Ҫинҫе — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:

«Çу варрине ҫинҫе теҫҫӗ. Ǎна, тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗрен, пӗр-икӗ эрне шутлаҫҫӗ. Çак вӑхӑтра ҫулталӑкри чи вӑрӑм кунсем пулаҫҫӗ: июнӗн 14-15-мӗшӗсенче, ҫавнашкалах 28-мӗшӗнче те, кун тӑршшӗ 17 сехет те 35 минута ҫитет, 16-19-мӗшӗсенче, ҫавнашкалах 27-мӗшӗнче те – 17 сехет те 36 минута, 20-26-мӗшӗсенче вара – 17 сехет те 37 минута. Чи вӑрӑм ҫак кунсенче ҫинҫе пулать. Юлашки эрнине ҫинҫе эрни (е ҫинҫе) теҫҫӗ, ҫӗрӗҫ кунҫаврӑмӗнчи улттӑри эрнепе (июнӗн 21-28-мӗш кунӗсем) вӑл пӗр килет. Аякри чӑвашсем хушшинче ҫинҫене палӑртассине, хӗвел ырлӑхӗ хӑйӗн тӳпине ҫитнӗ тапхӑра уяссине, пиллӗкпе тӑваттӑри эрнесем таранах, питравччен тӑснӑ… Çинҫене чӑваш ҫутҫанталӑкӑн аталантаракан вӑйне халаллать. Ку вӑхӑтра ҫӗр йывӑрланнӑ, пӗтӗленнӗ ана-уйсем тутӑллӑ, тухӑҫлӑ тыр-пул ҫитӗнтерме хатӗрленеҫҫӗ. Аслати хӑвачӗпе, тӑван ҫӗре савса суха туса вӑрлӑх акса хӑварнипе ҫие юлнӑ Çӗрамана халӗ тавтуса хӑйне ирӗккӗн канма май параҫҫӗ, тӑнӑҫ тӑратаҫсӗ, вӑй илме пулӑшаҫҫӗ. Çинҫе –  пирӗн ҫӗрӗн, Çӗраман хӑйӗн сӑваплӑ кану вӑхӑчӗ, хӑйне ятӑн чи пысӑк та сумлӑ уяв. Этемӗн кунта хутшӑнни кирлӗ мар. Эпир йӗркеллӗ, лӑпкӑ кӑмӑлпа ирттернӗ ҫинҫе кашни ҫынна, унӑн ӗҫӗ-хӗлне, ӗмӗтне, ырӑ ӑнтӑлӑвӗсене сӗмсӗрлӗхрен, усалран пӳлет, айванлӑхран сыхлать, канӑҫне упрать…», – тесе ӑнлантарать ҫулталӑкри пӗлтерӗшлӗ самант ҫинчен Е. Ерагин таврапӗлӳҫӗ «Çимӗк-ҫинҫе ҫитсессӗн» кӗнекере.

Ерагин Е. Е. Ҫимӗк-ҫинҫе ҫитсессӗн / Е. Е. Ерагин ; Чӑваш халӑх академийӗ ; [ред. канашӗ: Н. И. Егоров т. ытт. ; В. П. Станьял ум сӑмахӗ]. – Шупашкар. – С. 11-12.

«Ыраш пуҫ кӑларса ӳсме тытӑнсанах Ҫинҫе вӑхӑчӗ ҫитнӗ. Ку тапхӑрта (пӗр икӗ эрне хушшинче), пучахсенче тырӑ пӗрчисем пулма пуҫласан, ҫӗр пӗтӗленнӗ (йывӑрланнӑ) тесе шутланӑ. Ǎна кансӗрлеме юраман. Çинҫе вӑхӑтӗнче пурин те тӗрлесе илемлетнӗ шурӑ тумпа ҫӳремелле пулнӑ. Çӗре чавса амантма, сухалама, ун ҫине мӗн те пулин пӑрахма, кӗпе ҫума, кӑнтӑр кунӗнче вут чӗртме, вӑрман касма, ҫурт-йӗр ҫума, кӑнтӑр кунӗнче вут чӗртме, вӑрман касма, ҫурт-йӗр тума, йывӑҫ е ҫурт ҫине улӑхма, курӑк е чечек татма, утӑ ҫулма т. ыт. те юраман. Унсӑрӑн ҫанталӑк типӗ тӑма, ҫил-тӑвӑл тухма е ытти инкексем пулма пултараҫҫӗ тесе шутланӑ. Кам та пулин ҫак йӗркене пӑснӑ пулсан вара йӑнӑша тӳрлетме тӑрашнӑ – чӳк парни кӳнӗ, ҫӗр амӑшӗнчен каҫару ыйтса кӗлӗ каланӑ, ӑна пуҫҫапнӑ. Çинҫе вӑхӑтенче ҫынсем каннӑ. Хӗрарӑмсем шурӑ кӗпе-йӗм ҫӗленӗ, арҫынсем ҫӑпата тунӑ. Стариксем тӑпрас ҫине тухса ларнӑ та васкамасӑр ун-кун ҫинчен калаҫнӑ. Çавӑнтах ача-пӑча хӗвӗшнӗ, мучи юмах каласа парасса кӗтнӗ… Хӗвел ансан ҫамрӑксем вӑййа тухнӑ. Ял хыҫӗнче, аслӑ улӑхра, вут чӗртнӗ, карталанса юрӑ юрланӑ, ташланӑ, вылянӑ. Ирчченех юрӑ-кӗвӗ, хӗрсен уҫӑ сасси янранӑ. Çуллахи вӑхӑтӑн пӗрремӗш ҫурринче, вырмана тухиччен, ҫамрӑксем аслисемпе тата ачасемпе пӗрле уйра ӗҫленӗ, каҫсерен юрласа-ташласа, выласа савӑннӑ».

Е. Енькка «Тӑван ен: Чӑваш халӑхӗн XVI — XIX ӗмӗрсенчи пурлӑхпа ӑс-хакӑл культури : [вӗренӳ пособийӗ] : 6-7-мӗш классем валли. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. – С. 192-193.

Р. Азмабад «Ҫинҫе – канлӗ вӑхӑт» статйинче ҫак уява этеме тӑрантарса усракан, ҫут тӗнчене те пурнӑҫа тытса пыракан Çӗр-аннене чысласа паллӑ туни ҫинчен пӗлтерет: «Ҫинҫен паллӑ енӗ –  ӗҫлеме юраманни. Ҫак чару сӗм авалтан пӗлӗтрен хӑранипе ҫыхӑннӑ: пӗтӗ Ҫӗрӗн канӑҫне татнӑшӑн ҫӳлти Тӳпе инкек-синкек ярасран шикленнӗ. Ҫак вӑхӑтра ҫӗре тапратма юраман, ҫие хӗрлӗ е кӑвак улача тӑхӑнма та чарнӑ — шурӑ тум тӑхӑнмалла пулнӑ, хӗвел аниччен вут та чӗртмен… Çураки пӗтерсен , икӗ-виҫӗ эрнерен Çинҫе праҫникне тӑваҫҫӗ. Вӑл праҫникне пӗтӗленӗ ҫӗре хисепленине пӗлтерет… Ҫинҫе евӗрлӗхӗсене ҫынсем ҫапла палӑртнӑ: «Пурте шурӑ кӗпе тӑхӑнса хӑйсем пеккисемпе пӗр ҫӗре пуҫтарӑнса кам та пулин ӗҫ ӗҫлемест-и, хӗрлӗ е кӑвак кӗпе тӑхӑнса ҫӳремест-и тесе ял тӑрӑх пӑхса ҫӳреме каяҫҫӗ. Ҫинҫере ҫынсене нимӗн те ӗҫлеттермеҫҫӗ, ахаль анчах тӑма хушаҫҫӗ»… Ҫапах та Ҫинҫе вӑхӑтӗнче — питӗ кирлӗ, ниҫта кайса кӗме ҫук пулсан — вак-тӗвек ӗҫпе аппаланма ирӗк панӑ. Енчен те уявччен маларах пахчара йӑран хатӗрлесе хунӑ тӑк ҫимӗҫ лартма юранӑ. Шурӑ пир тӗртме те, шурӑ кӗпе-йӗм ҫӗлеме те пит чарман. Ҫын вилсен вара Ҫинҫе йӑлине пӑхӑнман: вилене пытарма шӑтӑк чавнӑ, ял-йышпа асӑнса куҫне хупнӑ ҫынна леш тӗнчене ӑсатнӑ» (С. 15).