Çӑварни — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:

Çӑварни Сурхури иртнӗ хыҫҫӑн ҫичӗ е тӑхӑр эрнерен килнӗ. «Çӑварни эрнийӗн малтанхи вырсарникунне чӑвашсем «аслӑ ҫӑварни кунӗ» теҫҫӗ кунта, кайранхи вырсарникунне вара «кӗҫӗн ҫӑварни кунӗ» теҫҫӗ. Малтанхи вырсарникун, унтан тунтикунпа ытларикун аслӑ ҫӑварни хисепнех кӗреҫҫӗ; эрнекунпа шӑматкун, унтан кайранхи вырсарникун – татах икӗ-виҫӗ кунӗ «кӗҫӗн ҫӑварни» хисепне кӗреҫҫӗ; леш юнкунпа кӗҫнерникун ахаль «ҫӑварни эрни» хисепне кӗрсе юлаҫҫӗ. Çӑварниччен малтан пирӗн чӑваш каччисем –хӗрӗсем ҫӗнӗ кӗрӗксем, сап-сар кӗрӗксем, ҫӗлетеҫҫӗ. Таҫтан тир тухать – ҫамрӑксем ун чухне пурин ҫинче те сарӑ кӗрӗк, пурин те ҫӗнӗ кӗрӗк. Çӑварни умӗн лашисене ҫитерет: «хытӑрах чупакан пулччӑр», тет… Аслӑ ҫӑварни кунӗ, лашасем мӑнтӑр пулччӗр тесе, лашасене тӗслӗрен тырӑ ҫитереҫҫӗ. Унтан ҫӑварни таврашӗсене ӑшӑрах ҫулсенче хӑшин-хӑшин чӑххисем ҫӑмарта тума пуҫлаҫҫӗ. Чӑвашӑн ҫӑварни кунӗ хӑй патне пыракан ҫынна, ача-пӑча пулсан та, минтер ҫине улӑхтарса лартаҫҫӗ те ҫуллӑ икерчӗ ҫитереҫҫӗ: ахалӗн чӑхсем ҫӑмарта тумаҫҫӗ тет. Çӑварнире икерчӗ пурте пӗҫереҫҫӗ: кирек кам патне пырсан та, икерчӗ ҫиме лартаҫҫӗ, — «ҫӑварни кунӗ хӗрӗх икерчи пӗр пус, тет», теҫҫӗ, «йӳн, тет», теҫҫӗ…».

Тимофеев Г. Т.  Тӑхӑрьял: этнографи тӗрленчӗкӗсем. Халӑх сӑмахлӑхӗ. Ҫырса пынисем. Ҫырусемпе асаилӳсем / Г. Т. Тимофеев. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2002. – С. 149.

«Çӑварни кунӗнче ачасем кӑвак ҫутӑллах ҫывӑрса тӑрса ҫунашкисене туртса тӑвайккине вӗҫтернӗ. Çакна ватӑсем «ҫерҫи ури хуҫни» тенӗ. Тӑвайккинчен чи пӗрремӗш ярӑнса анакан ача «шыв ҫулӗ уҫакан» пулнӑ. Ǎна пурте парнесем панӑ: мӑйӑр, пӗремӗк, вӑрӑ т.ыт. те. Çав ачан алли ҫӑмӑл тесе шутланӑ. Çуркуннехи ӗҫсене пуҫласа пама та ӑнах хушнӑ.

Çӑварни кун вара тӑвайкки шавласа, кӗрлесе кӑна тӑнӑ:

Çӑварни! Çӑварни!

Çӑварни килет, куртӑр-и?

Çуркунне ҫитет, сисрӗр-и?

Хирӗҫ тухса илтӗр-и?

Çӑварни! Çӑварни!

Çӑварна карса кил!

Çӑвар тулли икерчи,

Картлӑ-картлӑ пашалу,

Карчӗ сайран ҫу юхать;

Пилӗклӗ-пилӗлӗ пӗремӗкӗ,

Карчӗ сайран пыл юхать.

Çерҫи ури хуҫма каякан ачасене ҫамрӑк инкесем кантӑр вӑрри, ӑшаланӑ пӑрҫа, хӗвел ҫаврӑнӑш, ывҫи-ывҫи сар мӑйӑр туха-туха панӑ, ҫуллӑ икерчӗ-кукӑльсемпе хӑналанӑ. Тӑвайккинчен ярӑнса анакан ачасем пӗринчен тепри ирттерсе инҫерех ярӑнса кайма тӑрӑшнӑ. Пурте: «Кантӑр вӑрӑм ӳстӗр! Çерҫи ури хуҫӑлтӑр. Кантӑр пуҫнеан сӑхтӑр!», — тесе кӑшкӑрашнӑ, кантӑр вӑррине сапса пынӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, инҫерех ярӑнса каякан ачан кантӑрӗ вӑрӑмрах, сӳсӗ тикӗсрех пулать.  Кӑнтӑр ҫывхараспа кӗҫӗн ҫынсем, ҫӗнӗ инкесем, кӑмака хутса кӑларса тӑвайккине ачасемпе пӗрле ярӑнма килнӗ. Вӗсен пӗрре те пулин тӑвайккинчен ярӑнса анмалла пулнӑ. Енчен ярӑнма тухмасан йӗтӗн-кантӑр ӑнса пулмасть тенӗ.

Кӑнтӑрла тӗлнелле ҫамрӑксем те ярӑнма тухнӑ. Вӗсем вара хӗвел курӑнми пуличченех тӑвайккинче савӑннӑ. Çамрӑксем ярӑнса ывӑнсан ватӑ кинемейсемпе мучисем пырса ҫитнӗ. Вӗсем те пӗрер хут ярӑна-ярӑна аннӑ. Вӗсене ҫӑварни карчӑкӗсем тенӗ… Эрне вӗҫнелле ял вӗҫӗнчи тӑвайккинче улӑмран ӑсталаса ҫӑварни карчӑкки туса лартнӑ. Çӑварни карчӑккине ҫапӑ купи ҫине лайӑх вырнаҫтарнӑ. Пуҫне тутӑр ҫыхса янӑ, пилӗкне – пиҫиххи, аллисене турат-шӑпӑр тыттарнӑ. Пӗтӗм ял халӑхӗ пуҫтарӑнса ҫитсен ҫӑварни карчӑккине чӗртсе янӑ. Çав вӑхатра пурте ун йӗри-тавра тӑрса юрӑ юрланӑ, ташланӑ, ачасем сӑвӑ каланӑ. Ваттисем кӑвайт ҫине ҫуллӑ икерчӗсем пӑрахнӑ. «Çӑварни карчӑкки! Выҫӑ ан ҫӳре. Тутӑ пул та чипер кай!» — тенӗ ватӑ ҫынсем. Çакӑн пек юрласа, савӑнса, ташласа ҫӑварни ӑсатса янӑ хыҫҫӑн ачасем юлашки хут ту ҫине кайса ярӑннӑ. Ыттисем вара килсене кайса сӗтел хатӗрлесе, эрех-сӑра ӗҫсе малалла ирхи автан сассичченех савӑннӑ. Автансем юрласа ярсан хӑнасем сӗтел хушшинчен тухнӑ та ырӑ кил хуҫисене тав туса, пуҫҫпса ырӑ сунса хӑварнӑ…».

Муркаш районӗ. Йӑла-йӗркесем, уявсем = Моргаушский район. Традиции, обряды, праздники / Е. А. Зайцева авторӗ, пухса йӗркелекенӗ. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2004. – С. 78-81.

Уяв сценарийӗсем:

Тимофеева, Т. Ю. Ҫӑварни : [уяв сценарийĕ] / Т. Ю. Тимофеева // Уҫӑ уроксем, савӑк уявсем : уроксен конспекчӗсем тата халӑх уявӗсен сценарийӗсем / Чӑваш респ. вӗренӳ ин-чӗ. Пуҫламӑш вӗрентӳ каф. – Шупашкар : [ЧРИО], 2008. – С. 46-49.

Кӗрхи-хӗллехи йӑла-йӗрке : [аудиолекци]

Ҫӑварни юрри («Вӗлтӗр-вӗлтӗр юр пӗрчи хӗве кӗрсе васкатать…») : [Звукозапись]

Ҫӑварни юррисем = Масленичные песни. С. 51-55.

Çӑварни юррисем. С. 24-29