Чӑваш халӑх вӑййисем — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Главная / Йӑла-йӗрке / Вӑйӑ-кулӑ / Чӑваш халӑх вӑййисем

Чӑваш халӑх вӑййисем

Гали, гали, стоп!

Ку – сăмах тупмалли вăйă. Пĕри ачасен умне тухса сăмах туптарать. Анчах вăл малтан сăмахĕ мĕне пĕлтернине, мĕнле саспаллипе пуçланса мĕнле саспаллипе пĕтнине, кирлех пулсан, миçе саспаллирен тăнине асăрхаттарать. Тĕслĕхрен, хула ячĕ «А» саспаллирен пуçланать те «К» саспаллипе пĕтет. Ачасем черетпе хăйсен сăмахĕсене калаççĕ, сăмахĕ тĕрĕс пулсан, ыйтаканни айккинелле чупса тарать. Тĕрĕс сăмах тупаканнин часрах: «Гали, гали, стоп!» – тесе кăшкăрмалла. Вара ыйтаканни патне çитме миçе утăм кирлине каламалла та, çавăн чухлĕ утăм пусса ун патне çитмелле. çав утăмсемпе çитсен, вăл ыйтаканни пулать, çитеймесен хăйĕн вырăннех каять.

Вылякансен йышӗ:  4-25 ҫын.

Воронцов, Г. И. Ача-пӑча вӑййисем / Г. И. Воронцов. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. – 1-мӗш пайӗ : Вӑйӑсем, шӑпа сӑввисем. – 128 с.

Камӑн пушмакӗ?

Ку вăййа тĕрлĕ çулхи ачасем выляма пултараççĕ. Чи малтанах ертсе пыраканнипе ĕç хушакан ачана шăпа ярса суйламалла. Ун хыççăн ачасем юнашар ларса тухаççĕ. Пурте урисене малалла тăсса хураççĕ. Вăййа ертсе пыраканĕ миçеччен шутламаллине ыйтать. Ачасем пĕр число калаççĕ те ертсе пыраканни шутлама пуçлать. çапла майпа вăл йĕркипе ачасен пушмакĕсене хывса илет. Каярахпа вара ĕç хушакан ачин куçне хуплаççĕ те: «Кăна мĕн тутаран?» – тесе ыйтаççĕ. Лешĕ вара пĕр-пĕр ĕç хушать. Ёçне тусан ачасен пушмакĕсене каялла параççĕ, урисене тăхăнтарса пĕтереççĕ.

Вăйă тĕслĕхĕ: «3» число каланă пултăр. «Пĕрре, иккĕ, виççĕ» – çав ачан пушмакне хывса илет. Унтан малалла çапла майпа шутласа пурин пушмакĕсене те хывса пĕтерет. Ĕç хушаканни вара: «Юпа патне чупса кайса кил», – тесе хушать. Ача чупса кайса килнĕ хыççăн ăна пушмакне параççĕ. çапла майпа (пурте ĕç тунă хыççăн) хăйсен пушмакĕсене каялла илеççĕ. Вăййа кайран тепĕр хут выляс тесен çĕнĕрен шăпа ямалла. Ку вăййа урăхла выляма та пулать. Ачасем юнашар лараççĕ. Вăййа ертсе пыраканĕ ачасен пушмакĕсене шутласа хывса пырать. Хывса пĕтернĕ хыççăн тепĕр ачи тухса (мала) ларать. Ертсе пыраканни: «Ку пушмакне кама паран?» – тесе ыйтса пырать. Ку ачи: «çавна (ача ятне калать) паратăп», – тет. Пушмакĕсене тăхăнтарса пĕтерсен кам çĕнтерни паллă. çĕнтерÿçĕ ĕнтĕ хăш ачи икĕ пушмакне те хăйĕннех тăхăнни пулать. Малалла вара вăййа ертсе пыраканни çав çĕнтернĕ ачи пулать.

Воронцов, Г. И. Ача-пӑча вӑййисем / Г. И. Воронцов. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. – 1-мӗш пайӗ : Вӑйӑсем, шӑпа сӑввисем. – 128 с.

Васильев. Ача-пӑча вӑййисене сӑнасси ҫинчен. С. 56-57.

Амӑшӗпе чӗпписем тата ҫӑхан

Вылякансем хушшинче чĕп амăшне (вăйлăрах ачана) тата çăхана суйлаççĕ. Ытти ачасем чĕпсем пулаççĕ. Çăханĕ çĕр чавать. Чĕпписем амăшĕ хыççăн пĕр-пĕринчен тытăнса утаççĕ. Çăхан патне çитсен унран ыйтаççĕ:

– Мĕн чаван?

– Çĕр чавап.

– Çĕртен мĕн тухать?

– Йĕп тухать.

– Йĕппе мĕн тăван?

– Хутаç çĕлеп.

– Хутаçпа мĕн тăван?

– Сан чĕппÿсене тытап!

Çăхан аллисене сарать те: «Тытатăп!» – тесе чĕпсем çине тапăнать. Чĕп амăшĕ: «Памастăп!» – тесе чĕпписене хÿтĕлеме тăрăшать, хăй хыçнерех пытарать. Тытнă чĕппи вăйăран тухать, çăхан теприсене тытма тăрăшать. Темиçе чĕп тытсан вăйă вĕçленет.

Вăйă йĕрки. Çăханпа чĕп амăшĕ калаçса пĕтерсен çеç чупкалама пуçлаçççĕ. Чĕпписене сыхланă вăхăтра чĕп амăшĕн çăхана аллисемпе тĕксе яма юрамасть. Çăхан картара вĕçĕнче тăракан чĕппине тытма тăрăшать. Чĕпĕсен пĕр-пĕринчен хытă тытмалла. Хăшĕ те пулсан картара тытăнса юлаймасан хăвăртрах хăйĕн вырăнне тăма тăрăшмалла.

Воронцов, Г. И. Ача-пӑча вӑййисем / Г. И. Воронцов. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. – 1-мӗш пайӗ : Вӑйӑсем, шӑпа сӑввисем. – 128 с.

Кӗтесле (кӗт-кӗтесле)

Çулла пурара, хĕлле пÿртре выляççĕ. Шĕвĕр япалапа йĕр туртса çерем çинче (е урайĕнче тăват кĕтеслĕх тус) выляма юрать.

Пиллĕкĕн выляççĕ. Тăваттăшĕ пĕрер кĕтесре тăрать, пĕри – хуралта (варринче). Варринчи хушсан вылякансен харпăр хăй кĕтесĕсенчен тухса тепĕр кĕтес йышăнмалла. çав хушăра варринче тăраканĕ те вырăн тупма тăрăшать. Кам кĕтессĕр юлать, вăл – хуралçă.

Кĕтес улăштарма хушакан юрă:

 Сик-сик, кĕтес, сик, кĕтес,

Сикмессерен — пĕр кĕтес.

Малти кĕтес, кайри кĕтес,

Сулахай кĕтес, сылтăм кĕтес –

Мана пуласси хăш кĕтес?

Сик, кĕтес!

Кĕт-кĕтес, кĕт-кĕтес!

Кĕтнĕ çиме Самарук!

Сик, кĕтес! Сик, кĕтес!

Шăпăрчăк чăрр!

Ак çапла та калаççĕ:

– Сик, куç! Сик, куç! Сик, кĕтес!

Кĕтесри:

– Улăшас! (Кĕтес улăштараççĕ.)

Е урăхла калаççĕ:

– Хваттер яратни?

Кĕтесри:

– Пушă мар, хăнасем пур. («Ĕне пăруланă», «Чирлĕ çын пур» т.ыт.те теме пулать.) Хурал (тепĕр кĕтесе пырса):

– Хваттер яратни? Кĕтесри:

– Яратăп.

Тата урăхла калама та май пур:

– Хваттер яратни?

– Ямастăп.

– Эсĕ яратни?

– Ямастăп.

– Эсĕ яратни?

– Ямастăп.

– Эсĕ яратни?

– Ямастăп.

– Эппин, ман качакана куртăн-и?

– Сан качаку ман картари купăстана çисе янă. Эпĕ ăна сутса ятăм.

– Апла пулсан тÿле укçа.

Кĕтесре тăраканни çÿлелле пĕр-пĕр япала ывăтать. Вăл ÿкиччен кĕтес улăштараççĕ. çĕнĕрен юлнă хуралçă ÿкнĕ япалана хуçине илсе парать те вăйă çĕнĕрен пуçланать.

Кун пек те калаçаççĕ:

– Кĕтес тарас?

– Ав (тепĕр кĕтеселле кăтартать).

– Кĕтес тарас?

– Улăшас!

Воронцов, Г. И. Ача-пӑча вӑййисем / Г. И. Воронцов. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992 – 1-мӗш пайӗ : Вӑйӑсем, шӑпа сӑввисем. – 128 с.

Лапталла

Шăпа ярса е шутласа, мечĕкпе перекеннине палăртаççĕ. çерем çинче е юр çинче ыттисем çавра йĕр туса тарса тухаççĕ.

Кашни ача аллинче мечĕкрен хÿтĕленме ятарласа тунă лапатка евĕрлĕ патак е хăма татки. Шăпа тухнă ачи мечĕк илсе варрине кĕрет те çаврара тăракан ачасене пеме пуçлать. Кама лекет, çавă перекенни пулать, малтанхи ачи ун вырăнне йышăнать. Ачасем хăма таткипе е лапаткапа çеç хÿтĕленме пултараççĕ, унпа мечĕке аяккалла çапса яраççĕ. Тепĕр чухне, мечĕкĕ юнашарах ÿксен, хăрах урине кăна вырăнтан хускатса, ăна, патакĕпе хăйсем патнелле туртса илсе, питĕ аякка çапса яраççĕ. Вăйă питĕ çивĕч, хускануллă иртет.

Воронцов, Г. И. Ача-пӑча вӑййисем / Г. И. Воронцов. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. – 1-мӗш пайӗ : Вӑйӑсем, шӑпа сӑввисем. – 128 с.

Михӗ тӑхӑнса сикмелле

Çуллахи уявсенче вылякан вăйăсенчен пĕри. Икĕ каччă е икĕ хĕр тавлашса вылямалла вăйă. Иккĕшне пилĕк таран михĕ тăхăнтараççĕ те юнашар тăратаççĕ. Вĕсен умне, 5-6 метр виçсе, пĕр-пĕр паллă лартаççĕ. çаксен, михĕпе сиксе, çав паллă тавра кайса çаврăнмалла. Кам маларах сиксе тухать, çав çĕнтернĕ шутланать.

Çак вăййах пысăк ушкăнпа та выляма пулать. Ачасем икĕ ушкăна пайланаççĕ те черетпе михĕ тăхăнса сикме пуçлаççĕ. Хăш ушкăн малтан сиксе тухать, çавă – çĕнтерӳçĕ.

Шăпа ярса е шутласа, мечĕкпе перекеннине палăртаççĕ. çерем çинче е юр çинче ыттисем çавра йĕр туса тарса тухаççĕ.

Кашни ача аллинче мечĕкрен хÿтĕленме ятарласа тунă лапатка евĕрлĕ патак е хăма татки. Шăпа тухнă ачи мечĕк илсе варрине кĕрет те çаврара тăракан ачасене пеме пуçлать. Кама лекет, çавă перекенни пулать, малтанхи ачи ун вырăнне йышăнать. Ачасем хăма таткипе е лапаткапа çеç хÿтĕленме пултараççĕ, унпа мечĕке аяккалла çапса яраççĕ. Тепĕр чухне, мечĕкĕ юнашарах ӳксен, хăрах урине кăна вырăнтан хускатса, ăна, патакĕпе хăйсем патнелле туртса илсе, питĕ аякка çапса яраççĕ. Вăйă питĕ çивĕч, хускануллă иртет.

Воронцов, Г. И. Ача-пӑча вӑййисем / Г. И. Воронцов. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. – 1-мӗш пайӗ : Вӑйӑсем, шӑпа сӑввисем. – 128 с.

Пытанмалла

Çулла та, хĕлле те выляççĕ. Вылякансен шучĕ тĕрлĕрен. Вылясса та тĕрлĕрен выляççĕ.

Ачасем вăйă картине тăраççĕ. Сăвă каласа е урăхла шăпа ярса пĕри варрине тухать. Юрлаççĕ:

Кĕпĕрле, кĕпĕрле!

Кĕпĕр-кĕпĕр çÿрерĕн,

Картасенчен тухмарăн,

Сад улмине пĕтертĕн,

Симĕс хăяр хăвармарăн,

Йÿçĕ сухан çимерĕн,

çакă пулать хăш ачи?

Чи вăрăмми, çинçешки,

Чи кахалли, наянни –

Ванюк! (Кунта вăйă варринче тăракан ача ятне калаççĕ.)

Варринчи ачи куç хупать, 10-15 таран сасăпа шутлать е пĕр-пĕр шут сăвви калать. çав хушăра ыттисем пытанса пĕтеççĕ. Ку шырать. Чи малтан тупнă ачи вăйă карти варрине тăраканĕ (хураллаканĕ) пулать. Каллех юрлаççĕ, каллех пытанаççĕ.

Шăпа ярса хуралçă уйăраççĕ. Куç хупса (е шут такмакĕ каласа) тăнă хушăра ыттисем пытанаççĕ. Хуралçин шăпăрин патакки пур. Кама тупать, çавăн ятне асăнса хурал юпине патакпа çапать,

лешсем хуралçă сисиччен хăйсене çăлма тăрăшаççĕ: сиксе тухаççĕ те патакне илсе: «Хамшăн шăпăрин!» – теççĕ. çăлăнни тупни шутланать.

Хуралçин пурне те тупмалла. Унсăрăн каллех хурала юлать. Пурне те тупсан, кама малтан тупнă, çавă хурала тăрать.

Амăшĕсене суйласа, шăпа ярса ачасем икĕ ушкăна уйрăлаççĕ. Пĕрисем пытанаççĕ, теприсем шыраççĕ. Пытанаканĕсенчен пĕри кук! тесе кăшкăрсан шырама тытăнма юрать. Тупсан çапла калаççĕ:

Эй, кăркка куç Мишша,

Эсĕ ав çавăнта,

Сик тух, шăв!

Тупиччен сиксе тухса харпăр хăйне çăлма пулать. Апла пултăр тесен çак сăмахсене каламалла:

Лутăрчăк, лутăрчăк,

Лутăр-лутăр лутăрчăк,

Катка çÿллĕш анчах пул!

Кăна лутăрчăк туни теççĕ.

Лутăрчăк лутра пул тенине пĕлтерет имĕш.

Воронцов, Г. И. Ача-пӑча вӑййисем / Г. И. Воронцов. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. – 1-мӗш пайӗ : Вӑйӑсем, шӑпа сӑввисем. – 128 с.

Çĕрĕ памалла (çĕрĕлле, тункăсла)

Ку вăййа тĕрлĕ вырăнта, тĕрлĕ вăхăтра выляма пултараççĕ. Выляма çĕрĕ е пĕчĕк япала (тÿме, патак) кирлĕ.

Ачасем юнашар ларса тухнă. Асли çĕрĕ валеçет, çĕррине пĕрне çеç парать. Вара вĕçĕнче ларакан ача патне пырать те аллине çапать:

– Çĕрĕ камра?

Лешĕ хуравлать. Тĕрĕс каласассăн, вăл çĕрĕ валеçекен вырăнне йышăнать, пĕлеймесессĕн – хăй вырăнĕнчех юлать, вăйă малалла тăсăлать.

Воронцов, Г. И. Ача-пӑча вӑййисем / Г. И. Воронцов. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. – 1-мӗш пайӗ : Вӑйӑсем, шӑпа сӑввисем. – 128 с

Çĕрĕ пытарни

Вылякансем йĕркипе ларса тухнă. Ертсе пыраканĕ çĕрĕ валеçет. çав вăхăтра пĕр ачи аякка кайса ларнă. çĕрĕ валеçсе пĕтерсен, ăна чĕнсе илеççĕ. Унăн çĕрĕ камра пулнине пĕлмелле. Пĕлсен, иккĕшĕ вырăнсемпе улшăнаççĕ, пĕлеймесен, малтанхи вырăнах кайса лармалла. Пĕр 5-6 хут вылянă хыççăн та çĕрĕ камра пулнине пĕлеймесен, ăна «качча параççĕ» е «авлантараççĕ», урăхла каласан, «сутаççĕ».

Ертсе пыраканĕ тата çĕрĕ илнисем ачасенчен аяккарах кайса алăри пилĕк пÿрнине те арçын е хĕрача ячĕсене хурса тухаççĕ.

Вара шыраканнинчен ыйтаҫҫӗ.

– Ку пÿрнипе мĕн тăватăн?

– Вутă татма яратăп.

– Ку пÿрнипе мĕн тăватăн?

– Шыв ăсма яратăп.

Малалла та çавăн пекех. Юлашкинчен шыраканнин пĕр «пÿрнине» «качча параççĕ» е «авлантараççĕ». Вăйă малалла пырать. Шыраканĕ – урăх ача. Шыраканнинчен ыйтаççĕ.

Воронцов, Г. И. Ача-пӑча вӑййисем / Г. И. Воронцов. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. – 1-мӗш пайӗ : Вӑйӑсем, шӑпа сӑввисем. – 128 с.

Сăмах пăсмалла

Ку вăййа таçта та выляма пулать. Вăл хăлхана çивĕчлетме пулăшать. Пĕр вăхăтрах 8-10 ача выляма пултарать.

Пурте пĕр рете ларса тухаççĕ. Чи малта лараканни юнашаррине хăлхинчен пĕр-пĕр сăмах калать, лешĕ илтнĕ сăмахне вăрттăн хăй кÿршине пĕлтерет, виççĕмĕшĕ – тăваттăмĕшне, тăваттăмĕшĕ тата малалла ăсатать. Ертсе пыраканĕ пĕрремĕш ачи каланă сăмаха вăрттăн ыйтса пĕлет те малтан – вĕçĕнче лараканнинчен, кайран ыттисенчçн: «Эс мĕн илтрĕн?» – тесе ыйтать.

Кам йăнăш калать, çав кая кайса ларать, нихăшĕ те йăнăшмасть пулсан, чи малтин кая кайса лармалла.

Вăйăра сăмаха пĕр хутчен çеç каламалла, юнашар лараканĕ мĕн илтет, кÿршине çавна пĕлтерет.

Воронцов, Г. И. Ача-пӑча вӑййисем / Г. И. Воронцов. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. – 1-мӗш пайӗ : Вӑйӑсем, шӑпа сӑввисем. – 128 с.

Суя телефон

Ачасем сак (тенкел) çине йĕркипе ларса тухнă. Чи малта лараканни юнашар лараканнине хăлхинчен сăмах калать. Ачан ăна астуса юлмалла, хăйĕн те тепĕр ачине çавнах каламалла.

Ушкăн вĕçĕнче ларакан ачи чи малта лараканнине юлашкинчен хăй илтнĕ сăмаха кайса калать. Пурне те каласа тухсан, ертсе пыраканĕ ачасене йĕркипе тĕрлĕрен ыйту пама пуçлать. Тĕслĕхрен, пĕрремĕш ачана «хур» тенĕ, иккĕмĕшне – «кушак» т. ыт. те.

Ертсе пыраканĕ: «Паян эсĕ кампа çывăратăн?» – тесе ыйтать. 1-мĕш ачи: «Хурпа», – тет. Ертсе пыраканĕ: «Сирĕн килте кам асли?» Иккĕмĕшĕ: «Кушак», – тет.

Малалла та çавăн пекех. Камăн хуравĕ килĕшÿллĕрех, çавă тепринче ертсе пыраканĕ пулать.

Воронцов, Г. И. Ача-пӑча вӑййисем / Г. И. Воронцов. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. – 1-мӗш пайӗ : Вӑйӑсем, шӑпа сӑввисем. – 128 с.

Тинĕс хумханать

Вылякансем 7-рен пуçласа 30 ачана çитиччен пулма пултараççĕ. Вăйă валли тÿрем вырăн суйласа илмелле. Вылякансем, алран алла тытăнса, пысăк карта тăваççĕ. Кунсăр пуçне, кашни ачиех, йĕр туртса, çав карта тулашĕнче хăйне валли пĕчĕк ункă ÿкерет. Пĕрин кăна («хуралçин») ун пек çаврашка пулмасть.

Шăпа ярса палăртнă «хуралçă» карта тулашĕнче çÿрет. «Тинĕс хумханать, тинĕс хумханать», – текелесе, кама та пулин çурăмĕнчен пырса тĕртет. Хăй малаллах утать, çапнă ачи хăй вырăнĕнчен тухса ун хыççăн пырать. «Хуралçă» çапла пур ачине хăй хыççăн ертсе каять, утнă май тĕрлĕ хускану тăвать, ыттисем те ун пекех хуçкаланаççĕ (хăвăрт е вăрах утаççĕ, вĕçнĕ пек туса, аллисене сулкалаççĕ, кукленсе лараççĕ т. ыт. те.).

Сасартăк «хуралçă»: «Тинĕс лăпкă», – тесе, камăн та пулин çĕр çинче чĕрсе тунă ункине йышăнма ыткăнать, ыттисем те çапла тума васкаççĕ, анчах та вырăн кашнинех çитмест. Кам вырăнсăр юлнă, вăл «хуралçă» пулать.

Воронцов, Г. И. Ача-пӑча вӑййисем / Г. И. Воронцов. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. – 1-мӗш пайӗ : Вӑйӑсем, шӑпа сӑввисем. – 128 с.

Чулла (1-мĕш варинат)

Ку вăййа иккĕн е ытлараххăн урамра та, пÿлĕмре те выляма пулать. Кашни выляканăн вăрман мăйăрĕ пысăкăш 5-шер чул катăкĕ пулмалла. Вăйăра 5 ĕç (хускану) пулса иртмелле.

  1. Çĕр çинче речĕпе 5 чул катăкĕ выртать, вĕсен хушши 5-6 см. Пĕр чул катăкне сылтăм алăпа илеççĕ те 50 см çÿллĕшне ывăтаççĕ, çав вăхăтрах теприне алла илсе аялалла ÿкекеннине тытса ĕлкĕрмелле. Тытнă чул катăкне айккинелле хураççĕ. çак майпа пур чул катăкне те тытма тăрăшаççĕ.
  1. Чул катăкĕсене икшер хурса тухаççĕ. Пиллĕкмĕш чул катăкне çÿлелле ывăтаççĕ те иккĕшне алла илсе ÿкекеннине тытса ĕлкĕреççĕ. Икĕ чул катăкне айккинерех хураççĕ. Малалла та çав майпах выляççĕ.
  1. Тепрехинче пĕр çĕре виçĕ чул катăкĕ юнашар хураççĕ, пĕрне –  уйрăм. Пиллĕкмĕшне çÿлелле ывăтса виççĕшне ал тупанĕ çине илмелле, ÿкекеннине тытса ĕлкĕрмелле. Малалла та çаплах вылямалла.
  1. Ал тупанĕ çинче 4 чул катăкĕ. Пиллĕкмĕш чул катăкне виçĕ пÿрнепе тытаççĕ те çÿлелле ывăтаççĕ. çав вăхăтра 4 чул катăкне çĕр çине хурса, ÿкекеннине тытса ĕлкĕреççĕ.
  1. Пилĕк чул катăкĕ те ал тупанĕ çинче. Вĕсене пурне те çÿлелле ывăтаççĕ те тĕрлĕ майсемпе тытма тăрăшаççĕ. Кам миçе чул катăкĕ тытать, çавăн чухлĕ очко пухать.

Вăйă йĕрки. Вылякан пĕр-пĕр чул катăкне тытаймасан хăй черетне ирттерсе ярать. çĕнĕрен черет çитсен çав вырăнтанах выляма тытăнать. Ачасем малтанах хăш алăпа (сулахай е сылтăм) тытмалли çинчен калаçса татăлаççĕ.

Вăйă хатĕрĕсем. Чул катăкĕсем (е юман йĕкелĕсем, вăрман мăйăрĕсем, пробка евĕр çаврашкасем).

Воронцов, Г. И. Ача-пӑча вӑййисем / Г. И. Воронцов. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. – 1-мӗш пайӗ : Вӑйӑсем, шӑпа сӑввисем. – 128 с.

Чулла (2-мĕш вариант)

Вылякан ача чул катăкĕсене хăй умне хурса тухать. Хăш чул катăкĕпе вылямаллине юлташĕнчен ыйтать. Унтан чул катăкне сылтăм алла илсе сулахаййипе виçнĕ пек тăвать (шĕвĕр пÿрнине вăта пÿрни çине утлантарса «хапха» тăвать). Суйланă чул катăкне çÿлелле ывăтнă хушăра тепĕр чул катăкне хапхана кĕртме тăрăшать, ÿкекеннине тытса ĕлкĕрет. Ытти чул катăкĕсемпе те çавăн пек туса ирттерет. Чул катăкĕсене çĕре ÿкермесĕр тыта канни çĕнтерет.

Вăйă йĕрки. Вылякан пер-пĕр хусканура чул катăкне тытаймасан хăй черетне ирттерсе ярать. çĕнĕрен черет çитсен çав вырăнтанах выляма тытăнать.

Вăйă хатĕрĕсем. 5 чул катăкĕ (е йĕкелсем, поролон чăмăрккисем т. ыт. те).

Воронцов, Г. И. Ача-пӑча вӑййисем / Г. И. Воронцов. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. – 1-мӗш пайӗ : Вӑйӑсем, шӑпа сӑввисем. – 128 с.

Чушкăлла

Çулла 3-6 ача вылямалли вăйă. Ытларах çерем çинче е урамра выляççĕ. Шĕвĕр япалапа çĕр çине пĕр тăваткал (енĕ – 50 см) чĕреççĕ, чăн варрине пĕр пĕчĕк лакăм тăваççĕ те ун çине шит тăршшĕ патак (чушка) хураççĕ. Унсăр пуçне кашни выляканăн 60–80 см тăршшĕ патак пур, хăшĕ-пĕри ăна илемлетсе тăвать. Вăйă пуçлаканнине шăпа ярса е шутласа палăртаççĕ. Кая юлаканĕ «ухмаххи» пулать. Вăйă пуçлаканĕ лакăм çинче выртакан чушкăна хăйĕн патакĕпе çĕклесе илет те хыттăн айккинелле çапса ярать. «Ухмаххи» хăвăрт чупса кайса çав чушкăна илсе таврăнать, 3 метртан тăваткал ăшне перет. Чушки тăваткала кĕрсе ÿксен хайхи «ухмаххи» çапаканни пулать, тепри «ухмаха» юлать. Анчах та çапса янă чушкăна «ухмаххи» сывлăшрах ярса тытсан вăл тÿрех çапаканни вырăнне йышăнать, лешĕ чушкă хыççăн чупаканни пулать.

Воронцов, Г. И. Ача-пӑча вӑййисем / Г. И. Воронцов. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. – 1-мӗш пайӗ : Вӑйӑсем, шӑпа сӑввисем. – 128 с.

Шакки-шакла

Ку вăййа ытларах иккĕн выляççĕ. Ушкăнпа та выляма пулать. Вăйă виçĕ пайран тăрать.

1-мĕш пайĕ. Вылякансем икĕ патак илеççĕ (тăршшĕсем 17 тата 70 см). Тăваткал варринче тăрăхла шăтăк чаваççĕ. Шăтăка урлă вăйă пуçлаканни кĕске патак хурать. Кайран вăрăм патакпа кĕскине çаклатса илет те ывăтса ярать. Унтан шăтăка урлă вăрăм патакне хурать. Иккĕмĕш ачи кĕске патакĕпе лешне тивертме тăрăшать е кĕске патакне вĕçсе пынă вăхăтра тытать. Тытаймасан е тивертеймесен пĕрремĕш ачи малалла вылять.

2-мĕш пайĕ. Пĕрремĕш выляканĕ кĕске патакне çÿлелле ывăтать те вăрăммипе çапать. Унтан вăрăм патакне шăтăка тăратать. Иккĕмĕш ачин кĕске патакĕпе вăрăммине тивертмелле. Тивертеймесен е кĕске патакĕ чылай аякка ÿксен, пĕрремĕш ачи вăрăм патакĕпе çав хушша виçет. Миçе патак тухать, çавăн чухлĕ очко илет.

3-мĕш пайĕ. Пĕрремĕш ачи вăрăм патакĕпе кĕскине çĕклет те çапса ярать. çапаймасан е иккĕмĕш ачи кĕске патакне вĕçсе пынă чухне тытсан, вылякансем ылмашăнаççĕ. Пĕрремĕш ачин очкосем çĕртен кая мар пулсан, иккĕмĕш ачине куçаççĕ. Иккĕмĕш ачи тунă йĕр патĕнчен пуçласа кĕске патака тытнă вырăн хушшине виçет те очкосене хăйне илет. Иккĕмĕш ачи кĕске патакне вĕçсе пынă чухне тытаймасан, пĕрремĕш ачи кĕске патак ÿкнĕ вырăнпа чĕрнĕ йĕр хушшине виçет те очкосене хăйне илет. Вăйă пĕрремĕш пайĕнчен çĕнĕрен пуçланать (иккĕмĕш ачи пуçлаканни пулать, пĕрремĕш хураллать).

Вăйă пуçламăшĕнче миçе очкоччен вылясси çинчен калаçса татăлаççĕ. Кам маларах очко пухать, çавă теприне ĕç хушать. Выляса яраканнин виçĕ хутчен кĕске патакне шăтăка персе кĕртмелле, теприн вара вăрăм патакĕпе ăна çапса яма ĕлкĕрмелле.

Вăйă йĕрки. Вылякансем кĕске патакне хуралçă тытмалла мар çапса яма тăрăшаççĕ. Кĕске патакĕ аяк-калла вĕçсе кайсан, яраканнине айăплаççĕ: хуралçи патакне илет те малтан калаçса татăлнă чухлĕ утăм туса йĕр çине тÿрĕ тухать. Енчен те вылякансенчен хăшĕ те пулин кĕске патакне вĕçсе пынă чухне тытсан, тепĕр выляканĕ пухнă очкосем унăн пулаççĕ. Вылякан йăнăшрĕ пулсан, хăйĕн вырăнне теприне парать.

Вăйă хатĕрĕсем. Кĕске патак (тăршшĕ 17 см), вăрăм патак (тăршшĕ 70 см) е бита.

Воронцов, Г. И. Ача-пӑча вӑййисем / Г. И. Воронцов. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. – 1-мӗш пайӗ : Вӑйӑсем, шӑпа сӑввисем. – 128 с.