Калӑм — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:

Калӑм кивӗ ҫула ӑсатнипе, ваттисене асӑннипе, усалсене хӑваласа янипе ҫыхӑннӑ. «Чӑваш халӑх тӗнӗн календарӗпе калӑм пӗр эрне – кӗҫӗн калӑмран аслӑ калӑм таран – пынӑ. Христианлӑх йышӑнсан вара ҫак уява Лазарь шӑматкунӗпе ҫыхӑнтарнӑ, ӑна халь Мӑнкун умӗн пӗр кун маларах ирттереҫҫӗ. Ĕлӗк кӗҫӗн калӑм умӗн мунча хутса кӗнӗ, уяв кун вара ирпе ирех кашни килтех урхамаха капӑрлатнӑ та ҫӗнӗ тум тӑхӑннӑ йӗкӗте утлантарса тӑвансене хӑнана чӗнме кӑларса янӑ. Кӗҫӗн калӑмра ӗнтӗ шӑпах усалсене, тухатмӑшсене, чир-чӗре ялтан хӑваласа кӑларса янӑ. Нумай ҫӗрте кӗҫӗн калӑмра сӗрен /вирӗм/ паллӑ тунӑ. Калӑм христианлӑхри Лазарь шӑматкунӗпе пӗрпекленсен ӑна ансат ирттерме тытӑннӑ. Шӑматкун, хӗвел ансан, мунча кӗрсе тухнӑ арҫын ачасене турчӑка «утлантарса» тимӗр карта тытма кӑларса янӑ (ҫылӑха кӗмен ачасене усал илеймест шутланнӑ). Кил-хуралтӑ тавра ҫӗре шӑйӑрса тухсан усалсем, тухатмӑшсем, чир-чӗр кӗрейми тимӗр карта тытӑнать имӗш. Пӗччен пурӑнакан мучи-карчӑк вара тимӗр карта тытма кӳршӗ ачисене чӗннӗ. Карта тытсан ачасем питлӗх ҫапма, хӑмасем шаплаттарма тытӑннӑ – хытӑ сас кӑларса кирлӗ мар йӑх-яха ялтан хӑваланӑ. Аслисем усалсене пӑшал персех хӑратнӑ…».

Азмабад Р. Калӑм – каялла, Мӑнкун – малалла! : [калӑм эрни ҫинчен] / Руслан Азмабад. – Текст : электронный // Самант. – 2017. – № 3 (пуш/март). – С. 14.

«…Калӑм кунӗ тухатмӑшсем тапранаҫҫӗ, тенӗ авалхисем. Халӗ те пайтахӑшӗ ҫаплах калаҫҫӗ. Ку енчисем ҫапла калаҫҫӗ: «тухатмӑшсем ҫав чӑваш калӑм каҫӗ тапранса ҫимӗк каҫчен ҫӳреҫҫӗ, тет» теҫҫӗ. Пирӗн енче тата апла калаҫмасчӗҫ: «мункун ултӑ эрне тесен тапранса мункун ҫӗрӗ ирхи кӗлӗрен тухиччен ҫӳреҫҫӗ тесе калаҫаҫҫӗ», тетчӗҫ. Чӑваш калӑмӗ кунӗ ҫавӑнпа ку енче никама та япала пама хушман: тухатма илсе каять, тенӗ, – хӑранӑ…».

Тимофеев Г. Т.  Тӑхӑрьял: этнографи тӗрленчӗкӗсем. Халӑх сӑмахлӑхӗ. Ҫырса пынисем. Ҫырусемпе асаилӳсем / Г. Т. Тимофеев. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2002. – С. 155.

«Калӑм каҫ ват стариксем, карчӑксам киремете пуҫҫапма, ҫынсене тохатма ҫирмесене (так!), йӑвӑҫ котсене кайаҫҫ. Калӑм ыран тенӗ чох пӗр йапалашне хӗрӗх пӗр йопаран ҫӗҫӗпе йе портӑпа хӗрӗх пӗр торпас касса илеҫҫӗ. Онта йӑтӑ пӑх, хӑмла, тӑвар, талпиҫен, салакайӑк пӑх хораҫҫӗ те, калӑм-кон, тол ҫутӑличченех, хӑмла вырӑнне кайса, ҫонтараҫҫӗ. Ҫапла тусан вара хӑмла лайӑх полать. Калӑм-кон никама та ним те памаҫҫӗ…».

Ашмарин Н. А. Словарь чувашского языка = Чӑваш сӑмахӗсен кӗнеки : в 17 т. / Н. И. Ашмарин ; худож. Э. М. Юрьев. – Чебоксары : Национальная библиотека Чувашской Республики, 2018. Т. 6 : К (ка – корак кепси). – Чебоксары : Руссика, 1994. – C. 38.

«Мӑнкун умӗнхи куна калӑм теҫҫӗ. Калӑм кунӗ тухатмӑшсен кунӗ тесе шутланӑ. Вӗсем ҫи-пуҫа улӑштарса арҫын пулса ҫӳренӗ, тӗрлӗ усал ӗҫсем тунӑ. Çав кун пур япалана та тирпейлӗн пуҫтармалла, тула пӗр япала та ҫакма юрамасть тенӗ. Кӗпе-йӗм ҫухалсан тухатмӑшсем ҫӗклесе кайнӑ, вара хуҫине усал пулать тенӗ. Калӑм кун тата ятарласа калӑм тӑварӗ тунӑ. Тӑвара чуста ӑшне хурса вучаха пӑрахмалла. Çак тӑварӑн хӑвачӗ ҫулталӑк таран пырать тесе шутланӑ. Ǎна эмел вырӑнне чирлесен выльӑха та, этеме те пама юрать имӗш».

Муркаш районӗ. Йӑла-йӗркесем, уявсем = Моргаушский район. Традиции, обряды, праздники / Е. А. Зайцева авторӗ, пухса йӗркелекенӗ. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2004. – С. 93.