Мункун — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:

«Хӗрарӑмсем мункуна килте пӳрте-ҫурта пуҫтарасшӑн. Пир вырӑнӗсене калараҫҫӗ, хайсен япалисене тирпейлеҫҫӗ. Карташӗнче пӗтӗмпе пылчӑк, лапӑркка. Арҫынсем карташӗнче пуҫтараҫҫӗ. Мункун ик кун-виҫ кун тесессӗн, пуртре-ҫуртра пӳрт ӑш-чиккине, пӳрт саккине-урайне ҫӑваҫҫӗ. Çулталӑкра та пӗрре ҫуман пулсан та, мункуна епле ҫын та пӳртне-ҫуртне пӗрре тасатать: маччисене-пӗренисене хыра-хыра вӗри шывпа саратать, кӑмакине шуратать, пӑлтӑрсене шӑла-шӑла кӑларса тирпейлет, пуҫтарать. Акӑ ӗнтӗ ыран мункун. Мункун мунчи хутаҫҫӗ. Çăвӑнаҫҫӗ-тухаҫҫӗ, ҫамрӑк кӗлле кайма шухӑшлать. Çикелет-тукалать те вӑл ҫӗнӗ кӗпе, ҫӗнӗ йӗм тӑхӑнать, урине шурӑ чӑлха тӑхӑнать…». «Мункуна пӗр тӑват-пилӗк кун юлсан, типӗрех ҫул иккӗмӗш-виҫҫӗмӗш кунне, пупсене илме каяҫҫӗ. Ǎҫта кимӗпе каҫара-каҫара е кунта ҫитичченех Сӗве тӑрӑх кимӗпе илсе килеҫҫӗ вара вӗсене. Вӗсем кунта пӗр икӗ кун пурӑнса каяҫҫӗ. Ял тӑрӑх турӑшсемпе ҫӳреҫҫӗ, каҫпа-ирпе чассавние кӗлле кӗреҫҫӗ. Пирӗн чӑн мункунӑмӑр ҫавӑнта тин вара. Яла пупсем килсен, ҫамрӑксем питӗ савӑнаҫҫӗ вара. Пӗтӗм этем урама тухать: пупсем турӑшсем пырса кӗрессе кӗтсе тӑраҫҫӗ. Урамра хӗп-хӗрлӗ те ҫап-ҫутӑ: хӑшӗ чупаҫҫӗ, хӑшӗ тӑраҫҫӗ, хӑшӗ лараҫҫӗ…».

Тимофеев Г. Т.  Тӑхӑрьял: этнографи тӗрленчӗкӗсем. Халӑх сӑмахлӑхӗ. Ҫырса пынисем. Ҫырусемпе асаилӳсем / Г. Т. Тимофеев. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2002. – С. 155-156.

«Мӑнкун ыран тенӗ чух каҫхине чиркӗве каяҫҫӗ. Ирхине кӗлӗ вӗҫленет. Кам типӗ тытнӑ, кӗлӗ хыҫҫӑн ҫылӑхсене каҫарттараҫҫӗ, хайсем тунӑ ҫылӑхсене батюшкӑна каласа парса ӳкӗнсе турӑран каҫару ыйтаҫҫӗ. Мӑнкун чух ҫӑмарта хӗретсе чиркӗве илсе кайса светить тутараҫҫӗ, ӑна чиркӳрен килсен тин ҫиме юрать. Мӑнкун эрнинчен пускилсене пухса мӑнкун пӑтти (тулӑ кӗрпинчен пӗҫереҫҫӗ) ҫиеҫҫӗ… Тата мӑнкун ҫитиччен кӑшт маларах урам варринче мӑн чуччу ҫакатчӗҫ. Кӑнтӑрла унта ачасем ярӑнатчӗҫ, каҫхине вара хӗр упраҫсемпе яшсем тухатчӗҫ Чуччуне таканласах тунӑ. Икшерӗн хӑпарса тӑрса ярӑннӑ… Купӑс кашни килтех пулман. Çавӑнпа арҫынсем питлӗх ҫине хачӑ хурса, ура тапса ташӑ ҫемми кӑларса ташланӑ. Хӑшӗсем аллисене ӗҫлӗкне купӑс тытнӑ евӗр тытса турткаласа, такмаксем каласа ташлаттарнӑ…».

Муркаш районӗ. Йӑла-йӗркесем, уявсем = Моргаушский район. Традиции, обряды, праздники / Е. А. Зайцева авторӗ, пухса йӗркелекенӗ. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2004. – С. 91-92.

Уяв сценарийӗсем:

Мӑнкун : класс тулашӗнчи мероприяти сценарийӗ

Мӑнкун : [сценари]

Пасхальные песни (Мункун юррисем)

Парӑн кӑна парӑн – пӗр ӑратне,

Эпир пурте пуян ҫын ай ӑратни,

Эпир пурте пуян ҫын ай ӑратни!

 

Эпир пӗр ратнипе ӗҫсе-ҫин(ӗ) чух

Унта ют ӑратнен те мӗн ӗҫ пур,

Унта ют ӑратнен те мӗн ӗҫ пур.

 

Шав шавлар-и паян, кӗр кӗрлер-и?

Пуян ратне пыл мӗн ӗҫет ай теччӗр-и,

Пуян ратне пыл ӗҫет ай теччӗр-и!

Мункун юррисем // Песни низовых чувашей / сост. М. Г. Кондратьев. – Чебоксары, 1982. – Книга вторая. – С. 81-82.

 

Ай-юй, пӗр мункунҫӑм, пӗр юн кунҫӑм,

Ай-юй, пӗр мункунҫӑм, пӗр юн кунҫӑм,

Паянхи юн куна ҫитес ҫук,

Паянхи юн куна ҫитес ҫук,

Ӑрат эп кӗрӗттӗм ай ӑрая,

Ҫылӑхӑмсем ямаҫ, мӗн тӑвас,

Ҫылӑхӑмсем ямаҫ, мӗн тӑвас,

Ӑрат эп пулӑттӑм ҫынсем пекех,

Телейӗмсем ямаҫ, мӗн тӑвас,

Телейӗмсем ямаҫ, мӗн тӑвас,

Мӗн тӑватар турӑ ай ҫырнине,

Малти кунӗ патӑр ыррине,

Малти кунӗ патӑр ыррине.

Родионов, В. Г. Ай-юй, пӗр мункунҫӑм, пӗр юн кунҫӑм // Родионов, В. Г. Епле пурӑнать-ши аякри тӑван: пур енлӗ экспедици материалӗлсем. – Шупашкар, 2008. – I пайӗ. – С. 6-7.