Нартукан — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:

«Нартукан раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗччен пуҫласа кӑрлачӑн 7-чен (кивӗ стильпе) е, ҫӗнӗ стильпе калас пулсан, раштавӑн 31-чен пуҫласа кӑрлачӑн 14-чен, Çӗнӗ ҫул каҫхине 12 сехет ҫитсен пуҫланать.

Яш-кӗрӗм малтанах палӑртса хунӑ ҫурта пуҫтарӑнать. Нартукан ирттерме кӑҫал кӑна лартнӑ ҫурта суйласа илнӗ, ӑна «нартукан пӳрчӗ» тенӗ. Нартукан кунӗсенче ача-пӑча иртен пуҫласа каҫчен ҫунашкапа ярӑннӑ. Çитӗнсе ҫитнӗ каччӑсемпе хӗрсем пӗр-пӗрин хушшинче калаҫса татӑлса, нартукан старикӗсен тата нартукан карчӑкӗсен тумӗсене тӑхӑнса килсем тӑрӑх ҫӳренӗ. Каччӑсем – карчӑкла, хӗрсем – старикле. Пурте нартукан ҫуртне пуҫтарӑннӑ. Пӗтӗм йыш пуҫтарӑнса ҫитсен хӗрпе йӗкӗте шыв ӑсатма кӑларса яраҫҫӗ. Вӗсем витре илсе, ҫӗлӗке кутӑнла тӑхӑнса, тутӑр ҫыхса, турчӑка е шӑпӑр утланса, алӑкран кутӑнла тухса кайнӑ. Пӗр сӑмах чӗнмесӗр, каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр ҫӑл патне кайса килмелле пулнӑ. Çул ҫинче тӗл пулнӑ ҫынсене те, пӗр-пӗрин хушшинче те сӑмах чӗнмелле пулман. Калаҫнӑ хушӑра «нартукан» ӑнман, «ҫӗтсе янӑ» тенӗ. Малтанхи икӗ витринчи шыва та – ӑснӑ хыҫҫӑн – тӑкнӑ, виҫҫӗмӗшне вара илсе таврӑннӑ (шыва хӑрах витрепе кӑна кайнӑ).

Пӳрте илсе кӗрсен пӳлӗм варрине вырнаҫтарнӑ, хӗрсем ҫӗрӗсем янӑ. Вырӑн-вырӑнпа витрене чӗптӗм тӑвар, сахӑр, кӑмрӑк яни тӗл пулать. Ватӑ хӗр ҫӗрӗсене шывра ҫавӑрса пӳрнине витӗрсе кӑларнӑ. Кашни хӗр, ҫӗррине витрене яриччен, мӗн пирки те пулсан ӗмӗтленнӗ. Тӗслехрен, кӑҫал качча каятӑп-и, е ҫук, выльӑх-чӗрлӗхсем ӗрчеҫҫӗ-и е ҫулталӑк хушшинче мӗн курӑп-ха тата ытти те. Çав ҫӗрӗсене пӗри ҫавӑрса ларать, ыттисем юрлаҫҫӗ. Кашни ҫӗррине кӑларнӑ чухне хӑш сӑмах тӳр килет, савӑ пурнӑҫланать тенӗ. Çӗррисене ҫавӑрма пуҫласанах «Нартукана – картруссӑн, ак сухала – картруссӑн», – теҫҫӗ. Хӑш ҫӗрри пӳрнене лекет, ҫавна кӑларнӑ. Ытларах мунчара юмӑҫ пӑхнӑ. Çӗррисене илсе пӗтерсен шыва урама тухса тӑкаҫсӗ.

Çӗрӗ ярса пӑхнисӗр пуҫне тата ҫакӑн пек «шӑпа янисем» те пур: урама пуслӑх илсе тухса пӑрахаҫҫӗ те (турта та, вӗрлӗк те юрать) ун урлӑ лашана уттарса каҫараҫҫӗ. Малтан лашан куҫӗсене тутӑрпа ҫыхаҫҫӗ. Ут ури пуслӑха лекмерӗ пулсан – пурнӑҫа лайӑх пурӑнса ирттерет, лекрӗ пулсан – вӑрҫӑшса-ҫапӑҫса пурӑнаҫҫӗ иккен.

Çавӑн пекех ҫӗрле картаран чӑхпа автан тытса пӳрте илсе кӗреҫҫӗ. Умӗсене тулӑ сапса е ҫӑкӑр тӗпретсе параҫҫӗ тата елпепе шыв лартаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ылтӑн ҫӗрӗ те хураҫҫӗ. Унтан чӑхпа автан мӗн хӑтланнине сӑнаса тӑраҫҫӗ. Панӑ апата вӗсем калаҫа-калаҫа ҫисен, пӗрне-пӗри таккамасан, хӑмсармасан – лайӑх пурнӑҫпа пурӑнан, ҫапӑҫсан, паллах, пурнӑҫ та ҫавӑн пек пулать, теҫҫӗ. Автанӗ е чӑххи шыв ӗссен ӗҫме юратакан мӑшӑр лекет, ылтӑн ҫӗрре таккаса пӑхсан – пуян, тулӑхлӑ пурнӑҫпа пурӑнать тата ыт. те… Нартукан уявӗ Чӑваш Республикинче тӗл пулмасть. Вӑл Тутарстанпа Пушкӑрт ҫӗршывӗнче анлӑ сарӑлнӑ…».

Емельянов, А. Нартукан : [чӑвашсем нартукана мӗнле уявланине ҫырса кӑтартни] / А. Емельянов // Урал сасси. – 2005. – 29 раштав (№ 52).

Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ В. Станъял шучӑшӗпе: «Нартухан (Нартукан) – Сурхури ярӑмӗн пӗр каҫӗ, хӗллехи вирӗм умӗнхи уяв. Халӗ вӑл Ҫӗнӗ ҫул кӗтсе илнӗ вӑхӑта лекет. Сурхурире, Нартуканра, Вирӗмре ҫарпа хурал ӗҫӗн йӑлисем упранса юлнӑ. Нартухан пӗтӗмпех яш-кӗрӗм хавасӗ, улах каччисемпе хӗрӗсен шӑв-шавӗ. Вӑл хӑйӗн Сурхури лармисемпе, вӑййисемпе ҫуллахи Мӑнкун эрнинчи йӑласене аса илтерет.

Нартукана карта (хӗл турханӗ), карчӑкӗпе хӗрӗ (катемпипе юрпике) ертсе пыраҫҫӗ, вӗсем халӑха иртнӗ ҫулла хӑпартнӑ ҫӗнӗ ҫурта пухаҫҫӗ. Нартуканра ытларах шӳт, юрӑ, вӑлту, камит янӑрать. Кӗлӗсем унта уява пуҫласа янипе, ҫырмана кайса таса шыв ӑсса килнипе, уява вӗҫленипе ҫыхӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах кунта шахвӑртса, ылмаштарса, тӑрӑхласа каланӑ кӗлӗ евӗрлӗ шӳтлӗ тӑкӑлтӑксем те пулма пултараҫҫӗ. Нартухан тӗшши – хӗрсем пысӑк савӑта хӑйсен «тӗрӗс ҫӗррисемпе» «суя ҫӗррисене» ярса шӑпа ҫырнине, пулас телее, пурнӑҫ хӗвелне пӗлме ӑнтӑлни. Туптармӑшсен пӗлтерӗшне тупма пӗлекен, юрӑ сӑмахӗсене лайӑх чухлакан хӗр Нартуханра намӑса е хурлӑха юлмасть – ҫын тӑрӑшнине, ӑс-тӑнне, ҫивӗчлӗхне ҫыпӑҫтарсан ҫӗрӗсем телейлӗ малашлӑх сунаҫҫӗ!

Нартухан (Нартукан) сӑмах пӗлтерӗшне тӗрлӗрен ӑнлантараҫҫӗ. Г. И. Комиссаров «нарс» (уйӑх) тата «туган» (ҫурални) сӑмахсенчен, В. Г. Егоров «нар» (хӗвел) тата «туган» (тӑван) сӑмахсенчен пулнӑ тенӗ. «Нар» тени монголла хӗвеле, ытти чӗлхесенче илеме, хӗрлӗ тӗсе пӗлтерет пулсан (Нарспи ята аса илӗр) Нартукана кун вӑрӑмланма, хӗвел пӗлӗте тухма пуҫланипе ҫыхӑнтарни тӗрӗсрех. XXI ӗмӗрте Сурхурипе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ уявсем пӗр-пӗринпе хутӑшса пӗтнӗ, вӗсен йӗрки пӑтраннӑ, ҫавна май пӗр йӑланах тӗрлӗ ятпа калани тӗл пулать. Анчах та тимлесе пӑхсан ҫав уявсен пурин те авалхи пӗлтерӗшӗ, вӑхӑчӗ, вырӑнӗ пур. Вӗсем пурте пӗр-пӗрне чӑрмантармасӑр черетленсе пыраҫҫӗ…»

«Чӑваш пилӗсемпе кӗллисем  / [В. П. Станьял пухса хатӗрленӗ ; Д. В. Литаврин ӳнерҫӗ]. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. – С. 175-176.

Нартукан (кӑшарни) юррисем

Нартукан ҫине нар пустӑр,

Пирӗн ҫамрӑк пуҫа мул пустӑр,

Пирӗн ҫамрӑк пуҫа мул пустӑр,

И, каяппӑр, тӑвансем, и каяппӑр

Кайӑк хурсем ҫитмен ҫӗрсене

Кайӑк хурсем ҫитмен ҫӗрсене.

Кайӑк хурсем ҫитеҫ, каялла килеҫ,

Эпир кайсан каялла килес ҫук,

Эпир кайсан каялла килес ҫук.

Родионов, В. Г. Нартукан пуҫламалли юрӑ // Родионов, В. Г. Епле пурӑнать-ши аякри тӑван: пур енлӗ экспедици материалӗлсем / В. Г. Родионов. – Шупашкар, 2008. – I пайӗ. – С. 269.

***

Силлимех те силлем, ай ҫил пуҫӗ,

Турӑ лаши пулӗ ҫул пуҫӗ,

Турӑ лаши пулӗ ҫул пуҫӗ,

Турӑ та ҫырсан, пӳлӗх пӳрсен,

Турӑ та ҫырсан, пӳлӗх пӳрсен

Эпир те пулӑпӑр ҫурт пуҫӗ,

Эпир те пулӑпӑр ҫурт пуҫӗ.

Аслӑ ҫулсем тӑрӑх тилӗ юртать,

Ун урине кӑлканӗ касмаҫ-ши,

Ун урине кӑлканӗ касмаҫ-ши?

Турӑях та ҫырни, пӳлӗх пӳрни,

Пӗччен выртсан ури шӑнмаҫ-ши,

Пӗччен выртсан ури шӑнмаҫ-ши?

Родионов, В. Г.  Нартукан юрри // Родионов В. Г. Епле пурӑнать-ши аякри тӑван: пур енлӗ экспедици материалӗлсем. –  Шупашкар, 2008. –  I пайӗ. – С. 287.

Хӑмач пир те чаршав, пурҫӑн ҫӳҫе,

Ан тыткалӑр кирӗклӗ аллӑрпа.

Лашисене кӳлсе те ҫавӑрса тӑратнӑ,

Ан йӑпатӑр ҫемҫе те чӗлхӗрпе…

Анкартисем пӗр хыҫне те кантӑр акрӑм,

Пуҫӗсемех сулӑнчӗҫ кӑнтӑра.

Сисетӗр-и, тантӑшсем, сисместӗр-и,

Пуҫӑмӑрсем сулӑннӑ ырлӑха…

Чӑваш сӑмахлӑхӗ : 10-мӗш класӑн вӗренӳпе вулав кӗнеки / Н. Г. Ивановапа В. П. Никитин пухса хатӗрленӗ. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 1 пай.  – С. 87.

Нартукан юррисем