Акатуй — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:

«Авалхи чӑвашсем ака-сухана уяв – ҫӗр туйӗ вырӑнне шутланӑ. Чӑвашсен ҫурхи тата ҫуллахи чи авалхи йӑлисенчен пӗри Акатуй пулнӑ. Паян кун та ку уява ирттереҫҫӗ, анчах вӑл ӗлӗкхипе танлаштарсан чылай улшӑннӑ. Хӑш-пӗр ялсенче ӑна ҫурхи суха ӗҫӗсем пуҫланиччен, тепӗр ҫӗрте ака-суха ӗҫӗсене вӗҫленӗ хыҫҫӑн уявланӑ. Ученӑйсен шучӗпе, Акатуй – ака-суха ӗҫӗсемпе ҫыхӑннӑ темиҫе ҫурхи уяв…», — тенӗ. «Акатуя пӗтӗм ялпа е темиҫе ялпа пӗрле ирттернӗ, кашни ҫӗрте хӑйӗн уйрӑмлӑхӗсем пулнӑ. Уяв умӗн килӗрен ҫӳресе парнесем пуҫтарнӑ. Кам мӗн пама пултарнӑ, ҫавна панӑ: тӗрленӗ сурпансем, тутӑрсем, ал шӑлисем…».

Е. Енькка «Тӑван ен: Чӑваш халӑхӗн XVI — XIX ӗмӗрсенчи пурлӑхпа ӑс-хакӑл культури : [вӗренӳ пособийӗ] : 6-7-мӗш классем валли. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. – С. 189.

Акатуй пирки Н. Ашмаринӑн «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекин» 1-мӗш кӑларӑмӗнче ҫуркунне ака умӗн ирттерекен уяв тесе ӑнлантарнӑ: «ака-туй, праздник, устраиваемый перед весенней пашней…». Уйра турра тархасланӑ: «Ей пӗсмӗлле! Пӗр торӑ, -ан парах! Ырӑ ҫӗр йыш (ӗ), ҫырлах! Хоҫа пичке поҫларӗ сире поҫҫапмашкӑн. Ан пӑрахӑр! Йепле полин те осрӑр! Ойа тохсан ойра перекет парӑр, киле кӗрсен килте перекет парӑр! Ҫак хоҫана, килне-ҫортне, выльӑхне, ачисене ан пӑрахӑр! Ака-туйран ака-туйа осрӑр! Чӳк, ҫырлах! Сана йӳҫҫи, пире шерепет…Ака-туй тотар енерех пурӑнакан чӑвашсен праҫникӗ пулнӑ; ӑна Мон-кон иртсен тунӑ…» «Ака-туй тӑвнӑ чух ялти хӗрсене ака турттарса ял йӗри-тавра пӗр хут ҫаврӑннӑ акапа акаласа. Аки-пусне арҫын тытса пынӑ, тет. Хӗрсем ака туйне пурте ҫивӗтӗсене салатса, пиҫиккисене салтса туртнӑ, тет. Кутавӑйсем хӗрсене ака туйне хӑва-хӑва тухнӑ, тет…» (С. 83-84).

Хальхи вӑхӑтра Акатуй уявне ҫурхи ӗҫсем вӗҫленсен ирттереҫҫӗ.

Уяв сценарийӗсем:

«Акатуй» : сценари

Акатуй юрри-ташши = Песни и танцы праздника Акатуй : сборник музыкальных произведений / М-во культуры, по делам нац. и арх. дела Чуваш. Респ., Респ. центр народного творчества «ДК тракторостроителей» [и др. ; сост. Н. А. Зимин, Т. В. Ишмуратова ; гл. ред. С. П. Ильин]. – Чебоксары : [Новое Время], 2016. – 120 с. : ноты. – (Клубный репертуар ; вып. 62).