Г. Использование национально-регионального компонента в трудовом воспитании младших школьников (на примере Чувашии) / Л. Г. Григорьева // Вестник Московского государственного гуманитарного университета им. М. А. Шолохова. - Москва, 2010. - № 1. - С. 31-41. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Толерантность как образовательный универсум

Кузнецова, Л. В. Толерантность как образовательный универсум / Л. В. Кузнецова // Вестник Чувашского государственного педагогического университета имени И. Я. Яковлева. - Чебоксары, 2007. - № 1 (53). - С. 19-23. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Приобщение детей старшего дошкольного возраста к народным традициям физическо...

Махалова, И. В. Приобщение детей старшего дошкольного возраста к народным традициям физического воспитания / Ирина Владимировна Махалова // Вектор науки Тольяттинского государственного университета. Сер., Педагогика, психология. - 2014. - № 2. - С. 145-149. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Диагностика сформированности представлений детей 6-7 лет о народных культурны...

Махалова, И. В. Диагностика сформированности представлений детей 6-7 лет о народных культурных традициях физического воспитания / Ирина Владимировна Махалова // Вектор науки Тольяттинского государственного университета. Сер., Педагогика, психология. - 2014. - № 1 (16). - С. 138-143. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее