Кӑшарни — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:

«Кӑшальня йӑли-йӗркине чӑвашсем тӗне кӗнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ тума пуҫланӑ. Кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче тӗттӗм пуличчен хапхасем, алӑксем ҫине хӗрессем хурса тухаҫҫӗ. Çветке пулса чупнӑ ҫамрӑксем вак касса шыва кӗрсе тасалаҫҫӗ. Тепӗр кунне кӑшальня куклисем пӗҫереҫҫӗ» (С. 71)

Муркаш районӗ. Йӑла-йӗркесем, уявсем = Моргаушский район. Традиции, обряды, праздники / Е. А. Зайцева авторӗ, пухса йӗркелекенӗ. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2004. – С. 71.

«Кӗшерние ӑна вуниккӗ-вунвиҫҫе ҫитнӗ хӗрсем, вунтӑваттӑ-вунпиллӗке ҫитнӗ хӗрсем тӑваҫҫӗ. Пысӑк хӗрсем вара кӗшерние кӑсене курма пыраҫҫӗ. Унтан хӗрсем ҫумӗнчен пысӑк каччӑсем те пыраҫҫӗ. Кӗҫерни хӗрӗсене ҫаксем пуҫҫаптараҫҫӗ. Тепӗр кунне хӑй кӗшерни хӗрӗсен амӑшӗсем хӑваттире хӗрсем валли икерчӗ, кӳптӗрме пекки пӗҫерсе кучченеҫ леҫсе параҫҫӗ. Кучченеҫ леҫекене кӑсем те пуҫҫапаҫҫӗ вара, унтан апатне пӗр-пӗринпе ларса ҫиеҫҫӗ. Çӗнӗ ҫул кунӗ кӗшерни хӗрӗсем кунӗпех ташлаҫҫӗ, юрлаҫҫӗ те, каҫпа сӑрисем-мӗнсем пӗтсен, ире яхӑн килӗсене таврӑнаҫҫӗ. Вӗсем унта ҫапла икӗ ҫӗр те пӗр кун иртереҫҫӗ…»

Тимофеев Г. Т.  Тӑхӑрьял: этнографи тӗрленчӗкӗсем. Халӑх сӑмахлӑхӗ. Ҫырса пынисем. Ҫырусемпе асаилӳсем / Г. Т. Тимофеев. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2002. – С. 144.

«Хӗллехи уявсем тӗрлӗ ялта тӗрлӗрен иртнӗ. Хӑш-пӗр ялсенче Сурхури хыҫҫӑнах Кӑшарни е шуйттан эрни (шуйттан вӑййи, ҫветке) пуҫланнӑ. Çак уявсем вӑхӑтӗнче ҫамрӑксем мыскараллӑ тумланнӑ, ҫветкесем урам тӑрӑх чупнӑ, улаха та ҫитнӗ. Вӗсем юрланӑ, ташланӑ, юмӑҫ янӑ. Уявӑн юлашки кунӗнче (ӑна нумай чухне Кӑшарни тенӗ) ҫветкесен хӑйсем ҫумне ҫыпҫӑннӑ усалсенчен тасалас тесе вакра шыва кӗмелле е мунчара ҫӑвӑнмалла пулнӑ. Г. Т. Тимофеев ҫырнисенче Кӑшарни (кӗшерни) 12-15 ҫулхи хӗр ачасен уявӗ тени пур. Хӗр ачасем уява кам патӗнче ирттермелли пирки калаҫса татӑлнӑ та унта пӗчӗк витресемпе кунӗ (хаяр мар) сӑра, кӗрпе, ҫу илсе пынӑ, ашшӗ-амӑшӗ вӗсене кӑштах укҫа панӑ. Каҫалапа ҫав киле пуҫтарӑннӑ та тухъясем тӑхӑннӑ, кӗмӗл капӑрлӑхсем ҫакнӑ, пӑтӑ пӗҫернӗ, сӑра ӗҫнӗ, кил хуҫисене хӑналанӑ, купӑсҫа чӗннӗ. Унтан ҫӗрӗпех тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене тупнӑ, юмахсем, шӳтлӗ хайлавсем каланӑ, ташланӑ, юрланӑ, вылянӑ. Уява арҫын ачасем те, хӗр ачасен тантӑшӗсем, пынӑ, аслӑрах хӗрсемпе каччӑсем те кӗре-кӗре тухнӑ. Тепӗр кунне амӑшӗсем хӗр ачисем валли икерчӗ, пашалу (капӑртма), кукӑль парса янӑ. Çимеллисем илсе килнӗ ҫыннине сӑрапа хӑналанӑ, тав тунӑ. Кӑнтӑрла кӗҫӗнрех ача-пӑча чупса пынӑ, аппӑшӗсемпе пиччӗшӗсем мӗнле савӑннине куҫӗсене чарса пӑхнӑ. Каҫалапа пӗчӗккисем килӗсене саланнӑ, аслӑраххисем тата тепӗр каҫ савӑннӑ. Ир енне ҫимеллисем пӗтсе ҫитнӗ. Ывӑннӑ, анчах кӑмӑлӗ тулнӑ хӗр ачасем кил хуҫисене тав тунӑ, купӑсҫа кӑштах укҫа тӳленӗ те килӗсене саланнӑ».

Е. Енькка «Тӑван ен: Чӑваш халӑхӗн XVI — XIX ӗмӗрсенчи пурлӑхпа ӑс-хакӑл культури : [вӗренӳ пособийӗ] : 6-7-мӗш классем валли. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. – С. 198-199.

Уяв сценари:

Ҫӗнӗ Ҫул (Кӗшерни) : [сценари]