Çимӗк — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:

«Çурхи ака-суха ӗҫӗсем вӗҫленсен ваттисене асӑнмалли кунсем – Çимӗк (виле тухнӑ кун) пуҫланнӑ. Вӑл пӗр эрне пынӑ. Уяв умӗн ачасемпе хӗрарӑмсем  вӑрмана кайса эмел курӑкӗсем пуҫтарнӑ, симӗс туратсем хуҫса килнӗ. Туратсене хапхасем, чӳречесем ҫине тирсе хунӑ. Вӗсем ҫинче вилнисен чунӗсем лараҫҫӗ тесе шутланӑ. Яланхи пекех, уяв умӗн мунча хутнӑ, 77 тӗрлӗ курӑка пӗҫерсе ҫав шывпа ҫӑвӑннӑ. Мунчана вилнисене те чӗннӗ. Унтан килте, Калӑм чухнехи пекех, вилнисене асӑннӑ. Эрнипех юрласа-ташласа, выляса савӑннӑ. Ку уявра кичем, салху пулма юраман. Çынсем вилнӗ тӑванӗсене савӑнӑҫ кӳме тӑрӑшнӑ. Хӗр парса хӗр илесси те – туйсем – Çимӗк вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ. Çимӗк эрнин юлашки кунӗнче – Кӗҫӗн Çимӗкре – каллех малтан килте, унтан кил картинче кӗлӗсем ирттернӗ, ӗҫсе ҫинӗ, ташланӑ, юрланӑ. Унтан ҫимеллисем илсе, урапасем ҫумне симӗс туратсем ҫыхса ҫӑва ҫине кайнӑ. Ватӑсем пурте пӗрле кӗлӗ каланӑ, ҫӑва пуҫлӑхӗпе те калаҫнӑ Унтан кашни харпӑр хӑйӗн вилнӗ тӑванӗсене асӑннӑ, вӗсен яӗсепе кӗлӗ каланӑ, вил тӑпри ҫинчи юпасем ҫине парнесем – кӗпесем, сурпансем, ал шӑллисем – ҫакнӑ, юпапа юнашар ҫимеллисем хунӑ, сӑра тумлатнӑ. Сӑмахран, ҫакӑн пек кӗле каланӑ: «Аттеҫҫӗм, сана икерчӗ паратӑп, умӑнта пултӑр, пил ту. Сана хӗрлӑ ҫӑмарта паратӑп, уманта пултӑр, пил ту… Унтан ачисене, хуранташ-тӑванне, килти выльӑх-чӗрлехне пехил пама ыйтнӑ. Виллисене палӑртнӑ … вилнисене юрас, вӗсем те савӑнччӑр тесе юрланӑ, ташланӑ…».

Е. Енькка «Тӑван ен: Чӑваш халӑхӗн XVI — XIX ӗмӗрсенчи пурлӑхпа ӑс-хакӑл культури : [вӗренӳ пособийӗ] : 6-7-мӗш классем валли. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008.

Г. Тимофеев этнограф ҫимӗке мӗнле уявлани пирки ҫапла ҫырса кӑтартнӑ : «Авалтарах пирӗн чӑваш ҫимӗке труйски умӗнхи кӗҫнерникун тунӑ. Масар ҫине трантассемпе ӗҫкӗ-ҫикӗ таврашӗ илсе каятчӗҫ, тет…».

Тимофеев Г. Т.  Тӑхӑрьял: этнографи тӗрленчӗкӗсем. Халӑх сӑмахлӑхӗ. Ҫырса пынисем. Ҫырусемпе асаилӳсем / Г. Т. Тимофеев. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2002. – С. 144.

«Çимӗк ҫулла, ӑшӑ аннӑ хыҫҫӑн вӑйлӑ аслатиллӗ ҫумӑрпа, каҫпа «пыл ҫунипе» (ҫӑра сывлӑм ӳкнипе) пӗр вӑхӑталла килет. Çанталӑк пӗр ҫул та пӗр пек килмест, ҫанталӑк кунҫаврӑмӗ хӗвел кунҫаврӑмӗнчен уйрӑлса пырать. Авалтан ҫирӗпленнӗ йӗркепе ҫимӗке, пӗтӗмӗшле, мӑнкунтан ҫичӗ эрне шутласа уявлаҫҫӗ. Çимӗк эрнинчи вырсарникун, хӗреслӗх кунҫаврӑмне пӑхсан, вӗсем вырсрникун тӑвакан мӑнкунтан ҫичӗ эрнерен килет. Мӑнкуна вара, ҫавнашкалах ун умӗн ҫичӗ эрне малтан килекен ҫӑварние те, кун таврӑннӑ чух хӗвелпе уйӑх мӗнле ҫаврӑнса килнине кура палӑртаҫҫӗ. Çавна пула мӑнкун кашни ҫул тӗрлӗ вӑхӑтра – апрелӗн 4-мӗшӗпе майӑн 8-мӗшӗ хушшинче – пулать. Мӑнкуна кура ҫимӗк те тӗрлӗ вӑхӑтра пуҫланать. Ку эрне ир килсен ҫуллахи микулнӑ эрнипе ҫыхӑнса каять, кайран килсен вара ҫинҫепе (июнӗн 21-28-мӗш кунӗсемпе) пӗрлешет. Çинҫе е улттӑри эрне – пирӗн ҫӗрӗҫ кунҫаврӑмӗнчи илемкунтан (августӑн 2-мӗшӗ) шутласа ялан пӗр вӑхӑтра килекен сӑваплӑ эрне. Хӑшпӗр ҫулсенче ҫимӗк эрни вӗҫӗпе е пуҫӗпех ҫинҫене кӗрсе кайнӑ пирки чылай ҫын ҫак уявсене пӑтраштарать… Çимӗк сакӑр куна пырать, кӗҫнерникун пуҫланать те (аслӑ ҫимӗк) тепӗр кӗҫнерникун вӗҫленет (кӗҫӗн ҫимӗк)… Ватӑ ҫынсем пулас ҫанталӑка тимлесе ҫак вӑхӑтра чӳксем тӑваҫҫӗ. Туйсене те ҫимӗкрех ирттернӗ.

Ерагин Е. Е. Ҫимӗк-ҫинҫе ҫитсессӗн / Е. Е. Ерагин ; Чӑваш халӑх академийӗ ; [ред. канашӗ: Н. И. Егоров т. ытт. ; В. П. Станьял ум сӑмахӗ]. – Шупашкар. – С. 11-12.

Чӑваш халӑхӗн календарлӑ уявӗсем. Ҫимӗк : 3-мӗш кӑларӑм : уява ирттермели материал.