Кӗр сӑри юррисем — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:

Кӗр сӑри юррисем

Уй-хир ӗҫӗсене вӗҫлесессӗн чӑваш сӑра вӗретет, хӑйӗн патне хурӑнташӗсене, кӳршисемпе паллаканӗсене чӗнет. Вӗсенчен чӳклеме йеркине лайӑхрах пелекенне вӑл пичке пуҫлаканӗ тавать, ӑна пулашаканӗсене те темиҫе ҫын палӑртса хурать. Ҫавсем пурте керекере лараҫҫӗ. Сӗтел ҫине пӗр чӗрес сӑра, ҫӗн ҫӑкӑр, тӑвар тата тӑхӑр курка лартаҫҫӗ, пичке пуҫлаканне чи пысӑк куркине параҫҫӗ. Унтан пурте куркисене тытса алӑк еннелле ҫаврӑнаҫҫӗ, пичке пуҫлаканӗ вара хул хушшине ҫӗлӗк хӗстерсе кӗле пуҫлать: «Тур, ҫырлах, ан пӑрах! Сана асӑнса пичке пуҫлас тетпӗр…». Ҫакӑн хыҫҫӑн пичке пуҫлакан ҫӗлӗкне тӑхӑнать. Вара вӑл та, ӑна пулӑшаканӗсем те, кил хуҫи виҫшер курка сӑра ӗҫеҫҫӗ.

Сӑра ӗҫтерекенӗпе ыттисем пичке пуҫлаканпа унӑн юлташӗсене пуҫ таяҫҫӗ. Кусем вара пуҫ таяканӗсене ача-пӑчаран, пурлӑхран-мӗнрен йышлӑ та иксӗлми пулма ырӑ сунаҫҫӗ те юр пусласа яраҫҫӗ. Юрласа пӗтерсен пичке пуҫлакан сӑра ӗҫтерекене, ун юлташӗсем пӳртри ытти ҫынсене сӑрапа тав тӑваҫҫӗ. Лешӗсем ура ҫине тӑрса хӑйсене тав тӑваканӗсене чуптӑваҫҫӗ, аллисене курка тыттарсассӑн малтан юрлана юррах юрласа яраҫҫӗ.

Чӳклемене пичке пуҫлаканӗ: «Пиртен мире кайтӑр», – тесе вӗҫлет. Малалла ӗҫкӗри пекех ӗҫсе ҫиеҫҫӗ, тӗрлӗ сӑвӑ-юрӑ шӑратаҫҫӗ.

Кӗр сӑри юррисем // Ӗҫпе йӑла юррисем = Трудовые и обрядовые песни / [Т. И. Семенова пухса хатӗрленӗ]. – Шупашкар, 2013. – С. 415-417. – (Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ = Чувашское народное творчество ; кн. 10).

Кӗр сӑри юррисем

Ай-ю, ай-ю, ай-ю.

Ай-я-рай-я, рай-яй-я, ай-ю-яй-ю,

Ай-я-рай-я, рай-яй-я, ай-ю-яй-ю.

 

Аслӑях та ката ай хыҫӗнче

Ахӑрса та ака та ай тӑваҫҫӗ,

Ахӑрса та ака та ай тӑваҫҫӗ.

 

Пурте пирӗн пиччесем ай мар-и ҫав,

Пурте пирӗн пиччесем ай мар-и ҫав?

Ай-я-най-я, ай-яй-я, ай мар-и ҫав.

 

Кӗҫӗнех те ката ай хыҫӗнче

Шӑхӑрса та сӳрене ай сӳреҫҫӗ,

Шӑхӑрса та сӳрене ай сӳреҫҫӗ.

 

Пурте пирӗн шӑллӑмсем ай мар-и ҫав,

Пурте пирӗн шӑллӑмсем ай мар-и ҫав?

Ай-я-рай-я, ай-яй-я, ай-ю-яй-я.

«Ай-ю, ай-ю, ай-ю…» // Ӗҫпе йӑла юррисем = Трудовые и обрядовые песни / [Т. И. Семенова пухса хатӗрленӗ]. –Шупашкар, 2013. – С.417. – (Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ = Чувашское народное творчество ; кн. 10).