Вирӗм — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:

Çуллахи уявсен ярӑмӗнчи «вирӗм» праҫникӗ мӗнле иртни ҫинчен Н. Ашмарин Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекин 5-мӗш кӑларӑмӗнче ҫакӑн пек ҫырса кӑтартать: «Чӑвашсен чӑн аслӑ праҫникӗ «вирӗм» ятлӑ праҫник. Вӑл праҫнике мункунран икӗ-виҫӗ кун маларах пуҫлаҫҫӗ. Вӑл прасникӗн малтанхи кунӗнче, ирпе, иккӗн, ӳссе ҫитнӗ ачасем, пӗрнесем ҫакаҫҫӗ те, аллисене патаксем илеҫҫӗ, килӗрен апат-ҫимӗҫ пуҫтарса ҫӳреҫҫӗ. Вӗсем чӳрече патне пыраҫҫӗ те, патаккисемпе шӑтӑртаттарса: вирӗм! Вирӗм! Вирӗм! Тесе, кӑшкӑраҫҫӗ. Вара чӑваш хӗр-арӑмӗсем хӑшӗ кӗрпе, хӑшӗ какай, хӑшӗ-хӑшӗ ҫу ярса параҫҫӗ пӗрнисем ӑшне. Вӗсем урамра ҫӳренӗ чух ҫын ан пултӑр; вӗсем, ҫынна курсан, хӑвалаҫҫӗ; хуса ҫисен патаккисемпе тӗртсе яраҫҫӗ. Кӗрписене, ашсене, ҫусене пуҫтарса пӗтерсен, пӗҫереҫҫӗ те, пӗр пӳрте ялӗре пуҫтарӑнса, ҫиеҫҫӗ. Тепӗр кун юлашкисене. Шаккаса ҫӳренӗ патакӗсене ял хыҫӗнчи ҫырмана кайса тӑкаҫҫӗ: вирӗме партпӑр, теҫҫӗ…(с. 240). Вирӗм чупни пирки ҫапла ҫырса кӑтартнӑ: «пирӗн ялта, кашни ҫул вун-ултӑ, вун-ҫичӗ ҫулхи ачасем, мӑнкун ыран тенӗ чух, шӑматкун каҫ вирӗм чупаҫҫӗ. Мӑнкун ҫитесси пӗр виҫ-тӑват эрне юлсан, вӗсем пӗр ҫӗре пухӑнаҫҫӗ те, вирӗм чупма пилеш хулӑсем касмашкӑн вӗрмана каяҫҫӗ. Хӗрарӑрӑмсем вӑл кун вирӗм ачисем валли кукӑль-ҫӑмах туса хатӗрлесе хураҫҫӗ; йӑвасем тӑваҫҫӗ, тата ҫӑмартасем те пӗҫерсе хураҫҫӗ. Тата ҫав ачасем валлиех пӗрер чӗрес сӑра пылласа лартаҫҫӗ. Пӳрте кӗнӗ чухне вӗсем юрласа кӗреҫҫӗ. Вӗсен юрри ак ҫапла: «Вирӗм, вирӗм вирила, вирила та Кирила; кӗҫӗр те вирӗм тиятпӑр, ыран та мӑнкун тиятпӑр. Кӗҫер йӑва ҫиетпӗр, ыран пӑтӑ ҫиетпӗр, виҫмине яшка ҫиетпӗр. Тавай та пире сӑрине, тавай та пире сӑрине, тавай пире сахӑрне, шипка та пива не надо. – Пӳрт алӑкне уҫаҫҫӗ те, пурте харӑс: вирӗм! тесе кӑшкӑрса яраҫҫӗ…» (с. 242).

«Калӑмӑн юлашки кунӗнче тӗрлӗ усал-тӗселрен, чир-чӗртен хӑтӑлас тесе ятарласа йӑла ирттернӗ. Ку йӑлана тури чӑвашсем Вирӗм, анатрисем Сӗрен тенӗ. Сӗрен йӑлине ирттерме ирхине 12-14 ҫулхи арҫын ачасем вӑрмана кайса пилеш хуллисем хуҫнӑ, ҫатӑркасем ӑсталанӑ. Унтан юрӑ-кӗвӗ каласа, ташласа, шавласа ялӑн пӗр вӗҫӗнчен пуҫласа тепӗр вӗҫне ҫитиччен хӗвеле май килӗрен киле ҫӳренӗ. Ачасем кашни килех кӗнӗ, чир-чӗр, усалсем кайччӑр тесе хуҫисене, выльӑхӗсене, карти-вӗрлӗкне, хуралтисене хулӑсемпе ҫапнӑ. Кил хуҫисем вӗсене ҫӑмарта, мӑйӑр, икерчӗ, кӗрпе, ҫу тата ытти кучченеҫсем панӑ. Ялӑн пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫне ҫитиччен килӗрен киле кӗрсе тухсан ҫӑва ҫине кайнӑ. Унта ватӑсем кӗлӗ ирттернӗ, ҫимеллисен пӗр пайне вилнисене чӳклесе панӑ. Ачасем хӑйсене лекнӗ кучченеҫсене пӗр-пӗринпе пайласа ҫинӗ, вылянӑ. Кӑвайт чӗртсе хулӑ-патака, ҫатӑркасене вута пӑрахса ҫунтарнӑ. Усалсенчен тасалас тесе вут урлӑ сике-сике каҫнӑ, тумтирсене ҫӳлелле ывӑтнӑ. Унтан каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр ялалла чупнӑ».

Е. Енькка «Тӑван ен: Чӑваш халӑхӗн XVI — XIX ӗмӗрсенчи пурлӑхпа ӑс-хакӑл культури : [вӗренӳ пособийӗ] : 6-7-мӗш классем валли. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. – С. 187.