Сӗрен — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:

Тӗрлӗ чир-чӗре, усал-тӗселе кил-ҫуртран тасатас енӗпе ирттерекен йӑла-йӗрке пирки таврапӗлӳҫӗсен тӗпчевӗсенче тӗплӗн ҫырса кӑтарнӑ. Акӑ, сӑмахран, паллӑ этнограф, таврапӗлӳҫӗ Г. Тимофеевӑн «Тӑхӑрьял» кӗнекинче сӗрен праҫникӗ пирки ҫапла ҫырнӑ: «Çурта кунӗ вилле хывсан, кайран ача-пӑча ялтан хирелле сӗрен хӑваланӑ… Ача-пӑча кӑнтӑрлах «сӗрен хулли» хатӗрлесе хуратчӗҫ, тет. Унтан пӗр килле пуҫтарӑнаҫҫӗ, тет. Ялта ача-пӑчана юратаканни пулать, вӗсене хӑйсем патне ҫавсем янӑ… Унта вӗсен старшини, уретникӗ-теҫетникӗсем, старасти-сутнӗкӗсем-мӗнӗсем пулатчӗҫ, тет. Ял тӑрӑх ҫӑмарта, чӑкӑт-темӗскер пуҫтаратчӗҫ, тет. Пуҫтаракан кирек кам чӳречи умне пырать, тет те, шак-шак-шак! тутарать, тет: «халла, халла: ҫӑмарта!» тесе калать, тет…».

Тимофеев Г. Т.  Тӑхӑрьял: этнографи тӗрленчӗкӗсем. Халӑх сӑмахлӑхӗ. Ҫырса пынисем. Ҫырусемпе асаилӳсем / Г. Т. Тимофеев. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2002. – С. 157.

Паллӑ чӗлхеҫӗ Н. Ашмарин «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекин» 11-мӗш кӑларӑмӗнче: «Сӗрен пур ялӑн та пӗр вӑхӑтра килмес: хӑш ялта мункунта тӑваҫҫӗ, хӑш ялта акана тухас умӗн тӑваҫҫӗ, хӑш ялта ҫимӗкре тӑваҫҫӗ, тата хӑш ялта аслӑ уй-чӳкре тӑваҫҫӗ», – тесе ҫырнӑ (С. 317). В. Цветков таврапӗлӳҫӗ «Сӗрен» статйинче «Сӗрене хӗрарӑмсемпе хӗрсене ҫӳреме юраман, вӑл питӗ пысӑк ҫылӑх шутланнӑ. Çӑва тухсан ялта ҫынсен е выльӑх-чӗрлӗхӗн тӗрлӗ чирӗ вӑйлӑ сарӑлсан, ҫурхи сӗрен тӗрӗс иртмен тесе ҫӗнӗ сӗрен ирттернӗ: пур ҫынсене те, выльӑх-чӗрлӗхе те ҫӗр хапхи витӗр кӑларнӑ, хӗр аки ирттерсе ял йӗри-тавра чир-чӗр кӗмессе «тимӗр карта» ҫавӑрнӑ. Ялти пур вутта та сӳнтерсе килӗсерен ҫӗнӗ вут салатнӑ. Çӗнӗ вуттине икӗ патака сӑтӑрса тивертсе тупнӑ…», – тесе ҫырать.

Ҫурхи-ҫуллахи йӑла-йӗрке : [аудиолекци]

Сӗрен : [авалхи чӑвашсем ирттернӗ ҫурхи уявӑн сценарийӗ].