Авӑн — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:

Ĕлӗк чӑвашсем мӗнлерех авӑн ҫапни ҫинчен «Вырма тата авӑн ҫапни» статьяра («Тетте», 2005. № 9) вуласа пӗлме пулать: «…темиҫе ҫемье пухӑнса авӑн ҫапма тухнӑ. Уйран турттарса килнӗ кӗлтесене ҫӗре хунӑ та тӑпачӑпа (ҫапуҫҫипе) ҫапнӑ е лашапа аштарнӑ. Вӗсене салатса ҫемӗҫтерсен сенӗкпе сиктернӗ, улӑмне кӗреплепе тураса илнӗ хыҫҫӑн, ура тунӑ. Çапнӑ, аштарнӑ тырра пӗр ҫӗре пухса купаланӑ та йывӑҫ кӗреҫепе (сӑвӑр кӗреҫипе) сӑвӑрнӑ. Çил хытӑ вӗрнӗ чухне тыр-пула сӑвӑрман, мӗншӗн тесен ӑна йӑлтах вӗҫтерсе кайма пултарнӑ. Пукравччен хӑш ҫул авӑн ҫапса пӗтернӗ, хӑш ҫул ӗлкӗрейменни те пулнӑ. Çӗнӗ тырра халӑх арманта авӑртса ҫӑкӑр пӗҫернӗ. Çав вӑхӑта ҫӗнӗ ҫӑкӑр эрни тенӗ. Пӗтӗм ӗҫе вӗҫленӗ хыҫҫӑн авӑн ӗҫки ирттернӗ, авӑн яшки ҫинӗ».

«Уйри кӗлтесене турттарса пӗтерсен авӑн ҫапма тытӑнаҫҫӗ. Темиҫе ҫемье пӗрле пухӑнса ӗҫлеҫҫӗ. Малтанхи капана пуҫланӑ чух: «Эй Турӑ, ҫак капана лайӑх ҫапса пӗтерме пулӑш», – тесе капан тӑрринчен кӗлтесене ҫӗрелле пӑрахаҫҫӗ, итем ҫине икӗ рет сарса тухаҫҫӗ. Сылтӑм енчен пуҫласа, хӗвеле майлӑ ҫапаҫҫӗ. Икӗ ретпе икшер хут ҫапсан, кӗлте ҫыххисене ҫурлапа татса сылтӑм енчи ретрен сылтӑм урапа тапса салтса, хӗвеле май ҫапса каяҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн лашапа аштараҫҫӗ. Лаши итем юпи тавра темиҫе хут ҫаврӑнать. Вӗрен юпа ҫумне яваланса ҫитсен лаша хӑвалаканӗ ӑна тепӗр майлӑ ҫавӑрать. Кӗлтесене салатса ҫемӗҫтерсен сенӗкпе сиктереҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн каллех лашапа аштараҫҫӗ. Улӑмне кӗреплепе тураса илеҫҫӗ. Ыраш кӗлтисене тапса-ҫапса тухнӑ хыҫҫӑн улӑмне йӑтса улӑм ури тӑваҫҫӗ. Çапнӑ, аштарнӑ тырра пӗр ҫӗре пухса купа тӑваҫҫӗ. Купаланӑ тыррине йывӑҫран тунӑ кӗреҫепе сӑвӑраҫҫӗ. Ǎна сӑвӑр кӗреҫи теҫҫӗ. Çил хытӑ вӗрнӗ чухне тырӑ сӑвӑрмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ӑна йӑлтах ҫил вӗҫтерсе кайма пултарать. Пукравччен хӑш-хӑш ҫул авӑн ҫапса пӗтерме ӗлкӗрнӗ, хӑш-хӑш ҫул пӗтерменни те пулнӑ. Авӑн ҫапса пӗтерсен ҫӗнӗ тырра колек ҫине тултарса армана авӑртма каяҫҫӗ. Авӑртнӑ ҫӑнӑхпа ҫӑкӑр пӗҫереҫҫӗ. Çӗн ҫӑкӑр пӗҫернӗ вӑхӑта ҫӗн ҫӑкӑр эрни теҫҫӗ. Уйри тыр-пула тата килти авӑнсене пӗтернӗ хыҫҫӑн авӑн ӗҫки тунӑ, авӑн яшки ҫинӗ. Авалрах ҫӗнӗ тыр-пул туса илнӗ ятпа ятарласа чӳклеме ирттернӗ…».

Муркаш районӗ. Йӑла-йӗркесем, уявсем – Моргаушский район. Традиции, обряды, праздники / Е. А. Зайцева авторӗ, пухса йӗркелекенӗ. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2004. – С. 57-58.