Сурхури — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:

Сурхури

Чӑвашра сурхурие хӑҫан тата мӗнле ирттерни пирки Н. Ашмаринӑн «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекин» 11-мӗш кӑларӑмӗнче ҫапла каланӑ: «Прежде (по крайней мере в северной части Чувашии) совершался в 3-ю пятницу после Николина дня (6 декабря по ст. ст.), а позднее в одних местах сурхури стали называть ночь под Рождество, в других – ночь под Новый год, в третьих – ночь под Крещенье. Помнили и старое время празднования сурхури, т. е. 3-ю пятницу после Николы… В общем, праздник этот совпал с русским Рождеством и святками с их гадалками и уже представлял смешения чувашского и русского праздников». (С. 197).

«Сурхури – хӗлле кун таврӑннӑ вӑхӑтпа (ҫулталӑкри чи кӗске вӑхӑт – декабрӗн 21-22-мӗшӗсем) ҫыхӑннӑ халӑх уявӗ. Вӑл пӗр эрне пынӑ. Уява ачасем пуҫланӑ. Арҫын ачасемпе хӗр ачасем пӗрле пухӑнса сурхури юррисем юрласа ҫӳренӗ. Хуҫисем вӗсене йӑвапа, пӑрҫапа хӑналанӑ, кӗрпе, ҫу панӑ. Ачасем хуҫисене, уйрӑмах ҫамрӑк хӗрарӑмсене, пӑрҫапа сапнӑ, ҫапла сӑвӑласа юрланӑ:

Сак тулли ача-пӑча пултӑр,

Урай тулли путек пултӑр.

Кӗтӗвӗн пӗр вӗҫӗ шыв хӗрринче пултӑр,

Тепӗр вӗҫӗ – витере.

Килӗрен ҫӳресе пӗтерсен ачасем кам патне те пулин пуҫтарӑнса пӑтӑ ҫинӗ, юмах каланӑ, шӳтленӗ, кулнӑ, юрланӑ, ташланӑ – ҫӗрӗпех савӑннӑ. Хӗрсемпе каччӑсем те ҫавӑн пекех пуҫтарӑнса савӑннӑ (хӗр сӑри тунӑ), анчах унсӑр пуҫне вӗсем ҫӗрле юмӑҫ янӑ. Сӑмахран, урайне тырӑ пӗрчи, кӑмрӑк, вак укҫа хунӑ, чашӑкпа шыв лартнӑ. Пӳрте автан илсе кӗрсе урайне янӑ та вӑл мӗн патне пынине сӑнанӑ. Автан тырӑ пӗрчи патне пырсан – чухӑн, укҫа патне пырсан – пуян, шыв патне пырсан ӗҫкӗҫӗ пулать тенӗ. Автан вырӑнтан тапранмасан хӗр качча каймасть тесе шутланӑ. Тепӗр тӗрлӗ юмӑҫ та янӑ. Тӗттӗмре сурӑх витине кӗнӗ. Хӗр така тытсан вӑл кӑҫал качча тухать, каччӑ сурӑх тытсан авланать тенӗ. Тытнӑ сурӑхсен ҫӑмне татса илнӗ. Кама шурӑ ҫӑм лекнӗ – унӑн упӑшки е арӑмӗ сарӑ ҫӳҫлӗ, хура ҫӑм лексен хура ҫӳҫлӗ пулать тенӗ. Хӗр хӑйӗн упӑшки кам пулассине пӗлес тесе ҫурта, куҫ кӗски, перкенчӗк илнӗ те ҫӗрле мунчана кайнӑ. Унта вӑл куҫ кӗски умне ҫурта ҫутса лартнӑ та пӗркенчӗкпе пӗркеннӗ. Шӑп ҫур ҫӗрте куҫ кӗскинче унӑн пулас упӑшки курӑнать тесе шутланӑ. Хӑш чухне каччӑсем малтанах мунчана кӗрсе пытаннӑ та шӑп ҫур ҫӗрте куҫ кӗски ҫинче курӑнас тесе хӗр хыҫне пырса тӑнӑ… Тӗлӗнсе-хӑраса ӳкнӗ хӗр кӑшкӑрса янӑ, хӑйне мунча патӗнче кӗтсе тӑракан тусӗсем патне вирхӗнсе тухнӑ. Вара пурте ҫухӑрашма, кулма пуҫланӑ».

Е. Енькка «Тӑван ен: Чӑваш халӑхӗн XVI — XIX ӗмӗрсенчи пурлӑхпа ӑс-хакӑл культури» C. 197-198.

 «Авал асаттесем пирешкелех шухӑ та шухӑшсӑр яшсем пулнӑ. Яш-кӗрӗмпе хӗрупраҫа вара вӑйӑ-кулӑпа юрӑ-ташӑран ытла тата мӗн кирлӗ? Аптраса тӑман пирӗн тӑхӑм пуҫӗнче тӑракансем, алӑ усса ларман, турӑ парасса кӗтсе тӑман. Хӑйсене хӑйсем айланса та майланса Сурхури уявне чаплӑ туса ирттернӗ. Ара, ҫав мӑнтарӑн сурхурийӗ ҫулталӑкра пӗрре кӑна килет-ҫке! Çавӑнпа пуль Çӗнӗ ҫул уявне вӗсем вӑрӑмрах тӑсма, мешехетлӗрех тума тӑрӑшнӑ. Вара вӗсен Çӗнӗ ҫулӗ Сурхурирен пуҫланнӑ та раштавччен, раштавран кӑшарниччен пынӑ. Ыран-паян Сурхури тенӗ чухне ача-пӑча, яш-кӗрӗм сӑвӑ-такмак каласа килӗрен киле ҫӳренӗ, сурхури, кӗр сӑри, кӑшарни ирттерме хатӗр-хӗтӗр, ӗсме-ҫиме. Салат-хӑмла, кӗрпе-ҫӑнӑх пуҫтарнӑ. Тарават кил хуҫисене ҫавран-ҫавран ҫавӑрса пехиллесе хӑварнӑ, хыт кукар «тимӗр пӑрҫасене» тапса такмакласа питлесе тухнӑ. Сурхури ачисене килсерен ырӑ ҫимӗс пама тӑрӑшнӑ. Авалтан килекен йӑла тӑрӑх, сурхури ачисене начар пӑхсан, кирлӗ хатӗр-хӗтӗр памасан – выльӑх-чӗрлӗх хунмасть, путек тӳлемест тесе ӗненсе тӑнӑ. Сурхури ачисем, сӑран такмаксем (хутаҫсем) ҫакса, урам тӑрӑх ялама ялав йӑтса ҫӳренӗ. «Ялама ялав» тени ҫапларах пулнӑ. Пӗр вӑрӑм шалча тӑррине ҫӗлкӗ ҫакса янӑ, шалчине хӑюсемпе. шараҫсемпе хитрелетнӗ, ут ҫилхинчен тунӑ ҫӳҫесемпе капӑрлатнӑ. Çакна вара «ялама ялав» тенӗ. Иртнӗ Сурхурипе ҫӗнӗ хурхури хушшинче качча килнӗ ҫӗнӗ инкесем, кӗҫӗн ҫынсем кашни сурхури ялавӗ ҫине тӗреллӗ сӗлкӗ, сурпан е шараҫ пиҫиххисем туха-туха ҫакнӑ. Кайран ҫав ялам ялава ял ҫамрӑкӗсем хӗр сӑри ларма суйласа илнӗ. Кил умне кӗрт ҫине тирсе лартнӑ. Вара хӗр сари ӑҫта ларнине пур те пӗлсе тӑнӑ. Ялав ҫине ҫакнӑ сӗлкӗсемпе пиҫиххисене хӗр сӑрине пынӑ вӑйӑҫсемпе купӑсҫӑсене парнесем панӑ. Сурхури кунӗ ача-пӑча урам тӑрӑх купӑс тӑсса, сӑвӑ-такмак каласа, юрласа ҫӳренӗ. Кашни хапха умӗнчех сурхури ачисем ҫапла такмакланӑ:

Сурхури! Сурхури!

Çитрӗ кӗтнӗ сурхури!

Хирӗҫ тухса тӑтӑр-и?

Атьӑр, тухӑр, ачасем,

Урам тӑрӑх кайӑпӑр,

Килӗрен киле ҫӳрӗпӗр,

Хуплу-кукӑль чӳклӗпӗр…

Эсир пире кӗртмесен,

Сурхисем путек тумӗҫӗ,

Ĕнисем пару тумӑҫӗ,

Кӗсрисем тиха тумӑҫӗ!

Тарават кил хуҫи сурхури ачисене хирӗҫ тухса илет, хапха уҫса хапӑл тӑвать, хуш курса хӑтлӑ пӳрте йыхӑрать… Ырӑ хуҫасем сурхури ачисене хӗр сӑрилӗх те кӑшарнилӗх те хӑмла-салат илсе кӗрсе параҫҫӗ, вӗтӗр-шакӑрсене выҫи-выҫипе шӳтерсе ӑшаланӑ пӑрҫа, хӗвелҫаврӑнӑш, шӗкӗлченӗ сар майӑр, пуртараххи тата кӑнахвит-пӗремӗк параҫҫӗ. Кил хуҫи арӑмӗ ачасене кукӑль-ҫимӗҫсем, кукӑрккисем, сумсассем, йӑвачасем парса тухать. Аслӑрах ачасене тарават кил хуҫи пӗрер курка сӑра ӗҫтерет, швельтрунсене шерепетпе сӑйлать…Сурхури ачисем, ҫапла выляса-кулса, юрласа-ташласа, хӗвеле май ял тавра ҫаврӑнаҫҫӗ те пухӑннӑ пек ҫимӗҫсене хӗр сӑри лартма тара илнӗ киле кайса леҫеҫҫӗ…Ташла-ташла ывӑнсан, ҫавран-ҫавран юрласа кӑмӑлне ҫавӑрсан, ҫамрӑк-кӗрӗм юмӑҫ яма тапратать. Шухӑрах каччӑсемпе хастартарах хӗрсем картана сурӑх ури тытма тухаҫҫӗ…».

Н. Егоровӑн «Сурхури» статйинчен.

Сурхури : [сценари]

Сурӑхури : сӑвӑ. С. 20

Сурхури юррисем

Сурхури! Сурхури!

Ҫитрӗ кӗтнӗ сурхури!

Сурхури ҫитнӗ, куртӑр-и?

Хирӗҫ тухса илтӗр-и?

Хапха уҫса хутӑр-и?

Атьӑр тухӑр, ачасем,

Урам тӑрӑх кайӑпӑр,

Килӗрен киле ҫӳрӗпӗр,

Салат-хӑмла пухӑпӑр,

Кукӑль-ҫимӗҫ пухӑпӑр,

Сурхури ӗҫки тӑвӑпӑр!

Сурхури-тӗк сурхури,

Чаплӑ пултӑр сурхури!

Кӗркури те Варвари,

Сурхурине пыратри?

Пырассине пыратӑр,

Кӗмӗл нухрат паратри?

Новый год! Новый год!

Долгожданный Новый год!

Новый год настал! Видали?

С радостью его встречаете,

Ворота отворяете?

Выходите же, ребята,

Все по улицам пойдем,

Дом за домом обойдем,

Хмель и солод соберем,

Пирожоков наберем,

Пир горою провернем!

Новый год та Новый год,

Славно справим Новый год!

Вы, Варвара и Григорий,

Вы придете к нам на пир?

Приходите, рады вам.

Принесите денег нам! 

Сурхури юррисем = Святочные песни // Культура Чувашского края. – Чебоксары, 1995. – Часть I. – С. 213-215.

Вӑрманалла тил йӗрри;

Вӑрманалла тил йӗрри;

Йӗрри пур та тилли ҫук,

Ахаль пирӗн телей ҫук.

 

Тӗкл(ӗ) ураллӑ тӑмани,

Тӗкл(ӗ) ураллӑ тӑмани

Арп(а) ӳклинче чӑх сыхлать,

Чӑххи чее, тыттармасть.

 

Шур ураллӑ яш ачи,

Шур ураллӑ яш ачи

Пӳрт умӗнче хӗр сыхлать,

Хӗрри чее, тыттармасть.

К лесу ведет след лисицы;

К лесу ведет след лисицы

Следы то есть, да лисы нет.

Так уже у нас счастья нет.

 

Сова с мохнатыми лапками

Сова с мохнатыми лапками

В маякинице кур стережет,

Да куры хитры, не попадаются.

 

В белое обутый молодой парень

В белое обутый молодой парень

Перед домом девушку подкарауливает,

Да, девушка хитра, не попадется.

Максимов, С. М. Вӑрманалла тил йӗрри // Максимов, С. М. Тури чӑвашсен юррисем / С. М. Максимов ; сӑввисене вырӑсла Н. Романова, И. Семенов куҫарнӑ. – Шупашкар, 1932. – С. 70-130.