Утӑҫи — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:

«Утӑ ҫулма ҫимӗк иртсен тин тухнӑ. Малтанхи кун мунча хутса кӗнӗ, ирхине таса, капӑр тумланса улӑха кайнӑ, апат-ҫимӗҫ, сӑра илсе тухнӑ. Малтан пӗчӗк уяв тунӑ, сӑра ӗҫнӗ, кайран вара ҫулма пуҫланӑ».

Муркаш районӗ. Йӑла-йӗркесем, уявсем = Моргаушский район. Традиции, обряды, праздники / Е. А. Зайцева авторӗ, пухса йӗркелекенӗ. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2004. – С. 57.

«Хӑятсем иртсен, питравкка ҫитиччен тара илнӗ ҫарансем ҫине ута тухаҫҫӗ. Ǎҫта вӑрманта-мӗнте, ӑҫта халӑхран-мӗнтен илнӗ ҫарансем пулаҫҫӗ хӑшӗн-хӑшӗн. Çавӑн пеккисем: «ят пайне ҫулма тухиччен кӑсене пӗтерсе кӗрес» тесе, малтан ҫулаҫҫӗ. Унтан халӑхпа – питравкка кунӗ-и, пӗр ик-виҫ кун малтан-и – ят пайне валеҫме тухаҫҫӗ. Ят пайне валеҫсенех ҫулма тытӑнаҫҫӗ. Унта вара ҫаран ҫинче илем пулать: хӗп-хӗрлӗ те ҫап-ҫутӑ; арӑмсенче кӗмӗл йӑлтӑр-ялтӑр тӑвать. Утӑ ҫулма ҫӗнӗ ҫынсем, хӗри-пӑраҫ тумланса тухаҫҫӗ: «эрттилпе ҫулмалла, этем нумай курать», тет. Унта вара кам епле ҫулнине те астӑваҫҫӗ, камӑн шӑм-шакӗ килнине те астӑваҫҫӗ: «ҫавӑ ҫапла ҫулать, ку капла ҫулать», теҫҫӗ вара. Пирӗн хамӑр ял хӗрӗсем ҫаран пайтаххипе пӗчӗкҫӗрен утӑ ҫулса ӳсеҫҫӗ те, ута тухсан, ҫаранта та аван ҫулаҫҫӗ, теҫҫӗ. Леш, хир енчи, ял хӗрӗсем кунта качча килеҫҫӗ те, вӗсене начар ҫулаҫҫӗ, теҫҫӗ, пирӗн ҫынсемпе ҫулса ӗлкӗреймеҫҫӗ, тет. Тытӑнса-тытӑнса ҫулаҫҫӗ те, пӗр пайне тухсан, тепӗр пайне тӑвиччен ҫаран ҫине шавлашма-калаҫма тӑсӑлса выртаҫҫӗ. Татах тепӗр тӗле куҫаҫҫӗ. Çапла мал енчи ҫаранлӑха ҫулса пӗтереҫҫӗ те унтан Чӑнлӑ улӑхне куҫаҫҫӗ. Ят пай утине ҫулаҫҫӗ, типӗтеҫҫӗ те киле турттараҫҫӗ: пӗр тӑват-пилӗк кун хушшинче пуҫтараҫҫӗ. Унтан шур илнисем шура ҫулма каяҫҫӗ. Вӑл тата пӗр тӑватпилӗк куна пырать. Ǎна унтан утине укҫине тулемесӗр памаҫҫӗ. Укҫине тулеҫҫӗ те утине киле турттараҫҫӗ…».

Тимофеев Г. Т.  Тӑхӑрьял: этнографи тӗрленчӗкӗсем. Халӑх сӑмахлӑхӗ. Ҫырса пынисем. Ҫырусемпе асаилӳсем / Г. Т. Тимофеев. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2002. – С. 178.

«Утӑ вӑхӑтне ял халӑхӗ хаваспа кӗтсе илнӗ. Çак пӗрлехи ӗҫ ҫынсене ҫывӑхлатнӑ. Ут ҫине пурте уява кайнӑ чухнехи пек хатӗрленнӗ. Хӗрсемпе хӗрарӑмсем килте тӗртнӗ пиртен ҫӗленӗ шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ, умӗсене саппун ҫапнӑ. Тумтире тӗрӗпе илемлетнӗ. Вӑрӑм ҫӳҫӗсене ҫивӗтлесе хӑюпа тыттарнӑ. Тӗрленӗ шурӑ тутӑрӗсене хӗрле ҫавӑрса ҫыхнӑ. Урисене тӑла чӗркесе ҫӑпата сырнӑ. Арҫынсем те шурӑ тумпа пулнӑ. Утӑ ҫулакансем хӗвелпе пӗрле тӑрса ӗҫе тытӑннӑ, мӗншӗн тесен сывлӑм типиччен ҫулма ҫӑмӑлрах. Хӗвел хӗртме пуҫласан вара халӑх пӗр-икӗ сехет канса илнӗ. Вӗсем валли ятарласа пӗр ҫын пысӑк хуранпа яшка пӗҫернӗ, тӗрлӗ курӑкран чей вӗретнӗ. Уяр ҫанталӑкра утта ҫулса пӗтерес тесе халӑх каҫченех ывӑннине пӗлмесӗр ӗҫленӗ. Хӗрарӑмсем те арҫынсемпе танах ҫулнӑ. Аслисене ачасем те пулӑшнӑ. Кӗҫӗннисем утӑ тавӑрнӑ, 12-13 ҫула ҫитнисем вара алла ҫава тытнӑ. Вӗсем валли пӗчӗкрех те ҫӑмӑлрах ҫава ӑсталанӑ. Çулнӑ курӑка пӗр-икӗ кун кушӑхтарса вырттарнӑ, унтан ҫавӑрнӑ та «хур карти» тунӑ: утта икӗ енчен пӗр ҫӗре пуҫтарса тухнӑ. Типсе пынӑҫемӗн малтан пӗчӗкрех купасене пуҫтарнӑ, кайран купана хывнӑ. Ĕҫе Питрав кунӗ (июлӗн 12-мӗшӗ) тӗлне вӗҫленӗ. Çав ятпа халӑх така пуснӑ, шӳрпе пӗҫерсе ҫинӗ. Утӑ капанӗсене (е утӑ урисене) улӑхран юр ларсан тин турттарса килнӗ. Ǎна пурне те валеҫсе панӑ».

Ут ҫи // Елчӗк ен. 2009. 22 утӑ.

Митта, Василий. Утӑ ҫинчи ир : [сӑвӑ] / В. Митта // Сунтал. – 1926. – № 9. – С. 10.

Турхан, Ф. В. Утӑ ҫулни : сӑвӑ / Ф. В. Турхан // Революцичченхи чӑваш литератури : текстсем / [А. В. Васильев, Г. Ф. Юмарт пухса хатӗрленӗ] ; Чӑваш АССР Министрсен Совечӗ ҫумӗнчи чӗлхе, литературӑ, истори тата экономика наукисен тӗпчев институчӗ. – Т.1: ХХ ӗмӗрччен. – Шупашкар, 1984. – С. 265.

Утӑра («Янӑрать паян ҫаран…») / кӗвви З. Яковлеван ; сӑвви Н. Силпин

Утӑҫи юррисем

Хӗвел хӗртсе пӑхнипе

Йӗпе утӑ типшерет.

Кӑнтӑр ҫитнӗ майӗпе

Ут пуҫтарма тытанать.

 

Утта турать хӗрипраҫ,

Сенӗкпе ҫӗклет хусах,

Купине тавать Михаҫ

Черетпе туса лартсах.

 

Ӗҫе хастар тытансан

Ӗҫ ялан ӑнса пырать.

Пӗр-пӗрине шанм асан

Каҫ пӗтессӗн туйӑнать.

 

Калла-малла пахсассӑн

Ҫаран юлать тасалса,

Пурне шута илсессӗн

Купи ларать якалса.

 

Ӗҫре мала тухасси

Ҫемҫуркаран пулас ҫук.

Ҫири тумтир типесси

Ӗҫ пӗтиччен пулас ҫук.

Утӑҫи юррисем // Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ. Ӗҫпе йӑла юррисем. – Шупашкар, 2013. – С. 45-46.

***

Атьӑр каяр, ӑҫта каяр? –

Ушкӑнпала ут ҫулма,

Ил-лю-лю, ил-лю-лю,

Ушкӑнпала ут ҫулма.

Ушкӑнпала ут ҫулӑпӑр,

Йӗкӗр капан лартӑпӑр,

Ил-лю-лю, ил-лю-лю,

Йӗкӗр капан лартӑпӑр.

Йӗкӗр капан хушшине

Кашкӑр капӑнь хурӑпӑр,

Ил-лю-лю, ил-лю-лю,

Кашкӑр капкӑнь хурӑпӑр.

Кашкӑр капкӑнь хурӑпӑр,

Тилӗ ҫапса илӗпӗр,

Ил-лю-лю, ил-лю-лю,

Тилӗ ҫапса илӗпӗр

Тирне сӳтсе илӗпӗр,

Пасара кайса сутӑпӑр,

Ил-лю-лю, ил-лю-лю

Пасара кайса сутӑпӑр,

Пасара кайса сутӑпӑр,

Çӗр сум укҫа илӗпӗр,

Ил-лю-лю, ил-лю-лю

Çӗр сум укҫа илӗпӗр.

Пурҫӑн тутӑр илӗпӗр,

Юрла-юрла ӗҫлӗпӗр,

Ил-лю-лю, ил-лю-лю

Юрла-юрла ӗҫлӗпӗр.

«Атьӑр каяр, ӑҫта каяр?…» // Чӑваш сӑмахлӑхӗ : 10-мӗш класӑн вӗренӳпе вулав кӗнеки / Н. Г. Ивановапа В. П. Никитин пухса хатӗрленӗ. – Шупашкар, 1993. – 1 пай. – С. 225.