Уяв — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:

«Чӑваш ҫамрӑкӗсем ҫурхи ӗҫсем вӗҫленнӗ хыҫҫӑн, ҫуллахисем пуҫланиччен, ятарласа вӑйӑ (уяв) ирттернӗ. Чылай вырӑнта вӗсем Çимӗкрен пуҫласа Питравчченех пынӑ… Ялсенчи хӗрсемпе каччӑсем юрӑ юрласа, ташласа савӑнма, хавасланма, пӗр-пӗринпе паллашма яланхи пӗр вырӑнта пуҫтарӑннӑ. Çамрӑксен вӑййисен тӗп тӗллевӗ вӑйӑ-кулӑпа савӑнӑҫра кӑна мар, вӑл чылай тарӑнрах пытарӑннӑ. Чӑвашсем тырӑ-пулӑ, пахча ҫимӗҫ ӳстерсе паракан ҫӗре чӗрӗ чунпа – Амапа танлаштарнӑ. Çурхи вӑйӑсене Çӗре – Амана – пӗтӗленсе юлма пулӑшма тесе ирттернӗ…» (С. 122-123).

.

 Т. И. Семенова «Чӑваш ҫамрӑкӗсен уяв (вӑйӑ) юррисен хӑйне евӗрлӗхӗ»

Çак йӑла Н. И. Ашмаринӑн «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекин» 5-мӗш кӑларӑмӗнче те ҫырӑнса юлнӑ: «Çимӗк умӗн усем вӑййа тухма пуҫлаҫҫӗ», – тенӗ унта (С. 292).

Вырӑссен паллӑ ҫыравҫи, Самар тӑрӑхӗнчи ҫурҫӗр районӗсенче чукун ҫул турттарас енӗпе ӗҫлекен инженер Н. Г. Гарин-Михайловский чӑваш ялӗсенче XIX ӗмӗр вӗҫнелле пулнӑ. Вӑл час-часах чӑвашсемпе тӗл пулнӑ, вӗсемпе калаҫнӑ. Вӑл «Параш ялӗнче. Ҫурхи уяв : «В сутолоке провинциальной жизни» очеркӗнче» чӑвашсем уявра савӑннине илемлӗн ҫырса кӑтартнӑ: «Ман пата ҫывӑхарсан, хӗрсем алла-аллӑн тытӑнчӗҫ те, пӗр пысӑк ҫавра туса, юрла пуҫларӗҫ. Вӗсен вӑййи те, юрри те ҫав тери оригиналлӑ-мӗн: эп ун пеккине нихӑҫан та курманччӗ те, илтменччӗ те. Урӑхла каласан – эп ҫав тамашана сцена ҫинче, балетра, оперӑра курнӑччӗ. Анчах ку балет та, опера та мар, ку – пурнӑҫ. Пысӑк ҫаврака карта ерипен юхса шӑвать: хӗрсем пӗр-пӗрин хыҫҫӑн пичӗсене карта варри енерех ҫавӑрса, утаҫҫӗ. Пӗр утӑмне пысӑккӑн ярса пусаҫҫӗ, чарӑнаҫҫӗ те— ерипен тепӗр урине сиктереҫҫӗ. Мӗн вӑл опера, мӗн романс?! Вӗсенчен пулать-и ҫак яланах ҫамрӑк ҫуркунне ырӑ шӑршине, вӗҫсе иртен ӗмӗрсемшӗн ачашшӑн хуйхӑрнине систересси-туйтарасси? Епле туйтарӗҫ вӗсем пурне те ҫӗмӗрекен самантсем витӗр икӗ пин ҫултан та хӑйӗн авалхи сӑн-сӑпатне ку тарана ҫитернӗ халӑхӑн юррине? Ун пек юрра шухӑшласа кӑларма пулать-ши вара?…» (С. 73).

Г. Тимофеев этнограф «Тӑхӑрьял» очеркӗнче ҫуллахи уяв ҫинчен ҫапла ҫырса пӗлтерет: «Малтан урама тухсанах ҫаплалла майлӑ. Акӑ аранҫӗ тӑрсан, лере унта-кунта ҫитӗннӗ хӗрсемпе ҫитӗннӗ каччӑсем выляма тытӑнаҫҫӗ. Тӗттӗм пулса килет. Ватӑсем-ҫамрӑксем пурте ҫывӑрма кӗреҫҫӗ. Леш ӳснӗ ҫамрӑксем кӗвӗ калама тытӑнаҫҫӗ. Çулахи ҫӗр тӳлек. Унта-кунта шӑпчӑк сасси, унта-кунта вӑрманта кукку авӑтнисем илтӗнеҫҫӗ. Урам варри ешӗл курӑк: тусан таврашӗ ҫук-ха. Сасӑ таҫта ҫитиччен янраса каять. Уйӑх ҫути ҫеп-ҫемҫе, темӗскерле шурӑрах ҫутӑ. Таҫта инҫетри ялсенче йытӑ сасси илтӗнет, ҫывӑх ялта хӗрсем кӗвӗ калаҫҫӗ. Çавӑн пек чухне вара хамӑр ял хӗрӗсем-каччисем, икӗ тӗмере янратса, пӗрне-пӗри итлесе, кӗвӗ калаҫҫӗ. Хайсем епле килте пурӑннине, вӑййа тухса епле вылянине, вӗсем ҫумӗнчен ыттисем мӗн-мӗн курнине, ҫав вӑйӑ хайсене епле туйӑннине, хӗрпе качча уйрӑмне кала-кала юрлаҫҫӗ вара. Вӑл сасса шӑрантараҫҫӗ-ҫке! Пӗри ытлашши кӑшкӑрмас, тепӗри юрламасӑр тӑмас. Пурте пӗр васкамасӑр, «сассӑмӑр таҫта ҫитиччен кайтӑр, тахшийӗн чӗринех пырса ҫыпҫӑнтӑр та, авалхи-хальхи пурнӑҫне мӗн иккенне шухӑшласа пӑхтӑр» тенӗ пек, урамра ҫавӑрӑна-ҫавӑрӑна кӗвӗ калаҫҫӗ… Пӗрин хӑлхине те кӗмесӗр юлмас вӑл кӗвӗ сасси: хӑшне шухӑша та ярать-тӑр вӑл, хӑшне йӗртет те-тӗр вӑл, хӑшне ҫамрӑк ӑс та паркалать-тӑр вӑл. Çав тери чӗрене тивекен япала! Хӗрсем икӗ тӗмене пуҫтарӑннӑ та икӗ тӗмере кӗвӗ калаҫҫӗ. Алла-аллӑн тытӑҫса ҫаврака карта ҫавӑрса илнӗ вӗсем. Хӑйсем кӗвӗ калаҫҫӗ: сассисене чухлаҫҫӗ те пӗр-пӗрин ҫине пӑхаҫҫӗ, картипелен ҫавӑрӑнаҫҫӗ. Çавӑрӑнсан-ҫавӑрӑнсан, кӗввине уйрӑм-уйрӑм каласан-каласан, икӗ вӑйӑ пӗр тӗмене пухӑнса калама пӗр тӗмерен тепӗр тӗмене каяҫҫӗ вара. Кусем кунтан лерелле урам тӑрӑх кӗвӗ каласа пыраҫҫӗ, лешсем лере кӑсене кӗтсе калаҫҫӗ. Пырса ҫите пуҫласан, лешсен карти ҫурмаран татӑлать те, кӑсене хӑйсем хушшине кӳртеҫҫӗ. Хӑй пӗр пысӑк карта пулса тӑрать ҫапла. Акӑ кӗвве тата ытларах тытӑнса калаҫҫӗ. Пайтахчен ҫапла тӗмере каласа тӑраҫҫӗ-тӑраҫҫӗ те вайӑран саланаҫҫӗ… Эрнекунпа вырсарникун хӗрсем шурӑ кӗпесем тӑхӑнса, тухья-тенкӗ тӑхӑнса-ҫакса «уяв» тӑваҫҫӗ. Кӑнтӑрла тӗлне ҫапла шап-шурӑ та ҫап-ҫутӑ тумланса тухаҫҫӗ те урам тарӑх кӗвӗ каласа ҫӳреҫҫӗ. Ǎҫта тӑкӑрлӑк тӗлне-мӗне ҫереме ҫитсен, чарӑнса каҫхинехи пек кӗвӗ каласа тӑраҫҫӗ. Калаҫҫӗ-калаҫҫӗ те тата малалла утаҫҫӗ. Унтан хире те каяҫҫӗ… Ĕлӗк «уява» старастасемпе, теҫетниксемпе тутаратчӗҫ, тет. Вуникӗ кун хушши вут чӗртме, яшка-ҫӑкӑр пӗҫерме, пир-авӑр тӗртме, кӗпе-йӗм ҫума, чӑпӑркка шартлаттарма, юпа шӑтӑк-мӗн алтма юрамасчӗ, тет. Каҫхине ҫав «ятлӑ ҫынсем» шаккаса, каласа ҫӳретчӗҫ, тет: «ыран уяв тӑватпӑр, вут-кӑвар ан чӗртӗр, ҫапла-капла ан тавӑр», тетчӗҫ, тет. Халӗ вӑл таврашсем ҫук ӗнтӗ. Пирӗн енче авал «ҫинҫе» тетчӗҫ, ҫапла тӑватчӗҫ. Çав пирӗн «ҫинҫе» тиекенни вырӑнне ку енчи чӑвашсем уяв тунӑ» (С. 159-161).

М. Сениэль поэт ҫамрӑксен уявӗ ҫинчен «Уяв ӗшни» (с. 7-54) поэма ҫырнӑ. Поэмӑра автор вӑл вӑхӑтри ҫамрӑксен уявӗ ҫинчен уҫӑмлӑн та ӗненмелле ҫырса кӑтартнӑ.

Уяв (вӑйӑ) юррисем

Аслӑ улӑхра куккук авӑтать (2)

Вӑрӑм чӑрӑш тӑрринче. (2)

 

Куккук ярӑнса авӑтнипе (2)

Вӑрӑм чӑрӑш хумханать. (2)

 

Вӑрӑм чӑрӑш хумханнипе (2)

Вӑшшӑл-вӑшшӑл ҫил вӗрет. (2)

 

Вӑшшӑл-вӑшшӑл ҫил вӗрнипе (2)

Пусӑри тырӑ хумханать. (2)

 

Пусӑри тыра хумханнипе (2)

Ялти ватӑ савӑнать. (2)

 

Ялти ватӑ савӑннипе (2)

Ҫамрӑк-кӗрӗм вӑй вылять. (2)

 

Ҫамрӑк-кӗрӗм вылянипе (2)

Ялти ватӑ ӗрленет. (2 )

 

Ӗрленет – хурланать.

Ан ӗрленӗр, ватӑсем, (2)

 

Куланай манахвист килет, тет. (2)

Куланай манахвист килсессӗн, (2)

 

Хӗр хулӑмсӑр килет, тет. (2)

Хӗр хулӑмсӑр килсессӗн, (2)

 

Утмӑл ҫулхи авланать. (2)

Утмӑл ҫулхи авланнипе (2)

 

Вун ҫич ҫулхи ӗрленет. (2)

Ан ерленӗр, йӗкӗтсем, (2)

Сире валли тата ӳсет. (2)

На широком лугу, (2)

На вершине высокой ели кукует кукушка.(2)

 

Оттого, что кукушка, качаясь, кукует, (2) Колышется высокая ель. (2)

 

Оттого, что колышется ель, (2)

Дует тихий ветерок. (2)

 

Оттого, что дует тихий ветерок, (2)

В поле нива волнуется. (2)

 

Оттого, что волнуется в поле нива, (2)

Радуются старик и в деревне. (2)

 

Оттого, что радуются старик и в деревне, (2)

Молодежь водит хоровод. (2)

 

Оттого, что молодежь веселится, (2)

Старик и в деревне огорчаются. (2)

 

Не огорчайтесь, старики, (2)

Говорят, манифест на подати выйдет. (2)

 

Когда выйдет податной манифест, (2)

Говорят, девушки без калыма замуж выйдут (2)

 

Когда девушки без калыма замуж будут выходить, (2)

Шестидесятилетние женятся. (2)

 

Когда шестидесятилетние женятся, (2)

Семнадцатилетние будут горевать. (2)

 

Не горюйте, пареньки, (2)

Для вас вырастут еще. (2)

Ҫӳл ту ҫинчи сар ҫеҫке (2)

Ларать хӗвелпе сарӑлса; (2)

Тату выляр, тантӑшсем, (2)

Саркайӑк пек савӑнса. (2)

 

Т’вайкки хӗрри ӑшӑк ҫул, (2)

Сулӑнминччӗ ҫуна ҫул; (2)

Ҫакӑ вӑййа тухсассӑн, (2)

Йӑнӑшминччӗ чӗлхе-ҫӑвар. (2)

 

Уйӑх ҫути пулчӗ-ши, (2)

Хӗвел ҫути пулчӗ-ши? (2)

Ҫак курнипе иртӗ-ши, (2)

Тата курса пулӗ-ши? (2)

 

Пирӗн тӗлти ҫырмара (2)

Куккук автать ярӑнса; (2)

Тантӑш асна килсессӗн, (2)

Куҫҫуль юхать тумласа. (2)

На высокой горе желтый цветочек (2)

Растет на солнце, распускается. (2)

Давайте, подружки, веселиться дружно, (2) Радуясь, как иволги. (2).

 

На склоне горы узкая дорога, (2)

Не раскатились бы сани на ухабе, (2)

Когда выйдешь на этот хоровод, (2)

Не ошибся бы мой язык. (2)

 

То ли лунный свет, (2)

То ли солнечный свет? (2)

Неужели это свидание последнее, (2)

Придется ли еще раз свидеться? (2)

 

В овраге против нас (2)

Кукует кукушка, качаясь, (2)

Когда вспомнишь друга , (2)

Слезы капают из глаз. (2)

Кукӑр та кутлӑ шур хурӑн

Кукӑр та майӗ ҫаврӑнать.

Эпир вылясси, куласси

Ҫулталӑк майӗн ҫаврӑнать.

 

Кас-кас та килет, кас пӗлӗт,

Ҫӑвинччӗ ҫӑвӑн тӑршшине.

Эпир те вылясси куласси

Кайинччӗ ӗмӗр тӑршшине.

 

Кӗпер те ҫинче шурӑ юр

Нумай та тӑмӗ – халь кайӗ;

Эпир те вылясси куласси

Нумай та тӑмӗ, халь иртӗ.

 

Куккук та ярӑнса автасси

Питрав та кунӗ ҫитиччен;

Эпир те вылясси, куласси

Ҫаран та ӳссе ҫиттичен.

Белая береза с кривым комлем

По кривизне вращается.

Наши игры, наши забавы

Через год возвращаются.

 

Время от времени движутся тучи.

Пусть бы лил дождь целое лето.

Наши игры, наши забавы

Пусть тянутся на века.

 

На мосту белый снег

Недолго пролежит, скоро сойдет.

Наши игры, наши забавы

Недолго продлятся, скоро пройдут.

 

И кукушка будет куковать, качаясь,

Только до Петрова дня.

Наши игры, наши забавы

Только до сенокоса.

Максимов, С. Уяв (вӑйӑ) юррисем  // Максимов, С. Чувашские народные песни / С. Максимов. – Москва, 1964. – С. 112-318.